Йытă савăнăçĕ
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Чăваш Республикин архивĕсем» информаци системине туса хурассине ырларĕç. Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, республика тата муниципалитетсен архивĕсем хăйсен материалĕсемпе тивĕçтерессин пĕрлехи анлăшне туса хуни граждансем, предприятисем, ыттисем архивсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курассине ансатлатма май парĕ. Çийĕнчен архивсенче вăй хуракансен ĕç условийĕсем те çăмăллăнмалла.
Пăхса тухнă тепĕр ыйту — Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвне, килти чĕр чунсене усрассипе çыхăннăскере, çĕнĕ пункт кĕртни. Унпа Патшалăх ветеринари службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Корнилов паллаштарчĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе чылай улшăну вăя кĕнĕ. Вĕсем хуçисен кушаксемпе йытăсене ветслужбăна пăхăнакан учрежденисенче регистрацилемелли требование çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне чĕр чунсене пурте усă куракан территорисенче усрама, апатлантарма, общество вырăнĕсенче хăйсене кăна хăварма, йытăсене хăйсем тĕллĕн кăларса ярса уçăлтарма, общество вырăнĕсенче намордниксăр тата пăявсăр илсе çӳреме юраманнине палăртнă. Ларура ырланă йышăну вара çак требованисене кăшт «тӳрлетет»: хăрушлăх кӳрекеннисемсĕр пуçне ытти йытăпа общество вырăнĕсенче, чĕр чунсене уçăлтарма уйăрнăскерсенче, намордниксăр та пулма юрать. Çав лаптăксене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем палăртаççĕ. Вак-тĕвек пек, анчах йытă хуçисемшĕн, паллах, пĕлтерĕшлĕскер. Пушшех — йытăсемшĕн...