Комментировать

8 Окт, 2014

"Хыпар", 201 /26607/ №, 2014, юпа, 8

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Канашра, Елчĕк районĕнчи Элпуç, Кÿлпуç, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ. 1 стр.

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумăн тĕп мероприятийĕсене Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасем тÿрĕ эфирпа пăхма пултараççĕ. 1 стр.

Иван Васильевич Васильев Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче 1910 çулта çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Вăл мăшăрĕпе хĕрĕсем патне çырусем çырсах тăнă. Вĕсенчен пĕр пайĕпе çак номерте паллашма пулать. 2 стр.

Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ывăл-хĕре воспитани пама çăмăл-и? Ачасене ырăлăха мĕнле вĕрентмелле? "Çемье" ятарлă кăларăм. 3 стр.

"Çырсан, тен, 100 çултан та иртĕп" статьяна нумаях пулмасть пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă Валентина Элпи çыравçăна асăнса çырнă. 4 стр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.