Комментировать

12 Дек, 2023

Хыпар 140(28168) № 12.12.2023

Котельнăй та пулĕ, библиотека та çĕнелĕ

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне йышăнăва килнĕ çынсем хăйсене тата ытти çынна пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва çĕклерĕç — Олег Николаев кашнин валли кăмăллă хурав тупрĕ. Ку Олег Алексеевичшăн хăйĕншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ пек: «Паян çăмăл ыйтусемпе килчĕç — пурте эпир пурнăçлакан программăсемпе çыхăннăскерсем...»

Республика Пуçлăхĕпе куçа-куçăн курнăçма Етĕрнерен килнĕ Алексей Чернев, сăмахран, хăй пурăнакан хулари биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисен шăпишĕн кулянать. Хăй çав сооруженисен пуçлăхĕ пулнă та — ку ыйту уншăн пушшех çывăх. Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2023 çулта Строймин Етĕрнере тасатакан сооруженисем /вĕсен талăкри хăвачĕ 2,4 пин кубла метрпа танлашмалла/ тумалли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме муниципалитет округне республика бюджетĕнчен субсиди памашкăн килĕшÿ тунă. Çав документсем хатĕр ĕнтĕ — ирĕк паракан экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ те пур. Строительство 1050 миллион тенке ларĕ. Çак виçен çуррине яхăн пайне федераци бюджетĕнчен саплаштармалла. «Ĕçсене çитес çулах пуçлас шанăç пур, строительствăна май пур таран кĕске вăхăтра вĕçлеме тăрăшăпăр», — терĕ регион ертÿçи.

Çийĕнчен вăл ытти муниципалитетра та тасатакан сооруженисем тăвассине палăртрĕ: вĕсем пĕтĕмпе 21, кашни округра, пулмалла. Чăваш Ен, çĕршыври пĕртен-пĕр регион, тивĕçлĕ схемăна хатĕрленĕ — ăна пурнăçлас ĕçе пуçăнать. БОС компетенцисен центрĕн тивĕçне пурнăçлĕ. Ку тасатакан сооруженисен штачĕ тем пысăкăш пуласран упранма пулăшĕ. ЧР Пуçлăхĕ çак сооруженисен ĕçне мĕнле йĕркелессине те уçăмлатрĕ: округ центрĕнчи таса мар шыв, каяш унта канализаци пăрăхĕ тăрăх юхса пырĕç. Ытти çĕртен вара каяшсене ятарлă транспортпа кÿмелле — вĕсене йышăнса тасатмалла. Сăмахран, промышленноç предприятийĕн каяшĕсем сиенлĕ, ытла та таса мар. Кунашкал тĕслĕхсенче каяшсене малтан предприятин хăйĕн тасатса «кондицие» çитермелле, унтан тин хайхи пĕрлехи тасатакан сооруженисене ăсатмалла.

Ĕçе çапла йĕркелени чи малтанах муниципалитетсенчи халăхăн пурнăç пахалăхне тивĕçтерме кирлĕ, тепĕр енчен, ку бизнес аталанăвне те ырă витĕм кÿме тивĕç — предприятисен каяшсене ăçта хурасси пирки пăшăрханма тивмĕ. «Депутат пулнă чухне граждансен нумай ыйтăвĕпе ĕçлеме тивнĕ. Халĕ депутат мар ĕнтĕ, анчах çынсем пурпĕр тĕрлĕ ыйтупа ман пата килеççĕ», — йышăнăва килме тивнине сăлтавласа палăртрĕ Куславккара пурăнакан Рустэм Мухамедзянов. Ку хутĕнче халăх ăна Куславккан поселок пайĕнче çĕнĕ котельнăй тăвас ыйтупа тĕп хулана ăсатнăмĕн. Рустэм Равильевич палăртнă тăрăх, кивĕ котельнăй тахçанхиех — шанчăклă мар, юхăннă. Çĕннине тума май пулсан тем пекехчĕ. Уншăн та кăмăллă хыпар пулчĕ. Олег Алексеевич чи малтанах ăшă сечĕсен строителĕсем халĕ пĕтĕм Куславккана чакаласа пĕтернĕшĕн каçару ыйтрĕ: халăхшăн чăрмавлă — анчах кунашкал ĕç унсăр пулмасть, вăхăтлăх чăрмавсене тÿссе ирттерме тивет. Ку ĕçсем халĕ Куславккара тата Çĕмĕрлере пыраççĕ. Виççĕмĕш хула та пур — Улатăр: унта та ĕçсем анлăн пурнăçланĕç. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли хуçалăха çĕнетме федераци бюджетĕнчен пысăк укçа уйăрнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Паха вăрлăхран – пысăк тухăç

Вăрнар округĕнчи «Санары» агрофирмăра хĕлле те ĕç шавĕ шăпланмасть. Ĕçченсем техникăна юсанипе пĕрлех вăрлăх тасатса сортлаççĕ, сутма хатĕрлеççĕ, паха вăрлăх туянаççĕ. Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе пире Андрей ПЕТРОВ ертÿçĕ паллаштарчĕ.

