Комментировать

24 Янв, 2024

70,5 пин çыннăн шалăвĕ пысăкланĕ

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура кăрлачăн 1-мĕшĕнчен республикăн патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвĕ пысăкланассине çирĕплетрĕ.

1-мĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, республикăра бюджет сферин ĕçченĕсен ĕç укçине ӳстерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк — регион РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсенче палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрать. 2023 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен бюджет ĕçченĕсен шалăвне 6% индексациленĕ, ĕç укçин чи пĕчĕк виçине 16242 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ май бюджетниксен шалăвĕ 16,9% хушăннă.

Ĕçлесе илнĕ вăтам тупăш иртнĕ çул пĕрре кăна мар ӳснине кура 34824 тенкĕрен 38450 тенке çитнипе пĕрлех указсенче палăртнă категорисен ĕç укçипе çыхăннă индикативсене 16% хăпартассине тивĕçтернĕ, çакă инфляци шайĕнчен /7,3%/ чылай пысăкрах. Çак йышăнусене кура бюджетниксене ĕçшĕн тӳлемелли фонд калăпăшĕ 2023 çулта 30,7 миллиард тенкĕпе танлашнă — 2022 çулхинчен 3,8 миллиард тенкĕ пысăкрах.

Михаил Геннадьевич республика Пуçлăхĕ пуçарнипе бюджетниксен шалăвне инфляцирен пысăкрах виçепе ӳстерсе пырасси малашне те тӳрре тухасса шантарчĕ. 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăл 8,5% хушăнать, çакă Чăваш Енри прогноз шайĕнчи /4,3%/ инфляцирен палăрмаллах пысăкрах. Прогнозпа килĕшӳллĕн бюджетниксен шалăвĕн вăтам виçи 41679,8 пин тенке çитмелле. Ĕç укçин ӳсĕмĕ патшалăх тата муниципалитетсен тытăмĕнчи 70,5 пин бюджетника пырса тивĕ. Çав шутра 37,9 пин çын — Президент указĕсенче палăртнă категорисене кĕрекенсем.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнченех МРОТ 19242 тенкĕ таран пысăкланать, çавна май бюджет сферин тивĕçлĕ йышĕн шалăвĕ те çак виçелĕх хушăнĕ. Министр пайăррăн çирĕплетрĕ: асăннă мерăсене пурнăçлама кирлĕ укçана республика бюджетне туллин хывса хăварнă. Çийĕнчен ку енĕпе çулталăк тăршшĕпе тухса тăма пултаракан ыйтусене татса памашкăн резерв фондĕнче те укçа çителĕклĕ — 2 миллиард тенкĕ ытла. Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен хăйсен ĕç укçи тӳлессипе çыхăннă норма-право акчĕсене çак йышăнупа çураçтармалли тата ӳсекен шалу валли кирлĕ укçана бюджетниксем патне вăхăтра çитермелли çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru