Комментировать

12 Фев, 2024

Парăмсем чăрмав кÿреççĕ

Хваттерсен хуçисен республикăн Капиталлă юсав фончĕ умĕнчи парăмĕ 608 миллион тенкĕпе танлашать. Çак парăмăн самай пысăк пайне шыраса илеесси те иккĕленӳллĕ. Кун çинчен тунтикун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура фонд директорĕ Светлана Баранова пĕлтерчĕ.

Канашлу иртнĕ çул патшалăх пурлăхне приватизациленине пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр патшалăх пурлăхне сутса тунă тупăш виçи 37 миллион тенкĕпе танлашнă. Приватизацилемеллисен шутĕнче 3 çĕр лаптăкĕ, куçми 21 тата куçакан 4 объект пулнă. Пурлăх хакне никама пăхăнман экспертсене явăçтарса палăртнă, объектсене туянас кăмăллисен аукционсене хутшăннă йышĕ самай пысăкланнă.

Кăçал патшалăхăн 20 миллион тенкĕлĕх пурлăхне сутма палăртнă. Çав шутра сăмах куçми 5 объект пирки пырать. Министр çумĕ çав объектсенчен хăшне-пĕрне, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнăскерсене, арендăна илнĕ предпринимательсем вĕсене туянмашкăн хăйсене çăмăллăхлă ирĕк пама ыйтни çинчен каларĕ. Вĕсен кăмăлне шута илеççĕ-тĕр — канашлура хирĕçлес тени илтĕнмерĕ. Çулталăк пуçланнăранпа темиçе объекта сутма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — бюджета 1,6 миллион тенкĕ кĕнĕ.

Капиталлă юсав фончĕн директорĕ Светлана Баранова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул республикăри нумай хваттерлĕ 206 çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçламалла пулнă. Юсав укçине фондра пухакан 193 çуртри ĕçсене пурнăçланă — 1,2 миллиард тенкĕлĕх. Ытти 13-шĕнчи хваттерсен хуçисем укçана ятарлă шутсем çинче пухаççĕ. Вĕсенчен 5-шĕ кăна юсав ĕçĕсене ирттерме вăй çитернĕ. Пĕр çурт тĕлĕшпе унта пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕ юсава каяраха куçарма йышăннă, тата 7-шĕнче вара юсав ĕçĕсене пурнăçламан. Çавна май укçана та фонда, пĕрлехи хурана, куçарма тивет.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи юхăннă кивĕ 88 лифта улăштарнă. Светлана Павловна çак цифра малтан пĕчĕкрех пулнине аса илтерчĕ, анчах конкурс йĕркелесе укçа перекетленине кура тата 14 лифта улăштарма май тупнă.

Кăçал нумай хваттерлĕ 424 çурта юсамалла — 2,9 миллиард тенкĕлĕх. Вĕсенчен 386-шĕн юсавне фонд хăйĕн çине илет, ыттисен укçи ятарлă шутсем çинче. Çав шутра 118 çуртăн тăррине юсамалла, çавăн пекех шалти инженери сечĕсене йĕркене кĕртмелли çурт нумай.

Çĕнĕ лифтсем те кăçал пĕлтĕрхинчен чылай ытларах пулĕç. Строительство министрĕ Михаил Коледа федераци пулăшăвĕпе усă курса улăштармалли лифтсен шутне чылай пысăклатма май килнине çирĕплетрĕ — çĕнĕ 471 лифт пулĕ. Киввисене тĕрĕслессине-тĕпчессине вĕçленĕ, вĕсем вырăнне çĕннисене вырнаçтарас ĕç пуш уйăхĕнчех пуçланĕ. Михаил Ноздряков умри ĕç пысăккине палăртрĕ: «Çуртсен шучĕпе те, укçа виçипе те — пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах. Ăна пурнăçлама вăй çитерессе шанатăп».

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăх юсавĕ валли хваттерсен хуçисенчен тӳлев пухассипе çыхăннă ĕç-пуç вара чăрмавăр тееймĕн. Светлана Баранова парăм калăпăшĕ 608 миллион тенкĕпе танлашни çинчен каланă май ăна юлашки вăхăтра ӳсме паманнине çитĕнӳ вырăнне хурса хакларĕ. Пĕрремĕш вице-премьер вара парăмсене шыраса илессипе çыхăннă ĕçе ура хуракан чăрмавсемпе кăсăкланчĕ. Светлана Павловна каланă тăрăх, парăма суд урлă шырас илес тĕлĕшпе ĕçлемешкĕн фондăн икĕ юрист кăна. Çийĕнчен фондăн харпăрлăх хуçисен патшалăх реестрне кĕме те ирĕк çук. Юрать, тавăçсене вăл е ку пурлăх хуçисене палăртмасăрах тăратма ирĕк панă — хуçисен кăтартăвĕсене суд хăй ыйтса илет. Анчах çакă, паллах, ĕçе тăсса ярать.

Асăннă пысăк парăмăн пĕр пайне, 200 миллион тенкĕ патнелле, шыраса илесси çине, тĕрĕссипе, алă сулма та юрать. Вĕсене хистесе тӳлеттермелли вăхăт иртнĕ, анчах шутран кăларма та ирĕк çук иккен. Парăмлă çынсем шутран кăлармашкăн суда та тавăç тăратнă, анчах Фемида вĕсен ыйтăвне хирĕçленĕ. Михаил Ноздряков ыйту çивĕчлĕхĕ чылайранпа капланса пыни çинчен каланă май парăмсен темине «кисретсе илмеллине» палăртрĕ — вĕсен виçине, хăçантанпа капланнине тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ йышăнусем тума сĕнчĕ.

Канашлу шăматкун иртнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Спорт министрĕ Василий Петров шучĕпе 42-мĕш чупу Чăваш Енре яланхилле лайăх иртнине çирĕплетрĕ. Ăмăртусене мĕн пур хулапа округра йĕркеленĕ. Чи нумай çын хутшăннисем — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашар тата Канаш хулисем. Муниципалитет округĕсене илес тĕк — министр Шупашкар, Комсомольски, Патăрьел округĕсенче пурăнакансен хастарлăхне палăртрĕ. Ватти те, вĕтти те йĕлтĕр сырнă темелле. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисенчен чи асли 77 çулта-мĕн, чи кĕçĕнни — 3 çул çурăра.

www.hypar.ru