Мĕн акатăн…

— Андрей Робертович, хуçалăх вăрлăх туса илес енĕпе аталаннă май çулсерен чаплă сортсемпе усă куратăр. Юлашки вăхăтра мĕнле сортсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕр?

— Тухăçлă та çĕнĕ сортсем вĕçĕмех шыратпăр, туянатпăр. Эпир çĕршыври ăслăлăх-тĕпчев институчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе, отрасльти çĕнĕлĕхсемпе паллашатпăр. Ăнăçлисемпе хамăр тăрăхра усă куратпăр. Кăçал Самарти ял хуçалăхăн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн Чĕмпĕрти филиалĕнчен «Никон» çурхи тулă илсе килтĕмĕр. Сăмах май, ăна туллăн чи лайăх сорчĕсен реестрне кĕртнĕ. Супер элитăна 60 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Чăн та, тухăçĕ савăнтарчĕ, гектар пуçне 45 центнер ытла вырса илтĕмĕр. Çурхи туллăн «КВС Буран» сортне те ырлас килет. Маларах пулса çитет, туни лутраран выртмасть. Пĕрремĕш çулхинех гектартан 44 центнер тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче — 46 центнер. Германире кăларнăскер вăл. Эпир элита акса 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлесе саратпăр. «Никон» сорт та килĕшет, малашне унăн лаптăкне тата пысăклатма палăртрăмăр. Маларах хуçалăхра «Аксайский усатый 55» пăрçа акнă. Пĕлтĕртенпе «Кулон» супер элита акма тытăнтăмăр. Унран элита тата 1-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем хатĕрлесе аграрисене тивĕçтеретпĕр. Мĕнрен лайăх вăл? Ÿсентăран лутра çитĕннĕрен тата пĕр-пĕринпе çыхăннăран çĕре выртмасть. Симĕс масса сахал, тухăçĕ пысăк. Акнă хыççăн пĕрремĕш çулхине гектартан 43 центнер вырса илтĕмĕр. Чăн та, пĕлтĕр сахалрах пулчĕ — 25 центнер. Çакă çанталăк условийĕсемпе те çыхăнчĕ. Çурхи урпан «Вакула», сĕллĕн «Яков» сорчĕсен PR-2, супер элита вăрлăхĕсене туянтăмăр. Мускаври «Немчиновка» тĕпчев центрĕнчен кĕрхи туллăн «Таня» сортне /PR-2/ те илтĕмĕр. Кĕрхи туллăн «Московская – 56», «Московская — 82», «Московская — 27» сорчĕсем те хуçалăхра пур. «Московская — 27» районламанскер шутланать. Культура пирĕн регионта тухăç мĕнле панине тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе туянтăмăр. Çанталăка пăхмасăр республикăра пысăк тухăç парсан ăна пусă çаврăнăшне кĕртме юрать.

— Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне туса илетĕр-и?

— Пирĕн «Спутница» вика пысăк лаптăк йышăнать. Ыйтакан нумайран унăн лаптăкне чакарасшăн мар-ха. Икĕ çул каялла Уралтан «Виктория» суперэлита туянтăмăр. Малтанлăха 50 гектар çинче акса пăхрăмăр. Гектар пуçне 6,5 центнер тухрĕ те савăнтăмăр. «Тимофеевкăна» та лайăх енĕпе асăнас килет. Вăл хуçалăхсене килĕшет, курăк вăрлăхне ыйтакан нумай. Çитес çул «Лирина» йĕтĕн акасшăн. Çĕнĕ сорта ют çĕршывран кÿрсе килнĕ. Ÿсен-тăрана комбайнпа тÿррĕн вырса çапма пулать. Ыттисене çулса типĕтмесĕр те вырса илеймĕн. Пирĕн «Альфа» çуллă çарăк пур. Элитăран 1-мĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлесе сутатпăр. Пăрçа, вика, люцерна, нумай çул ÿсекен ытти курăк çĕр пулăхне лайăхлатаççĕ. Хире сухаламасăр акнăран пусă çаврăнăшĕнче вĕсем уйрăмах кирлĕ. Культурăсен лаптăкне улăштарсах тăмалла. Çакă тухăçа пысăклатать, чир-чĕре, çум курăка вăй илме памасть.

