Çамрăксен хаçачĕ 3 (6504) № 25.01.2024
Хамăр ачасем тăлăхсене лайăх йышăнчĕç
«Пирĕн патра пурăнма килĕшетĕр-и? – опекăна илесси пирки калаçу пуçарсан çапла ыйтнă ачасенчен Наташăпа Саша Бороновсем. – Тÿрех калатпăр: пирĕн килте йĕрке Çирĕп. Аслисене итлемелле». Хаçатра Раççейри Çемье çулталăкне уçнă май вĕсемпе паллаштарăпăр.
Пĕр шухăшлă
Шупашкарта реабилитаци центрĕнче çулталăк та икĕ уйăха яхăн пурăннă 3 ача – 9-ти София, 6-ри Стас, 4-ри Паша — Наталия Николаевнăшăн ют мар: иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн пепкисем пулнă. Йывăр лару-тăрура ӳснĕскерсем амăшĕ пурăннă чухнех реабилитаци центрне лекнĕ. «Виçĕм çул раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче упăшка отпуска яла кайнăччĕ. Çĕрле ыйхăран сасартăк вăранса кайрăм. «Çав ачасене усрава илмелле», – шухăш пуçа пырса çапрĕ. Тепĕр кунхине упăшка шăнкăравларĕ те: «Атя ачасене хамăр пата илсе килетпĕр», – терĕ. Çав каç иксĕмĕр те пĕр евĕр шухăшсемпе айкашнă. Унпа калаçнă хыççăн 3 каç çывăраймарăм. Канмалли кунсенче вăл ялтан килчĕ те центра кайрăмăр. Ачасене хамăр тĕллевпе паллаштартăмăр, хурав париччен шухăшлама вăхăт патăмăр. Вĕсем тепĕр кунах шăнкăравласа килĕшнине пĕлтерчĕç», – аса илчĕ тăлăхсене хăйсен хӳттине илнĕ нумай ачаллă амăшĕ Наталия Боронова. Опекăпа попечительлĕх органне документсем çийĕнчех тăратнă вĕсем. Раштавăн 28-мĕшĕнче шăнкăрав килнĕ – Бороновсене 3 пĕртăвана опекăна илме ирĕк панине пĕлтернĕ. Çав самантра ачасен амăшĕ реанимацире комăра выртнă. Вăл икĕ эрне пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă. Унăн ачисене Кӳкеçри тăванĕсем илсе кайнине вăл пĕлеймен – тăна кĕреймесĕрех пурнăçран уйрăлнă. Александр Леонидовичпа Наталия Николаевнăн хăйсен те виçĕ тĕпренчĕк. «Хăнăхиччен йывăрччĕ. Çывăрайманнипе пуç кунтăк пекчĕ. Воспитани тĕлĕшпе уйрăмлăх тӳрех сисĕнетчĕ. Уйрăмах кĕçĕнни «юрамасть» мĕнне пĕлместчĕ. Тумлантарма тытăнсанах макăрма тытăнатчĕ. Хамăрăн ачасем тăлăхсене лайăх йышăнчĕç, тӳрех пĕрле выляма тытăнчĕç. Кĕçĕнни виçĕ кунранах мана «мама» теме пуçларĕ. Аслисем «тетя», «дядя» теççĕ пире. Çапла Çĕнĕ çула пысăк йышпа кĕтсе илтĕмĕр», – каласа пачĕ Наталия Боронова. Ачасене опекăна илнине пĕлсен тăванĕсем вĕсем патне парнесемпе килме тытăннă: пĕрисем харăсах 10 мунчала, теприсем хутаççи-хутаççипе çăм нуски йăтса килнĕ. Чылайăшĕ укçан пулăшнă. Çĕнĕ çулхи каникул хыççăн ачасем Кӳкеçри 1-мĕш шкула çӳреме тытăннă. «София чĕмсĕртерехчĕ. Халĕ уçăлчĕ. Стас эпĕ ертсе пыракан класа лекрĕ. Кĕçĕннине садике вырнаçтартăмăр. Çапла майĕпен пысăк йышпа пурăнса кайрăмăр», – терĕç Бороновсем. Çав ачасене вĕсем хăйсем патне илсе киличченех пулăшнă. Ачасем амăшĕпе пурăннă чухне те хутаç тулли апат-çимĕç йăтнă. Йывăр самантсенче ачасем тӳрех Наташа патне шăнкăравланă. «Ют ачасене те юратма пулать», – çирĕплетсех калать 20 çул кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче ĕçлекен Наталия Николаевна. «Ман класри пĕр ача шутсăр йывăр чирлерĕ. Çавна хĕрхенсе макăраттăм. Тем сиксе тухсан пур ачашăн та кулянатăп», – тет вăл. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Цифрăсем те ăраскала витĕм кӳреççĕ
Ольга Яковлевăна питĕ цифрăсем кăсăклантараççĕ, анчах вăл математик мар. Тепĕр тесен, унран та кая мар-тăр, пĕрмай шутлама тивет-ха та. Ольга — нумеролог. Çĕмĕрле округĕнчи Егоркино ялĕн пики цифрăсем пулăшнипе чун формулине тупма, пуласлăха «курма» пултарать. Тата мĕнле вăй пытаннă-ха вĕсенче?
