Комментировать

25 Янв, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 3 (1333) № 25.01.2024

«Анне, эсĕ паян сăнарна театрта хăварман…»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки, профсоюз комитечĕн ертӳçи, Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн хастар членĕ, Канаш округĕн Кăшнаруй ялĕн пултаруллă хĕрĕ… Хăйне шаннă кашни ĕçе çӳллĕ шайра пурнăçлать вăл. Сăмахăм, Чăваш халăх артистки Ирина Архипова пирки. «Çапла, тивĕç нумай — çавăн пекех амăшĕ эпĕ, кукамай, йăмăк, тус-тантăш тата Çĕр-аннемĕрĕн пĕр пĕчĕкçĕ пĕрчи», — яланхиллех сăпайлăн калаçрĕ вăл.

Çын сăмахне мала хума вĕрентнĕ

— Тивĕçлĕ «пĕрчи»… 2023 çулхи раштав уйăхĕнче эсир патшалăхăн пысăк наградине тивĕçрĕр. Хальччен яваплă çак çĕклеме хăнăхрăр та пулĕ ĕнтĕ. Çавна май пĕлес килет: Чăваш халăх артисткин кунĕ мĕнрен пуçланать?

— Ирхи кофĕрен. «Çав сехетре куçа уçмалла, çавăн чухне тăмалла» текен расписани çук манăн. Хăш-пĕр чухне ытларах çывăрма та ирĕк паратăп хама. Хĕр ӳссе çитнĕ, мăшăрĕпе, хăйĕн хĕрĕпе — манăн мăнукпа — уйрăммăн пурăнаççĕ. Çавăнпа кукамай тивĕçĕсене канмалли кунсенче пурнăçлатăп. Манна пăтти çиме юратать мăнукăм, сĕт яшки саккас парать, икерчĕ кăмăллать. Иксĕмĕр çав тери тутлă çиме юрататпăр. Çемье — манăн тĕрек. Кану кунĕсене пĕрле ирттерни эрне тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлеме вăй-хăват парать. Йăлтах хамăртан килет вĕт. Хамăра хамăр савăнтарма, илемпе киленме пĕлмелле. Кăмăла тивĕçтерни пĕр эрнелĕхе вăй-хал парать. Çут çанталăкпа киленни те кăмăла уçать. Çуран çӳреме юрататăп — ултă çухрăма парăнтарса ĕçе пĕр сехет утатăп. Çак вăхăтра шухăшсене пĕр тĕвве пуçтаратăп, сăвă вулатăп, тавралăхпа киленетĕп. Ĕç хыççăн киле таврăннă май чунри туйăмсене йĕркелеме тăрăшатăп. Маларах, йывăр спектакльсенче вылянă чухне, киле таврăнсан хĕрĕм калатчĕ: «Анне, эсĕ паян сăнарна театрта хăварман…» Çакна шута илме тăрăшатăп, ĕçре капланни çавна май хăех татăлса ӳксе юлать халĕ… Тепĕр тесен, артистка — кирек ăçта та артистка. Утнă май роль сăмахĕсене те аса илетĕп. — Пурнăçра пултарулăхăрпа тăтăшах усă курма тивет-и?

— Çук, ун пек каламăттăм. Малти вырăнта çынлăх пулмалла. «Çынна чулпа пемелле мар», — тесе атте-аннех вĕрентнĕ. Ырă туни яланах каялла çаврăнса çитет.

— Çемье патне çитрĕмĕр пулсан каласа хăварăр-ха, тата мĕнле чăнлăхсене ăша хывса ӳснĕ эсир?

— Анне Перасковия Константиновна бригадир пулнă, атте Александр Архипович — тракторист. Сĕтел хушшинче те ĕç çинчен калаçатчĕç вĕсем. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ те, анчах та эпĕ аттепе анне харкашнине нихăçан та курман. Пĕр-пĕрне килĕштерни, ăнланни — çакна кăтартса ӳстернĕ вĕсем пепкисене. Çакăншăн çывăх çыннăмсене паян та тав тăватăп. Ялта вĕсене Шурапа Пăраскав тесе чĕннĕ, аттепе анне пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Эпĕ — чи кĕçĕнни, чи ачашши. Ыттисем маларах çуралса ӳссе çитме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, аппа хулана пурăнма куçнă. Ман валли çавăнпа йăлтах хатĕр пулнă. Атте-анне пире мĕн ачаран çынна пулăшма, ваттисене хисеплеме вĕрентнĕ. Çын сăмахне мала хумаллине çирĕплетсех каланă.

