Комментировать

15 Фев, 2024

Тантăш 05 (4876) № 08.02.2024

Нумай ачаллисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ

Йĕпреç тăрăхĕнчи Хумпуç ялĕнче пурăнакан Андреевсен çемйи çак кунсенче патшалăх пулăшăвне — пурăнмалли çурт-йĕре çĕнетмелли сертификата — тивĕçнĕ. Тахçантанпа кĕтнĕ пысăк парнене нумаях пулмасть, нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, Йĕпреç округĕн администрацийĕн çуртĕнче чаплă лару-тăрура панă. Çак кунсенче Андреевсен нумай ачаллă туслă çемйипе çыхăнма май килчĕ.

«ЫВĂЛСЕМ АШШĔНЧЕН ЮЛМАÇÇĔ»

Александрпа Надежда Андреевсен — пилĕк ача. Александр Владимирович тахçантанпах Мускавра строительте тăрăшать, Надежда Николаевна Йĕпреçри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тытăмĕнче тирпейлӳçĕре вăй хурать. Ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскерсем иккĕшĕ те тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Асли Вера сывлăх енчен хавшакрах пулин те килте алă усса лармасть. Амăшĕ хушасса кĕтмесĕрех кил-çурта тирпейлет, апат-çимĕç хатĕрлет. Ĕçрен ывăнса, çул çинчен шăнса таврăннă çывăх çыннине алăкран кĕрсенех сĕтел хушшине чей ĕçме йыхравлать. Вăл амăшĕ хăш вăхăтра центртан килсе çитессине пĕлсех тăрать. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче пĕлӳ илнĕ Володя Йĕпреçре стропальщикре тăрăшать. Салтака та кайса килме ĕлкĕрнĕ вăл. Çемьере вăталăххи Алина Канашри педагогика колледжĕнче воспитателе вĕренет. «Ачасене питĕ юрататăп, ку професси ман валли, çак çула суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Пире кунта мĕне кăна вĕрентмеççĕ-ши, алла диплом илсен пурнăçра хамăн вырăна тупатăпах», — пĕлтерчĕ Алина. Андрей Йĕпреçри 1-мĕш шкулта, саккăрмĕш класра пĕлӳ пухать. Спорта малти вырăна хураканскер конькипе ярăнма юратать. Шкултан киле часах çитейменнине пула паллах вăхăчĕ хĕсĕкрех унăн. Çапах та ашшĕ-амăшне пулăшассине малти вырăна хурать, каçхине уроксем тăвать. Çитес çул патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тытмаллине кура яваплă арçын ача математика предметне тарăнрах вĕренме тытăннă, репетитор патне çӳрет. Андрея сварщик профессийĕ илĕртет. Шкул хыççăн çак специальноçа алла илме ĕмĕтленет. «Ачасем ашшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, ывăлсем унран пĕртте юласшăн мар. Мăшăрăн алли ылтăн, тем тума та пĕлет: плитка хума та, сварка ĕçне те, çурт-йĕр купалама та ăста», — терĕ ачисен ашшĕ пирки ăшшăн Надежда Николаевна. София — çемьере чи кĕçĕнни. Вăл Йĕпреçри 1-мĕш шкулта, иккĕмĕш класра пĕлӳ пухать. Хĕрача пушă вăхăтра ӳкерме ăста. Çут çанталăка, чĕр чунсене, йывăç- курăка илемлĕ сăнлать хăйĕн ĕçĕсенче. Кану кунĕсенче амăшĕпе пĕрле тĕпелте кукăль-пӳремеч янтăлама юратать. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Юные умы – наше будущее!

Школьные научные общества учащихся – это добровольные объединения школьников и учителей, которые призваны развивать и совершенствовать знания учащихся в определенной области науки, а также умения и навыки научноисследовательской и проектной деятельности под руководством преподавателей и научных работников. В Чувашской Республике в деятельность школ ведется активное внедрение научных обществ. Яркий и наглядный пример – 50-ая школа города Чебоксары.