— Оля, ята е хушамата улăштарни шăпана витĕм кӳрет-и?
— Вăл улшăнсан та, улшăнмасан та пултарать. Кирек мĕнле пулсан та çуралнă чухне панă ят пурнăçа витĕм кӳретех.
— Сирĕн практикăра ун пек тĕслĕх пулнă-и?
— Манран пулăшу ыйтма килнĕ пĕр хĕр ятне улăштарнă хыççăн тинех çемье çавăрчĕ. Хăшĕ-пĕри çуралнă кунне те улăштарать. Ку вара этемĕн кăмăлне те витĕм кӳрет. Тепĕр тĕслĕхпе паллаштарам: пĕр çемье ача çуртĕнчен ывăл илнĕ. Вăл вара питĕ ашкăнчăк пулнă. Çуралнă кун датине ылмаштарнă хыççăн хайхискер тӳрех лăпланнă имĕш. Пирĕнпе çыхăннă цифрăсемпе ятсем — чун формули. Ят-шыв та шăпана пысăк витĕм кӳрет. Карап епле ишесси ăна мĕнле ят хунинчен килет теççĕ-çке. Этемпе те çаплах.
— «13», «666» хисепсем пирки мĕн калама пултаратăр? Вĕсем чăнах та ăнăçу кӳмеççĕ-и? Е ку халап çеç-и?
— Нумерологире «13» хисеп вилĕм палли шутланать. Анчах çакна вилсе çĕнĕрен чĕрĕлни, вăй илнĕ пек ăнланмалла. Этемĕн пурнăç тăршшĕпе вĕренмелле, аталанмалла. Çавна май «13»-рен шикленмелле мар. Вăл пурнăçа улшăнусем кĕртет. «6» вара савăнăç палли. Анчах унăн виçеллĕ пулмалла. Çак хисеп пурнăçра ытлашшипех нумай тăк аталану кĕтмелле мар.
— Ăнăçлă хисепсем пур-и?
— Чи лайăх цифрăсем — 28 тата 828. Вĕсем — çăмăл укçа паллисем. Çавăн пекех виçĕ «8» та. Анчах 888 номер хуçисен тӳрĕ кăмăлтан ĕçлемелле, ӳркенмелле е улталамалла мар. Телей кочĕ пуриншĕн те расна, ăна çуралнă кун дати тăрăх тишкермелле. Телефон номерĕсем пирки те каласа кăтартма пултаратăп. Унта «0» нумай пулсан номер хуçин пурнăçĕнче çухату чылай пулма пултарать. Уйрăмах çак цифра телефон номерĕн вĕçĕнче тăрать пулсан хăрушă. Ун пек чухне çитĕнӳ тума йывăр, май çук, мĕншĕн тесен «0» чăрмантарать. Çын кирек мĕнле ĕç, проект пуçлатăр — ăнăçу тарĕ, ĕçе çĕнĕрен пуçлама тивĕ. Тата эпĕ çакна сăнанă: камăн телефон номерĕ «0»- пе вĕçленнĕ — вăл çак тĕнчере çук ĕнтĕ халĕ. Çак цифра машина номерĕнче пулмасан та аванрах. Пĕр пĕлĕш аварие лексе сарăмсăр вилчĕ. Телефон номерĕнче «0» нумайччĕ… Кунсăр пуçне çак хисеплĕ номер хуçи ултав серепине тăтăшах лекме пултарать.
