Олимп çулăмĕ уяв парнелерĕ
Ĕнер Чăваш Ен тĕп хулинче Олимп çулăмĕн эстафети иртрĕ. Çĕнĕ çул умĕн çутă ĕмĕт-шухăш, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм илсе килнĕскер республика çыннисене пысăк савăнăç кÿчĕ
Çулăм - Олимп вăййисен тĕп символĕсенчен пĕри. Вăл Тăнăçлăх, Туслăх, Пĕрлĕх паллине пĕлтерет. Хăçан йăлана кĕнĕ-ха тĕнчери чи пысăк ăмăртура çулăм чĕртесси. Легенда тăрăх - Прометей Зевсран çулăм вăрланă та ăна çынсем патне илсе пынă. Çакна асра тытса Авалхи Грецире иртекен турнирсенче çулăм чĕртме тытăннă, ун чухне вăл пĕлтерĕшлĕ пысăк ритуал шутланнă. Тепĕр хут çак йăлана 1928 çулта Амстердамра иртнĕ Олимп вăййисенче пуçарса янă, çав тапхăртанпа çулăм кашни ăмăртура ялкăшать. Çулăм эстафети вара пĕрремĕш хут 1936 çулта иртнĕ. Олимпирен пуçласа Берлина çитиччен тăсăлнă эстафетăна 3331 çын хутшăннă, вĕсем 12 кунпа 11 каçра 3187 километр чупнă.
Тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетес, çынсен туслăхне вăйлатас, çĕр-шыври халăхсене пĕрлештерес тĕллевпе иртекен мероприяти хальхи вăхăтра та Грецире старт илет. Пирĕн çĕр-шывра Олимп çулăмĕ юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавран çула тухнă, Раççейри чылай хула-ял витĕр иртсе акă Шупашкара килсе çитрĕ. Чукун çул вокзалĕнче юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç ăна. Вокзал лапамĕнче савăнăçлă уяв. Унта Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Черемнов хутшăнчĕç. «Паян Шупашкарта питĕ пысăк уяв. Чăваш Енре пĕрремĕш хут Олимп çулăмĕн эстафети иртет - ку истори пулăмĕ. Олимп вăййисен тĕп символĕ пире лайăххи патне ăнтăлма, пĕр-пĕрне хисеплеме, туслă пулма вĕрентет. Пирĕн республикăра спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать, çавăнпа кăçал Чăваш Ен спорт енĕпе чи лайăх регион ятне тивĕçнĕ. Хулара иртнĕ массăллă зарядка çĕр-шыв тата Европа рекорчĕсен кĕнекисене кĕни те çакнах çирĕплетет», - терĕ Леонид Ильич.
Çулăма чи малтан йăтма Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева тивĕçрĕ. «Пур спортсмен та Олимп вăййисене хутшăнма ĕмĕтленет, эпĕ вара унта виçĕ хут пултăм. Раççей тĕнчери чи пысăк ăмăртăва Сочире ирттермешкĕн ирĕк çĕнсе илсен хамăр çĕр-шывшăн çав тери мухтантăм. Çулăма алăра тытса хама тепĕр хут Олимп вăййисен стартне тухнă пек туятăп», - терĕ хăвăрт утас енĕпе палăрнă спортсменка Чĕмпĕртен тин кăна çитнĕ çулăма чĕртсе.
Хулан тĕп урамĕсемпе Олимп çулăмне 163 çын ылмашăнса йăтрĕ. Кама кăна курмарăмăр вĕсен йышĕнче, паллă спортсменсемпе тренерсем, патшалăх ĕçченĕсемпе общество хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем, ÿнер ăстисемпе журналистсем - тĕрлĕ професиллĕ тĕрлĕ çулти çынсем. Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, тĕнче чемпионки Олимпиада Иванова, хĕллехи Паралимп вăййисене виçĕ хут хут хутшăннă Юрий Ильин, Европа ăмăртăвĕсенче палăрнă çамрăк спортсмен Алексей Германов, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан тĕнче класлă спорт мастерĕ Елена Грузинова, биатлон енĕпе Европа чемпионĕ Вячеслав Акимов, паллă чылай спортсмена çитĕнтернĕ Маргарита Салдимирова, Виктор Семенов, Владимир Краснов, Оксана Дьячук, Валерий Васильев тренерсем тата ыттисем. Вĕсен йышĕнче чи çамрăкки - 4-мĕш лицейра вĕренекен 16 çулти Кирилл Львов, чи асли - Чăваш Ен спортсменĕсенчен хĕллехи Олимп вăййисенче пĕртен пĕр медаль çĕнсе илнĕ Владимир Воронковăн пĕрремĕш тренерĕ, 84 çулти Владимир Григорьев. Çулăма йăтма тивĕçнисен йышĕнче хула пуçлăхĕсемпе министрсем, патшалăх органĕсен ĕçченĕсем те пулчĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та эстафетăна хутшăнчĕ. Вăлах «Олимпийский» стадионта Олимп вăййисен чемпионĕпе Владимир Воронковпа пĕрле çулăм чашăкне чĕртрĕ. «Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăма хутшăнса эпир хамăр та çулăм пек хĕмленетпĕр. Пирĕн республика Олимп вăййисен пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Паянхи мероприяти пире спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать», - палăртрĕ Михаил Васильевич çынсене уяв ячĕпе саламланă май.
Ĕнер хулари чылай вырăнта концертсем, кăсăклă конкурссем, хаваслă стартсем иртрĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăчĕç. Хĕрлĕ тÿремре те çынсене хаваслă уяв кĕтрĕ. Олимп çулăмне унта çуна çинче ларакан Хĕл Мучипе унăн пулăшуçисем илсе пычĕç. Трактор тăвакансен заводĕнче туса кăларнă тимĕр «урхамахсем» çынсене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. «Олимпийский» стадионта та республикăри паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтарчĕç. Унта пынисем çавăн пекех лазер-шоупа, фейерверк илемĕпе киленме пултарчĕç.
Шел те, уяв вĕçленчĕ. Ирхине Олимп çулăмĕн çул çÿревĕ малалла тăсăлĕ, паян ăна Йошкар-Олара чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.