Комментировать

28 Ноя, 2023

Хыпар 134 (28162) № 28.11.2023

«Чăваш тĕрриллĕ кĕпене хаваспах тăхăнатăп»

Алă ĕçне халалланă питĕ хăйне евĕр уяв... Пирĕншĕн хаклă уяв... Çапла хак пачĕ ытларахăшĕ чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейне Чăваш тĕррин кунне уявлама пухăнсан. Сăмах май, асăннă уява кăçалхипе тăваттăмĕш çул уявлатпăр.

«Пирĕншĕн ку питĕ хаклă, халăхсене пĕрлештерекен уяв. Унăн историйĕ кĕске, анчах тарăн пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн уяв Раççейре пурăнакан пур халăха пĕрлештерет. Ăна уявлама пуçланăранпа çитес çул 5 çул çитет. Çакă савăнтарать те, яваплăх та çуратать», — палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Тĕрĕ кунĕпе çыхăнтарса çулсеренех пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çитес çул вара Шупашкарта Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейне уçма палăртса хунă.

Мероприятире Пĕтĕм тĕнчери «Пурăн, Чăваш Ен эрешĕ» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетрĕç. Каласа хăвармалла: унта кăçал 80 ытла ĕç тăратнă. «Шкул ачин тумĕ», «Шкул ачин капăрлăхĕсем», «Ача-пăча çи-пуçĕ» номинацисен çĕнтерӳçисене Дипломпа, парнепе чысларĕç. Кăçал гран-прие Шупашкарти 60-мĕш шкул вĕрентекенĕ Надежда Кузнецова тивĕçрĕ. Республикăн тĕп хулинчи тĕрĕ музейĕнче унăн ĕçĕсен уйрăм куравĕ уçăлнă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн шухăшĕпе, çамрăк ăру çак уява çывăха хурса йышăнтăр тесен ачасене садикренех тĕрлеме вĕрентмелле. Ку ĕçе шкулта малалла тăсмалла. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова палăртнă тăрăх, Чăваш Енре авалхи тĕрре упраса хăварас, ăна аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. 2023 çулта «Раççейĕн тĕрленĕ картти» кĕнеке-альбом кăларнă. Унта пур карттă та кĕнĕ, вĕсене епле туни çинчен каласа кăтартнă.

«Ку проект тата аталанать. Унта çĕнĕ ĕç-пуç хушăнса пырать. Ахăртнех, çулсем иртсен ку кĕнеке-альбома тепĕр хут кăларма тивĕ. Паян тепĕр кĕнекен «Чăваш тĕрри. Туй тутрисемпе пĕркенчĕкĕсем» /«Чувашская вышивка. Свадебные платки и покрывала из собрании Российского этнографического музея»/ кĕнекен презентацине ирттертĕмĕр. Ăна кăларма Санкт-Петербургри этнографи музейĕн ĕçченĕ Наталия Прокопьева пулăшнă. Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова пĕлтернĕ тăрăх, кĕнекене тĕрленĕ 151 япала кĕнĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Иван Яковлевпа Василий Чапаев йыхравлаççĕ

Чăваш Енĕн Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумри экспозицийĕн хăнисене Аслă вĕрентекенĕмĕрпе Иван Яковлевпа пĕрле мухтавлă тепĕр ентеш те, Василий Чапаев начдив, тарават кĕтсе илĕ. Иван Яковлевичăн нейросеть мелĕпе маларах калăпланă сăнарĕпе юнашар кĕçех Василий Ивановичăн виртуаллă кӳлепи те тăрĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков пĕлтерчĕ.

«Раççей» куравра республикăпа кашни виçĕ эрнере черетленсе вăл е ку министерство паллаштарать. Чи малтан çак тивĕçе Экономика аталанăвĕн министерстви хăйĕн çине илнĕ. Ведомство пуçлăхĕ Дмитрий Краснов çак тапхăрта туризм теми, цифра трансформацийĕ çине пусăм тунине çирĕплетрĕ. Калăпăр, интереслĕ самантсен шутĕнче — экспозици хăнисем валли пăхаттир сăнарне йышăнса Шупашкар тăрăх çул çӳремелли виртуаллă маршрутсем уçни. Тепĕр тесен, ансатти те илĕртӳллĕ: хăнасем чăваш наци тумне тăхăнса сăн ӳкерттерме те питĕ кăмăллаççĕ-мĕн. Курав уçăлнăранпа, чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕччен, Чăваш Ен экспозицине 17 пин ытла çын пырса курнă.