— Çуралнă кун хисепĕ мĕне витĕм кӳрет?
— Чылай япалана. Ун тăрăх вăл е ку этем çĕр çине мĕнле тĕллевпе килнине калама пулать. Çуралнă кун хисепĕ — пурнăç навигаторĕ. Хăш çул ăнăçлă, хăшĕ — çук, веçех палăртать. Çавнашкал «компас» пулсан пурнăç çулĕ çинчен пăрăнмастăн, йăнăш утăмсем тăвасран асăрханатăн.
— Цифрăсем малашлăха палăртма пултараççĕ-и? — Кашни çулталăк валли нумерологи прогнозне хатĕрлеме юрать. Кашни çулăн — уйрăм задача. Сăмахран, кăçал хисепсем мана бизнеса тимлеме «сĕнеççĕ» тейĕпĕр, анчах эпĕ пултарулăха е çемьене йĕркелеме тăрмашатăп. Кун пек чухне ăнăçу килмест. Шăпан хăйĕн йĕрки, расписанийĕ пур. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Команда хăвăрт парса вырăна улăштарса ĕлкĕртĕмĕр»
Çар çынни мар тăк кам пулĕччĕши вăл? Сергей Анисимов умне кун пек ыйту нихăçан та тухса тăман, мĕншĕн тесен вăл урăх ним пирки те ĕмĕтленмен, урăх çула суйласси çинчен пĕрре те шухăшламан. Унашкаллисем пирки: «Çар çынни пулмах çуралнă», — теççĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та, çар тивĕçне унта пурнăçлама ярсан та Сергей çак профессие суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнмен. Мĕншĕн тесен вăл — Тăван çĕршывăн патриочĕ.
Хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе
Сергей Анисимов Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Чупайра тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкула куçнă. Тăрăшса вĕреннĕ, ырă енĕсемпе палăрса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.
— Хамăр ялти шкултан та, Вăрмартан та «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Спорта çамрăклах юратрăм. Шкулти секцисене çӳреттĕм. Волейбола та, футбола та çитме тăрăшаттăм. Асрах-ха: класри тăватă арçын ача ир те каç çуран чупаттăмăр, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр. Уроксем пуçланиччен уçă сывлăшран савăк кăмăлпа таврăнаттăмăр. Ăмăртусене хутшăнса шкул чысне хӳтĕлеттĕмĕр. Физкультура учителĕ Александр Михайлович спорта юратма хăнăхтарчĕ. Унăн дисциплини çирĕпчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Хусанти Суворов ячĕллĕ çар училищине кайма шухăш çуралчĕ. Анчах сывлăха пула кĕреймерĕм. Ĕмĕт пурпĕрех сӳнмерĕ. Юнашар Патти ялĕнчи Владимир Сергеев Хусанта вĕренни те мана хавхалантарчĕ, ун пек пулас килчĕ. Шел, ентешĕм паттăрла пуç хучĕ. 11-мĕш класс хыççăн эпĕ те Хусанти танк училищине вĕренме кĕтĕм. Мана никам та унта кайма сĕнмен, хистемен. Хамăн кăмăлпа çавăнта çул тытрăм, — чунне уçрĕ Сергей. Чупайран Вăрмара çав вăхăтра шкул автобусĕ те çӳремен. Ирхине вăл общество транспорчĕпе кайнă. Уроксем хыççăн вара каçхи автобуса та, Хусантан Канаш еннелле каякан пуйăса та кĕтес килмен Сергейăн, вăл вунă çухрăма çуранах парăнтарнă. Хусантан каччă хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Çав вăхăтра хăйне ырă енчен кăтартса яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вĕренсе çеç мар, спортра та, уйрăмах йĕлтĕрпе чупса, аталаннă. Олимпиадăсене хатĕрленме хушма программăна ăса хывнă. Пĕтĕм тĕнчери тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă. 3-мĕш курсра танк биатлонĕн ăмăртăвне хутшăнма пултарнă. Çулсерен Çĕнтерӳ кунĕнче Хусанти парада хутшăннă. Парад уçнă чухне Çĕнтерӳ ялавĕпе утакан ушкăнра пулнă вăл. Училищĕрен хисеплĕ караулăн ротине вунă çынна суйланă. Çав йыша Сергей Анисимов та кĕнĕ. — Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Хусантан хисеплĕ караулăн ротипе Шупашкара та килме тӳр килчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн инаугурацийĕнче пултăм. Пурнăçра ку маншăн пысăк чыс паллах, — аса илчĕ вăл.
