Комментировать

11 Янв, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 1 (1331) № 11.01.2024

Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă телеграфистка — 100 çулта

Тем тесен те, Таисия Ярцева 100 çулта тесе калаймăн. Çапах çакна ĕненмех тивет: II степень Тăван çĕршыв вăрçин тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ пĕр ĕмĕр урлă каçнă. Вăл Çĕнĕ çул умĕн çывăх çыннисене кĕрекене пуçтарнă.

Таисия Павловна Саратов облаçĕнчи Бурцевка ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта шăпа унăн çемйине Шупашкара илсе çитернĕ. Ун чухне хĕрача 7-ре пулнă. «Эпир кунта лайăх пурнăç шыраса килтĕмĕр. Çав çулсенче Атăлçире хăрушă выçлăхчĕ. Шупашкара тавар турттаракан пуйăспа çитрĕмĕр. Пирĕн çемье пысăкчĕ: манăн шăллăмсемпе йăмăксем пурччĕ. Пире тарса килнĕ çемье тесе купса çуртĕнчи кухньăра вырăн уйăрса пачĕç. Атте мастерскойра ĕçлеме тытăнчĕ, анне ача садĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшрĕ», — иртнине аса илчĕ Таисия Павловна. Каламасăрах паллă: çемьен тĕрлĕ чăрмава парăнтарма тивнĕ. Вĕсем чухăн пурăннă. Пĕчĕк Таисия вара вĕренме ăнтăлнă. Вăл шкула «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Пĕр класра ăс пухакансем малалла вĕренме, тивĕçлĕ профессие алла илме ĕмĕтленнĕ. Таисия та Хусанти медицина институчĕн студентки пулма тĕллевленнĕ. Анчах пурнăç урăхла çаврăнса тухнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăран шкул пĕтернĕ каччăсем фронта çул тытнă. Таисия Хусанти института икĕ тантăшĕпе пĕрле вĕренме кĕнĕ. Анчах икĕ уйăхран каялла Шупашкара таврăнма тивнĕ. Хĕрсем Оборона заводне /халĕ — В.И.Чапаев ячĕллĕ завод/ ĕçлеме çул тытнă. Таисия унта çулталăк çурă тăрăшнă, авиабомбăсем тунă. Унта кунсерен 10-12 сехет ĕçлеме тивнĕ. Çак тапхăрта пĕр тĕллевпе кăна ĕçленĕ: йăлтах фронтшăн, йăлтах Çĕнтерÿшĕн. Хĕр заводра вăй хурса Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тÿпе хывнине ăнланнă пулсан та тăшманпа çапăçмашкăн кайма ăнтăлнă. Фронта лекес тесе çар специальноçне алла илмелле пулнă. Çавăнпах Таисия Павловна телеграфистсен курсне çырăннă. Кун хыççăн ăна 3-мĕш Беларуç фронтне янă — вăл НКВДн правительство çыхăнăвĕн иккĕмĕш бригадине лекнĕ. Таисия Павловнăн фронтри пурнăçĕ Калуга хулинчен пуçланнă. Пирĕн салтаксем Сталинград çапăçăвĕ вĕçленнĕ хыççăн тăшмана хĕвел анăç еннелле хăваланă. «Савăнăçлăччĕ, çав вăхăтрах йывăр та хăрушăччĕ. Ирхине те, каçхине те, хĕлле те, çулла та утаттăмăр. Çапах йăлтах чăтнă: сивве те, выçлăха та, бомбăсем сирпĕннине те, шăтăк-путăк çула та. Никам та нăйкăшман, пурте çĕнтерсе киле таврăнассишĕн çуннă», — вăрçă çулĕсене куç умне кăларчĕ кинемей. Паллах, хĕрсене уйрăмах йывăр килнĕ. Пурте кирза атăпа, çÿхе шинельпе çÿренĕ. Çитменнине, телефон аппаратне пĕрле сĕтĕрсе çÿреме, пĕрмай çыхăну пралукне тăсма, вăл татăлсан ăна сыпма тивнĕ. Вичкĕн çил вĕрет-и, пульăсем шăхăрса иртеççĕ-и — ку ĕçе пурнăçламаллах пулнă. Çапла тепĕр чухне салтаксем пĕр канмасăр 20-40 километр утнă. Лачкам тара ÿксен тумтире типĕтме те, çуса тасатма та май килмен. Çаплипех ăçта май килнĕ çавăнта — окопра, çул хĕрринче, хирте, вăрманта — выртса каннă. «Ишĕлчĕк çурт мĕн чуль курман-ши? Пĕррехинче Смоленск тăрăхĕнчи Вязьма хули урлă иртме тиврĕ. Унти ÿкерчĕк хăрушăччĕ. Хулара пĕр лайăх çурт та çукчĕ, веçех аркатнăччĕ. Беларуçри Хатынь урлă та иртсе курнăччĕ», — аса илчĕ ватă. Могилев хулинче салтаксене уйăрнă. Пĕр пайĕ Польша енне кайнă, ыттисем /вăл шутра Таисия Ярцева та/ — Балтика енне. Анчах салтаксене унта та çăмăл килмен. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

♦   ♦   


Тивĕçлĕ канура та марафона хутшăнать

Шупашкар округĕнчи Алькешре пурăнакан Роза Алексеевăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 41 çул, вĕсенчен 36-шне ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ вăл. Роза Васильевна — ĕç ветеранĕ.

Ял учителĕн пултарулăхĕ

«Манăн тăван ял, Ойкасси, çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Çавна май унта йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм, арçын ачасенчен пĕр шит те юлман. Шкула та йĕлтĕрпех çÿренĕ. Унсăр пуçне спорт вăййисене те кăмăлланă, ытларах баскетболла вылянă. Ача чухне бассейн мĕнне пĕлмен те эпир. Çырмара хур-кăвакалпа пĕрле шывра ишеттĕмĕр. 1981 çулта Мускав облаçĕнчи Малаховкăри физкультура институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Шăпах çавăн чухне пĕрремĕш хут 50 метрлă бассейн куртăм. Шывра ишес енĕпе экзамен тытрăм, «5» паллă илтĕм. Унтан студентка пулса тăтăм. Эпĕ йĕлтĕрпе чупас енĕпе тренер-преподаватель специальноçне алла илнĕ», — çамрăклăхне аса илчĕ хĕрарăм. Ял хĕрĕ пулнăран спортăн тĕрлĕ тĕсне кăмăлланă вăл. Çапах та пирвайхи çитĕнÿсем пирки калаçнă май Кÿкеçри вăтам шкулта физкультурăпа вĕрентнĕ Леонид Павлов педагога ырăпа аса илчĕ. «Леонид Павлович эпир 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне шкула ĕçлеме килчĕ, йĕлтĕрçĕсен секцине йĕркелерĕ. Эпĕ унта çÿреме пуçларăм. 3 километр чупса çав çулах район чемпионки пулса тăтăм. Каярахпа мана аслăраххисемпе ăмăртмашкăн илсе кайма пуçларĕç. 8 класс хыççăн физкультура учителĕ пулас тĕллевпе Канашри педагогика училищине вĕренме кайма шут тытрăм. Анчах шкултан документсене памарĕç. «Физкультурăна вĕрентесси — арçын ĕçĕ», — терĕç. Çавна май документсем патне аннепе пĕрле кайрăмăр. Вĕсене алла илсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Роза Васильевна хăйĕн кун-çулĕнче Кÿкеçри вăтам, Алькешри сакăр çул вĕренмелли тата Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкулсенче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах общество ĕçне те хастар хутшăннă. Алькешри шкулта ĕçленĕ вăхăтра ачасемпе пĕрле вырăнти хуçалăх валли выльăх кăшманĕ, çĕр улми кăларнине, теплицăна калчасем лартнине аса илчĕ вăл. Ял учителĕсем, хуларисемпе танлаштарсан, чылай ĕç тунине палăртрĕ. Вĕсем ачасене пĕлÿ, воспитани панисĕр пуçне колхоз уй-хирĕсенче вăй хунă, район чысне хÿтĕлес тĕллевпе ăмăртусенче тупăшнă. Роза Алексеева Алькешри шкулта 20 çул ĕçленĕ. Тăрăшуллă вĕрентекене РФ Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Вĕренекенĕсем савăнтараççĕ «Астăватăп: эпĕ тĕп хулари 61-мĕш шкулта ĕçлеме пуçланă çулсенче 1 пин ытла ача вĕренетчĕ. Йĕлтĕрсем, мечĕксем çитместчĕç. Эпĕ тăрăшса ĕçленине кура Наталья Гурьева директор спорт хатĕр-хĕтĕрĕ туянма тытăнчĕ. Çавна май хулари спартакиадăра шкул пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кунне 8-10-шар урок ирттерни те пулнă. Ĕçе ирех тухса каяттăм та киле каç пулсан çеç таврăнаттăм. Канмалли кунсенче ачасемпе тĕп хулари Чапаев ячĕллĕ завод таврашĕнчи çырмара тренировка ирттереттĕм. Унсăр пуçне вĕсене тĕрлĕ ăмăртăва илсе çÿренĕ. Тупăшу вăхăтĕнче хамăн йĕлтĕре параттăм. Пĕррехинче 6-мĕш класра вĕренекен Саша Григорьев манăн йĕлтĕре сырса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Паянхи кун вăл — велосипедпа чупассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ. Саша 9 класс хыççăн Питĕрти Олимп резервĕсен шкулне вĕренме кайрĕ», — пĕлтерчĕ Роза Алексеева. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе çеç çырлахман вĕрентекен, хăй те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтернĕ. Акă 1981 çулта йĕлтĕрпе 20 километра чупса СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çак çитĕнÿ хавхалантарнă ăна, çавна май вăл шăпах Мускав облаçĕнчи физкультура институтне вĕренме кĕнĕ. Роза Васильевна Шупашкар районĕнче йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа, шашкăлла, теннисла выляссипе, пăшалтан тĕл перессипе нумай хутчен чемпионка ятне тивĕçнĕ. Раççейри тĕрлĕ хулара иртекен спартакиадăсенче ветерансен хушшинче вăл яланах малти вырăнсене çĕнсе илет. Медальсен шучĕ те çук: 300-е яхăн! Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ çурма марафонăн иккĕмĕш тапхăрĕнче 60 çулти ветерансен хушшинче ентешĕмĕр 10 километра парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăмăртăва унăн вĕренекенĕсем Екатерина Варфоломеевăпа Дмитрий Сильвестров хутшăннă. «Дима та, Катя та 21 километр парăнтарчĕç. Дмитрий Сильвестрова шкула кайичченех теннисла, баскетболла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма хăнăхтарнă эпĕ. Вĕренекенсем çакнашкал çитĕнÿсем тунăшăн чунран хĕпĕртетĕп. Финиша кĕрсен вĕсем тÿрех ман пата чупса пычĕç, саламларĕç. Учительшĕн çакăнтан ырри мĕн пултăр?» — савăнса пĕлтерчĕ вăл. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   ♦


Поляр унки леш енче

Ир вăранса куçа уçатăн та — тĕттĕм. Хĕвел урине тăсма шухăшламасть те курăнать. Сакăр сехет, тăххăр, вуннă… Чÿречерен çаплах тул çути сăрхăнмасть. Сĕмлĕхпех тухатăн урама. Çутăласса кĕтес тĕк каç пулать. Кун пуçланасса кĕтсе илме те çук. Тĕрĕсрех, кун савăнтарать-ха, калăпăр, раштавкăрлач уйăхĕсенче 2-3 сехетлĕхе те пулин тавралăх çуталнă пек туйăнать. Туйăнать кăна çав, чи кĕске кун 20 минута яхăн кăна тăсăлать. Поляр каçĕ теççĕ çакна. Кун пуçлансан вара урама тухатăн та — тĕлĕнмелле, тăнран каймалла илем чуна çавăрса илет! Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тейĕн — иккĕшĕ те кăваккăн-хĕрлĕн ялкăшаççĕ! Çĕрле вара тÿперен /вăл пĕлĕтсенчен таса пулсан паллах/ пин-пин çăлтăр куç хĕсет. Ытла та туйăмĕсене чарайманнине кура-ши — пĕри те тепри çĕре вирхĕнет. «Çăлтăр ÿкрĕ! Ĕмĕтленсе ĕлкĕртĕр-и?» — шуйхашрĕç хĕрĕмсем. Çапла Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсене килте ларса ирттерес мар тесе вăрăм çула тухрăмăр — Мурманскра çурçĕр шевли вылянине курас ĕмĕтпе 2000 ытла çухрăма хыçа хăвартăмăр.

Хĕвелсĕр кунсем

Поляр кунĕ текен ăнлав та пур-ха. Ун чухне шăпах тавралăх кун çутипе тулать, анчах каç пулмасть. Çывăрма выртатăн — урамра хĕвел алхасать. Чăн та, тÿпере мар ĕнтĕ вăл, анса ларма хатĕрленнĕ. Хатĕрленнĕ те — горизонт хыçне кайман, çынсемпе пытанмалла вылять тейĕн. Горизонт хĕррипе шăвать-шăвать те яр! кăна каялла тÿпене вĕçсе хăпарать. Çут çанталăкăн çак пулăмĕсем çинчен шкултах каласа кăтартнă, паллах. Анчах илтни — пĕр япала, хăв куçупа курни — пачах урăх. Çавăнпа пĕр шухăшласа тăмасăр тытрăмăр та вĕçтертĕмĕр ку тăрăха. Сивĕрен — сивве. Термометр палли кунта 20-рен иртнĕччĕ, унта — 30-а яхăн. Ку вăхăтлăх кăна. Ытларах чухне — 20-е яхăн. Анчах та эпир сивве пĕрле илсе кайрăмăр пулас. Вичкĕн çиле пула шатăрах чĕпĕтрĕ. Сăн ÿкерес тесе алла алсишрен кăларса пĕр-икĕ хут шачлаттарса ĕлкĕретĕн кăна — пÿрнесене, тăм илсе ĕлкĕрмерĕши тесе çавăркаласа пăхнă хыççăн, вĕркелесе ăшăтатăн та хăвăртрах каялла пытаратăн. Сивĕ, пĕр вĕçĕм сивĕ, вĕçĕмсĕр тĕттĕм… Мĕнле пурăнаççĕ кунта? Юр та пирĕн патри пек çÿллĕ хÿмен. Вырăнтисем каланă тăрăх, раштавра пачах та çуман иккен. Çавăнпах кĕртсем çукпа пĕрех. Вĕçĕмсĕр тĕттĕм, кунсем хĕвелсĕр пулни, паллах, кăмăла пусăрăнтарать. Сывлăха та начар витĕм кÿрет. Çакна вырăнтисем каланинченех пĕлтĕмĕр, Д витамина тăршшĕпех ĕçсе тăраççĕ. Депрессирен хăтăлас тесе кунта хĕлле тавралăха çутă иллюминацийĕпе илемлетме тăрăшаççĕ. Пур пĕр Шупашкартинчен хитререх тесе каламăттăм. Çынсем укçа ытларах ĕçлесе илес ĕмĕтпе пурăнаççĕ кунта. Анчах ку енĕпе та лару-тăру улшăнса пырать-мĕн — çурçĕр тăрăхĕнче ĕçленĕшĕн сахалрах та сахалрах хушса тÿлеççĕ. Çапах та ÿпкелешмех сăлтав сахал пек туйăнать. Калăпăр, пирĕн тăрăхра çамрăксем ĕçе вырнаçма тăнă чухне 50-60 пин тенкĕ ыйтаççĕ, унта — 120-130 пин тенкĕ… Укçа çителĕклĕ пухса çитернĕ пек туйăнсан çынсем Мурманскран урăх хулана куçма тăрăшаççĕ. <...>

Рита АРТИ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.