Çамрăксен хаçачĕ 48 (6498) № 07.12.2023
«Чунра тăвăл алхассан та хама сӳрĕк пулма ирĕк памастăп»
Александр Ульянов тесен ăна никамах та пĕлмест. Ку — унăн паспортри ячĕ. Шоу-бизнесра вăл — Данила Ленский. Паллă шоумена хаçат тĕпелне паян ахальтен чĕнмерĕмĕр. Пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен, туйăмлă юрăç хăйĕн вăрттăнлăхĕсене уçма килĕшрĕ.
Паспортри ятне улăштармĕ
— Данила, эсĕ яланах халăх хушшинче. Концертсемпе туйсене, çуралнă кунсене, тĕрлĕ конкурсфестивале ертсе пыратăн. Паллах, сана кашни çын хăйне май йышăнать. Эсĕ вара хăвна еплерех хаклатăн?
— Юлашки çулсенче манăн питĕ ырă çын пулас килнине ăнланса илтĕм. Мĕншĕн тетĕн-и? Ырă яланах ырăпа таврăнать. «Мĕнлерех çын вăл — Данила Ленский?» — тесе ыйтсан çапла хуравлаччăр: «Ленский — ырă çеç мар, вăл питĕ лайăх çын та. Ăна шанма юрать, хăйĕн сăмахне яланах тытать». Ман пата талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шăнкăравлама юрать. Пĕр-пĕр ĕç тума ыйтсан нихăçан та хирĕçлеместĕп. Çынна пулăшсан чун çырлахать, кăмăл çĕкленет. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ — питĕ шанчăклă тус. Юлташсен шутне те пĕлместĕп. Анчах çулсем иртнĕ май чи лайăххисем çеç юнашар юлнине асăрхарăм. Чăннипе, хам çинчен каласа кăтартма çăмăл мар мана. Эпĕ — хаваслă çын, ушкăн «чунĕ». Камăн та пулин кăмăлĕ пăсăк пулсан манпа юнашар чухне вăл кулма, шӳтлеме пуçлать. Хамăн кăмăл çуккине вара пытаратăп. Чунра тăвăл алхассан та туссен умĕнче хама сӳрĕк пулма ирĕк памастăп. Тĕлпулусене нихăçан та кая юлса çитместĕп. Тата эпĕ калама çук ĕçчен çын.
— Кусем — санăн лайăх енӳсем. Анчах çыннăн тӳнтер енĕ те, япăххи, пур.
— Эпĕ сахал çывăратăп. Ку тӳнтер ен-ши? Вырăн çинче чылайччен йăваланса выртсан хама хам ятлатăп. «Эсĕ мĕскер качака пек кутăн?! Атя, тăр часрах, паян санăн пĕр купа ĕç тумалла», — тетĕп. Хамшăн питĕ япăххи — «çук» тесе калайманни. Кунпа чылайăшĕ усă курать. Малтан ушкăнпа каннă чухне эрех ĕçкелеттĕм. Халĕ хама чаратăп. Юлашки çулсенче чиркĕве çӳретĕп, купельте шыва кĕрсе чунпа тасалатăп. Эпĕ нихăçан та пирус туртман. Кĕвĕçӳ тетĕн-и? Эпĕ те чĕрĕ çын вĕт. Ку туйăм кирек камăн та пур. Анчах кĕвĕçĕве путарма тăрăшатăп. Вăл çынна час ватăлтарать.
— Кур-ха, пур енчен те маттур эсĕ. Тепĕр ыйту: эсĕ лайăх ывăл-и?
— Кун пирки, паллах, чи малтан аннерен ыйтмалла. Ăна кӳрентерме тăрăшмастăп. Хăш чухне вăл шăнкăравланă вăхăтра эпĕ ĕçлĕ тĕк телефона тытмастăп. Анне куншăн тарăхать. Ятлать те. Унтан каçарать. Аннене питĕ-питĕ юрататăп.
