Комментировать

18 Дек, 2023

«Пĕр тăрă» айĕнче шанчăклăрах

Потребительсене электроэнергипе тивĕçтерекен объектсене консолидацилес ыйтупа тунтикунхи канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Çак ĕç пуçланнă ĕнтĕ.

Чăваш Енре 39 сеть организацийĕ пулнă. Консолидаци çулĕ çине тăнă май «Чăваш патшалăх электричество сечĕсем» унитари предприятине туса хунă. Вăл консолидацин пĕрремĕш тапхăрĕнче çичĕ муниципалитетри объектсене пĕрлештернĕ те — халĕ 24 сеть организацийĕ юлнă. Умра — ĕçĕн иккĕмĕш, виççĕмĕш тапхăрĕсем. Тата 21 муниципалитет территорийĕнчи, çав шутра «Коммуналлă технологисем» компани ĕçлеттернĕ объектсене «пĕр тăрă» айне пухмалла.

Дмитрий Ивановичăн шухăшĕпе, шăпах сеть компанийĕсем вакланнипе потребительсене электричествăпа тивĕçтерессин пахалăхĕ уксахланă, технологи енĕпе çыхăнтарас енĕпе чăрмавсем туха-туха тăнă. Хуçасăр объект нумай пулнă — вĕсене никам та юсаман, пăхса тăман. Çавăнпа авари нумай — электролинисемпе оборудовани юхăннин кăтартăвĕ 70% иртнĕ. Электроэнерги çухатăвĕсем /çав шутра — киловатсене вăрланипе те/ хăш-пĕр сетьре 40% таранах пулнă. Хуçасăр 513 объекта ЧГЭС хăйĕн балансене илнĕ. Çав шутра — 130 подстанци, электролинисен 10 километр тăршшĕ сыпăкĕсем. Хуçасăррисем юлнă-ха — тата тăватă теçетке объект.

Унитари предприятийĕ Етĕрнере, Улатăрта пысăк ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, ытти муниципалитетра та ĕç нумай. Сетьсен ĕçне йĕркелекен пĕрлехи центр туса хумалла. Консолидаци потребительсемпе ĕçлессине ансатлатма тивĕç, ку енĕпе «пĕр чӳрече» принципа тӳрре кăлармалла.

www.hypar.ru