Тантăш 49 (4869) № 14.12.2023
«Асам» пысăк ăсталăх пачĕ
Ачалăх… Епле илемлĕ те илĕртӳллĕ вăл. Черчен те чи çутă самантсемпе асра юлакан тапхăра куç умне кăларатăн та пачах урăхла туйăм çуралать, чун тепĕр хут çак вăхăта таврăнать. Кăçал пирĕн республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май ăна халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç, проектсем пуçарчĕç. Вĕсене хутшăнса ачасем хăйсенче пытаннă пултарулăха курма, ăна мĕн пур енчен аталантарма пултарчĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ иртрĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ- нче унăн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.
5 ПИНЕ ЯХĂН ÇАМРĂК АРТИСТ ХУТШĂННĂ
Асăннă фестивале пуçласа кăçал ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: шкул театрĕсене малалла аталантарасси, кашни ачара артист пултарулăхне тупса палăртасси тата çамрăксене профориентаци енчен пулăшасси. Мероприятие республикăри 400 шкултан 5 пин ытла çамрăк артист хутшăннă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
— Театр студийĕсенче хатĕрленнĕ ачасем хăйсене сцена çинче тытас ăсталăха алла илчĕç. Çакă ăсчах е паллă экономист, юрист е культура министрĕ, финанс министрĕ пулсан е Хĕрарăмсен Канашне ертсе пырсан вĕсене кирлĕ те пулĕ. Шăпах хăйсен проекчĕсем пирки каласа кăтартса тӳрех хăй йĕри-тавра пĕр шухăшлă тата пулăшу паракан çынсем пухма вĕсен майсем нумайрах пулĕç, — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Асам» фестивалĕн кураторĕ Алла Салаева. Çĕнтерӳçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç, вĕсене парнесемпе чысларĕç. Жюричленĕсенятарлăпарнине Çĕмĕрлери пĕрремĕш шкулăн театр ушкăнĕ илчĕ. Вĕсем «Асам» фестивале «Пазлы» спектакльпе хутшăннă. Ку номинацирех Канашри пиллĕкмĕш шкулăн ачисем палăрчĕç. Çĕмĕрле округĕнчи Юманайри С. Архипов ячĕллĕ вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Артем Иванов жюри членĕсен дипломне тивĕçрĕ. Арçын ача «Каша из топора» юмахри салтак рольне калăпланă. Çак дипломах Шупашкарти Роман Тимофеева, Сĕнтĕрвăрри округĕнчен килнĕ Матвей Васягина пачĕç.
СЦЕНА ÇИНЧЕ — КРОКОДИЛ!
Кама кăна сăнарламан ачасем, мĕнле кăна рольсем калăпламан пулĕ… Шупашкар округĕнчи Анат-Кинер шкулĕнче вĕренекен Максим Шерметов «Мой самый большой друг» спектакльте шăпах крокодила вылять. Ăна та асăнмалăх парнепе — çемçе теттепе — савăнтарчĕç. Сцена çине тухсан арçын ачана тепĕр хут крокодил рольне выляма ыйтрĕç. Вăл тӳрех сăнара кĕрсе хăйĕн пултарулăхне куракансене тепĕр хут кăтартрĕ. Чăн-чăн артист тейĕн! Çĕнтерӳçĕсене çавăн пекех «Чи лайăх арçын ача ролĕ», «Чи лайăх хĕрача ролĕ», «Иккĕмĕш планри чи лайăх рольсем» номинацисенче те палăртрĕç. Тўресем ĕçсене хакланă чухне сцена декорацине, сăнарсен костюмĕсене, режиссер ĕçне те пахаланă, ку енĕпе те çĕнтерӳçĕсене чысларĕç. Унсăр пуçне онлайн мелпе сасăлав ирттернĕ. Кунта Шупашкарти тăваттăмĕш лицейре вĕренекен çамрăк артистсене çитекенни пулман. Етĕрне округĕнчи Пĕрçырлан шкулĕн хастарĕсем «Чăвашла хатĕрленĕ чи лайăх спектакль» номинацире палăрчĕç. Йĕпреç округĕнчен килнĕ артистсем «Пĕчĕк формăллă чи лайăх спектакль» номинацире çĕнтерчĕç. Вĕсене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева чысларĕ. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
«У нас непременно все получится»
Наравне с образованием, в жизни молодежи важнейшую роль играет спорт. Он воспитывает, дисциплинирует, учит ставить цели, прилагать усилия для их достижения, а также помогает обрести команду. Ярким примером одаренной молодежи, которая наполнена спортивным духом, духом победы, является сборная футбольная команда 55-й школы города Чебоксары. В стенах образовательного учреждения успешно реализуется проект «Футбол в школе».