Ытларикунран эстафетăна Сывлăх сыхлавĕн тата Ĕçлев министерствисем йышăнаççĕ. Раштавăн 1-мĕшĕнче вара куравра Чăваш Ен кунĕ пулать. Хатĕрленӳпе Алексей Ладыков паллаштарчĕ. Чапаев пирки каларăмăр — асăннă кун тĕлне унăн сăнарне те хатĕрлесе çитермелле. Анчах ку, паллах, пысăк ĕçĕн пĕчĕк пайĕ кăна.

Анлă та интереслĕ программа хатĕрленĕ. Регион кунне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уçĕ. Чăваш Ен Раççейĕн çулталăк йывăçне палăртмалли конкурсĕнче çĕнтернĕ — наградăна шăпах çак кун куравра парĕç. «Çавра сĕтел» пулмалла — ăна та туризм аталанăвне халалланă. Ку хутĕнче автотуризм майĕсене сӳтсе явĕç. Çамрăксен Чăваш наци йăлисене тĕпе хурса йĕркеленĕ мăшăрлану церемонийĕ те интереслĕ пулмалла.

Тĕрлĕ мастер-класс ĕçлĕ. Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлемешкĕн вĕренме те май пулĕ. Тата, паллах, ал ăстисен продукцине курма, туянма. Чăваш Енри фермерсем те хăйсен продукцийĕпе паллаштарĕç. Сцена ăстисем илемлĕ юрриташшипе илĕртĕç. Çав шутра — эстрада юрăçисем Августа Уляндинăпа Алексей Московский. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев курав регион имиджне çĕклемешкĕн меллĕ пулнине палăртрĕ — çак майсемпе тухăçлă усă курма чĕнсе каларĕ.

Канашлура тишкернĕ тепĕр тема — халăх ĕçлевне тивĕçтермелли мероприятисем. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, çак мероприятисем валли кăçал бюджетра 538 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 416 миллионне тăкаклама ĕлкĕрнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăсене хутшăннă граждансен шучĕ 69 пин çынран та иртмелле. Вунă уйăхра ĕçлевпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе 61,3 пин çын усă курнă — çулталăк вĕçĕччен палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленӳ çук.

Ĕçлев центрĕсем кăçал 26 пин çынна, ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă йышăн 80%, ĕçе вырнаçтарнă. Анăç санкцийĕсене пула чăрмавсем тухса тăнă организацисене пулăшас тĕлĕшпе йышăннă мерăсем курăмлă. Çынсене вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтармалли программăна республикăри 92 предприяти хутшăннă. Ĕçсĕр юлма пултарнă 469 çынна общество ĕçĕсене вырнаçтарнă. Алена Геннадьевна оборона промышленноçĕн комплексĕн тытăмне кĕрекен предприятисене кадрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ — çĕр-çĕр çын вĕсен коллективĕсене хушăннă.

Раççей тытăмне кĕнĕ çĕнĕ регионсенчен кунта куçса килнĕ çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Унашкаллисем — 652 çын. Çак йышри 228 çынна ĕç тупса панă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисен членĕсене ĕçе вырнаçма пулăшассине те ĕçлев центрĕсем хăйсем çине илнĕ. Алена Елизарова ĕçлевĕн вăрттăн рынокне «сулхăнран» кăларас енĕпе мĕнле ĕçленипе те паллаштарчĕ. Ĕçленине шута илнĕ йыш пысăк — 22 пин çын патнеллех. Канашсемпе Улатăрсем, Çĕрпӳ муниципалитет округĕ ку енĕпе пушшех аван ĕçленĕ. Çакна налук инспекцийĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук калăпăшĕ пысăкланнинче те кураççĕ. Çав вăхăтрах уйрăм округсенче ку енĕпе тимлĕх çук — налук ӳсĕмĕ те палăрмасть.