«Мана пуçран шăлмаççĕ»
Надеждăпа Александр Анисимовсем икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Сергейăн шăллĕ Владик Шупашкарта техникумра ăс пухать. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан çывăх çыннисем Сергейшăн пăшăрханнă. Диплом илнĕ хыççăн каччă отпуска яла таврăннă. Унтан çар тивĕçне пурнăçлама çула тухнă. Çар училищинчен вĕренсе тухас тĕле вĕсем валли рейтинг хатĕрлеççĕ. Чи пултаруллисем, хастаррисем списокра пĕрремĕш пулаççĕ. Çакна унтан вĕренсе тухакансем хăйсем те кăсăклансах кĕтеççĕ. Сергей Анисимов вара интересленмен те. Вăл юлташĕсем сĕнсен тин рейтинга пăхнă. Чупай каччи унта пĕрремĕш иккен! Çавна май унăн службăра тăма çар чаçне суйлама ирĕк пулнă — вăл Чечняна кайма кăмăл тунă. — Чечняна пĕлтĕр çу уйăхĕнче çитрĕм. Унта пире, çамрăк офицерсене, çар операцийĕнчи тивĕçе хăнăхтарчĕç, хамăр та ыттисене хатĕрлерĕмĕр. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Украинăри хирĕç тăрăва кĕрсе кайрăмăр. Кунтипе танлаштарсан, унта шăрăхчĕ. Пĕр ялта вырнаçрăмăр. Неонацистсем аркатса тухса кайнă хыççăн ял тискер сăнлăччĕ. Пушă пӳрт чылайччĕ. Вĕсен е чӳречи-алăкĕ çук, е стени ишĕлнĕ. Ялĕсем пысăках мар: пĕр е икĕ урамлă, пӳрчĕсем кивĕ. Кашни хуçалăхрах уйрăм хуралтăран кĕмелли путвал тунă. Вĕсем вара тĕрлĕрен: самай пысăккисем те пур. Унти хуçалăхсенче мунча çук. Тĕлĕнмелле те, ăçта çăвăнса пурăннă вĕсем? Ялсенче çын сахал, ватăсем кăна юлнă. Вырăнти халăх пирĕнпе вырăсла калаçать, хăйсен хушшинче вара украинла пуплеççĕ. Пĕррехинче пĕр мучирен япала çумашкăн кĕпе-йĕм çумалли машинăпа усă курма ыйтрăмăр. «Эпĕ сире пулăшаймастăп. Уншăн мана пуçран шăлмаççĕ», — терĕ. Унта пурăнакансем çĕр улми лартса ӳстернине асăрхамарăм, ытларах куккуруспа кабачок çитĕнтереççĕ. Аçтăрхан мăйăрĕ, иçĕм çырли урамра пĕтĕм çĕрте ӳсет. Ялти хăш-пĕр çынран, пĕлсе-тĕрĕслесе çитнинчен, сĕт юр-варĕ илеттĕмĕр. Хăйсене çăкăр, тушенка параттăмăр, — каласа кăтартрĕ çар çынни. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
«Подиум çине тухсан хама королева пек туятăп»
Ку таранччен вулакансене интереслĕ интервьюпа савăнтарас тесе ăçта кăна çитмерĕм-ши, кампа кăна чуна уçмарăм-ши? Ĕçĕ çавнашкал манăн: эксклюзивлă статьясем хатĕрлесси, вулакансене хальччен никам та пĕлменнипе паллаштарасси. Хальхинче пирĕн тĕпел хăни – 60 çултан иртсен те модель пулма майсем пуррине ĕнентерекен маттур чăваш хĕрарăмĕ Валентина РУССКОВА. Унпа тĕл пулма парикмахерские çитрĕм.
Мускав Правительствинче чăваш тумне кăтартнă
— Валентина Леонидовна, кăмăл-туйăм еплерех? Çывăхрах паллашар-и?
— Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнче кун çути курнă. 20 çулччен ялтах пурăнтăм. Унтан Архангельск хулине ĕçлесе пурăнма куçрăм. Каярахпа, пурнăçра улшăнусем пулсан, шăпа мана Санкт-Петербурга илсе çитерчĕ. Унта хваттер туянтăм. 10 çул ытла ĕнтĕ çак чаплă хулара пурăнатăп. Икĕ çул каялла кӳршĕ хĕрарăмĕ мана çапла каларĕ: «Атя, «Подиумный шаг» студие каяр. Эсĕ яштака пӳллĕ, уру хитре. Подиум çинче утма вĕренер». Килĕшрĕм. Çынсем студие килеççĕ, ĕçпе паллашаççĕ те кăштахран пăрахаççĕ. Мана вара унта питĕ килĕшрĕ. Студире хамăн пултарулăха туптама пуçларăм. Ирина тренер мана тӳрĕ утма вĕрентрĕ, утнă май кĕлеткене еплерех тытмаллине ăнлантарчĕ. Шел, вăл Италие пурăнма куçрĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче «Королева мегаполиса» конкурса хутшăнтăм. Хам çулти 10 çын хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Кун хыççăн мана чылай çĕре тумтир рекламăлама чĕнме пуçларĕç. Чиперуксем çеç мар, ман çулти хĕрарăмсем те хитре тăхăнасшăн вĕт. Пĕлтĕр Мускаври конкурссене час-часах чĕнчĕç. Кремльте Иван Рыбников модельер йĕркеленĕ конкурсра пулса курма тӳр килчĕ. Кун хыççăн Вячеслав Зайцев модельер 85 çул тултарнă ятпа иртнĕ конкурса хутшăнтăм. Ăна тĕрленĕ картина парнелерĕм, пĕр сĕтел хушшине ларса, алăран тытăнса чунран калаçрăмăр. Алли питĕ ăшă та çемçеччĕ унăн. Вăл Чăваш Ене кăмăлланине, чăваш тумне килĕштернине каларĕ. Шел те, тепĕр эрнерен Вячеслав Зайцев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пьер Карден модельер ячĕпе иртнĕ конкурсра та подиум çине тухрăм. Мускавра иртнĕ пĕр пысăк конкурса 100 ытла ушкăн хутшăнчĕ. Эпир, чăваш пикисем, Фаина Антонова тата Алиса Шарпаева тумĕсемпе «Этно» енĕпе йĕркеленĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Тепĕр кунхине пире Мускав Правительствине чĕнчĕç. Унта 9 чăваш хĕрарăмĕ кайса 11 чăваш тумне кăтартрăмăр. Фаина Антонова амăшĕ, анатри чăваш хĕрарăмĕ, тăхăнса çӳренĕ кĕпене те халăх умне кăларчĕ. Эпĕ йĕтĕн пиртен çĕленĕ тума рекламăларăм. Санкт-Петербургра Фаина Антонова модельерăн тумне халăх умĕнче темиçе хут та кăтартрăм. Кăçал Псков хулинче подиум çинче Раççей патшисем тăхăнса çӳренĕ тума кăтартма палăртнă. Эпĕ те çак конкурса хутшăнăп, ман çинче патша майри Елизавета тăхăннă кĕпе пулĕ.
— Эсĕ çамрăках мар ĕнтĕ, 60 çул урлă каçнă. Мĕн хистет сана подиум çине тухма?
— Темшĕн чылайăшĕ ман çултисене карчăк вырăнне йышăнать. Вĕсен шухăшĕпе, пирĕн мăнуксене çеç пăхса лармалла. Эпĕ — виçĕ ача амăшĕ. Манăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Тăван ача вилнĕ хыççăн мăшăрпа канашласа йăмăкăн 8 ачинчен пĕрне, хĕрачана, усрава илтĕмĕр. Ăна тăван хĕр пекех юратса çитĕнтертĕмĕр. Халь ачасем кăна мар, мăнуксем те пĕчĕк мар ĕнтĕ. Çавăнпах вăхăт та нумайланчĕ. Пĕр мăнук — 16 çулта, тепри — 18-та. Аслă ывăлăн тĕпренчĕкĕсем вĕсем. Андрейпа Роман Архангельск хулинче пурăнаççĕ. Аслă ывăл — дальнобойщик, усрава илнĕ хĕрĕм картонсем тăвакан фабрикăра мастерта тăрăшать. Кĕçĕн ывăлăм — монтажник-высотник, космодромра вăй хурать. Вăл ачаллă хĕрарăма качча илчĕ. «Эпĕ хальлĕхе хама хамах пăхатăп. Сывлăх аванах, сирĕнтен пулăшу ыйтмастăп. Хама хамах савăнтараятăп», — терĕм ачамсене. Подиум çине тухсан хама королева пек туятăп. Курав вăхăтĕнче ман пата хамран вунă-çирĕм çул кĕçĕнрех хĕрарăмсем пырса сăмах хушаççĕ. «Сирĕнтен тĕслĕх илетпĕр. Эпир те «Подиумный шаг» студие çӳреме пуçларăмăр», — теççĕ. Пĕр шутласан, ку студие çӳремелли билет пĕрре те йӳнĕ мар. Анчах илемлĕ пулас текен хĕрарăмсем нимшĕн те укçа шеллемеççĕ.