«Характерлă сăнарсене юрататăп»

— Мĕншĕн артист çулне суйласа илнĕ эсир? — Ку шухăш ачаранах тĕвĕленсе ӳссе пынă, сукмак пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех мăн çула çаврăннă. Сăвă вуланă, юрă юрланă чухне те такăрланнă вăл. «Халăх артистки» ятне панă пулсан, апла, çулĕ чăнласах анлăланнă. 1989-1993 çулсенче Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче артист ăсталăхне вĕрентĕм. Диплом илсен тӳрех Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçларăм.

— Чи пĕрремĕш сăнар асрах ахăртнех. — Паллах. «Аслă ывăл» /Александр Вампилов/ спектакльти сăнарччĕ вăл. Вячеслав Оринов режиссер пире, тин кăна вĕренсе килнĕ ултă çамрăка, пурне те çав спектакле явăçтарчĕ. Çавăнпа та вăл диплом ĕçĕ пекех туйăнчĕ. — Чуна çывăх сăнар пур-и? — Чăваш çыравçисен камичĕсене куракан кăмăлласа йышăнать. Шел, юлашки вăхăтра сахал вĕсем. Шăпах вĕсенчи характерлă сăнарсене юрататăп. Куракана тыткăнлаççĕ, култараççĕ вĕсем. Вĕсен хавхалануллă кăмăлĕ мана вăй парать. «Аван пулсан арăма, усал пулсан арçынна» /Владимир Гуркин/ спектакле, ăна иртнĕ çул кăлартăмăр, лайăх йышăнчĕ куракан. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Мăшăрĕпе паллашнă куна çирĕм çул иртсен те астăвать

Раиса Алексеевăшăн юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ — телейлĕ кунсенчен пĕри. Шăпах çак кун вăл пулас мăшăрĕпе Иванпа паллашнă. Ун чухне ялта, Йĕпреç районĕнчи Пучинкере, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалланă концерт иртнĕ. Ветеринарта тăрăшакан Райăпа трактористра вăй хуракан Иван та савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Каччă хĕрпе калаçу пуçарнă. Сăмах çине сăмах — çирĕп хутшăнусем чăмăртаннă та. Кил ăшшин управçи çав куна хальхи пекех астăвать.

Ĕçченлĕхĕ тыткăнланă

Раиса Николаевна — асăннă районăн Пысăк Упакасси ялĕн хĕрĕ. Нумай çул ветеринарта ĕçленĕ амăшне кура Рая та çак профессие суйланă. Ялти шкулпа сыв пуллашсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. «Диплом алла илме хатĕрленеттĕмĕр, пĕрремĕш экзамен хыçа юлнăччĕ ĕнтĕ — Етĕрнери ветеринари станцийĕнчен пире, çамрăк специалистсене ятарласа «Газельпе» илме килчĕç. Мана тата икĕ çамрăка — хĕрлĕ диплома тивĕçнисене — ветстанци пуçлăхĕ ĕçе явăçтарасшăнччĕ. Йĕпреçрен Етĕрнене çӳреме ун чухне питĕ кансĕрччĕ. Халĕ те çаплах-ха. Эрнере пĕрре, вырсарникун, канмалли кун пулмаллаччĕ. Вара ун пек çӳреме май килмест тесе хамăр районтах юлма шутларăм. Унта ĕçе вырнаçмашкăн пилĕк хуçалăхран пĕрне суйламаллаччĕ. Эпĕ Пучинкери «Хĕрлĕ партизан» хуçалăха кайрăм. Çамрăк специалистсене паракан общежити пӳлĕмĕнче пурăнтăм. Условисем аванччĕ — газ та, шыв та пурччĕ», — сăмах çăмхине сӳтрĕ кил хуçи арăмĕ. Общежитире Рая çулталăк пурăннă — качча тухиччен. Ăна пулас мăшăрĕн ĕçченлĕхĕ, пур ĕçе те пурнăçлама пĕлни тыткăнланă. Иван тĕрĕслĕхшĕн çунни те хĕр кăмăлне кайнă. «Мăшăр ачасене те ĕç йĕркине вĕрентет: ăна мĕнрен пуçласа мĕнпе вĕçлемеллине ăнлантарать. Ялта ĕç яланах тупăнать. Хуралтăсене çĕнетмелле-и, стройка-и — ачасем айккинче юлмаççĕ, ашшĕпе тăрмашаççĕ», — терĕ Раиса Николаевна. Сăмах май, стройка тенĕрен, Алексеевсем пӳрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăнсан çемье кĕтесĕ пирки шухăшлама пуçланă. Виçĕ çултан, Раиса çамрăк специалист пулнă май патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Унпа усă курса тата кредит илсе вĕсем кирпĕчрен икĕ хутлă çурт хăпартма пуçланă. Çак ĕçре тăванĕсем, тус-юлташĕсем хастар пулăшнă. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Фестивале 100 çулхи сăхманпа кайнă

Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» курав-форумра республика чысне ентешсем, тĕрĕ ăстисем, тивĕçлĕн хӳтĕлеççĕ. Унта республикăри тĕрлĕ министерствăн ăсталăх класĕсем, мероприятийĕсем иртеççĕ. Раштав, Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн ЧР Культура министерстви те куракансене савăнтарнă. Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă, ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Республикăри чăн-чăн тĕрĕ ăстисемпе шăпах Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕнче паллаштарнă. Палăртма кăмăллă: ăсталăх класĕсене Мускавра пурăнакан ентешсем кăна мар, ытти наци çыннисем те кăсăклансах хутшăннă. Чăваш Республикин ятнесумне çĕклекенсен йышĕнче Канаш округĕнчи Вероника Ивановăпа Мăкăр ялĕнчен Светлана Васильева Чакаç ялĕнчен тĕрĕ ăстисем те хутшăннă. Курав мĕнпе тĕлĕнтернĕ вĕсене? Мĕнлерех кăмăл-туйăм парнеленĕ? Кун пирки Вероника Иванова каласа кăтартрĕ.

— Вероника Ивановна, çынсем сирĕн ĕçсемпе, çитĕнӳсемпе кăсăклансах тăраççĕтĕр. Хăвăрпа паллаштарăр-ха.

— Эпĕ Мăкăр ялĕнче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ, унтах 8 çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Çемьере эпир — тăххăрăн. Эпĕ вара чи кĕçĕнни, чи патварри, чи ачашши, чи пултарулли. Хамăр ялти каччăпах пĕрлешрĕм. Кил-çурт çавăрнă, икĕ пепкене кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Мăшăрăм Геннадий Васильевич ялтах ĕçлет, тивĕçлĕ канура пулсан та. Тăватă мăнукпа савăнса пурăнатпăр. Аслă ывăлăн Димăн — йĕкĕреш хĕр пĕрчисемпе пĕр ывăл, Алена хĕрĕн пĕр ывăл çитĕнет. Мăнукăмсем — пулас тĕревсем, чун уççи. Паянхи кун эпĕ Мăкăрти культура çурчĕн заведующийĕнче вăй хуратăп, «Туслăх» фольклор ушкăнне — вунă çула яхăн, çитĕннисемпе тата шкул ачисемпе алă ăстисен кружокне ертсе пыратăп. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет, унра телейĕме тупрăм.

— Сăн ӳкерчĕкре эсир Мускаври форумра — чăвашсен капăр тумĕпе. Ăна туяннă-и е хăвăр çĕленĕ-и?

— Паллах, хам ятарласа çĕленĕ, тĕрленĕ. Фольклор ушкăнне çӳрекенсем валли те тум тĕрлеме мехел çитрĕ. Кĕпесене пурне те тенĕ пекех Любовь Кузьмина çĕлесе панă.

— Вăрттăнлăх мар пулсан сирĕн гардеробра миçе чăваш кĕпи?

— Хам çĕлесе-тĕрлесе хатĕрленисем — çиччĕ, унсăр пуçне паллах хушпăвĕ те, тухйи те, масмакĕ-сурпанĕ те чылай. Вĕсене те хамах чăваш тĕррисемпе эрешлетĕп, тус-тăвансене те парнелетĕп.

— Эсир Мускавра мастер-класс ирттернĕ. Çакăн пек мероприятисене хутшăнни сире мĕн парать?