Ĕçсĕрлĕх вара, министр палăртнă тăрăх, паян историри чи пĕчĕк шайра — 2,3%, ĕçсĕррисен шучĕ 2,8 пин ытларах çынпа танлашать. Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ хушăнса пырать. Ытларах рабочисем кирлĕ. Вакантлă вырăнсенчи ĕç укçин вăтам виçи те пĕчĕк мар — 31,8 пин тенкĕ. Канашлура çавăн пекех ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине хакламалли конкурса пĕтĕмлетрĕç. Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев конкурса малтан муниципалитетсен шайĕнче ирттернине палăртрĕ — унта 102 фермер хуçалăхĕ тата 155 ял хуçалăх предприятийĕ хутшăннă. Конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрĕнче вара 12 фермерпа 19 хуçалăх тупăшнă. Фермерсен хушшинче Вăрнар округĕнчи Валентин Павлов çĕнтернĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен кĕрешĕвĕнче «Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ мала тухнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çемье – патшалăх тĕрекĕ

Пилĕк мăшăртан тăваттăшĕ уйрăлни йĕркеллĕ пулăм мар

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. «Тĕллев — çемьене хӳтĕлес, çемьери ырă йăлайĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе патшалăх политикине вăйлатасси», — палăртнă документра.

Общество Раççей Президенчĕ çулталăка çемьене халалланине пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хавхалантаракан пулăм пек хапăл туса йышăнчĕ. Вăл çемье интересĕсене хӳтĕлессипе çыхăннă нумай çивĕч ыйтăва татса пама, çемьесене тата ачасене уйрăммăн тĕревлессине вăйлатма пулăшĕ. Çулталăка çемьепе çыхăнтарни федераци шайĕнчи тата регионсенчи правительствăсен, профильлĕ ведомствăсен ĕç-хĕлне тĕллевлĕн туса пыма çул уçса парĕ.

Президент Указне пурнăçа кĕртме регион влаçĕсен вăй хума тивĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, çитес çул çемье институтне тĕрев парасси, çемье хаклăхĕсене упраса хăварасси çĕнĕ вăй-хăватпа пурнăçланĕ. «Çемье çулталăкĕ телейлĕ, ырлăхлă, юратупа килĕшӳ хуçаланакан çемье нумайланнипе палăрса юлтăр», — тенĕ республика ертӳçи.

Раççейре, тĕрĕссипе, çемьесене пулăшассине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Тĕслĕхрен, çемьере çирĕпленнĕ ырă йăлайĕркене упрасси тĕпре пулнă. Патшалăх çемьесене уйăракан пулăшу та çулсерен анлăланса пырать. Юлашки çулсенче, сăмахран, амăшĕн капиталĕн укçипе тĕрлĕ енлĕн усă курма пулать. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене уйăракан тимлĕх те пысăк.

Çапах çемьесен хăтлăлăхне ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Тĕслĕхрен, сусăр ачасене çитĕнтерекен çемьесене тивĕçекен пулăшу мерисене вăйлатсан аван пулмалла. Çавăн пекех ашшĕ е амăшĕ сусăр çемьесене те пулăшу кирлĕ. Студент çулĕсенче çемье çавăракансем тĕлĕшпе ытларах тимлĕх пулни кансĕрлемĕччĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне мăшăрланакансен пурнăçĕ малтанхи тапхăрта, чăннипех те, çăмăл мар. Вĕсене укçа-тенкĕ пулăшăвĕ кăна мар, психологи енчен те тĕрев кирлĕ. Тĕслĕхрен, Иваново облаçĕнче çакăн евĕрлĕ лару-тăрури мăшăрсене пулăшма «Санăн çемйӳ» проект хатĕрленĕ. Специалистсем çамрăксене сĕнӳ-канашпа, çивĕчлĕх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ. Çемье çулталăкĕнче, сăмах май, регионсен çакнашкал паха опычĕсене федераци шайне кăларса анлă усă курма пуçлас шанăç та çуралать.

Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси — яланах патшалăх политикин тĕп çулйĕрĕнчен пĕри пулнă. Çак ушкăнрисене пулăшу кирлĕлĕхне кура тĕрев пани е малтан чухăнлăх шурлăхне кĕртсе ӳкерсе кайран унтан сĕтĕрсе кăларма тăрăшни çапах та тĕрĕсех мар. Вĕсене хăйсем тĕллĕн ĕçлесе тупăш илме, ырлăхне упраса хăварма майсем туса пани, ахăртнех, витĕмлĕрех пулĕ.

Çавăн пекех юлашки çулсенче нумай çемье арканни çивĕчлĕх пулса тăчĕ. Шел те, «пиллĕкĕн авланаççĕ — тăваттăн уйрăлаççĕ» евĕрлĕ калаçусене час-часах илтме пулать. ЗАГС специалисчĕсем арканнă çемье карапĕ çинчен тарма хатĕрленнĕ мăшăрсемпе калаçусем йĕркелеççĕ-ха. Анчах та çав самантри ĕçпе кăна çемьене упраса хăвараймăн. Ку енĕпе маларах тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Çемье çулталăкĕнче çак тата ытти лару-тăрăва «çемçетме» май килес шанăç, чăннипех те, пысăк.

Кун пек çирĕп шухăш ăнсăртран çуралмарĕ. Раççейре 2008 çул Çемье çулталăкĕ пек иртнĕччĕ. Ун чухне ачаллă çемьесене пулăшмалли тытăма аталантармалли пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунăччĕ. Шăпах 2008 çулта — 1991 çул хыççăнхи çулсемпе танлаштарсан — чи нумай ача çут тĕнчене килнĕччĕ.

Юлашки çулсенче Раççейре çирĕпленнĕ çемье хаклăхĕсене «йӳнетекен» юхăмсем йăл илме пуçларĕç. Европа çĕршывĕсенчен килекен мода — арçынпа арçын çемье çавăрни, «пĕрремĕш» ашшĕ е амăшĕ, чайлдфри — çамрăксен чун-чĕрине витерет, кăмăл-туйăмне пăтратать. Çемье çулталăкĕнчи мероприятисем çак юхăм çĕршывра анлă сарăлассине ура хума пултарассине те шанас килет.

Çемье этем пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннине Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ Ирина Булыгина та çирĕплетет: «Мăн асаттесен йăли-йĕрки çинче никĕсленнĕ çемьере ӳсекен ача ырăпа усала уйăрма вĕренет. Малашлăхра вăл ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи пуласси те мĕнле çемьере çитĕннинчен нумай килет. Манăн шухăшпа, çемьен кăмăл-сипет ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрни сывă общество йĕркелеме, Раççей халăхĕшĕн ĕмĕртен ют пулнă идеологисене хирĕç тăма пулăшĕ», — терĕ вăл.

Пилĕк ача ашшĕн, Шупашкар хулинчи ашшĕсемпе амăшĕсен пысăк канашĕн членĕн Александр Яковлевăн шухăшĕпе те çемье — патшалăха тата обществăна тытса тăракан никĕс. «Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ — ачасене юратасси, пулăшса пырасси, вĕ¬семшĕн тĕслĕх пуласси. Çапла майпа çамрăк ăру чун-чĕринче ырă туйăмсем вăратма, тĕнче çине ырă куçпа пăхтарма, обществăшăн усăллă çынсем пулса ӳсме май парĕ. Чĕресем юратупа тулсан çемьесем те çирĕпрех пулĕç, пурнăç лайăх енне улшăнĕ», — палăртрĕ вăл.

Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Олег Волков палăртнă тăрăх, Çемье çулталăкĕнче çемьесене, амăшĕсемпе ашшĕсене тата ачасене хӳтĕлессипе çыхăннă сферăри патшалăх политики Раççей Президенчĕ 2022 çулхи чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварса аталантарма лартнă тĕллевсене пурнăçлассине те тĕпе хурĕ. «Президент Указра пирĕншĕн ют пропаганда пулăшнипе ĕмĕртен пыракан ырă йăла-йĕркене аркатма тăрăшни пирки каланă, — терĕ вăл. — Раççейре çавăн пекех демографи ларутăрăвĕ кăткăс. Çавăнпа 2024 çулта çамрăксене ача çуратма хистекен мерăсем йышăнасса шанатпăр». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ку çĕвĕ – чăн-чăн пуçватмăш»,

е Тĕрĕре – чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ

«Епле илемлĕ, ылтăн тĕрĕ — Ăна тĕрленĕ чăваш хĕрĕ. Эрешлĕ тĕррĕн хăватне Упрасчĕ хамăр чĕрере», — ирĕксĕрех аса килчĕç сăвă йĕркисем ĕçтешĕн тĕррисене курсан. Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă тени тĕрĕсех çав. Нумай çул пĕрле ĕçлекенсем мĕнешкел пултаруллă пулнине пур чухне те пĕлсе çитерейместпĕр те. Паян калас сăмахăм — Сĕнтĕрвăррисен «Пирĕн сăмах» хаçачĕн редакторĕ Ольга Калитова çинчен.

«Тунмастăп, тĕрлеме вăхăт сахалрах халĕ. Хĕрĕмпе пĕр-пĕр конкурса хутшăнмалла чухне йĕппе çипе тулли кăмăлпа тытатăп. Ĕнер каçхине кăна хĕрĕмпе, Шупашкарти 60-мĕш шкулта вĕренекен Тася Калитовăпа, чăрăшсем тĕрлерĕмĕр. Тĕрĕллĕ открыткăсене вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хатĕрлеççĕ. Пĕлтĕр Тасьăпа салфетка тĕрленĕччĕ. Пултарулăх ĕçĕсен «Манăн Чăваш Ен» конкурсне хутшăннăччĕ вăл. Салфеткăсăр пуçне чĕре евĕрлĕ тетте те тунăччĕ. Ăна чăваш тĕррипе капăрлатнăччĕ. «Манăн Чăваш Ен» тени чĕререн тухнă пек пултăр терĕмĕр. Хĕрачасен, манăн шухăшпа, алла йĕппе çип тытмаллах. Вĕсене тĕрлеме хăнăхтармаллах», — çапла пуçларĕ калаçăва Ольга Юрьевна.

Вăл хăй те мĕн пĕчĕкренех йĕппе çипрен ютшăнман. Амăшĕпе асламăшĕ те ахаль ларман — каçсерен ал ĕçĕпе аппаланнă. Иккĕшĕ те тĕрлеме юратнă. Чӳрече каррисене, минтер пичĕсене, пукан çиттисене тĕрлĕ тĕслĕ çиппе эрешленĕ, стенаран тем пысăкăш кавирсем çакнă. Пĕчĕк Оля та вĕсене кура ал ĕçне тытнă. «Астăватăп-ха: килте хăмăр тĕслĕ курупкасем пурччĕ. Вĕсенче — тĕрлемелли хатĕрсемччĕ. Пĕтĕмпех пурччĕ унта: канва, мулине, йĕппе çип, схемăсем… Ӳссен вĕренӳ малти вырăна тухрĕ, кăсăклану та улшăнчĕ. Çапах тĕрĕ чĕрене ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçрĕ. Çулсем иртрĕç. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнтартнă пуканесене курсан: «Эпĕ те çакнашкал тĕрлеме пĕлнĕ тĕк…» — тесе шухăшлаттăм. Хаçат ĕçĕпе çӳренĕ май тĕрĕ ăстисемпе, тухья-хушпу ăсталакансемпе тĕл пулатăп, вĕсем пирки статьясем çыратăп. Унсăр пуçне Санкт-Петербургра пурăнакан Наталия Михайловăн пултарулăхĕ питĕ хавхалантарнăччĕ. Чăвашла пĕлменскер тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланать, халапсенчи сăнарсен кӳлеписене ăсталать, вĕсене тĕрĕллĕ тумтир тăхăнтартать. «Аякри хулара пурăнаканскер чăваш тĕрри-эрешне тĕнче шайне çĕклет. Эпĕ вара, Чăваш Енре пурăнаканскер, хамăн ĕмĕте пурнăçлаймастăп», — пăшăрханса шухăшланăччĕ унпа калаçнă хыççăн. Çавăнпа республикăра чăваш тĕррин шкулĕ уçăлассине пĕлтерсенех музее шăнкăравларăм. Ĕçтешĕмсем ман çине шанмасăртарах пăхнăн та туйăнчĕ ун чухне. «Епле ĕлкĕрĕ-ши?» — терĕç пулĕ. Манман-ха: чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче пĕрремĕш урока вĕçтернĕччĕ. Чăваш тĕррин музейне çитсен шалт! тĕлĕннĕччĕ. Зал лăк тулли! Ларма пушă пукан та çук. Чăваш тĕррин шкулне çӳрес кăмăллисем çавăн пек нумаййăн пулни хĕпĕртеттернĕччĕ. Малтанах 12-14 çынна йышăнма палăртнă. Анчах шăнкăравласа курса çырăнакан темиçе хут ытларах пулнă. Чăваш тĕррин шкулне савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ тĕрĕ ăсти хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарнă май.