— ЮТВ телеканал ирттерекен «Персона года» конкурс пĕтĕмлетĕвне курма эсĕ Санкт-Петербургран укçуна та, вăхăтна та шеллемесĕр килнĕ ав.
— Манăн пенси укçи 13 пин тенкĕ. Паллах, ку укçапа инçе каяймăн. Çавăнпа интернетра укçа ĕçлесе илме май тупрăм. Пĕлтĕр хамăн гардероба тĕпрен улăштартăм. Кĕпесене çынсен кăмăлне каяс тесе мар, хамăн кăмăла çĕклес тесе туянтăм. Манăн ӳсĕмре пурнăç сӳнмен-ха, чи лайăххи пуçланать кăна. Хĕрарăмăн кирек хăш вăхăтра та пит çинчи пĕркеленчĕксем çинчен манса хăйне юратмалла. «Персона года» конкурса хутшăнма пире «Miss International» çĕнтерӳçи Оля Краснова йыхравларĕ. Алиса Шарпаевăпа пĕрле видеосем ярса патăмăр. Конкурс комиссийĕ вĕсене пысăка хурса хакланăшăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Кăмăлăм çĕкленчĕ, хама çамрăк чухнехи пекех туйса илтĕм. Ку конкурс та чуна çунатлантарса хама ĕненме пулăшĕ. Хам миçерине те манса кайрăм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Хĕрача пырса кĕчĕ те хăть чăх виллине парса яма ыйтрĕ»
Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă, ĕмĕрне унтах ĕмĕрленĕ Лидия Мулюкова вăрçă пуçланнă чухне 5 çулта кăна пулнă. Нушине вара аслисенчен кая мар курма тивнĕ. Вăрçă çулĕсем çеç мар, кун-çулĕнчи йывăрлăхсем те унăн асĕнче тарăн йĕр хăварнă.
Ашшĕн сассине тӳрех палланă
«Атте вăрçа кайнă чухне 41 çулта пулнă. Аслă ывăлĕ Çумкка та вăрçа пĕрремĕш кунхинех кайнă. Атте кайнине питĕ лайăх астăватăп. Ирхине пире, кĕçĕн ачасене, сак çине тăратрĕç. 1941 çулта çуралнă шăллăм та пурччĕ. Атте пире пурне те пуçран шăлса, кашнине ыталаса, чуптуса тухса кайрĕ. Тен, урăх кураймастăп тенĕ пулĕ. Чи асли Çумкка тете офицера вĕренсе тухнăччĕ, шăп вăрçă пуçланиччен отпуска килсе кайрĕ. Эпир ăна урăх курман. Вăл фронтра пуç хунă. Аттен пĕртăванне Иван тетене те вăрçа илсе кайрĕç. Тĕрĕссипе, пирĕн аттесем вăрçă пуçланиччен ура çине йĕркеллĕ тăрса та ĕлкĕреймен. Мĕншĕн тесен асаттен Флеген Углевăн çемйи çирĕп хуçалăх çавăрнă. Аван пурăнакан çынсен пурлăхне туртса илме тытăнсан вĕсене те пĕр каçра кил-çуртсăр хăварнă. Аттен кĕçĕн шăллĕ Ванюк тете килтен хăваласа кăларнă чухне вилнĕ. Чĕри чăтайман пулмалла. Ăçта каймалла? Асаттене выльăх витине сӳтсе кайма ирĕк панă. Тепĕр ывăлне — мунчине. Хĕллехи кун çав витерен пурăнмалли кĕтес тунă. Атте вăрçа тухса кайсан малтан Çумкка тетен вилнĕ хучĕ килчĕ. Вĕсен класĕнче 37 ача вĕреннĕ. Çурри ытла — арçын ачасем. Вĕсем пурте вăрçа кайнă. Пĕртен-пĕр Вениамин Сугутский çеç таврăннă. Мана курсан ялан ыталаса йĕретчĕ. «Пурте вилчĕç, эпĕ кăна чĕрĕ юлтăм», — тетчĕ. 1943 çулта 1-мĕш класа кайрăм. Учительсем вăрçа кайса пĕтнĕччĕ. Пире тин çеç 10 класс пĕтернĕ хĕрсем вĕрентетчĕç. Эпир тăхăнмалли çуккипе ытлах нушаланман. Пĕррехинче пирĕн лаша ӳксе вилчĕ. Çавăн тирне сӳсе юлчĕç. Унпа çăпата тĕпне сапласа пачĕç. Çăмĕ тăкăнатчĕ те, хыçран йĕр юлатчĕ. Шкулта тăхтавра коридора тухма хăраттăм — ман хыççăн лаша çăмĕ тăкăнса юлатчĕ. Пĕрремĕш хут калуш илсе пани асра. Ăна Мăнкун валли туянса пачĕç. Эпĕ савăннипе праçникченех калуша тăхăнса кӳршĕсем патне кăтартма каçрăм. Вĕсем икĕ кил хушшине шăтăк чавнăччĕ. Шăпах шăтăкне уçнă пулнă, унта вара çĕр улми йăлтах шăнса, çĕрсе кайнă. Эпĕ темле майпа çавăнта пусрăм та анса кайрăм. Калуш çĕрĕк улма ăшĕнче тăрса юлчĕ. Шырарăмăр-шырарăмăр — тупаймарăмăр. Мăнкуна калушсăрах кĕтсе илтĕм. Кайран ăна шăтăкран çĕр улмине кăларнă чухне тупрăмăр. Анне час-часах пăри пăтти пĕçерсе çитеретчĕ. Кӳршĕсем питех чаплă пурăнмастчĕç. Вĕсен манпа тантăш Елинкка ятлă хĕрĕ пурччĕ. Килтисенчен вăрттăн лупас хыçне пăтă илсе тухса ăна çитереттĕм. Ыйткалакан нумайччĕ. Пĕррехинче манпа тантăш хĕрача пырса кĕчĕ. Пирĕн ун чухне тин çеç чăх вилнĕччĕ. Çавна та пулин парса яма ыйтрĕ. Анне вилнĕ чăхха памарĕ, ун вырăнне темиçе çăмарта, пиçнĕ çĕр улми тыттарса ячĕ. Пире нимĕнле ĕçрен те хăварман. Хĕлле хире юр тытма каяттăмăр. Кĕреçепе юр куписем туса çӳреттĕмĕр. Çулла аннесемпе пĕрле тырă выраттăмăр. Пĕрре Кивĕ Ахпӳртпе Туçа хушшинчи пулса çитнĕ ыраша пăр çапса кайрĕ. Пире çавна кĕреплепе пуçтарттарчĕç. Тепĕр çулхине тырă шит çӳллĕш кăна ӳсрĕ. Çавна ачасемпе алăпа çăлтăмăр. Атте вăрçăран таврăннине сĕре лайăх астăватăп. 1945 çул, çу уйăхĕн пĕрремĕшĕ. Анне шурăмпуçпах ура çине тăратчĕ. Çав кун йĕркеллĕ çуталса та çитменччĕ. Чӳречерен такам шаккарĕ те хваттере яма ыйтрĕ. Эпир анне пӳртрен çиçĕмле хăвăртлăхпа чупса тухнине çеç курса юлтăмăр. Пӳрте атте кĕрсе тăрсан пурте сиксе тăтăмăр та мăйĕнчен уртăнтăмăр. «Упăшкан сассине вăтăр çул иртсен те уйăрса илĕп», — тетчĕ анне. Атте вăрçăра окопсене минăсенчен тасатнă чухне аманнă. Ыттисем вилнĕ, атте çеç чĕрĕ юлнă. 1959 çулта суранĕсене пулах çĕре кĕчĕ», — ача чухнехине аса илчĕ Лида аппа. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Студент çывăрса юлсан та экзамена «пиллĕклĕх» тытаять
«Студент вăхăчĕ — чи лайăх тапхăр», — теççĕ. Çакна студентсем хăйсем вĕреннĕ чухне аван ăнланмаççĕ-ха. Кайран, вăхăт иртсен, çав çулсене аса илетĕн те вăл чăннипех те хаваслă тапхăр пулнине ĕненетĕн. Чăваш Енри тĕрлĕ тытăмра палăрнă çынсене студент чухнехи кулăшла самантсене аса илме ыйтрăмăр.
