Комментировать

25 Янв, 2024

Тантăш 3 (4874) № 25.01.2024

Министр парашютпа та сикнĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕн çамрăк корреспонденчĕсемшĕн иртнĕ кĕçнерникун, кăрлачăн 18-мĕшĕ, чăнчăн уява çаврăнчĕ. Çак кун чи хастар çамрăк журналистсем ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровăпа тĕл пулчĕç, ыйтусен хуравĕсене пĕрле шырарĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ачасем темĕн те пĕлесшĕн пулчĕç, ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç. Алена Геннадьевна ачасемпе тĕл пулма питĕ хавас пулнине палăртрĕ. «Юнкорăн ыйту пур» прессконференцие республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 13 чăваш ачи пуçтарăнчĕ. Мĕн кăсăклантарать-ха çамрăк ăрăва?

Дима УДЯКОВ [Хĕрлĕ Чутай округĕ, Мăн Этмен шкулĕ]:

— Эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Ача садне çÿренĕ чухне воспитатель пулас килетчĕ, шкула кайсан — учитель. Аслă классене çитеспе — космонавт. Ун чухне Андриян Николаев космонавт летчик пирки нумай вуланă, уроксенче ун çинчен чылай калаçнă. Светлана Савицкая космонавт летчик пирĕншĕн, хĕрачасемшĕн, тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. — Эсир парашютпа сикнине илтнĕччĕ. Хăрушă мар-и? — Аслă ывăл ачаран летчик пулма ĕмĕтленетчĕ. Шкул хыççăн çав профессиех суйларĕ. 16 çулта чухне пуçласа парашютпа сикрĕ. Çакăн хыççăн манăн та сиксе пăхас шухăш çуралчĕ. «Эсĕ ш&тлетĕн-и?» — терĕ мăшăрăм. Çапах та ку шухăша пуçран кăларса пăрахмарăм. Пĕррехинче вăл: «Атя пĕрле каяр», — терĕ. Тĕрĕссипе, хăрама та ĕлкĕреймерĕм. Унта нумай шухăшлама вăхăт çук. Инструктор самолетран кăларать те ярать. Алăк уçăлнă — тухмалла. «Звездный» лагерьте канакан ачасемпе пĕрле сикнĕччĕ.

Света ОКРУЖНОВА [Елчĕк округĕ, Елчĕк шкулĕ]:

— Ĕçсĕррисем мĕн чухлĕ тата мĕн вăхăт пособи илме пултараççĕ-ши?

— Ĕçсĕррисем ĕç шыранă вăхăтра патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Çак пособи ку тапхăрта питĕ пулăшать. Вĕсене виçĕ уйăхран пуçласа вун икĕ уйăх таран тÿлеме пултараççĕ. Ку ытларах хăш категорине лекнинчен килет. Пенсие тухас умĕн ĕç çухатнисене пособипе 12 уйăх таран пулăшаççĕ, ыттисене — çур çул. Унăн чи пысăк виçи пур, чи пĕчĕкки те. Çĕнĕ çултан çĕнĕ федераци саккунĕ йышăннă май, вăл индексациленет. Хальхи вăхăтра унăн чи пысăк виçи — 13 пин те 751 тенкĕ, чи пĕчĕкки — 1 пин те 613 тенкĕ. — Министр ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă чи асра юлнă саманта асăнаятăр-и? — Министр пулнă май тĕрлĕ çынпа паллашма, калаçма тивет. Çакна палăртас килет, 107 çул тултарнă ватă çынна çуралнă кунпа саламлама кайни — пĕлтерĕшлĕ самант. Ку таранччен çак çула пурăнса çитнĕ çынна курманччĕ. Хайхискер сăвă каларĕ, юрă юрларĕ. Мĕн пур тăванне паллать. Мĕн чухлĕ вăй-хăват тапса тăрать унра! Питĕ тĕлĕннĕччĕ, савăннăччĕ! Ку çула çитнисем сайра-çке. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


Святочные колядки

В рамках проекта «Родные истоки» в нашей школе для учеников 3-его класса прошли святочные колядки. Учителя организовали беседы с ребятами, а также их бабушками. Школьники узнали факты из истории праздника, а также то, что колядка – это небольшое пожелание хозяевам в новом году в стихотворной форме.

По традиции, в начале славят Рождение Христа, а затем желают в наступающем году всего хорошего: здоровья, урожая, прибыли, приплода. Колядовщики, нося сделанный в виде восьмиугольной звезды бумажный фонарь, подходят к окну дома, спрашивают хозяина позволения заколядовать. Получив согласие, люди становятся у порога и поют. Если хозяева щедрые, ряженые стараются пожелать им как можно больше всего хорошего, а скупых высмеивают, могут пожелать и неудач. Пропев благопожелания хозяевам, отзванивают колокольчиками. Колокольный звон связан с обрядом очищения. <...>

Светлана КЕДРОВА,

Роза ОСИПОВА,

Дина ХУСЕИНОВА

♦   ♦   


Встреча с настоящим патриотом

16 января в нашей школе состоялась встреча и.о. заместителя главы администрации округа по социальным вопросам – начальника отдела образования и молодежной политики В.В. Павлова и участника СВО, гвардии рядового Ивана с учащимися 5-9 классов. В ходе беседы боец рассказал ребятам о тяжелых буднях солдат и мирных жителей, мужестве и героизме наших защитников в зоне специальной военной операции. Каждый на этой встрече смог задать бойцу интересующие вопросы и получить ответы из уст очевидца.

Иван – житель поселка Урмары. Он воевал в зоне специальной военной операции с августа 2022 года по ноябрь 2023 года, был разведчиком-сапером. Это настоящий патриот, который не остался равнодушным, когда нашей Родине и соотечественникам начала угрожать опасность со стороны неонацистов. Солдаты стойко защищают нашу с вами землю, охраняют наш спокойный сон, никогда не унывают. Иван своим мужественным примером доказал любовь и преданность Родине, тем самым став настоящим идеалом для подрастающего поколения. <...>

Светлана РОМАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.