Комментировать

8 Окт, 2014

Ветеринар пулма çăмăл-и?

Хула хĕрĕсем выльăх-чĕрлĕхе юратаççĕ

Ялти нумай ача пĕчĕкрен выльăх пăхса çитĕнет, анчах ветеринар профессине хăшĕ-пĕри çеç кăмăллать. Çакă мĕнрен килет-ши? Ыйту хуравĕ пирки нумайччен шухăшлаттăм, тупсăмне хăйсен ĕçне пуçĕпех парăннă выльăх тухтăрĕсене чунне уçтарса калаçтарсан тин уçăмлатрăм. Çак профессие суйласа илме чĕр чуна пăхни çеç çителĕксĕр.

Кролик-и вăл, йытă-и е кушак-и - ачаран вĕсене юратса ÿсни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене инкекре пулăшас, хĕрхенсе хÿтте илес, чирлесен сиплес туйăмсем вăранса амаланмалла. Ку енĕпе çамрăка турă панă çунатсем пурнăç каçалăкĕн çул юппине çитиччен сарăлсан çын ветеринар профессине суйлатех. Апла пулсан ку тĕллеве пурнăçлама пĕртте çăмăл мар. Пуринчен те пулмасть ĕмĕте çитересси.

Канаш районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцие çамрăксем килни - ырă пулăм. 2012 çулта Екатерина Козлова ĕçе вырнаçнă. Канашри 10-мĕш вăтам шкул хыççăн Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветакадеми пĕтернĕ.

Хула хĕрĕ çине чылай чухне шанмасăр пăхаççĕ. Выльăх пăхса курманскер кунта ĕçлесе кайĕ-ши теççĕ. Чĕр чунсен тĕнчи ăна пĕчĕклех илĕртнĕ, вĕсен пурнăçне сăнасси туртăма куçнă. Ветеринар специальноçне суйласа йăнăшман вăл. Станцире Екатерина кĕске вăхăтрах аслисен шанăçне тÿрре кăларнă. Тăрăшуллă хĕре коллектив 2015 çулшăн ЧР Пуçлăхĕн стипендине илмешкĕн тăратнă. Катя тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ ĕнтĕ.

Кăçал çурла уйăхĕнче станцие Кристина Ефремова пынă. Вăл та Канашран. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Хушнă кашни ĕçех тирпейлĕ пурнăçлать. Çав кун Кристина Канаш районĕнчи «Цивиль» ООО ĕне ферминче стенасене извеçпе шыв хутăшне сирпĕтсе шурататчĕ. «Хĕл умĕн витесене дезинфекцилемелле, шурă тĕс - тасалăх палли», - тет çамрăк специалист.

Станцире вун-вун çул ĕçлекенсем иккĕшĕнпе те кăмăллă. Хуларан пулин те вĕсене выльăх шăпи, чир-чĕрпе кĕрешесси хытах шухăшлаттарать.

Ырă тĕслĕх - юнашар

Хĕрсен камран вĕренмелли çук мар.

- Эпир те çамрăк пулнă. Кунта 1984 çулта мăшăрпа Валерий Николаевичпа Хусанти ветинститут хыççăн килтĕмĕр, - тет Аччари ветучастокри ветеринар Людмила Семенова /хĕр чухне - Ефимова/. - Эпĕ Катекре çуралнă. Шкул хыççăн Кострома облаçĕнчи Галич хулинче ветфельдшера вĕрентĕм. Çав çулах Хусана кайрăм. Пулас мăшăрпа пĕрле вĕрентĕмĕр. Халĕ унпа кунта пĕрлех ĕçлетпĕр. Вăл - ветучасток заведующийĕ.

Ачча енче сурăх, кролик усраççĕ, пулă ĕрчетеççĕ. Пурне те чиртен сиплемелле, ытларах профилактика ĕçне пурнăçламалла. Чире сыватиччен асăрхаттарни лайăхрах теççĕ вĕт.

Аччара 1993 çулччен ветучастокăн уйрăм çурт пулман. Вăл хута кайсан тепĕр специалист кирлĕрен Валентина Федорова кунта вырнаçнă. Вăл 1986 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран ветфельдшера вĕренсе тухнă.

Мана Валерий Николаевичпа телефонпа çыхăнтарчĕç. «Пурте тăрăшатпăр, палăртнине çулленех пурнăçлатпăр», - терĕ заведующи кĕскен. Ветучасток ĕç-хĕлне тĕрлĕ конкурс-ăмăртура çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе Дипломсем лайăх çирĕплетеççĕ. Вĕсем - стена тăршшĕпех.

Коллектив ташă-юрăпа, спортпа туслă. «Шевле» фольклор ансамбльне çÿреççĕ, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва çуллен хутшăнаççĕ.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.