Комментировать

28 Дек, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 51 (1330) № 28.12.2023

Çепĕç лирики хăйĕн ытамне кĕртсе ÿкерет

Нумаях пулмасть Наци библиотекинче Любовь Федоровăн «Ăшăх вырăн çук тинĕсре» çĕнĕ кĕнекине пахаларĕç.

Любовь Федорова – поэт, вĕрентекен, РФ çыравçăсен союзĕн членĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Ялти тулли мар, Патăрьелти вăтам шкулсене пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Елчĕк районĕнчи Тĕмер, Аслă Пăла Тимеш, Энтепе шкулĕсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ. Каярахпа Шупашкарти 23-мĕш шкулта вăй хунă, «Пике» журнал редакцийĕнче тăрăшнă. 20 çул ытла Шупашкарти 1-мĕш гимназире ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл — «Йÿçĕ пыл», «Анне пилĕ», «Ала витĕр», «Çичĕ хĕлĕхлĕ тĕнче», «Пĕлÿ çăкăр ыйтмасть» тата ытти кĕнеке авторĕ. Любовь Федоровăн кăларăмĕсем Наци библиотекин çÿлĕкĕсем çинче сумлă вырăн йышăнаççĕ. Уяв пуçламăшĕнче автор унăн сăвă çырас туртăм аслă классенче вĕреннĕ вăхăтрах туптаннине каласа пачĕ. Чи пирвайхи, «Чăваш хĕрарăмĕ» сăвви, Елчĕк районĕн хаçатĕнче пичетленнĕ. Пĕлĕвĕпе ăсталăхне аталантарма университетри «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ нумай пулăшнине палăртрĕ çыравçă. <...>

Татьяна СЕМЕНОВА

♦   ♦   


Чăваш ялне аçтаха «вĕçсе килнĕ»

Юрать, чăн-чăнни мар, юртан купалани кăна. Мифологири çак сăнара Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Акчикасси ялĕнчи Елена Патьянова ăсталанă. Вăл кашни çулах, раштав уйăхĕнче, çитес çул паллине юртан хатĕрлет.

Елена Александровна – 5 ача амăшĕ. Мăшăрĕпе Олег Алексеевичпа тăватă хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ. 2021 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин Патьяновсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕ пама йышăннă. Елена Александровна ачисене тивĕçлĕ воспитани панă, ура çине тăратнă хыççăн чун киленĕçĕ тупнă. Шăпах 12 çул каялла, Аçтаха çулталăкне кĕтнĕ вăхăтра, Патьяновсен килĕ умĕнче юр кÿлепе тупăннă. Елена Александровна ăна хуларан яла килекен мăнукĕсене савăнтарас тесе ăсталанă. Çакăн хыççăн вăл ырă йăлана пăсмасăр кашни çул Хĕвел тухăç календарĕнчи сăнарсене хатĕрлеме тытăннă. Сысна çулĕнче вĕсен пÿрчĕ çывăхĕнче «Виçĕ сысна çури» юмахри НифНиф, Нуф-Нуф тата Ниф-Ниф вырăн тупнă, пахчара сыснапа çичĕ çури саркаланнă. Лаша çулĕнче Патьяновсем патне çилхеллĕ урхамах килсе чарăннă. Елена Александровна утланса ларсах сăн ÿкерĕннĕ. Тепĕр лаша та ăсталанă: вăл Çĕнĕ çулти чи кĕтнĕ хăнасене — Хĕл Мучипе Юр пикене — çуна çинче лартса пырать. Елена Александровна хăй Çĕлен çулĕнче çуралнă. Паллах, темиçе метрлă çак чĕр чуна та ăсталанă. Ăста хĕрарăм çулталăк паллисене хатĕрленисĕр пуçне Хĕл Мучипе Юр пикене те «чун кĕртет». Сăмахран, Кролик çулне хатĕрленсе вăл çак чĕр чун асамçăсемпе пĕрле ыталанса тăнине сăнланă, кролика кишĕр те «тыттарнă».<...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

♦   ♦   


«Хĕл Мучи пуррине халĕ те ĕненетĕп»

Сцена çине тухасси унăн ăнсăртран пулса иртнĕ. Ача чухне те, ÿсерехпе те вăл театр çинчен пачах шухăшламан. Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче филологи класĕнче вĕреннĕ май Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал хĕрачине истори предмечĕ илĕртнĕ. Унпа паян та кăсăкланать вăл. Чăваш чĕлхине лицейра Геронтий Никифоров вĕрентнĕ, вăлах класс ертÿçи пулнă. Вĕрентекен акнă ырă вăрлăх хĕрача чунĕнче ырă çимĕçех пулса шăтса тухнă, парка ÿснĕ — çавăнпах чăваш журналистикинче калемне çивĕчлетсе пăхас шухăш та пулнă унăн. Анчах шăпа урăхларах çулпа илсе кайнă. Лицейра театр кружокне Нина Панина ертсе пынă, вăлах хĕрачана артисткăна вĕренме кайса пăхмашкăн сĕннĕ. Паян Светлана Лукиянова — К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки. Черчен те илемлĕскер, сарă ылтăн çÿçлĕскер, çепĕç сасăллăскер 12 çул ĕнтĕ раштав вĕçĕнче капăр чăрăш тавра пухăннă ачасене савăнтарма Юр пике çи-пуçне тăхăнать те хĕллехи тĕп асамçăн мăнукне çаврăнать. Паян «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне шăпах ăна чĕнтĕмĕр, Çĕнĕ çул уявне Юр пикепе кĕтсе илме питех те кăмăллă-çке-ха.

