Комментировать

8 Окт, 2014

Тар тăкни сая кайман

Мускав, Краснодар, Баку... Ăçтан кăна килмен-тăр чăваш çимĕçне туянма. Пысăк машинăсем ир-ирех çĕр улми черетĕнче.

– Чăваш çĕр улмийĕ тутлă, кĕрпеклĕ. Вăрăм çула пăхмасăр çулсерен туянма килетпĕр, – терĕç Азербайджан çыннисем. – Шултрине Мускава илсе каятпăр, вăрлăх валли тултарнине – хамăр енне.

Вăрнар тăрăхне ир-ирех çитнĕ вĕсем. Паянах каялла çула тухасшăн, анчах май килĕ-ши? Умра тата 4-5 машина-çке.

Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăн йĕтемĕ çинче ĕç шавĕ самантлăха та шăпланмасть. Уй-хиртен турттарса килекен «иккĕмĕш çăкăра» çынсем суйласа сутма хатĕрлеççĕ. Тулли михĕсене çийĕнчех машинăсене тиеççĕ. Вячеслав Шашкин тĕп агроном тăрăшсах блокнота михĕсен шутне çырса пырать.

– Куçпа пăхсах михĕсен виçине палăртатăр-им? – ыйтатăп унран.

– Вĕсене мĕн чухлĕ кĕнине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Йăнăшсан та пĕр-икĕ килоран ытла мар. Куллен 4-5 машина тултарса ăсататпăр. Кашнине 20-30 тоннăран кая мар кĕрет. Çавăнпа кашни миххе виçсе тăраймăн, – пĕлтерчĕ вăл.

Хуçалăхра вăрлăхлăх çĕр улми 500 тонна хывнă. Паллах, сутлăх та хăвараççĕ. Анчах ăна май килнĕ таран кĕркуннех сутма тăрăшаççĕ. Халĕ те уйран кĕнине хранилищĕне кĕртмесĕрех вырнаçтарса пыраççĕ. Килограмĕ вăтамран 9 тенкĕпе каять. Вăрлăхлăх суйлани хаклăрах та.

– Хакне пысăк тесе калаймăн, çапах тăкаксене саплаштарса тупăш илме çитет. Тата хаклăрах пулсан аванрахчĕ те... Киле килсех туяннине шута илсен аптăрамасть.

Çĕр улми кăçал 100 гектар йышăннă. Хуçалăх вăрлăх туса илессипе ĕçленĕ май çичĕ сорт çитĕнтернĕ. Çу çумăрлă килнĕрен тата анасене çум курăкран, хурт-кăпшанкăран вăхăтра тасатса кăпкалатса тăнăран тухăç аван. Гектартан вăтамран 300 центнер тухнă. «Беллароза», «Винетта», «Ломоносовский», «Удача» сортсен кăтартăвĕ уйрăмах пысăк. «Иккĕмĕш çăкăра» икĕ комбайн кăларса пуçтарать. Леонид Харитоновпа Геннадий Васильев комбайнерсем темиçе çул ĕнтĕ çак ĕçре. Вĕсем çăвĕпех çĕр улми уйĕсене пăхса тăнă. Пысăк тухăç механизаторсене савăнтарать: тар тăкни сая кайман.

Уй-хиртен 8 техника турттарса тăракан çĕр улмине суйласа иртме 46 çын хутшăнать. Иртен пуçласа таврана каç сăнĕ çапичченех йĕтем çинче, уйра вăй хураççĕ. «Паян-ыран кăларса пĕтеретпĕрех, – теççĕ Санарсем. – 12 гектар кăна юлнă». Агрофирмăра тăрăшакансене ĕççинче кунне икĕ хут вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Шалу енчен те кÿрентермеççĕ, куллен 700 тенке яхăн ĕçлесе илме пулать. Хĕрÿ тапхăрта ырми-канми вăй хуракан Алексей Иванов, Владимир Крипчаков, Александр Иванов, Николай Ильин, Андрей Артемьев, Николай Суров, Андрей Петров, Света Харитонова, Елена Мутина, Галина Юркина тата ытти ĕçчене чĕререн тав тăваççĕ ертÿçĕсем: «Пурте тăрăшуллă, маттур. Ĕç-хĕлте техника ытларах хуçалансан та, çынсем çителĕксĕр пулсан йывăр».

«Санары» агрофирма ÿсен-тăран отраслĕпе аталанса пырать. Ытти культурăна та çителĕклех акса-лартса хăвараççĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышшисем пĕр пин гектар йышăннă.

– Вырма йывăррăн иртрĕ. Шăпах вырмана тухнă вăхăтра çанталăк çумăра кайрĕ. Мĕн çитĕнтернине уй-хиртен йăлтах пуçтарса кĕртрĕмĕр. Тăкаксăрах мар, хуçалăхĕпе гектартан вăтамран 42 центнер тухнине шута илсен ÿпкелешни те вырăнсăр. Кĕрхи культурăсем уйрăмах пысăк тухăç пачĕç, 50 центнер ытла. Çу кунĕсенче чылай районта типĕ те шăрăх тăнă вăхăтра пирĕн тăрăхра çумăр тăтăшах çукаласа тăчĕ. Çакă та тухăçа хăпартма пулăшрĕ, – каласа парать Вячеслав Иванович агроном.