Благодаря этому новаторству, школьники с младших классов познают азы футбола, пробуют себя в этом виде спорта. «Футбол в школе» стал площадкой, которая обћединила учеников, учителей, а также родителей ребят. Ежемесячно на территории школы проводятся турниры и соревнования: «Классный Кубок», открытый чемпионат по мини-футболу среди 5-х классов, открытый чемпионат по мини-футболу среди 6-х классов, товарищеские игры по мини-футболу среди 3-х классов… Благодаря усилиям тренеров и игроков, в этом сезоне команда школы показывает значительный прогресс и большие результаты. «Как только в школе запустился проект «Футбол в Школе», я почувствовал, что ответственности за своих воспитанников прибавилось. Также она возросла и у ребят: теперь они представляют школу, а не только личное хобби! Радует, что усилия юных спортсменов не напрасны. Приятно было наблюдать, как на последнем матче с 46-й гимназией города Чебоксары школьная команда одержала уверенную победу над соперником, продемонстрировав высокий уровень координации и стратегии на поле. Мои подопечные проявили отличную командную работу и спортивный дух, что позволило им завоевать победу. Горжусь ими!» – делится руководитель проекта и учитель физической культуры Александр Рожков. Тренировки чемпионов проходят 3 раза в неделю. На поле оттачивают свои навыки школьники 3 и 7-х классов. Благодаря занятиям спортом, они учатся самодисциплине, контролю над собой, работе в команде. Тренеры обучают стратегии и тактике на поле. «Благодаря Александру Витальевичу, мы стали намного рассудительнее в футболе и научились понимать игру. Раньше мы не дружили и не общались, а сейчас – одна дружная, большая команда. И у нас непременно все получится!» – говорят наши юные друзья. <...>
Ангелина ПЫРКИНА.
♦ ♦ ♦
Побывали на ВДНХ
21 ноября я со своей делегацией из Батыревского округа посетила ВДНХ, и это была удивительная поездка. Я была тронута ее красотой и множеством интересных мест, которые нужно было исследовать.
Когда я впервые пришла на ВДНХ, меня поразили ее масштабы и разнообразие. Здесь было все: от больших павильонов и фонтанов до маленьких аттракционов и кафе. У меня появилось такое ощущение, будто я попала в другой мир, полный возможностей и приключений. Одно из самых впечатляющих мест, которые мы посетили на ВДНХ – Международная выставка-форум «Россия», где представлены все достижения страны за последние годы. Мы прошли путь мечтателя в 1-ом павильоне. Он мне понравился настолько, что я в конце расплакалась от полученных эмоций. Это не передать словами... Далее мы посетили экспозицию «Движения Первых» и платформы «Россия – страна возможностей» – «Первые в России – стране возможностей», где увидели, какой Россия может стать в будущем. Также посмотрели экспозицию «Регионы России», рассказывающую о важнейших достижениях субъектов Российской Федерации. Мы успели дойти и к павильону нашей Чувашии. Там нам показали электронную версию книги «Вышитая Россия: нити общей судьбы», а также национальную одежду чувашей и украшения нашего народа. <...>
Ангелина МАКАРОВА. Батыревский округ, Большечеменевская школа.
♦ ♦ ♦
Мускавра, куравра
Чӳк уйăхĕн вĕçĕнче Йĕпреç тăрăхĕнчи ачасем, пурĕ 23-ĕн, Мускава çул тытрăмăр.
Раççейĕн тĕп хулине эпир пуйăспа кайрăмăр. Унта пире волонтер кĕтсе илчĕ. Малалла автобуса лартăмăр та ВДНХна çитрĕмĕр. Чи малтан пире Раççейĕн тĕрленĕ карттипе паллаштарчĕç. Унтан эпир «Движение Первых» павильона кĕтĕмĕр. Пире сулăпа, наушниксемпе, калпакпа тивĕçтерчĕç. Эпир хăвăртрах чăваш тухйине курма васкарăмăр. Ытти регион куравĕпе те паллашрăмăр. Пире вĕсем питĕ килĕшрĕç, пĕринчен тепри пуянрах. Чăваш тухйине курса савăнтăмăр. Куравпа паллашнă хыççăн пире тата парнесем пачĕç. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Паттăра халалласа
Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хăйĕн паттăр ывăлĕсен кунне паллă тăвать. Пирĕн шкул 2002 çултанпа Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн ячĕпе хисепленет. Ăна халалласа кашни çулах волейбол турнирĕ ирттеретпĕр.
Эпир çак пĕлӳ çуртĕнче вĕреннĕ май чыса тивĕçлĕн тытса пыратпăр, пур енĕпе те малта пулма тăрăшатпăр, çарпа спорт вăййисене тата тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнатпăр. Пирĕн шкулта «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ушкăн ĕçлет. Ăна нумай çул Александр Кошелев вĕрентекен ертсе пырать. Республика шайĕнчи ăмăртусенчен эпир час-часах малти вырăнсемпе таврăнатпăр. Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн ячĕпе шкулта Паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче пирĕн вĕренӳ заведенийĕнче Халăх Геройĕсене халалласа мероприяти иртрĕ. Чи малтан 3-9-мĕш классен хушшинче квест пулчĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва хуравларăмăр. Тăватă ушкăнран «Чăваш ачисем» команда чи пысăк балл пухрĕ. Унтан Леонид Константинов ячĕллĕ музейра экскурсире пултăмăр. Герой пурнăçĕ пирки истори вĕрентекенĕ Надежда Исакова тĕплĕн каласа кăтартрĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...