— Хама çакăн пек яваплă та сумлă ĕçе шанса панишĕн питĕ савăнтăм. Ывăнни çынсен савăнăçĕпе сирĕлет, татах та çанна тавăрса ĕçлес, пултарулăха туптас килет. Курав çав тери анлă та пысăк. Тĕрлĕ наци халăхĕ чăваш тумĕпе, чăваш тĕррипе кăсăкланни, асăнмалăх сăн ӳкерĕнни, унпа кăсăкланни чуна пăлхантарать, савăнтарать. Уйрăмах аякри ентешсем чăваш чĕлхине манманни, тăван чĕлхепе калаçни кăмăла çĕклерĕ. Нумай çул пухнă опыта çитĕнекен ăрăва парса хăварасчĕ. Пирĕн мастер-класа чылай арçын ача хутшăнчĕ, вĕсем питĕ интересленсех ĕçлерĕç, пăрахса каймарĕç, тĕрлеме вĕренчĕç. Мĕнле савăнмăн-ха куншăн?

— Мĕнлерех хатĕрлентĕр форума кайма?

— Курав валли япала нумайччĕ пулсан та килтен эрнешер тухмасăр хатĕрленме тиврĕ. Пухмача çĕнĕ хатĕрсемпе пуянлатрăмăр: тĕрĕллĕ алшăллисем, салфеткăсем, масмаксемпе тухьясемсĕр пуçне пĕчĕк арчасемпе чечек чӳлмекĕсем, кĕсье телефонĕ валли чехолсем, канфет хумалли савăтсем тĕрлесе капăрлатрăмăр.

— Палăртнине пурнăçлама май килчĕ-и? — Çапла. Мана шанаççĕ пулсан, манран пулăшу кирлĕ пулсан – эпĕ яланах çул çӳреве тухма хатĕр. Атте-анне пилленĕ пек хамăр хыççăн ачасемпе мăнуксем валли ырă йĕр кăна хăварас килет. Ăсталăх класне ытларах Мускав хулинче пурăнакан шăпăрлансем хутшăнчĕç. Арçын ачасем те питĕ тĕрлеме вĕренесшĕн пулни тĕлĕнтерчĕ. <...>

Надежда СТЕПАНОВА калаçнă.

♦   ♦   


ФОТОКОНКУРС: «Эпĕ — телейлĕ амăшĕ»

Хаклă вулакансем! Раççейри çемье çулталăкне халалласа эпир «Эпĕ — телейлĕ амăшĕ» фотоконкурс ирттерме палăртнине хаваспах пĕлтеретпĕр. Унта кашниех çулталăк тăршшĕпех хутшăнма пултарать. Мĕн тумалла-ха? Амăшĕсен ачасемпе ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕксене пирĕн электрон почтăна chuvxeraram.mail.ru адреспа ярса памалла. Çемье тата ачасем пирки кĕскен çырса кăтартмалла. Сăн ӳкерчĕксем паха пулччăр. Вĕсене «Контактри», «Одноклассники» социаллă сетьсенчи хаçат ушкăнĕсенче те вырнаçтарăпăр. Çĕнтерӳçĕ ята тата парнене чи нумай «лайк» пухакан тивĕçĕ. Ăна çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Сергейпе Валентина Селенинсем /сăн ӳкерчĕкре/ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. «Анне, эпĕ сана юрататăп», — теççĕ те пит çăмартинчен чăпăрт! чуптуса илеççĕ тĕпренчĕкĕмсем. Ак вăл ăçта амăшĕн телейĕ: ачасен юратăвĕнче, çирĕп сывлăхĕнче, хаваслăхĕнче. Килти тăпăртăпăр! ура сасси, вĕсем çуйхашни мана савăнăç кӳрет. 4-ри Ванюкпа 2-ри Василиса маншăн мăшăр çyнат евĕрех. Ирхине пăтă çинĕ хыççăн: «Анне, атя купăста кукăлĕ пĕçeрер», — терĕç пулсан пĕрле чуста хуратпăр, ăшне хатĕрлетпĕр, унтан кукăль янтăлатпăр. Мана анне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă пек пепкемсене те çакнах вĕрентетĕп. Аслисене хисеплеме те хăнăхса пыраççĕ. Ваньăпа Василиса кĕнеке вулама, тупмалли юмахсен тупсăмне шырама, юрлама-ташлама, пазл пуçтарма, ăмăртмалла кăшкăрма, касма-çыпăçтарма, ӳкерме, ман ача чухнехи историсене итлеме кăмăллаççĕ. Ача садне çӳреме те юратаççĕ вĕсем». <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.