Комментировать

8 Окт, 2014

«Ачамсене лайăх пăхса усра...»

Иван Васильевич Васильев Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче 1910 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Килте мăшăрĕ Евдокия Кириллова хĕрĕсемпе Зойăпа /1933 ç./ тата Нинăпа /1937 ç./ тăрса юлнă.

И.В.Васильев /вăрçăччен хĕсметре тăнă чухне çаптарнă сăн ÿкерчĕк/.

Шел, паянхи кун вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тушкилсем Васильевсене яланах ырăпа аса илеççĕ, ĕçчен çынсем пулнине палăртаççĕ. Нина малтанхи вăхăтра Тăвайри кулинари лавккинче ĕçленĕ, каярахпа тăван ялта «Рассвет» хуçалăхра мăшăрĕпе тата Зойăпа пĕрле хăмла пахчинче вăй хунă. Пултарулăхне кура Зоя тата Нина Васильевăсене «Ĕç ветеранĕ» ятпа чысланă. Зоя Ивановна юлашки çулсенче йывăр чирленĕ, ăна кÿршисем Ольгăпа Николай Николаевсем пăхса пурăннă. Çак материала хатĕрлеме те вĕсемех пулăшрĕç.

Иван Васильев мăшăрĕпе хĕрĕсем патне фронтран çырсах тăнă. Новгород çывăхĕнчи Старая Русса патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă, Рыбинскри, Актюбинскри госпитальсенче сипленнĕ. Сывалса çитсен Мускава лекнĕ. Малаллахи кун-çулĕ паллă мар. «Ас тăвăм» кĕнекере вăл 1942 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнине палăртнă.

Çырăвĕсенчен 1941 çулхи раштав уйăхĕнче яни - юлашки. Тен татах та пулнă ахăр, анчах çаксемпе çеç паллашма май килчĕ. Сăн ÿкерчĕкĕ те - вăрçăчченхи, çар хĕсметĕнче тăнă чухне çаптарнăскер. Мăшăрĕпе хĕрĕсем вĕсене типтерлĕ упраса пурăннă, вун-вун хут вуласа тухнă, юратнă çынни вăрçăран таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ.

 

Акă вĕсем, фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем. Орфографийĕпе стильне сыхласа хăварма тăрăшрăмăр.

* * *

1941 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ. Ку çырăва Канашри çар комиссариатĕнчен яратăп. Анне, Альтик, Зойăпа Нина, сирĕн пата чунтан-вартан юратса питĕ пысăк салам çитерес тетĕп.

Эпир Канашра виçĕ çĕр каçрăмăр. Кунтанах тумлантарса яраççĕ, килти япаласене ярса паратăп.

Альтик, Зойăпа Нинăна чипер пăхса усра, аннепе вăрçăнса ан пурăнăр. Тата ĕнене епле те пулсан усрасчĕ, унсăр хăвăра йывăр пулать. Вăй çитмесен Иван куккисемпе пĕрле усрасан та юрать.

Эпĕ тухса килнĕ чухне Зойăпа алă парса сыв пуллашнă-ши? - ас тумастăп. Пире кунтан кĕçĕр кăларса яраççĕ пуль.

Иван куккисене, кинсене, кукаçисене, Алтатье кумасене, Укахьене, Çтаппансене чунтан-вартан юратса пысăк салам яратăп.

Вырăна çитсен, чипер те сывă пулсан хыпарлатăп. Урăх нимех те çырма пĕлместĕп. Пурте сывă пулăр, хам та сывă юлатăп.

Зойăпа Нинăна кăçатăсем пустарса парăр, хăвăрăн кăçатăрсене манăннине пăсса тĕплеттерĕр.

* * *

1941 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ. Альтик, сире пурсăра та юратса питĕ пысăк салам яратăп. Хам пурнăç çинчен пĕр-икĕ сăмах çырас терĕм. Канашран ларса тухнă хыççăн Мускава çитеспе 20 çухрăм юлсан пуйăсран антарчĕç, пăшал, кутамкка, противогаз пачĕç. Каллех вакуна лартрĕç. Ăçта илсе каясси паллă мар. Ку çырăва вакунра çыратăп. Сывă пулăр, сывă юлăр.

* * *

1941 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ. Çав кунах машинăсем çине лартса Старая Русса еннелле илсе кайрĕç. Çĕр çирĕм çухрăмра вăрçă пырать теççĕ. Кунта та çÿлтен ярăплансем бомба пăрахаççĕ. Каçхине вăрманта ларатпăр, кăнтăрла пĕр вĕçĕм утатпăр. Пĕр ирхине бомба нумай пăрахрĕç, нумайăшĕ аманчĕ, вилекен те пулчĕ. Киле сывă таврăнасси пулĕ-ши, ачасене курайăп-ши?