— Аçун ячĕ — Владимир, хушамату — Ульянов, яту — Александр. Историре йĕр хăварнă Владимир Ленинăн пиччĕшĕ Александр Ульянов пулнă. Сцена çине мĕншĕн çакнашкал ятпа тухмарăн?
— Мĕнле шутлатăн, хăш ят лайăхрах янăрать: Александр Ульянов е Данила Ленский?
— Ман шутпа, Александр Ульянов та аванах илтĕнет. — Хама Данила Ленский тенине хăнăхрăм ĕнтĕ. Маншăн вăл витĕмлĕрех янăрать. Данила — ăста ячĕ, юмахри сăнар. Ленский — Ленин сăмаха тĕпе хурса тунă хушма ят. Пытармасăр каласан, ку псевдонима мана шоу-бизнесра ĕçлеме пуçласан клуб ертӳçисем тупса пачĕç. Апла-и, капла-и — паспортри хамăн чăн хушаматпа ята нихăçан та улăштармăп. Аттеаннешĕн, тăвансемшĕн, чи çывăх туссемшĕн эпĕ яланах Александр. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Вейп та ахаль пирус пекех сиенлĕ
Электрон пируса XX ĕмĕрĕн вĕçĕнчех туса кăларма тытăннă, анчах вăл 2010 çулсенче çеç çамрăксен хушшинче анлă сарăлма пуçланă. Çак пирус сывлăха мĕнле сиен кӳретха? Кун пирки ача-пăча психиатрĕ тата наркологĕ Лилия ДОРОФЕЕВА каласа кăтартрĕ.
— Электрон пирус питĕ сиенлĕ-и? Унпа çыхăннă ыйту хальхи вăхăтра çав тери çивĕч-и?
— Паянхи кун, аталану хăвăрт пынă тапхăрта, çынсен çĕнĕрен-çĕнĕ гаджетсем тупăнаççĕ. Техника прогресĕ, паллах, аван пулăм. Вăл пирĕн пурнăçа çăмăллатать, ансатрах тума пулăшать. Анчах мĕн ур çĕнĕлĕх сиенсĕр мар тесе шутламалла мар. Сывлăха сиен кӳрекеннисем те пур. Сăмахран, вейп. Юлашки 20 çулта пирĕн çĕршывра пирус туртакансен йышĕ 450 пин çын ӳснĕ. 15-19 çулсенчи хĕрсен — 7%, каччăсен 40% пирус мăкăрлантарать. Кунне вăтамран 7 е 12 пирус туртаççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, хальхи вăхăтра ку сиенлĕ йăлапа çул çитмен 3 миллион ача туслă. Вĕсенчен 2,5 миллионăшĕ — арçын ачасем. Экспертсем çакна та палăртнă: юлашки вăхăтра çамрăксем ахаль пируса сахалрах туртма пуçланă. Анчах савăнмалли те çук: нумайăшĕ ăна вейппа /электрон пирус/ улăштарнă. Вейпинг — хальтерех аталаннă пулăм пулин те вейп туртас йăла хăвăрт сарăлса пырать.
— Мĕн вăл — вейп? — Ăна хăйне евĕр ингаляторпа танлаштармалла-тăр — унри шĕвек вĕреме кĕнĕ май пулнă пăса çын сывлать. Çав шĕвекре глицерин, пропиленгликоль, ароматизатор, никотин /яланах мар/ пур. Электрон сигарет — сиенлĕ гаджет. Тĕрĕс мар усă курсан вăл сирпĕнме, çунма та пултарать.
— Вейппа усă куракансен хушшинче вăл вуçех сиенсĕр текен шухăш сарăлнă.
— Тĕпчевсем акă мĕн палăртаççĕ: вейпри шĕвек вĕриленнĕ май пăспа пĕрле 30 ытла канцероген тухать. Вĕсем онкологи чирĕсене пуçарма пултараççĕ. Кунсăр пуçне вейперсен «попкорн чирĕпе» /бронхиолит/ аптăрас хăрушлăх пур. Унран вара сывалма çук. Ăсчахсем вейпра сиенлĕ химиката — диацетила — тупса палăртнă. Унпа чылай ароматизатора хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Диацетил сывлав органĕсене хавшатма, сиенлетме пултарать. Пропиленгликоль вара организмра пухăнса пырса пӳрепе пĕвер ĕçне сиенлетет. Кунсăр пуçне вейпри хутăшсем куçа та, нерв тытăмне те япăх витĕм кӳреççĕ. Астма аталанас хăрушлăх та ӳсет. «Электронкăри» никотин нейротоксинсен тата алкалоидсен йышне кĕрет. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Вейп тутанни эрех-сăра ĕçнипе е пирус туртнипе танлашать темелле. Организм ăна хăнăхать. Çавăнпа вейп сиенсĕр тени тĕрĕс мар. Сывласа илекен сĕрĕм çăвара типĕтет. Ăна виçесĕр нумай çăтсан организм никотинпа наркăмăшланать: пуç çаврăнать, хăстарать, сĕлеке нумай тухать, пуçпа вархырăм ыратма пултараççĕ, варвитти пуçланать, вăй-хал чакать. Корея ăсчахĕсем электрон пирусри шĕвексене тĕпченĕ май 10 тĕрлĕ токсин тупса палăртнă. Никотин шайĕ кирлĕ виçерен ытларах-мĕн. Пĕр вейппа темиçе çын усă курсан инфекци ерес хăрушлăх та пур. Сăмахран гепатит, туберкулез чирĕсем çакланма пултараççĕ. Вейп туртсан юн пусăмĕ ӳсет, миокард инфаркчĕпе инсульт аталанас хăрушлăх пысăкланать. Табак продукцийĕ юн тымарĕсене сиенлетет тата усал шыçă аталаннин сăлтавĕ пулса тăрать тĕк, вейп мембранăсене пĕтерет. Ăна пула ӳпке чирĕсем аталанаççĕ, пуç мимин клеткисем вилеççĕ.
— Никотинсăр вейп та сывлăхшăн хăрушă-и?
— Çын пирус туртакан мар, пăспа сывлакан пулса тăрать. Хăнăхнă чĕлĕме электронлипе улăштарсан та сиенлĕ йăла ниçта та çухалмасть-çке. Вейп сиенсĕр текен суя шухăш унпа асăрханмасăр усă курма хистет, çакă çынна психологи шайĕнче витĕм кӳрет. Организма хăнăхнă никотин виçи лекейменнипе çын ытларах тата тăтăшрах вейп туртать. Ӳпке ахаль пируспа та, электронлипе те сиенленет. Вейпа мĕн чухлĕ ытларах çăвара хыпатăн, сывлав органĕсем çавăн чухлĕ ытларах хавшаççĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Пуç хунă туссем хăть манăн хайлавсенче сывă пулччăр…»
«Ăс-тăнпа, чунпа эпĕ халĕ те Афганистанран таврăнман. Кĕнекесене те çавăнпах çыратăп. Вăрçăра чухнех алла ручка тытнăччĕ. Пĕррехинче каçхине ту çинче засадăра выртаттăмăр. Çу уйăхĕ, чечексен шăрши сарăлнă, тӳпере тулли уйăх çуталать. Пĕр юлташ хырăмĕ выçса кайнăран кăвайт чĕртрĕ. Тепĕртакранах пысăк калибрлă пулеметран шатăртаттарчĕç. Пуçа йăтрăм та — тĕттĕм тӳпере пирĕн еннелле пилĕк-ултă çăлтăр выляса вĕçет. Пурне те пытанма команда патăм. «Çак шăтăкран сывă тухма пӳрсен ятарласа Шупашкара кайса вĕренме кĕрĕп, хам мĕн курнине, чăтса ирттернине çырма Турă пулăштăр тесе кĕлтурăм», — пуçларĕ калаçăва Афган вăрçинче пулнă Анатолий Хмыт (Ефимов) çыравçă.
Ялĕпех пиллесе ăсатнă
18 çулти Анатолий Ефимов салтака каяс умĕнхи кун Тутарстанри Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче асар-писер çил-тăман алхаснă. Яш-кĕрĕм вара урам тăрăх салтак юрри янраттарса утнă. Çынсем тĕлĕннĕ: мĕн анраççĕ-ха кусем? Йĕкĕт çара кайнине малтан ĕненмен. Кайран укăлча хапхи умне ялĕпех пуçтарăннă, пулас салтака пил сăмахĕ каласа ăсатнă. «Ĕненмелле те мар пек: ял çыннисем кĕсье тулли укçа чикрĕç. Уйрăлнă чухне кăмăл-туйăм пăтранчĕ, йĕрес килчĕ. Çавăнпа кĕсьери укçана Хусанти çар комиссариатне çитсен кăна асăрхарăм. Эпир, 7-8 чăваш ачи, паллашса пĕр ушкăна чăмăртантăмăр. Ăсатнă чухне панă укçа распределени умĕнхи тапхăрта питĕ кирлĕ пулчĕ: унпа апат-çимĕç туянтăмăр. Казармăра путмарсем /нары/ темиçе яруслăччĕ. Нумайăшĕ çӳлелле хăпарма ăнтăлчĕ. Эпир вара аялти вырăнсене йышăнтăмăр. Çӳлтисене пĕрмай «хĕстеретчĕç», укçи-тенкине туртса илетчĕç, патак та çитеретчĕç. Пире тĕкĕнмерĕç. Хамăра кӳрентерме паман эпир. Паллах, пире кайран уйăрса ячĕç. Куççульпе уйрăлтăмăр темелле. Маларах каласа хурам: пурте Афганистана лекрĕмĕр», — малалла сăмах çăмхине сӳтрĕ офицер. Тепĕр 5 кунран вĕсене Афганистанпа чикĕллĕ Туркменистана янă. Икĕ уйăх автоматран, пулеметран пеме, граната ывăтма вĕрентнĕ. Хĕç-пăшалтан çĕрле те уйрăлман. ГТО нормативĕсене те пурнăçланă. Вĕсем вунă килограмм йывăрăш кутамкка йăтса пуш хир тăрăх та чупнă. Присяга тытнă хыççăн сержантсем çамрăк салтаксене Афганистана ярасси пирки пĕлтернĕ. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче чăваш каччи аякри çĕр çине ура ярса пуснă. Салтаксене икшер конверт панă. Икĕ çырăвне те çывăх çыннисем патне яма хушнă. Анчах Анатолий Дмитриевич пĕрне — амăшĕ, теприне савнийĕ патне шăрçаланă. Тăван килне янă çыру çитеймен, хĕр патне вĕçтерни вара çĕтмен. Паллах, салтак çывăх çыннисене йăлтах пĕлтермен, хăй чĕрĕ-сывă пулнине кăна хыпарланă. «Хама 13-мĕш ĕмĕре лекнĕ пекех туятăп. Пахчасене вăкăрпа сухалаççĕ, дыня-арпус çиетпĕр», — çапла шӳтлекелесе çыру шăрçаланă вăл. Пиччĕшĕ патне кăна тĕрĕссине çырнă. Малтан вăл Кундузри 201-мĕш дивизие лекнĕ. Хыççăн Пули-Хумри хулинчи 395-мĕш полкăн 1-мĕш батальонри 2-мĕш ротăра службăра тăнă. Учебкăра пулеметчика вĕреннĕрен Ефима /салтаксем Анатолий Дмитриевича çапла чĕннĕ/ пулемет шаннă. Вĕсем тĕрлĕ заданипе операцие хутшăннă. «Пĕр вăхăт заданисене снайпер винтовкипе çӳрерĕм. Анчах вăл БТРта çунса кайрĕ. Çакăн хыççăн алла автомат тытрăм. Вăл çумра пулсан киле таврăнас шанчăк ытларах, мĕншĕн тесен çапăçура чи малтан офицерсене, пулеметчиксемпе гранатометчиксене, снайперсене тĕп тăваççĕ. Пĕрремĕш çапăçăва эпир, ĕнерхи шкул ачисем, вăйă пек йышăнтăмăр темелле-ши? Хăшĕ-пĕри автоматран пенĕ чухне те «вăрçăлла» вылянă чухнехилле сасă кăларчĕ. Анчах аманнисене, вилнисене пĕрремĕш хутчен курсан йăлтах улшăнтăмăр. Суранланнисем тискеррĕн кăшкăрни, юн… Кун пек самантра айккинелле пăрăнакансем те пурччĕ. Манăн шиклĕх туйăмĕ таçта çухалчĕ, нумайăшĕн суранне çыхрăм. Малтанхи вăхăтра пирĕн медбрат çукчĕ, ыратнине чакаракан эмелпе те тивĕçтерменччĕ. Кайран хамăр çине тăнипе пачĕç. Пĕрремĕш çапăçура тус Володя Здоровых пурнăçран уйрăлчĕ. Душмансен пульли мăйне шăтарса витĕр тухрĕ. Ыратнăран шок пулчĕ унăн. Вăхăтлă укол тунă пулсан, тен, сывă юлĕччĕ-и? 6 сехет патнелле нушаланчĕ. Пирĕн ротăри виçĕ медбрат та чире пула госпитале лекрĕ. Вăхăт иртсен тепĕр медбрат килчĕ. Анчах унăн служби ытла та хăвăрт вĕçленчĕ… 1984 çулхи кăрлач уйăхĕнче Иш-Камыш операцийĕ пуçланчĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче ту çине хăпартăмăр. Пирĕн медбрат Керимхан Нагдалиев çав çапăçуран виçĕ аманнă салтака кăларса ĕлкĕрнĕ, анчах хăйне вилмеллех амантнă. Эпир каллех медиксăр юлтăмăр», — юлташĕсене çухатнине лăпкăн аса илеймерĕ Анатолий Дмитриевич. Çав çапăçуран пурĕ 6 салтак тухайман. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Аварие лекнĕ хĕрне амăшĕ те паллайман
Çамрăк чухне Нина Юрьева машина айне пулнă. Йăлтах суранланса пĕтнĕ хĕр пурăнасса тухтăрсем те шанман. Нина вара вилĕме парăнтарнă кăна мар, ура çине те тăнă. Вăл паянхи кун пурнăçăн кашни саманчĕпе киленме тăрăшать.
Икĕ эрнерен тăна кĕнĕ 1945 çулта Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче Верăпа Петр Селеверовсен çемйинче сывă хĕр пĕрчи çуралнă. Ача кун çут куриччен амăшĕ упăшкинчен уйрăлнă. Нинăн ашшĕ 1944 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă, тепĕр çулхине ăна авлантарнă, хăйсен ялĕнчи хĕре Верăна тупса панă. Анчах çемьере пĕрре хирĕçӳ тухсанах ашшĕ хĕрне киле илсе таврăннă, текех упăшки патне яман. Нинăн амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех ашшĕне: «Хăй качча пачĕ, хăех каялла илсе килчĕ», — тесе ӳпкеленĕ. «Пирĕн çемье пысăкчĕ. Пĕчĕк пӳртре икĕ кукка хăйĕн çемйипе, кукаçипе кукамай, аннепе эпĕ пурăнаттăмăр. Икĕ сăпка çакса хунăччĕ. Кукаçи вилсен тепĕр кукка çемйипе яла куçса килчĕ. Кукамай пирĕн пата кăмака çине çывăрма куçрĕ. Тăвăр пулнипе ман валли кăмака тăрринче сентре туса панăччĕ. Çавăнта çывăраттăм. Куккасен ачисем вĕтĕччĕ. Эпĕ 7-мĕш класра вĕренме тытăнсан пĕр кукка уйрăлса тухрĕ, унтан — тепри. Скарлатинăпа чирленĕрен эпĕ шкула çулталăк каярах кайрăм. Вăта Тимĕрçен шкулĕнче вĕрентĕмĕр, интернатра пурăнтăмăр. Пĕрре яла Шупашкартан артистсем килчĕç. Çамрăксене ФЗОна пыма чĕнсе хăварчĕç. Халĕ те астăватăп: çавăн чухне Ольга Ырсемпе Елена Шорникова мана пĕрле пыма ӳкĕтлерĕç. Эпĕ, ниçта та тухса курманскер, вырăсла пĕлменскер, кайма хăрарăм. 1953 çулта пирĕн яла радио кĕртрĕç. Унпа ялан «Шурă Шупашкар…» тесе юрлатчĕç те, куç умне йăлт шурă тĕсрен хăпартнă çуртсем тухса тăратчĕç. Шупашкарта чăвашсем кăна пурăннă пек туйăнатчĕ. Çак хулана кайма, унта çурт илсе аннепе пурăнма ĕмĕтленеттĕм. Вăта Тимĕрçен шкулĕнче 9 класс пĕтерсен виçĕ юлташ хĕрпе Шупашкара кайма шутларăмăр. Пĕри вырăсла чухлатчĕ, çавăнпа ним хăрамасăрах тухса килтĕмĕр. Килтен 5 тенкĕ парса ячĕç. Çитрĕмĕр те — ФЗОна пурне те илмеççĕ иккен. Тепĕр кунхине килме каларĕç. Юлташ хĕрсем каялла каясшăнччĕ, эпĕ тăхтама ыйтрăм. Ара, мана 5 тенкĕ парса янă-çке, ăна ним усăсăр пĕтерсен килтисем вăрçаççĕ тесе шутларăм. Пристаньре кимĕ айĕнче çĕр каçрăмăр. Ирхине вăраннă çĕре манăн икĕ юлташ пăрахут çине ларнă та киле каяççĕ. Эпĕ ним тăваймасăр уласа макăрса юлтăм. ФЗО çуртне кĕрсе документсене кăтартрăм, мана вĕренме илессине каларĕç. Тепĕр уйăхран çакăнтах килме хушрĕç. Унтан тухсан ниçта кайма пĕлмесĕр шав малалла утрăм. Майрасенчен чăвашла ыйтатăп — мана ăнланмаççĕ. Манăн телее, хура сăхман тăхăннă, çăпаталлă арçынпа хĕрарăм тĕл пулчĕç. Çавсем çул кăтартса ячĕç. Эпĕ пачах тепĕр еннелле утнă иккен. Çапла пăрахут çине ларса Чĕмпĕре çитрĕм. Ай-яй, унтан та киле çитме йывăр пулчĕ. Вырăсла пĕлменни ура хунă-çке. Хам пĕр талăк апат çимен, хырăм выçă. Йĕрсе çӳрерĕм. Ăнсăртран хамăр ял хĕрне тĕл пултăм. Турри хĕрхеннех пуль çав мана. Çав хĕр пулăшнипе яла чиперех çитрĕм. Çапах вăхăт çитсен Шупашкара вĕренме кайрăмах. ФЗОна кĕтĕм, общежитире пӳлĕм пачĕç. Пĕр пӳлĕмре 14 хĕр пурăнтăмăр. Пире комбинатра çип арлакан пулма вĕрентрĕç. Ĕçĕ питĕ килĕшетчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах практикăна çӳрерĕмĕр. 1963 çулта ФЗО пĕтерсен мана комбината йышăнчĕç. Пĕрремĕш хут станок умне тăрсан савăннипе ăна чуптурăм. Ĕçленĕ вăхăтрах 10-мĕш класра ăс пухрăм. Кунне халĕ те астăватăп. 1963 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче ирхине вĕренме кайрăм. Ĕçе иккĕмĕш сменăна каймаллаччĕ. Хваттере кĕрсе çи-пуçа улăштарас тесе çул урлă каçма тăтăм та — урăх нимĕн те астумастăп. Икĕ эрнерен çеç тăна кĕнĕ эпĕ», — кун-çулне аса илчĕ Нина Петровна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Тӳрех пысăк улмуççи, çӳллĕ чăрăш лартма ыйтаççĕ
Ландшафт дизайнерĕн пулăшăвĕпе ытларах пуян çынсем усă кураççĕ
Малтан вăл бухгалтера вĕреннĕ, унтан — экономиста. Татьяна Тиманкина ландшафт дизайнерĕн ĕçĕ чунне çывăх пулнине 38 çула çитсен кăна ăнланнă. Халĕ ку уншăн ĕç мар, чун киленĕçĕ теме пулать.
Ача чухнех илем илĕртнĕ
Татьяна Вăрмар районĕнчи Шутнерпуç ялĕнче Якимовсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ Роза Ильинична ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, ашшĕ Александр Петрович автопаркра вăй хунă. Çемьере Татьяна — вăтамми, асли — Алексей, кĕçĕнни — Снежанна. Татьяна шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çырнă. Пултарулăхĕ пуррине кура учительсем ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетне кайма сĕннĕ. Анчах хĕр экзаменра сочинени çырсан шухăшне улăштарнă. Вĕренме кĕнисен списокĕнче унăн ячĕ те пулнă. Анчах Татьяна документсене унтан илсе кайнă. «Аннене вĕренме кĕреймерĕм терĕм. Çулталăк ахаль ан ирттĕр тесе секретарь-референт курсне çӳрерĕм. Тепĕр çулхине Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне бухгалтер профессийĕ модăраччĕ. Чуна выртмасан та вĕрентĕм. Кайран пурнăçăмра йывăр тапхăр пулчĕ. Кăштах ура çине тăрсан аслă пĕлӳ кирлĕ тесе Санкт-Петербургри политехника институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кайрăм, экономист дипломне илтĕм. Анчах мана пурнăçра мĕн кирлине кайран тин ăнлантăм. Халĕ Чăваш патшалăх аграри университетĕнче куçăн мар майпа агроном-технолога вĕренетĕп. Ку професси мана питĕ килĕшет, ландшафт дизайнерĕн ĕçĕнче питĕ пулăшса пырать», — каласа кăтартрĕ пултаруллă дизайнер. Татьяна ача чухнех пахчара илем, хăтлăх кĕртме юратнă. Тĕртсе тунă кавирсене саксем çине сарнă, минтерсем хунă. Ун чухнех унăн пахчара канмалли хитре вырăн тăвас килнĕ. Вăл йывăçсем лартма та, чечексене пăхма та юратнă. «Çак ĕç мана ачаранах килĕшнĕ пулсан та темшĕн ку енĕпе тӳрех вĕренме каймарăм. Ун чухне ландшафт дизайнерĕн ĕçĕ анлă сарăласса шутламан та пулĕ. Эпир ӳснĕ вăхăтра пахчари хăтлăх-илем пĕлтерĕшлех пулман, пурте çĕр улми, пахча çимĕç лартнă. 2016 çулта ландшафт дизайнерĕн курсĕнче ăс пухрăм. Кун хыççăн килти пахчана чечексем, йывăçсем лартса илемлетрĕм. Ку ĕç мана чăнах та килĕшнине ăнлантăм. Опыт пултăр тесе чечек, йывăç-тĕм сутакан лавккана ĕçлеме кайрăм. Малтан ландшафт дизайнерĕн пулăшуçи пултăм. Пĕр уйăхранах мана тĕп дизайнер пулма шанчĕç. Унта ĕçленĕ чухне Шупашкарти проектсене тума хутшăнтăм. Тĕслĕхрен, Мускаври дизайнерсемпе пĕрле заливри мăнастиртен пуçласа пляж таран хăтлăлатрăмăр. Çул çаврăнăшĕсене илемлетрĕмĕр. Пĕринче ав акăшсем вырнаçтарнă. Ку — пирĕн ĕç. Лакрей вăрманне, Андриян Николаев паркне илемлетнĕ çĕре те хутшăннă эпĕ. Çулталăкран ĕçтеш мана: «Санăн хăвăн та лайăх пулать, ĕçле ку енĕпе», — терĕ. Ытларах та ытларах аталанас килнине хам та ăнлантăм. Çапла ĕçрен кайса хамăн пысăках мар фирмăна уçрăм», — малалла каласа кăтартрĕ Татьяна Тиманкина. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...