Унăн тĕрĕ ушкăнĕн ертӳçи Любовь Вазюкова пулнă. Любовь Степановнăна Ольга Юрьевна ăшшăн аса илчĕ. Пĕрремĕш урокрах вĕсем йĕпкĕн çĕвве вĕреннĕ. Ахальтен мар чăваш тĕррине «шутлав тĕрри» теççĕ.

«Тĕрĕ шкулĕнче ăстасемпе паллашрăм. Лекцисем итлерĕм. Вĕсем тĕлĕнмелле кăсăклăччĕ. Чăваш тумĕ çинчи эрешсене тĕпчеттĕмĕр. Чăваш тĕрри çыруллă. Эреш хуçа пирки темĕн те пĕлтерет. Сăмахран, качча тухнă хĕрарăмăн кăкăрĕ тĕлĕнче кĕскĕ эрешĕсем пур. «Чĕп куçне» арçын тумтирĕ çинче çеç курма пулать. Ĕлĕк хĕрачасене 6-7 çулсенчех тĕрлеме хăнăхтарнă. Кăшт ӳссенех вĕсем хĕр тупри хатĕрлеме пикеннĕ. Пуян хĕрсен арчинче 100 ытла кĕпе пулнă. Хĕрсем каччă тутăрне /авланнă чухне хулпуççи çине хумаллискер/, туй минтерне, сурпансемпе ал шăллисене, сарăпа яркăчсене тĕрлесе эрешленĕ. Качча тухакан пикен ĕçченлĕхĕ пирки унăн ал ĕçĕсем тăрăх пĕлнĕ. Хĕр-упраçăн тĕссемпе тĕрĕс усă курмалла пулнă. Ытларах чухне хĕрлĕ тата хура тĕссене суйланă. Кăвак — тӳпе тĕсĕ, симĕс çамрăклăха тата аталанăва сăнлать. Хура – тăпра, хурлану тĕсĕ. Хĕрлĕ тĕс йăх, çемье хутшăнăвĕн тата сыхлăх палли шутланнă тăк, сарă – хĕвел, ăшă палли», — ăнлантарчĕ ĕçтешĕм.

Чăн та, тĕрĕре — чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ. Пин-пин çул каялла пирĕн несĕлсем мĕн калас тенине çĕвĕ чĕлхипе пĕлтернĕ. Пирĕн чиперкке те тĕрĕçсен шкулĕнче чылай çĕнĕ эреш вĕреннĕ. «Пĕррехинче «мудреный шов» текеннине алла илтĕмĕр. Ятне кура çăмăлах мар çĕвĕ пулчĕ. «Виçĕ тăваткал çӳлелле те виççĕ сулахаялла…» схемăна вулама хăнăхсан ĕç çăмăллăнах каять-ха тесе шухăшлаттăм. Тахăш самантра Любовь Степановна «ухмах тĕрĕ» терĕ. Хайхи «мудреный шов» чăвашла «ухмах тĕрĕ» пулать иккен. Евгения Жачева тĕрĕç хăйĕн кĕнекинче ăна «çын пĕлми тĕрĕ» тесе палăртнă. Мĕн вĕреннине кăтартмашкăн пĕтĕмлетӳллĕ ĕç хатĕрлеме сĕнчĕç. Мĕн ăсталамалла-ши тесе чылай шухăшларăм. Пĕрле вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсем пирки хавхаланса калаçрĕç. Çĕнĕ çул хыççăн эпĕ те ĕçе пикентĕм. Хĕрĕмĕн пуканисем тĕттĕм кĕтесре ахалех выртатчĕç. Çавсене чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнтартрăм. Чи пĕчĕк пуканене сăпкана вырттартăм. Минтерне, çи виттине тĕрлерĕм. Ĕçе пуçăнсан вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Ирхи тăватă сехетченех йĕпе вылятса лараттăм. Çиччĕре вырăн çинчен сиксе тăраттăм та ĕçе васкаттăм. Ĕçе типтерлĕ тума тăрăшрăм. Любовь Степановна умĕнче пите хĕретмелле пуласран шиклентĕм. Чăваш тĕррин шкулĕнче ирттернĕ вăхăт асăмран тухас çук. «Маттур!» Питĕ илемлĕ пулнă», — терĕ вĕрентекенĕм ĕçĕме хак парса. Ăстасен шайне çитменнине ăнланатăп пулин те Любовь Вазюковăн сăмахĕсем хавхалантарнăччĕ», — çунатланса калаçрĕ Ольга Юрьевна. Шупашкарти 60-мĕш шкулта технологи вĕрентнĕ май ачасене тĕрлеме хăнăхтараççĕ. Пĕлтĕр Ольга Калитова ывăлĕпе пĕрле тĕрлĕ çĕвĕпе тĕрĕсем тунă. Арçын ача çавăн пек чаплă тĕрленине курсан вĕрентекен, паллах, савăннă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Кăнтăр енчи йывăç-тĕм аванах ÿсет

Сад-пахча пушаннă, çаралса юлнă йывăç-тĕм хĕл каçма хатĕрленет. Ӳсен-тăрана шартлама сивĕ, чир-чĕр, кăшлакан чĕр чун сиенлесрен мĕнле асăрханмалла? Кун пирки тĕплĕнрех Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçин çумĕ Олег ИСАЕВ каласа кăтартрĕ.

— Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра кăнтăр енчи йывăç- тĕм аванах ӳсет. Çынсем çĕнĕрен те çĕнĕ сортсене лартма тытăнчĕç. Ăшша килĕштерекен ӳсен-тăран шартлама сивĕре пĕтме пултарать. Çавăнпа ăна асăрхасах тăмалла, сивĕрен хӳтĕлемелле.

Иçĕм çырли. Черченкĕ сортсен тунисем 23-24 градус сивĕре пĕтме пултараççĕ. Иçĕм çырли тĕммин тымарĕ чи малтан сиенленет. Çавăнпа хĕле кĕриччен ăна хӳтĕлеме тăрăшмалла. Кĕркунне ӳсен-тăран çулçине тăксан ытлашши турачĕсене касмалла. Мĕншĕн çанталăк сивĕтсен кăна юрать? Çуркунне иçĕм çырлин тĕмми «йĕрет»: турат каснă çĕртен сĕткенĕ юхса тăрать, ăна вăйсăрлатать. Кĕркунне вара аманнă вырăн хăвăрт типет. Садра иçĕм çырлине тĕрлĕ мелпе çитĕнтереççĕ: шпалертан, беседкăран çакса тата ытти мелпе те. Кану вырăнне шăрăхран хӳтĕлеме, илемлетме сивĕрен хăраман «Изабелла», «Муромец» сортсене лартмалла. Вĕсен ытлашши турачĕсене иртмеççĕ. Чăтăмлă пулнăран хĕле хирĕç хупламасан та юрать. Ытти сорта вара сивĕрен хӳтĕлемеллех. Çак ĕçе мĕнрен пуçăнмалла? Иçĕм çырлин тĕммине ытлашши туратран тасатмалла, çĕр çине агроспан сармалла. Ӳсен-тăрана асăрханса авмалла, материал çине хурса çирĕплетмелле. Эпĕ тунипе турачĕсене пралукран хатĕрленĕ çекĕлпе çĕр çумне пусăрăнтарса хытаратăп. Çанталăк 8-9 градус шăнтичченех çапла выртать. Тек ăшăтмасан ăна çиелтен агроспанпа хупламалла, хĕррипе лайăх çирĕплетмелле. Палăртмалла: тĕрлĕ йышши агроспан пур. Улма-çырла йывăç-тĕмне хӳтĕлеме «60 гр.» тесе палăртни кирлĕ. Ялтăркка енне çиеле туса /кун пек шыв ямасть/ икĕ хутлă хумалла. Каярахпа юр купалама юрать. Турачĕсене хуçасран иçĕм çырли тĕмми çинчи юра таптамалла мар. Ун таврине /20-30 сантиметр аяккарах/ лайăх пусăрăнтармалла. Хытă юр айĕпе шăши культура патне çитеймест, вуллипе турачĕсене кăшлаймасть. Çуркунне юр кайсанах агроспана илмелле. Унсăрăн иçĕм çырлин тĕмми ăшăпа пăчăхать, нӳрĕлет. Кăмпа чирĕсем сарăлма тытăнсан упраса хăварма йывăр. Çавăнпа кĕркунне ăна хупланă хыççăн çанталăк сасартăк ăшăтсан та уçмалла. Çурхи 8-10 градус сивĕ ăна сиенлеймест. Анчах папка тухнă, çĕнĕ хунавсем çитĕнме пуçланă тапхăрта шăнтни амантса хăварать. Сывлăш температури 0 градус пулни те вĕсемшĕн сиенлĕ. Кун хыççăн хунав çимĕç параймасть. Кăçал акă çу уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче 7-8 градус сивĕ тăчĕ. Иçĕм çырли тĕммин маларах тухнă хунавĕсем пĕтнĕрен тухăç палăрмаллах чакрĕ. Кĕтмен пăтăрмахран сыхланма агроспана тĕмĕпе юнашар тытмалла. Сывлăш температури чакма тытăнсанах ăна хупламалла. Пĕтĕмлетсе каласан, иçĕме çырлин тĕммине кĕркунне касмалла, çанталăк лайăх сивĕтсен кăна агроспанпа, каярахпа юрпа хупламалла. Çуркунне юр ирĕлсен тӳрех уçмалла. Нӳрĕре кăмпа чирĕ сарăласран васкаса хупламалла мар.