Альтик, хĕрĕмсене чипер пăхса усра . Эпĕ урăх ним çырма та пултараймастăп, ан çиленĕр. Сывă пулăр, эпĕ те сывă юлатăп. Хальлĕхе адрес çук...

* * *

1941 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕ. Пире вăрçă еннелле çуран илсе каяççĕ. Çырма вăхăт çук, пĕр май утатпăр, ывăнатпăр. Новгород хули патнелле выртать пирĕн çул...

* * *

1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ. Альтик, хам пурнăç çинчен пĕр-икĕ сăмах пĕлтерес терĕм. Виçĕ кун утнă хыççăн кăшт кантарчĕç. Каçхине те, çĕрле те утатпăр - çакăн пек пĕр уйăх çÿрерĕмĕр. Çумăр çусан та чăтас пулать. Пĕр эрне окопра пурăнтăмăр. Новгород тăшман аллинче. Пире машинăсем çине лартса Старая Русса патне илсе кайрĕç, вăрçа кĕртсе ячĕç. Хаяр çапăçура вилекен нумай пулчĕ, аманни те йышлă. Альтик, эпĕ те авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче амантăм. Пуля сулахай хул пуççи патĕнчен, мăйран аяларах кĕрсе кайнă та витĕр тухман. Рыбинскри госпитальте операци турĕç. Эпир выртакан санчаçе аманнă салтаксене халĕ эшелонĕпех илсе килчĕç. Икĕ-виçĕ кунран пире урăх çĕре илсе каяс пирки сас-хура пур, ăçта - паллă мар. Çавăнпа кунти адреса палăртмастăп. Çитсен пĕлтеретĕп. Вырăнтан вырăна куçса çÿренипе килтен пĕр çыру та илмен.

Эпĕ Тушкил ачисенчен авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уйрăлнă та урăх вĕсене курман.

Альтик, ачасене чипер пăхса усра...

* * *

1941 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ. Рыбинскри госпитальте 9 кун пурăнтăмăр, унтан Актюбинск хулинчи больницăна куçарчĕç. Сывалсан ăçта ярасси паллă мар. Пĕрер уйăх отпуск памĕç-ши тетĕп те килтисене курма - ямаççĕ пулĕ çав. Çынсем каланă тăрăх - хăшне-пĕрне киле курма яраççĕ имĕш.

Кунне 3 хут апат çитереççĕ. Кунталла килнĕ чухне кашни станцирех çăкăр, ытти çимĕç туянма пулать. Пируспа шăрпăк пире тÿлевсĕрех параççĕ. Вăрçă хăçан чарăнасси паллă мар.

Альтик, типтерлĕ пурăнăр. Сире пособи тухать-и? Парсан илес пулать, çук тăк çар комиссариатне кайса пĕлмелле. Çĕр улми кăларса пĕтертĕр-и? Ялти çамрăксене салтака йышлă илсе кайрĕç-и?

Анне, ачасем мĕнле пурăнаççĕ? Мана отпуска ямаççех пулĕ. Çыру çырăр...

* * *

1941 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ. Альтик, санăн çырăвна илтĕм. Манăн хамăн та киле таврăнас килет, анчах ним тума та çук. Кашни кунах сире аса илетĕп. Ирхине вăрансан та ачасем мĕнле пурăнаççĕ-ши тесе шухăшлатăп. Суран тÿрленсе пырать. Нумаях тытмаççĕ пуль. Кунта çыру урăх ан çырăр, илейрес те çук, хам хыпар ярасса кĕтĕр.

Çанталăк пăртак сивĕтсен такине пусса çийĕр, çĕтсе кайĕ тата. Альтик, ачасене ан вăрç, вĕсене чипер пăхса усра. Киле таврăнса çемьепе, хĕрĕмсемпе сĕтел хушшине ларса апатланасчĕ.

Ку çырăва йĕре-йĕре çыратăп. Шăпа мĕнле çаврăнса тухĕ ĕнтĕ: киле таврăнма пулĕ-и е çук-и...

Манпа пĕрле Шăхаль каччи пурччĕ, ăна Ташкент хулине илсе кайрĕç.

* * *

1941 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ. Ырă кăмăлпа çыратăп. Эпир халĕ Мускавра. Хамăр енчисенчен Улатăр каччи пур. Элекçей çыру ярать-и? /Алексей Васильев /1913 ç./ - унăн шăллĕ, фронтра çапăçнă, киле вăрçă чарăнсан, 1945 çулхи раштав уйăхĕнче таврăннă. Унăн виçĕ ачинчен хальхи вăхăтра Лина Алексеевна кăна пурăнать - автор/.

Ку таранччен пурăнтăм, малашне мĕнле пулĕ...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.