— Хирте элита, 1-мĕш, 2-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă куратăр-и е вĕсене сутатăр кăна-и?

— Эпир çулсерен PR-1, PR-2, суперэлита вăрлăхсем акатпăр. Чи паха, ятарлă институтсенчен, центрсенчен туяннă сортсемпе усă куратпăр. Вĕсенчен элита, 1-мĕш, 2-мĕш репродукциллисене хатĕрлесе аграрисене тивĕçтеретпĕр. Сутма тытăниччен вăрлăх пахалăха тивĕçтернине çирĕплетсе сертификат илетпĕр. Сайра хутра хире элита акни те пулать. Элита хаклă, ăна илме пурин те укçа çитмест. Хуçалăхсем 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллисене те ыйтаççĕ. Вĕсен сĕнĕвне шута илме тивет. «Мĕн акатăн, çавă шăтать», — тенĕ ваттисем. Пысăк репродукциллĕ вăрлăхăн пуласлăхĕ пысăк. Пĕринпе вунă çул та усă курма пулать, анчах пахалăхĕ, тухăçĕ чакать. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Кĕскĕ чăвашăн тĕнче курăмне уçать

Шупашкарти 60-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Кузнецова кăçал тĕрĕ ăстисен «Пурăн, Чăваш Ен эрешĕ» республика конкурсĕнче гранприе тивĕçрĕ. Ахальтен мар, пĕрре пăхсан унăн çĕввитĕрринчен куç илеймĕн. Çак кунсенче Надежда Михайловнăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Амăшĕ пек ăста пулас килнĕ

— Надежда Михайловна, сирĕн ĕçсене пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Унтан шухăшлатăп: ахăртнех, сирĕн аçăраннĕр те — илеме туйма пĕлекен çынсем?

— Эпĕ, чăн та, илеме, ÿнере юратакан кил-йышра ÿснĕ. Эпĕ çуралнă чухне аттепе анне Шупашкарта пурăннă, кăштахран аттен тăван ялне — Патăрьел районĕнчи Çĕньяла — куçса кайнă. Икĕ йăмăкпа икĕ шăллăм унта çуралса ÿснĕ. Анне Галина Поликарповна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл хĕресле тĕрлеме, кофта-свитер, чăлхануски, чĕнтĕр çыхма ăста. Пысăк кавир тĕрленĕ чухне ăна атте те пулăшатчĕ. 40 çула яхăн иртнĕ пулин те çав капăр кавир упранать-ха. Анне çыхнă-тĕрленĕ хитре япаласене курса манăн та ал ăсти пулас килетчĕ. Аннепе çуммăн ларса пĕчĕккĕн çыхма хăнăхса пытăм, шкула кайичченех нуски çыхма вĕрентĕм. Атте Михаил Константинович пуйăс проводникĕ, колхозра бригадир, ферма заведующийĕ тата нумай çул клуб заведующийĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Турхан лесничествинче вăй хунă. Вăл йывăçран тĕрлĕ эреш касса кăларнă, тем те пĕр ăсталанă. Унсăр пуçне атте ăста ÿнерçĕ те пулнă: капăр ÿкерчĕксем пÿртре те, ытти хуралтăра та çакăнса тăраççĕ. Вăл капăрлатнă «Турхан лесничестви» альбом Раççейре 2-мĕш вырăн йышăннă. Клуб заведующийĕ пулнă чухне вăл туса хатĕрленĕ тата илемлетнĕ япаласем /сăмахран, çуна çинчи арман/ 17 çул районти Çăварнире пĕр¬ремĕш вырăн йышăннă.

— Эсир учителе вĕреннĕ. Педагог профессийĕнче мĕн илĕртрĕ?

— Эпĕ ача чухне учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта çырма-вулама вĕ¬ренсен шăллăмсемпе йăмăксене, кÿр¬шĕри кĕçĕнрех ачасене «парта» хушшине лартса шкулла выляттăмăр. Эпĕ — вĕрентекенччĕ. Çавăнпа шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Малтан университетра, унтан Культура министерствинче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра ĕçлерĕм. 2012 çултанпа Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулта вăй хуратăп. Учительте ĕçлеме питĕ килĕшет. Халĕ пуçламăш классене вĕрентнĕрен тата килес çул пĕрремĕш класа килекен ачасене вулама-çырма хăнăхтарнăран пĕлÿ тĕнчине тин кĕрекен пĕчĕк çынсемпе ĕçлеме шутсăр кăсăклă. Вĕсем сас паллисемпе паллашсан, вĕсене тĕрĕс çырма вĕренсен, çĕннине пĕлсен калама çук савăнаççĕ. Эпĕ те вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртетĕп. Çапла пĕр-пĕрне савăнтарса, хавхалантарса пĕлÿ тĕнчинче кун ирттеретпĕр. Тăван чĕлхе те вĕрентетĕп. Хулара пурăнакан ачасене ашшĕ-амăшĕн чĕлхине тарăнрах пĕлме пулăшни те пархатарлă ĕç тесе шухăшлатăп. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Конкурса хутшăнассишĕн… çăм арлама та вĕреннĕ

