Комментировать

11 Дек, 2023

Тулта шатăртатать раштав...

Çанталăк раштав пуçланнăранпах хăйĕн улшăнчăк кăмăлĕпе тĕлĕнтерет те — çак условисенче пурнăçпа ĕç-хĕле тивĕçтерекен тытăмсен оперативлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура та калаçу çак темăран пуçланчĕ.

ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов палăртнă тăрăх, юлашки кунсенчи шартлама сивĕ коммуналлă хуçалăх, транспорт, ытти служба ĕçне тӳррĕнех витĕм кӳрет. Сывлăш температури климат норминчен 9-14 градус пĕчĕкрех. Раштавăн 13-мĕшĕчченех сивĕ пулĕ. Маларах вара вăйлă юр çунă тапхăр пулчĕ, çулсем пăрланчĕç... Çавна май раштавăн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче кăна климата пула халăха, тĕрлĕ тытăма тимлĕ пулмалли çинчен 5 хутчен асăрхаттарнă. Çак тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе те, СМС-пĕлтерӳ мелĕпе те усă курнă.

Раштавăн 1-10-мĕшĕсенче çанталăкпа сăлтавланнă 53 аварие шута илнĕ: ăшă сечĕсем, электролинисем, газ пăрăхĕсем сиенленнĕ. Шупашкарта пăтăрмахсен шучĕ пушшех пысăк — 20 тĕслĕхе шута илнĕ. Муркаш округĕнче 11 авари пулнă, Йĕпреç, Тăвай округĕсенче – 3-шер... 40 пушарта икĕ çын вилнĕ. Вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсемпе те тĕп хула «малта» — Шупашкарта 18 пушар пулнă. Республикăри çулсем çинчи 19 аварие шута илнĕ, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 22 çын суранланнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, Сергей Геннадьевичăн шухăшĕпе, тивĕçлĕ тытăмсем хăйсен ĕçне йĕркеллĕ пурнăçлаççĕ. Çулсем пăрланнине те вăхăтра сирнĕ, урамсемпе çулсене юртан тасатассине те вăраха яман. Анчах хĕл пуçланнă кăна-ха, кăрлач, нарăс уйăхĕсенчен темĕн те кĕтме пулать. Çавăнпа ГКЧС ертӳçи пурне те лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăма, кирлĕ мерăсене йышăнмашкăн хатĕр пулма чĕнсе каларĕ.

Строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов çанталăкпа çыхăннă пăтăрмахсене сирмешкĕн авари бригадисем йĕркеленине палăртрĕ. ТЭЦсемпе котельнăйсенче топливо резервĕ, мазут, çителĕклĕ. Раштав пуçланнăранпа сетьсемпе линисем çинче пăтăрмахсене шута илнине йышăннипе пĕрлех вăл пысăк аварисем пулманнине çирĕплетрĕ. Çапах ку сыхлăха чакарма юранине пĕлтермест. Сивĕре, сăмахран, элетричествăпа усă курасси тăруках ӳсет — çакă сеть компанийĕсен яваплăхне пушшех пысăклатать.

Сивĕ çанталăк çул-йĕр тĕлĕшпе те тимлĕ пулма хистет. Транспорт министерстви çул çинче чарăнса ларма тивнĕ тĕслĕхсенче çынсем ăшăнмалли пунктсене палăртнă. Çак тĕллевпе усă курма çул хĕрринчи кафесем меллĕ. Асфальт çинчи пăра ирĕлтерме, транспорт çӳревне тивĕçтерме хăйăрпа тăвар хутăшне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кăçал çулсен уйрăм сыпăкĕсенче тăварпа кăна усă курма палăртни çинчен сăмах пулнăччĕ: çак мелпе ĕçлеме те хатĕр — тăвар саппасĕ пур. Темăна пĕтĕмлетнĕ май пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, канашлăва ертсе пынăскер, хĕл пуçламăшĕ тивĕçлĕ тытăмсен çирĕплĕхне тĕрĕслени çинчен каларĕ. Çак тĕрĕслеве ăнăçлă ирттерни малашне те сыхă пулма пулăштăр, хĕллехи уйăхсенче хăтлăхпа хăрушсăрлăха тивĕçтерессин шанчăклăхне çирĕплеттĕр.

Республика «Ăс-хакăл сывлăхĕ» общество проектне пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленипе ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче тӳрре кăларакан проекта регион 2019 çултанпа хутшăнать. Проект тĕллевĕ — аутизм спектрĕ улшăннă çынсене пулăшмалли, вĕсене обществăна интеграцилемелли тытăм йĕркелесси. Шел те, РАС ачасемшĕн те кăтартуллă. Апла тăк вĕсемпе ĕçлесси пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Републикăра çавнашкал 492 çынна шута илнĕ. Ятарлă регистрта вара — 257 ят-хушамат. Çак хисепсен пысăк уйрăмлăхĕ Михаил Ноздрякова та сисчĕвлентерчĕ. Алена Елизарова уçăмлатнă тăрăх, регистра кĕртмешкĕн чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ килĕшни кирлĕ. Кашниех ирĕк памасть-мĕн...

Асăннă проекта хутшăнса регион аутизм спектрĕ пăсăлнă ачасем, çынсем валли нумай ĕç тăвать — спорт ăмăртăвĕсем йĕркелени таранах. Вĕсене пулăшакан организацисен шучĕ те пысăк. Çапах Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов пулăшăвăн хушма мерисем пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ — вĕсем ытлашши пулмĕç. Михаил Ноздряков шучĕпе, çавнашкал ачасемпе ĕçлекен организацисене патшалăх гранчĕсемпе пулăшни вырăнлă пулмалла.

Ачасен темине вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров тăсрĕ — Телейлĕ ачалăх çулталăкне пĕтĕмлетрĕ, мĕн тунипе кĕскен паллаштарчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çул çитмен çамрăксем хутшăнмалли территори йĕркеленĕ, çавнашкал тата 11 площадка республикăри тĕрлĕ хулапа округра уçăлмалла. Çавăн пекех çемьсен нумай функциллĕ центрĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ.

Канашлăва Михаил Ноздряков çулталăк вĕçленсе пынă май кăçалхи ĕçсене çитес çула хăварма юраманни çинчен асăрхаттарнипе вĕçлерĕ. Бюджет процесĕ «проблемăллă» текен объектсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма хистет. Çав об±ектсенчи ĕçсене нумаях пулмасть тепĕр хут тĕплĕн тишкернĕ, ĕçсене пурнăçлама тивĕç çынсене яваплăх пирки аса илтернĕ. Çав шутра — яла комплекслă майпа аталантармалли, пĕчĕк хуласене хăтлăлатмалли проектсем. Бюджет укçипех çыхăннă тепĕр ыйту — парăмсем. Калăпăр, хăшĕсен çут çанталăк газĕшăн тӳлемелли парăм капланнă. Правительство ку ыйтăва та куçран вĕçертмест. Финанс министрĕ парăмсен ыйтăвĕпе юнкун ятарласа канашлу ирттересси çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru