Хресчен сасси 47 (2986)№ 29.11.2023
Экспорт калăпăшĕ ÿснĕ
ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи общество канашĕ çĕнĕ йышпа ĕçе пуçăнчĕ.
Пĕрремĕш ларура унăн председательне суйларĕç. Ку должноçа Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультечĕн деканне Николай Пушкаренкăна шанса пачĕç. Общество канашĕн пайташĕсене тĕрлĕ ĕçе явăçтараççĕ. Ку хутĕнче пĕр саслăн пулса комиссие Алексей Автономова, Екатерина Трушковăна тата Олеся Афанасьевăна йышăнчĕç. Халĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин общество канашĕнче — 11 çын.
Канашлăва пухăннисем ял хуçалăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сӳтсе яврĕç. ЧР ял хуçалăх министерствин пай консультанчĕ Ирина Осипова АПК продукцийĕн экспорчĕ пирки тухса калаçрĕ. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче АПК продукцине 32 миллион ытла долларлăх ăсатнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ — апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç таварĕсем /16,1 миллион долларлăх/, аш-какайпа сĕт продукцийĕ /10 миллион долларлăх/. Вырăнти продукцие Китая, Беларуçа тата кӳршĕллĕ çĕршывсене ăсатнă. Продукцин 44% — кондитер изделийĕсем /Беларуç, Китай, Таджикистан, Азербайджан/, 27,5% — чăх аш-какайĕ /Китай/, 12% çу кăларакан культурăсем — йĕтĕнпе рапс /Польша, Германи, Чехи/. Сăра, севок сухан, тип çу, йĕтĕн вăрлăхĕ, çăнăх, чăх аш-какайĕ хăйĕн экспорт калăпăшне пĕлтĕрхинчен самай ӳстернĕ. Республикăри ертсе пыракан экспортерсенчен «Юрма», «Акконд», «Аван», «Волга Айс» предприятисене, «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăна, В.Н.Кузнецов хресчен-фермер хуçалăхне палăртмалла. Чăваш апат-çимĕçне Китайра, Беларуçра, Польшăра, Азербайджанра, Таджикистанра, Казахстанра хапăл тăваççĕ. Паллах, санкцисем те витĕм кӳнĕ. Кăçал пуçласа Чăваш Енрен Казахстана хывăхпа чечексем янă.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çу кăларакан культурăсемпе ĕçлекен тата тавара экспорта ăсатакан предприятисене субсидипе пулăшма йышăннă. Кăçал, тĕслĕхрен, 27 аграри 51,6 миллион тенкĕ илнĕ. Куравсемпе конференцисене хутшăнни те аталану çул-йĕрне тупма пулăшать. Калăпăр, кăçалхи 10 уйăхра Чăваш Енри агроорганизацисем Шанхайра тата Тĕп Азире иртнĕ тĕнче шайĕнчи куравсене хутшăннă. Кăтартусем те пур. Сăмахран, Шанхайри куравра пирĕн предприятисем Китайри компанипе ĕне тата качака сĕтне ăсатма калаçса татăлнă. Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Николай Павлов республикăри уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем йывăрлăхсене пăхмасăр тухăç аван пуçтарса кĕртнĕ. Республикăри предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 983 пин тонна пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç — 33,5 центнер. Уйрăмах Улатăр, Елчĕк, Канаш, Çĕрпӳ тата Вăрнар округĕсене палăртмалла. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх
Пирĕн республикăра вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар. Мария Викторова — 94 çулта. Вăл Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă.
Тăван çĕршывăн Асли вăрçи пуçлансан Мария Николаевна 12-ре пулнă. Ялти шкулта 7 çул пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Канашри педучилищĕре ăс пухнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче колхозра ырми-канми вăй хунă. Ĕçлеме çăмăл пулман, арçынпа танах тар тăкнă. «Йывăр вăхăтсемччĕ, — аса илет Мария Николаевна. — Выçă, сивĕ, ал-ура суратчĕ. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарнă. Ун чухне тумтирĕ те, атă-пушмакĕ те çитсе пыман. Çулла-и, хĕлле-и — çăпата сырнă, çарран çӳрени те пулнă. Килте çăматă пурри — пысăк телейччĕ». Вăрçă пĕтсен Мария Николаевна Йĕпреç районĕнчи ача садне воспитателе вырнаçнă. Секретарь-машинист тата товаровед профессисене алла илсен Канаш хулинчи строительство материалĕсен заводĕнче вăй хунă. Пулас мăшăрне Михаила вăл ачаранах пĕлнĕ. Пĕр урамра ӳссе çитĕннĕ, пĕр шкулта пĕлӳ илнĕ. Çамрăксем 1951 çулта мăшăрланнă. Икĕ ачана — Людмилăпа Николая — пăхса ӳстернĕ. Мария Николаевна — çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Тыл ĕçченĕн хисеп тата Тав хучĕ чылай. Çамрăк ăрăва мĕн суннă пулăттăр тесен: «Лайăх вĕренмелле, ĕçлемелле, çывăх çынсене хисеплемелле, çĕршыва юрăхлă пулмалла», — тет кинемей. Елчĕк округĕнчи Елчĕк салинче пурăнакан Мария Шакова та нумаях пулмасть 90 çул тултарнă. Мария Степановна Аслă Елчĕкре çуралнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1954 çулта качча тухнă. Тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче вăй хунă. Вăл — тыл ветеранĕ. Унăн награда чылай. <...>
Вера МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
Професси суйлама пулăшаççĕ
Чăваш патшалăх аграри университечĕн «Професси — санăн пуласлăх» вĕренӳ проекчĕ — Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерӳçи. Унăн тĕллевĕ — шкул ачисемпе пĕрремĕш курс студенчĕсен хушшинче ял хуçалăх профессин ятне-сумне çĕклесси. Проекта пурнăçлакан ятарлă ушкăн республикăри тĕрлĕ округпа хулари шкулсене çитет, вăйă мелĕпе çамрăксене ял хуçалăх профессийĕсемпе çывăхрах паллаштарать. «Проект студентсемшĕн те, шкул ачисемшĕн усăллă. 9-11-мĕш классенче вĕренекенсене пулас профессие суйлама пулăшатпăр, сĕнӳ-канаш паратпăр. Абитуриентсем информацие «Студвестник Чувашского ГАУ» журналта вуласа пĕлме, социаллă сетьсенчи сериалсемпе блог-турсене курма пултараççĕ. Ертсе пыракан предприятисенче йĕркеленĕ репортажсем агропромышленноç комплексĕнче ĕçлемешкĕн тата малалла аталанмашкăн мĕнле майсем пуррине кăтартаççĕ. Сериалсем 5-10 минут пыраççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче ал ĕçне роботизациленĕ, предприятисенче хăтлă та çутă. Проекта университета тин çеç ура ярса пуснă студентсене те явăçтаратпăр. Вĕсем валли республикăри предприятисем тăрăх блог-тур хатĕрлетпĕр. Ĕçлеме ăçта тата мĕнле майсем пурри пирки ăнлантаратпăр. Ĕçпе тивĕçтерекенсем студентсене практикăна та йышăнма хирĕç мар», — каласа пачĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Анна Николаева. «Професси-санăн пуласлăх» проектпа килĕшӳллĕн университетри ушкăн 6 çул çӳрев палăртнă. Хальлĕхе Елчĕк, Комсомольски, Красноармейски, Канаш тăрăхĕсене çитнĕ. Иртнĕ эрнере проектпа ĕçлекен Марина Вдовкинăпа Анастасия Якушева Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Пăвари тата Курнавăшри вăтам шкулсене çитнĕ, аслă класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Профориентаци центрĕн ертӳçин çумĕ Марина Вдовкина пулас абитуриентсене университета вĕренме кĕмелли йĕрке пирки ăнлантарнă. Мĕнле документсем кирлине, предметсемпе миçе балл пухмаллине тата тĕрлĕ çăмăллăх пирки пĕлтернĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен специалист Анастасия Якушева çĕнтерӳçĕ-проект тĕшшине уçса панă. Шкул ачисем видеороликсем пăхнă, викторинăна хутшăннă, студентсен пурнăçĕпе интересленнĕ. «Тĕлпулу кăмăллă пулчĕ. Çак йышăн пĕр пайĕ пирĕн университетăн çемйине кĕрессе шанатпăр», — терĕ 2-мĕш курс студентки Кристина Ăлкина çул çӳреве пĕтĕмлетсе. Чăваш патшалăх аграри университечĕн пай пуçлăхĕ Анна Николаева каланă тăрăх, кун йышши тĕлпулусем кирлĕ, студентсемшĕн те усăллă. Ачасем çынсемпе хутшăнма хăнăхаççĕ, оратор ăсталăхне вĕренеççĕ. Ырă тĕслĕхе кура ыттисем те туртăнаççĕ. Проектпа ĕçлекенсем пурăна киле республикăри кашни хулапа округа çитме тĕллевлĕ. Хастарсем маларах шкулсемпе çыхăнаççĕ, калаçса татăлаççĕ. «Хальччен хирĕçлекенсем пулман-ха. Яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ», — терĕç Владимир Авданов, Анастасия Якушева, Иван Скидановпа Владислав Рябов, Ольга Спрыгина. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Хастарсем тăрăшнипе
Иртнĕ саманара ял çыннисенчен чылайăшĕ пурнăçне колхоз-совхоз ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ĕçлекенсен пурнăç шайне лайăхлатма тăрăшнă. Ялсенче çак ĕçсене пурнăçлама уй-хир бригадирĕсен, учреждени ертӳçисен, депутатсен хутшăнмалла пулнă.
Ялта пур ĕçе те вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçламалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малаллах шăвать. Ваттисем çапла каланă: «Хуçалăхра арçын пĕр кун пăта çапмасан — пурнăç юхăнать». Ял пирки те çакнах калас килет. Ăна сăнаса, тĕрлĕ ĕçе йĕркелесе пыракан çын çук пулсан унти пурнăç юхăнать. Ялсалара йĕркесĕрлĕх ан хуçалантăр тесе тăрăшмалла. Уйрăмах, çул-йĕр, таса шывпа тивĕçтерес тата ытти социаллă ыйтăва тимлемелле. Вырăнти влаç ертӳçи пулса ĕçленĕ чухне эпĕ халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва тимлĕхе илтĕм, шыв башнине йĕркере тытса тăма халăхран укçа пухрăмăр. Паянхи кун ялти ĕçсене Виктор Анисимов староста тимлет. Эпир, хастарсем, ăна пулăшса пыратпăр, сĕнӳ-канаш паратпăр. Пирĕн ял çыннисем 30 çул ытла таса та тутлă шыв ĕçсе пурăнаççĕ. Анчах шыв башни чылай кивелчĕ, шăтрĕ. Иртнĕ çул вырăнти влаç çыннисем ăна улăштарчĕç. Уншăн вĕсене ырлатпăр. Каламасăрах паллă: хĕлле, сивĕ çанталăкра, шыв башни час-часах шăнса ларать, çынсем шывсăр пурăннă тĕслĕхсем те пур. Çавна май ялти хастарсене шыв башнине улăмпа хуплама сĕнтĕм. Староста темиçе çул каялла хатĕрленĕ улăм тюкĕсене пачĕ. П.Павлов ăна прицеп çине хурса икĕ рейс турĕ. Башня тавра улăм хурса тухрăмăр. Ялти çăлсене те /вĕсем виçĕ çĕрте пур/ улăмпа хупларăмăр. Унсăрăн крансем сивĕпе шăнса çурăлма пултараççĕ. Колонкăсене тата çăлсене хамăрах пăхса тăратпăр. Ялти хастарсене палăртса хăварас килет: В.Анисимов старостăна, В.Скворцов, В.Петров, В.Павлов округ депутачĕсене, Г.Андриянов, Н.Орлов, В.Куприянов... <...>
Вениамин АРХИПОВ. Элĕк округĕ, Мартынкасси ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...