«Чылайранпа пĕлетĕп ăна: чĕлхи çепĕç, кăмăлĕ ырă, ĕçĕсем курăмлă», — терĕ Чăваш наци конгресĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Надежда Васильева Тăрăн ялĕнчи клуб заведующийĕпе Венера Спиридоновăпа паллаштарнă май.

Венера Михайловна клубра та, çав вăхăтрах садикре воспитательте те ĕçлет. «Муркаш районĕнчи Актай ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Йÿçкассинче вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарта сутуçа вĕрентĕм. Кайран 19-мĕш училищĕре строительство енĕпе пĕлÿ илтĕм. Унта вĕреннĕ чухне пулас упăшкапа паллашрăм. Çемье çавăрсан Шупашкар округĕнчи Вăрманкас Тă¬рăнра пурăнма пуçларăмăр», — каласа кăтартрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Çав вăхăталла Тăрăн шкулĕ çумĕнче ача сачĕ уçăлнă. Венера Михайловна унта воспитателе вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах И.Я.Яков¬лев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ вăл. 2006 çулта Тăрăн ялĕнче çĕнĕ клуб хута кайсан пултаруллă хĕрарăма кану учрежденийĕн заведующийĕ пулма сĕннĕ. «Унтанпа акă кĕçех сакăр çул çитет. Çавăн пекех садикрен те пăрахас килмерĕ. Ачасемпе ĕçлеме килĕшнĕрен унтах юлма шутларăм», — терĕ Венера Михайловна. Венера Спиридонова клубра ĕçлеме пуçласан халăх юррисен «Тăрăн ен» ушкăнне йĕркеленĕ. Коллектива Валерий Васильевич ăста ертсе пырать. Кăçал ансамбль «халăх» ятне илнĕ. «Эпĕ хам та юрлама юрататăп. Шкулта вĕреннĕ чухне Александр Аникин ертсе пыракан юрă урокĕсем питĕ килĕшетчĕç, — каласа пачĕ Венера Михайловна. — «Тăрăн ен» ансам¬бле хальхи вăхăтра вунă çын çÿ¬рет. Вĕсем — территори уйрăмĕн администрацийĕнче, шкулта ĕçле¬кенсем, пенсионерсем. Пирĕн репертуарта ытларах — халăх юррисем». «Тăрăн ен» пултарулăхне тăван ял-йыш кăна курса савăнмасть. Ушкăн кÿршĕ ялсенче те час-часах концертсем кăтартать. Çавăн пекех Шупашкар округĕнчи, республика шайĕнчи мероприятисенче ансамбль юрăçисене пĕрре мар курнă. Тăрăн ялĕнчи культура ĕçченĕсен ĕç-хĕлĕнчи тепĕр курăмлă ен — ялти сумлă юбилярсене килĕрен юрă-ташăпа саламлама çÿрени. Чылайăшĕшĕн ялти артистсем пыни кĕтмен парне пулса тăрать. Кун пек чухне савăнăçĕ те, паллах, икĕ-виçĕ хут нумайланать. Клубра та Венера Михайловна тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Уй¬рăмах пысăк уявсенче культу¬ра учрежденине халăх йышлă пухăнать. «Халĕ «Пушкин картти» программа пурнăçланнăран çа쬬-рăксем валли тĕрлĕ тематика каçĕ¬сем ытларах йĕркелетпĕр. Шкула, ача садне тухса çÿретпĕр. Сце¬нарисене хамах чăвашла çыратăп. Аслă ÿсĕмрисене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Çĕнтерÿ, Ватă çынсен, Амăшĕсен, Хĕрарăмсен кунĕсене халалланă уявсенче вĕсем — пирĕн тĕп хăнасем», — терĕ Венера Михайловна. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн культура ĕçченĕсем çар çыннисене пулăшас ĕçе хастар хутшăнма тытăннă. Темиçе хутчен те вĕсем ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.