Комментировать

25 Дек, 2023

Уяв савăнăç кăна кÿтĕр

«Парăмсем тата туса пĕтермен ĕçсем ан юлччăр» — çулталăка çапла вĕçлеме сунса пуçларĕ тунтикунхи планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вăл пĕтĕмĕшле илсен ку енĕпе ĕçсем япăх маррине çирĕплетрĕ, çапах çулталăкăн юлнă юлашки кунĕсемпе федераци тытăмĕсемпе тумалли килĕшӳсене алă пусассине вĕçлемешкĕн туллин усă урмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ЧР Пуçлăхĕ 2023 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсем валли ку енĕпе комплекслă план хатĕрленĕ — ăна тӳрре кăларас енĕпе пысăк ĕç тунă. Планра аталанăвăн пысăк пĕлтерĕшлĕ 23 çул-йĕрне палăртнă — пĕтĕмпе 227 мероприяти. Вĕсенчен183-шне вĕçленĕ ĕнтĕ, тата 44-шĕ — пурнăçламалли процесс тапхăрĕнче.

Çав мероприятисемпе паллаштарма хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Кашни сферăрах пысăк ĕçсем пур: Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкра, Канаш округĕнчи Янкăлчра шкулсем тума пуçланинчен тытăнса тĕп хулари «Волга» стадионăн вĕçленсе пыракан реконструкцийĕ таран. Е тата — республикăри ял хуçалăх техникумĕсен централизацийĕ, пассажирсене илсе çӳрессине йĕркелемешкĕн патшалăх предприятине туса хуни... Пассажирсем тенĕрен, Çырура Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи маршрутсем çинче пĕрлехи тариф çирĕплетмелли çинчен сăмах пулнăччĕ. Ку тĕллев çинчен те манман. Дмитрий Краснов çак ĕç те хайхи «пурнăçламаллии процесс тапхăрĕнче» пулни çинчен каларĕ.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев «çак чикĕсене шута илсе» малалла ĕçлеме сунчĕ. Пусăм тусах палăртрĕ: пирĕн пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеме вĕренмелле — çивĕч ыйтусем чылай чухне шăпах ведомствăсен хушшинче тачă çыхăну çуккине пула çуралаççĕ.

Паллах, çывхаракан уяв тавра та сăмах пулчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова хăй ертсе пыракан министерство пăхăнăвĕнчи учрежденисем 1,6 пин ытла мероприяти ирттерессине пĕлтерчĕ — 288 пин çын валли. Вĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Театрсем Çĕнĕ çулпа çыхăннă спектакльсемпе представленисене сцена çине кăлараççĕ. Чăваш патшалăх драма тата Çамрăксен театрĕсенче Хĕл Мучи резиденцийĕсене те уçнă. Музейсем, библиотекăсем, ытти учреждени уяв-кану кунĕсенче те ĕçлĕç — куракана хапăл тăвĕç.

Чылай мероприятие ачасем Пушкин карттипе кайма май пултарĕç. Светлана Анатольевна Пушкин карттипе усă курас тĕлĕшпе республика çĕршыв шайĕнчи лидерсен йышĕнче пулнине çирĕплетрĕ. Çак карттăна ĕçе кĕртнĕренипе унпа Чăваш Енре 754 пин билет туяннă. Кăçалхи 11 уйăхра — 388 пин. Карттă çинче юлнă укçапа çитес çулхи мероприятисене каймашкăн та халех билет туянма пулать — сая ямалла мар.

Вĕрентӳ сфери те ӳксе юлмасть: вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров 280 пин çын валли /çак шутра ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те/ 1,6 пин ытла елка, утренник, ытти мероприяти йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех шкулти каникул кунĕсенче Чăваш Енре хăнасем пулассине палăртрĕ: уявра Запорожьери Чăваш Енпе туслă Бердянск районĕнчи тăватă теçетке ытла шкул ачи кунта пулĕ.

Хăнасем тенĕрен, Дмитрий Краснов вице-премьер çитес кунсенче регионта туристсем йышлă пуласса шанать. Вĕсем валли ятарлă турпрограммăсем хатĕрленĕ. Спорт министрĕ Василий Петров уяв-кану кунĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулассине çирĕплетрĕ. Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Денис Спирин Çĕнĕ çул каçĕнче тĕп хулари общество транспорчĕ 1 сехетчен ĕçлесси çинчен пĕлтерчĕ.

ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов вара пурне те инкек-сикекрен сыхланма чĕнсе каларĕ. Хĕллехи сивĕре кăмакаран-мĕнрен тухакан пушар та нумай, граждансем ӳсĕрле пирус туртни те чылай инкек кӳрет. Вăл çак кунсенче пĕччен ватăсем, инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсем тĕлĕшпе пушшех тимлĕх кирли çинчен асăрхаттарчĕ. Уяв инкек ан кӳтĕр — хăрушсăрлăха уямалли çинче республика Пуçлăхĕ те пусăм турĕ. Олег Николаев çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен ывăлĕ-хĕрĕ, хӳтлĕх кирлĕ çемьесенчи ачасем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ.

www.hypar.ru