Школьное научное обĕединение пятидесятой школы – молодое обĕединение, созданное только в прошлом году. А название «Будущее науки» связано с его миссией – помочь раскрыть способности и таланты ребят. Новоиспеченная команда ак тивно принимает участие в олим пиадах, конкурсах, викторинах. В различных областях наук ӳестественных, гуманитарных, техническихӲ ребята под чутким руководством своих руководителей проводят научные исследования, результатами которых делятся на конференциях или используют в докладах во время учебных занятий. – В своих работах мы часто проводим социальные опросы. Когда хотели выяснить, какую негазированную воду люди покупают чаще всего и какая вкуснее, у учащихся мы интересовались, сколько литров воды в день они выпивают, какой производитель воды им больше нравится. Очень интересно и увлекательно узнавать мысли своих сверстников, а потом анализировать их ответы и приходить к общему выводу, – делятся ребята. В преддверии Всероссийского дня науки, который ежегодно отмечается 8-го февраля, в школе была организована конференция «Первые шаги в науке». Участниками мероприятия стали не только старшеклассники, но и учащиеся 1-7 классов. Экспертами стали приглашенные преподаватели и студенты вузов-партнеров школы. В планах школьного научного общества – проводить больше мероприятий по популяризации науки. Руководитель «Будущего науки» Надежда Семенова подчеркивает, что наука – неотĕемлемая часть настоящего, именно она помогает молодому поколению развиваться и расширять свой кругозор. Получение знаний и эрудиции учащимися в области достижений современной науки, раскрытие научных и творческих интересов школьников, вовлечение их в научно-исследовательскую деятельность в соответствии с этими интересами – основные задачи школьного научного общества. – Мои подопечные, несомненно, очень талантливые и одаренные дети. Со школьной скамьи они понимают роль науки в жизни человека, начинают изучать ее азы не только сами, а активно вовлекают в эту деятельность своих друзей, сверстников. По их инициативе мы уже провели несколько конкурсов и интерактивных викторин. А их старшими учителями являются студенты Чувашского государственного университета им. И.Н. Ульянова – на ши частые гости», – делится Надежда Владиславовна. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


Моя семья

Я учусь в первом классе. В свободное от уроков время занимаюсь плаванием, также люблю кататься на коньках. Мне нравится участвовать в разных конкурсах. В подготовке к ним мне помогают моя мама и бабушка, которая живет вместе с нами.

Мама Наталия Владимировна работает в детском саду заведующим хозяйством. От нее зависят чистота, порядок и безопасность садика. Она не только занимается хозяйством, но и участвует в утренниках. В свободное время мама любит гулять с нами. Также очень вкусно готовит для нас разные торты, пирожные, пироги, пиццы. Мой папа Марсель Сергеевич работает водителем автобуса, возит людей в разные регионы нашей страны. В свободное время он ходит на охоту. Когда у него выходные, мы всей семьей ездим в деревню к бабушке и дедушке. Моей сестренке три года. Она ходит в тот же садик, где воспитывалась я. Зарина очень добрая, веселая, смышленая. Ей нравится играть в профессии. Несмотря на свой возраст, умеет считать до десяти. Еще ей нравится рисовать и петь. Она посещает кружок по художественному и музыкальному творчеству. У меня есть прабабушка Нина Михайловна. Ей 93 года. Она живет в нашем городе. Мы с мамой часто ездим к ней, помогаем по дому. В деревне у нас живут бабушка Таня и дедушка Сергей. У них есть корова Милашка. Она дает нам вкусное молоко. Летом я люблю помогать бабушке встречать ее из стада. Сами мы живем с бабушкой Капой. Она мой главный помощник в подготовке к художественным мероприятиям. Еще у нас есть усатые-полосатые члены нашей семьи – кот Рыжик и кошечка Муся. <...>

Злата ИВАНОВА. Чебоксары, 10-ая школа имени летчика-космонавта Андрияна Николаева.

♦   ♦   ♦


Манăçмаççĕ çав кунсем

(КУКАÇИ АСА ИЛĔВĔСЕМ)

«Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 95 çын хутшăннă, вĕсенчен 45-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Вăрçă пуçлансан виççĕмĕш кунхине ял вĕçне лаша пĕккипе, çилхисене хăмăтпа илемлетнĕ лавсем пырса тăнă. Малтин пĕкки çине «Фашизма çапса аркатар!» лозунг çырса çапнă. Ял халăхĕ фронта каякансене ăсатма тухнă. Колхоз председателĕ Леонтий Тихонов çапла каланă: «Пирĕн çĕршыва такам та хапсăннă: французсем те, поляксем те, самурайсем те. Халĕ ирсĕр Гитлер чура тума ĕмĕтленет. Ун пекки нихăçан та пулмасть. Тăшмана çапса аркататпăр!» «Ютран килнĕ тăшманăн мăшкăлне курар мар!» — çирĕппĕн хуравланă вăрçă хирне каякансем.