Фокусниксен мелĕпе шпаргалка хатĕрленĕ
Александр НИКИФОРОВ (ÇИЛАРМАН), чăваш эстрада юрăçи:
— Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче музыка театрĕн актерне вĕрентĕм, общежитире пурăнтăм. 4-мĕш курсра чухне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрне ĕçе илчĕç. Вĕренме те, ĕçлеме те ĕлкĕрмеллеччĕ. Занятире ларас килмен чухне: «Манăн театра репетицие каймалла», — теттĕм. Репетицие кайма кахаллансан: «Манăн институтра занятире пулмалла», — теттĕм. Хам унта та, кунта та çукчĕ. Ăçта пулнă тетĕр-и? Студент чухне çӳремелли вырăн нумай. Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче ăс пухнă чухне фокуссем кăтартма вĕрентĕм. Пĕрре экзаменра фокусниксен мелĕпе усă куртăм /ăна интернетра шыраса тупрăм/. Шпаргалка хатĕрлерĕм, хучĕ резинка çинче туртăнса тăрать. Вĕсене икĕ çанă ăшне чикрĕм. Преподаватель сăмса умне пырса тăрсан та ăна курса юлаймасть — резинка çинчи хут хăвăрт кăна çанă ăшне кĕрсе каять. Сольфеджио преподавателĕсем ялан улшăнса тăратчĕç. 3-мĕш курсра çак предмета килтĕмĕр — каллех çĕнĕ вĕрентекен. Тепре занятие вĕренӳ çулĕ вĕçĕнче кăна килтĕм. «Вот как выглядишь ты, товарищ Никифоров», — терĕ преподаватель. Зачетне пурпĕрех лартса пачĕ.
Чăваш кĕпипе вĕренме çÿренĕ
Типшĕм САШУК, чăваш эстрада юрăçи:
— И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче ăс пухрăм. Пире, театр енĕпе специализациленекен студентсене, Надежда Кириллова артистка «сцена чĕлхипе» сăвăсене хитре калама, пусăмсене тĕрĕс лартма вĕрентетчĕ. Эпĕ кашни сăвва кĕвве хываттăм та гитарăпа юрлаттăм. Çапла ман репертуара Петĕр Хусанкай, Петр Эйзин, Геннадий Айхи, Генрих Гейне сăввисемпе çырнă юрăсем кĕчĕç. Студент чухне хамăн чи лайăх юрăсене çырнă тесе шухăшлатăп: вĕсем — пĕрле вĕреннĕ хĕрсем çинчен. Тĕслĕхрен, «Натали» юрра 1-мĕш курсра чухне хайларăм. Стас Владимиров унпа «Чăваш Ен кĕввисем» конкурсра çĕнтернĕччĕ. Факультетра эпĕ, пĕр çын кăна, чăваш кĕпипе çӳреттĕм. Кĕркунне ял хуçалăх ĕçĕсене, çĕр улми пуçтарма, илсе каятчĕç. Трактористсем картла çапнă хушăра эпĕ техника рулĕ умне ларса хĕрсене апата, хире лартса çӳреттĕм. Патăрьелте совхоз правленийĕнче /халĕ унта кафе/ пурăнтăмăр. Пĕр пӳлĕмре 4 каччăччĕ, ыттинче — хĕрсемччĕ. Эпир курсра та 6 яш çеç пулнă, пикесем вара — 80! Халĕ ĕнтĕ пĕрле вĕреннисемпе тĕлпулусене кайсах çӳреместĕп. Темле аван мар пек туйăнать: чылайăшĕ асатте-асанне пулнă, манăн кĕçĕн хĕр — 5-ре çеç. Нумайăшĕнпе хутшăнатăп. Вĕсен йышĕнче паллă çынсем те пур: Григорий Вакку доцент, Владислав Николаев драматург… <...>
Студент чухнехи пурнăçпа Ирина АЛЕКСЕЕВА, Алина ИЛЬИНА кăсăкланнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...