Черешня, абрикос, алыча, персик... Кăнтăр йывăç-тĕмĕ Чăваш Енре хĕлле хӳтĕлемесен те аван туяççĕ. Çапах вĕсен тымарĕ шăнсан йывăç пĕтет. Хĕле хирĕç вулли тавра торф, çĕрĕк тăпри хумалла. Абрикос. Хĕлле — чечек папки, çуркунне тăм ӳкнĕ вăхăтра чечекĕ сиенленет. Иртнĕ хĕлле шартлама сивĕре чечек папки шăннăран тухăçĕ пулмарĕ. Çуркунне тăм ӳкнĕ вăхăтра садра тĕтĕм йăсăрлантармалла е йывăç айне витрепе вĕри шыв лартмалла. Вулли тавра тислĕк, торф хывсан та аван. Алыча. Çимĕçне илес тесен регионти условисене тивĕçтерекен сортсене суйламалла. Çирĕпписем пур, анчах çурхи сивĕ чечекне пĕтерме пултарать. Персик. Лартсан вăл та çитĕнет-ха. Çапах пирĕн регионта çимĕç панине курман-илтмен темелле. 3-4 çултан та шартлама сивĕре пысăк йывăç та пĕтес хăрушлăх пысăк. Груша. 1980-1990 çулсенче çĕршыври селекционерсем кăларнă грушăн çĕнĕ сорчĕсем Чăваш Енре те анлă сарăлчĕç. Сăмахран, сивве чăтăмлă Яковлев сорчĕсем /«Памяти Яковлева», «Осенняя Яковлева»…/. Çуллахи «Чижовская», «Лада», «Самарскя карсавица»… сортсене сивĕ те хăратмасть. «Сусов», «Просто Мария» текеннисем те республикăра аван хĕл каçаççĕ. Улмуççи. Сад ăстисем улмуççипе груша ытларах çитĕнтереççĕ. Юлашки çулсенче Мускаври, Орелти ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсем çĕнĕрен çĕнĕ сортсем кăлараççĕ. Сад ăстисене регионта лайăх çитĕнекеннисене, сивве чăтăмлисене лартма сĕнесшĕн. Акă «Беркутовский» сортăн çимĕçĕ хĕрлĕ, пысăк. Çурчченех лайăх упранать, тути чакмасть. Хам та ăна садра темиçе çул çитĕнтеретĕп. Хальччен те шăннине асăрхаман. Çулсерен пысăк тухăçпа савăнтарать вăл. «Хани Крисп», «Память Мичурина», «Орловский синап», «Орловский полосатый», «Кандиль Орловский», «Орлик», «Северный синап», «Коричное новое», «Вербное», «Белорусское сладкое»... сада пуянлатма пулăшаççĕ. Мана «Лоба» уйрăмах килĕшет: шăнмасть, ытти сорта шăркаланма пулăшать. Лайăх енĕ нумай унăн, çав хушăрах çитменлĕхĕ те пур. Ăна çимĕç шатри час-часах ерет. Вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнсан, сиплесен ку амакран хăпма май пур.

Юлашки вăхăтра сад ăстисем пĕр вулăран çитĕнекен улмуççи /колоновидный/ лартма тытăнчĕç. Тухăç илес тесен ăна вăрăран çитĕнни çине сыпмалла. Çак ĕçе йĕркеллĕ пĕлмесен ку сортпа усă курма тăхтамалла. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.