Арçынсем фронта кайсан колхозри мĕн пур ĕç хĕрарăмсем, аслă ӳсĕмри çынсем тата ачасем çине тиеннĕ. Колхоз тракторĕпе Анна Воронцова, Лидия Батанова, Нина Иванова ĕçленĕ. Раиса Миронова аслă конюхра вăй хунă. Пурнăç çав тери йывăр килсен те ялти шкул учителĕ Вера Ичангина çамрăксемпе ачасене концертсем йĕркелеме явăçтарнă. Пурин те пĕр тĕллев: Çĕнтерĕве çывхартмалла Кивĕ Арланкассине Донбасран, Смоленск, Харьков хулисенчен эвакуаципе ултă çемье куçса килнĕ. Вĕсене пурте тăван пекех йышăннă. Ял ачисем пĕр ӳсĕмрисемпе хăвăрт туслашнă, колхоз уй-хирĕнче пĕрле ĕçленĕ, çумланă, пучах пухнă, выльăх пăхнă. Халăх ырми-канми ĕçленĕ. Пурин те пĕр тĕллев пулнă: Çĕнтерĕве çывхартмалла. Çав çулсенче хӳтĕлев фондне укçа-тенкĕ, тырă парас юхăм анлă сарăлнă. Ку енĕпе Сăрьелте пурăнакан Абдулла Гаязов çемйи ырă ĕçсемпе çĕршывĕпех палăрнă. Вĕсем «Колхозник Чувашии», «Тракторист Чувашии» текен танксен колонине тума 105 тенкĕ укçа, 30 пăт тырă куçарнă. Гаязовсен ырă тĕслĕхĕ Кивĕ Арланкассинче кĕске вăхăтрах сарăлнă. Ялти кашни ĕçлеме пултаракан çын хӳтĕлев фондне пĕр пин тенкĕрен кая мар укçа-тенкĕ хывнă. Çамрăк хĕрарăмсем ачисене хăварса 1941 çулта, шартлама сивĕре, Улатăр тăрăхне окоп чавма кайнă, вăрман каснă. Зинаида Ниткина, Раиса Богданова, Нина Зыкина выçăллă-тутăллă пулин те çар çывăхĕнче тăшман танкĕсене чарма хӳтĕлев чикки тунă, шăннă тăпрана лумпа чавнă. 1941 çулта Улатăрта стрелоксен 141-мĕш дивизийĕ йĕркеленсен ялтан Гаврил Яковлев, Ефим Иванов, Трофим Веников çара лекнĕ. Вĕсен дивизийĕ Воронеж фронтĕнчи çапăçусене хутшăннă, Курск пĕккинче паттăрлăх кăтартнă.

Дарина СЕМЕНОВА çырса илнĕ. Шупашкар, 50-мĕш шкул.

♦   ♦   


Хăнара — артистсем

Нарăсăн пиллĕкмĕшĕнче эпир тĕлĕнмелле интереслĕ тĕлпулăва хутшăнтăмăр. Вăл кун Чуманкасси шкулне республикăри театр ĕçченĕсен союзĕ килчĕ. Артистсем «Пушкин картти» программăпа тĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерчĕç.

Мероприяти пуçлансан К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ. Унтан ăсталăх класĕсем пуçланчĕç. Чи малтан хăйĕн пултарулăхĕпе опера юрăçи Татьяна Прытченкова паллаштарчĕ. Вăл пире Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ пирки каласа кăтартрĕ, вырăс тата чăваш оперисен сыпăкĕсене шăрантарчĕ. Çавăн пекех сĕрме купăс каларĕ. Сцена çине эксперимент театрĕн артисчĕ те тухрĕ. Вăл сасăпа ĕçлемелли, сăмахсене тĕрĕс, уçăмлăн каламалли вăрттăнлăхсене уçрĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн преподавателĕ Владимир Григорьев тата унăн вĕренекенĕ Никита та сцена çине тухрĕç. Владимир Григорьев куракансене Çеçпĕл Мишшин пĕр сăввипе тыткăна илчĕ. Вырăс драма театрĕн ĕçченĕсем те ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Вĕсем çапăçу элеменчĕсемпе паллаштарчĕç, кашни утăма тĕрĕс мĕнле тумаллине вĕрентрĕç. Чăваш патшалăх пукане театрĕ тĕрлĕ пуканепе паллаштарчĕ, артистсем «Золушка» юмахри сыпăка вылярĕç. <...>

Софья ИГНАТЬЕВА. Муркаш округĕ, Чуманкасси шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.