Пÿлмене 4 пин тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ. Кĕрхи культурăсене вăрлăх туса сутнă май хакĕ пысăкрах, килограмĕ вăтамран – 12-14, фураж 5 тенке кайнă. Викăпа пăрçана та гектартан 28-30 центнер вырса кĕртнĕ. Темиçе çул каялла вара горчица туса илме тытăннă. Çулран çул лаптăка пысăклатса пырса 70 гектара çитернĕ. Унăн тухăçĕ пысăках мар, ытти культурăсемпе танлаштарсан вара сутлăх хакĕ палăрмаллах пысăк. Иртнĕ çул ăна Мускав облаçне килограмне 28 тенкĕпе сутнă.

– Ăна туса илме чăрмавлă, вырса кĕртме кансĕр, лайăх вырнаçтарсан вара хуçалăх хыснине самай пуянлатать, – пĕлтерчĕ агроном. – Горчица вăрлăхне тасатса сутма хатĕрлесе хунă. Хальлĕхе туянас текенсем тупăнман-ха, нумаях выртмĕ тесе шутлатпăр.

Пушаннă уйсене кĕрхи культурăсене 350 гектар акса хăварнă.

Çĕртме тумаççĕ. Юлашки çулсенче çĕре сухаламасăрах акса хăвараççĕ. «Ноу-тил» меслечĕ иккен ку. Ют çĕр-шывсенче тахçанах çак мелпе ĕçлеççĕ-мĕн. Хăш енчен лайăх-ха вăл?

– Эпир кĕрхисене шăпах çапла акса хăвартăмăр. Вика, пăрçа çĕре ахаль те çемçетеççĕ. Тата вĕсем хыççăн çум курăкĕ сахал. Хуçалăх уйĕсем сăртлă вырăнсенче вырнаçнă. Кĕркунне-çуркунне сухаласа тăнипе пулăхлă çĕр шыв-шурпа çырма-çатрана юхса каять. Тĕкĕнмесен тăпра пусăрăннипе шыв-шур ăна пит сиенлеймест, – ăнлантарса парать хуçалăх ертÿçи Роберт Петров. – Пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Тырă хыççăн çĕре çемçетме пăрçа, вика, горчица акса хăваратпăр. Кăçал пăрçа – 70, вика 90 гектар йышăннă.

«Ноу-тил» мелĕпе акма «Джон дир» сеялка туяннă. Çĕнĕлĕх çĕр пулăхне упранипе пĕрлех вăхăта, укçа-тенке самай перекетлет.

Роберт Игнатьевич хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарнă май чунне ыраттаракан ыйтăва та хускатрĕ:

– Пире вĕçĕмсĕр тыр-пул, пахча çимĕç ытларах туса илме, лаптăксене ÿстерсе пыма ыйтаççĕ. Анчах чĕр тавара ăçта вырнаçтармалла? Шупашкарти элеватор тырăпа тулнă. Ытти çĕре те ăсаткаласа пăхрăмăр, каймасть паха чĕр тавар. Çакă кăçал тыр-пул ăнса пулнипе те çыхăннă-тăр. Халĕ вăл складра хĕрсе выртать, пахалăхĕ чакать. Çĕр улми хумалли хранилищĕне те тырăпа тултартăмăр. Мĕн тăвăн, тухса тăкаймăн. Хресчен çимĕçĕ никама та кирлĕ мар тейĕн. Ниепле те планласа ĕçлеме хăнăхаймастпăр. Рынокра паян мĕн хаклă çавна туса илме хăтланатпăр. Чăваш Енре çĕр улми лаптăкĕсем мĕншĕн чакрĕç? Çанталăкпа кăна мар, çимĕçе сутма йывăрланнипе те çыхăннă ку. Сутаймасăр, вăхăтра кăларса илеймесĕр мĕн чухлĕ çĕр улми сая каймарĕ-ши хуçалăхсен? Эпир те 170 гектартан 100 кăна хăвартăмăр. Ĕçне кура тупăш илмелле пек, анчах продукци хакĕ хăпарманпа пĕрех, – терĕ Р. Петров.

– Ют çĕр-шыв çимĕçне турттарма чарнă май вырăнта туса илнин хакĕ ÿсмĕ-ши? Тен, пирĕн çимĕçе те хаклама тытăнĕç?

– Çĕр-шывра тыр-пул, пахча çимĕç туса илме çĕр çителĕклех, çынсем те ĕçлеме пултараççĕ. Мĕншĕн яланах ют çĕр-шыв куçĕнчен пăхмалла? Вырăнти экономикăна, ял хуçалăхне çĕклес вырăнне вĕсене пуйтармалла-и? Хресчен ĕçне тивĕçлипе хакласан вăл выльăх-чĕрлĕх те тытать, тыр-пул та çитĕнтерет.

Лариса Никитина.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.