Усал сăнара калăпласшăн

— Светлана, калаçăва артистсене пама хăнăхнă ыйтуранах пуçлар-ха — çак тапхăрта калăпланă сăнарсенчен хăшĕ чун-чĕрере ытларах йĕр хăварчĕ?

— Çаврăнса пăхатăн та — пÿрнесене шаклаттарнă пек, пĕр самантра шик! кăна шăхăрса, вĕçсе, тен, ĕрĕхсе, питĕ хăвăрт иртрĕ 12 çул. Пурте, чăнах та, кăмăллă. Репетици вăхăтĕнче пурин пирки те: «Ай-ай, мĕнле йывăр сăнар пулчĕ ку. Ай-ай, кăна мĕнле вылямалла-ши?» — тесе шухăшласа çÿретĕн. Спектакле сцена çине кăларатăн, унта выляса хавхаланатăн та малалла — тепĕр пьеса патне… Халĕ ĕнтĕ, Çĕнĕ çул умĕн, халапсемпе ĕçлетпĕр. Кăçал эпĕ сцена çинче те вылятăп, капăр чăрăш патĕнче те — Юр пике. Çĕнĕ çул тенĕрен… Нумай çул каялла Валерий Карпов «Снежные искорки» юмах лартнăччĕ. Чуна чи çывăх ĕç пулчĕ вăл. Унта вылянă артистсем çав спектакле паянхи кун та аса илеççĕ. Нумай выляма тÿр килменшĕн кулянатпăр. Режиссерпа ÿнерçĕ юмаха питĕ хитре илемлетнĕччĕ. Сăмавар çĕклесе чупатăп — унтан тĕтĕм тухать, çуртасенчен пăр таткисем çакăнса тăраççĕ… Ачасем çав спектакле кĕрсех ÿкетчĕç, сăнарсене питĕ ĕненетчĕç. Эпĕ сĕм вăрманта çÿретĕп. Упа тухать. Манăн сценарипе килĕшÿллĕн ăна курмалла мар. Эх, ачасем, мана асăрхаттарса: «Упа! Упа!» — тесе кăшкăратчĕç. Ачасем сăнара ĕненни, шеллени аса килсен халĕ те чĕрене çÿçентерсе куçран куççуль кăларать… Кăçал сцена çине «Госпожа Метелица» кăлартăмăр. Вăл тата пĕчĕкреххисем валли. Хальхи юмахра та вăрман тăрăх утса пынă май ачасене алă сулатăп та — хуравлаççĕ, хирĕç алă сулаççĕ. Сцена çинчи юмаха чăн пурнăç тесе ĕненеççĕ. Вĕсен куçĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Хам та халĕ те, ача чухнехи пекех, юмах курма, пушшех те ĕлĕкхисене, юрататăп — «Морозко», «Вилĕмсĕр Кащей»… Вĕсенче, хальхисенчи пек, ятарлă эффектсем те çук, анчах — чун пур… Ачалăх çав ĕлĕкхи юмахсенче юлнă.

— Хăвăрăн ĕçе килĕштерни пирки ыйтма та кирлĕ мар-ха ĕнтĕ…

— Çапла. Тепĕр чух: «Пирĕн ĕç çăмăл мар», — тесе шухăшлатпăр. Анчах заводра вăй хума тата йывăртарах вĕт. Кунта вара кашни кун çĕнни, ялан шыравра, пурнăç пĕр пек мар. Хамăр ĕçрен вăй та, хавхалану та илетпĕр.

— Сирĕн амплуа — ырă чунлă принцесса. Çак картаран тухас та килет-тĕр…

— Пи-и-тĕ начар сăнара выляс килет! Спектакльти сăнарпа пире пурнăçра та çыхăнтараççĕ. Çапах урăх характерлă роль выляса курас килет. Çĕнĕ спектакльте эпĕ каллех — ырă чунлă хĕрача, ĕçчен, пурнăçа юратакан… Хамăн партнерсем — Лилия Петрова, Ирина Иванова — вылянине кура манăн та çав рольсене калăплас килет.

— Эппин, хальлĕхе усал сăнарсем ĕмĕтре-и?

— Çапла пулса тухать. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.