Комментировать

23 Ноя, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 46 (6496) № 23.11.2023

Пĕрремĕш тортне хунямăшĕ пысăк хак панă

Йĕпреç тăрăхĕнчи Шăрттан ялĕнче пурăнакан Ирина Шумихина ача чухнех тухтăр пулма шутланă. Анчах ку ĕмĕте пурнăçланма пÿрмен. Вăл Хусанта вĕренсе нутрициолог профессине илнĕ. Халĕ Ирина сывлăха сиен кÿмен тутлă торт, зефир, пĕремĕк, çăкăр пĕçерет.

Интернетра рецептсемпе паллашнă

Халĕ усăллă апатлану çинчен питĕ нумай çыраççĕ, калаççĕ, кăтартаççĕ. Анчах хăвăн куçупа курнине, хăлхупа илтнине нимĕн те çитмест. Чăваш Енре çак енĕпе ĕçлекен сахал. Ирина Шумихина /хĕр чухнехи хушамачĕ Антонова/ нутрициологипе интернетра паллашнă. Ирина ӳснĕ вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çынсем тĕрĕс апатлану çинчен ытлах шухăшламан. Ун чухне лавккара тутлă çимĕçсем туянма май сахалрах пулнă. Ытларах килте пĕçернĕ. Ирина амăшĕпе халва, пĕремĕк пĕçернине, пĕрремĕш хутчен торт тунине лайăх астăвать. 9-мĕш класс пĕтерсен Ирина Вăрнарти 29-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ. Специальноç илсен пурнăçне суту-илӳпе çыхăнтарнă. Малтан — апат-çимĕç, каярахпа промышленноç таварĕсене сутнă çĕрте ĕçленĕ. Юлашкинчен ылтăн сутакан лавккара вăй хунă. Кунта çичĕ çул ĕçленĕ вăл. Шăпах çавăнта клиентсем çук чухне Ирина интернетра тĕрĕс апатлану торчĕсен рецепчĕсемпе паллашнă. Ун пеккине хăйĕн те пĕçерсе пăхас килнĕ. Унăн пĕрремĕш тортне килтисем пысăк хак панă. «Ытларах хуняма манăн ĕçе хаклани хăпартлантарчĕ. Çавăн хыççăн çывăх çынсем, тăвансем валли тĕрĕс апатлану тортне хатĕрлеме тытăнтăм. Çакнашкал çимĕç аллергипе аптăракансене те, диабетпа чирлекенсене те каять. Çапла пуçланса кайрĕ ку енĕпе аппаланасси», — ĕçе мĕнле тытăннипе паллаштарчĕ Ирина. Çав вăхăт тĕлне ашшĕ Виталий Никифорович чирлесе вырăнпах выртнă. Амăшĕ Вера Федоровна 15 çул каяллах чĕре чирне пула çĕре кĕнĕ. Вăл чĕрен искусственнăй клапанĕпе темиçе çул пурăннă. Ашшĕне пăхмалла тесе Ирина ĕçне пăрахнă, торт пĕçерессипе аппаланма тытăннă. Çавăн чухнех ĕç биржине кайса учета тăнă. Çапла пĕлнĕ те Ирина соцконтракт çинчен. Вăл юлташĕсем хавхалантарнипе бизнес-план çырса ăна хӳтĕленĕ. Патшалăх уйăрса панă укçапа сивĕтекен камерăсем, пысăк блендер, миксер, принтер туяннă. Ку кăна мар, патшалăх ăна малалла вĕренме 30 пин тенкĕ панă. Ку укçапа Ирина Екатеринбургри зефир пĕçерме вĕрентекен онлайн-курсра ăс пухнă. Унтан хăйĕн ĕçне пуçăннă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Халăхпа пĕрле чиркӳ çĕкленĕ

Куславкка округĕнчи Кармалта пурăнакан Смирновсем пуçарнипе ялта чиркӳ çĕкленĕ. «Паллах, ку ĕçе иккĕн те, çемьепе те тăваймăн. Турă Амăшĕ пулăшнипе вырăнти халăхпа пĕрле сăваплă çурта турăмăр», — теççĕ Анатолий Витальевичпа Зинаида Сергеевна.

Анатолий Смирнов Кармалта çуралса ӳснĕ. Вăл — аслă пĕлӳллĕ инженер-электрик. Мускаври политехника институтĕнче вĕреннĕ. Çемье çавăрсан Смирновсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă. 1986 çулта Тюмень облаçне тухса кайнă, унта 9 çул пурăннă хыççăн тăван ене каялла таврăннă. Шăпах çав çул вĕсем тăван ялта çĕнĕ çурт тума пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче кил хуçи, ку хутĕнче пĕчченех, каллех Çĕпĕре çул тытнă. Вăл Ханты-Манси округĕнче нефть кăларакан предприятисенче 11 çул тăрăшнă. Çак тăрăхра пĕтĕмпе 20 çул вăй хунă. «Пĕрмай çул çӳресе ывăнтарать, çемьерен уйрăм пурăнас килмест. Çĕпĕрти шартлама сивве чăтма та çăмăлах мар: 62 градус таран сивĕ тăратчĕ. 55 çул тултарса пенсие тухсан унта çӳреме пăрахрăм», — терĕ Анатолий Витальевич. Зинаида Сергеевна, Канаш тăрăхĕнче ӳснĕскер, çыхăну станцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шăпах Çĕпĕрте ĕçлеме пăрахса Кармала куçса килсен ял шăпи пирки шухăша кайнă Смирновсем. Чиркӳ пулнă çĕрте çĕкленĕ кивĕ лавкка яла сăнсăрлатнă. Ку Смирновсене те пăшăрхантарнă. «Çак вырăна тирпейлесе хĕрес те пулин лартасчĕ, часавай тусан тата лайăхрах тесе шутларăмăр. Турă Амăшĕ пилленипех пулĕ чиркӳ тăвас шухăш çуралчĕ», — малалла калаçрĕç Смирновсем. Вырăнти халăх та вĕсен пуçарăвне ырласа йышăннă. 2011 çулта Анатолий Витальевичпа Зинаида Сергеевна çак ыйтупа Варнава митрополит патне кайнă. «Вăл пире çак ĕçе тума пиллерĕ. Прихутăн уставне хатĕрлерĕмĕр, документсем пуçтарма тытăнтăмăр. Шупашкарти пĕр фирмăра пулас чиркĕвĕн проектне тутартăмăр. Сăваплă çурта ĕлĕкхи вырăнтах лартма шухăшларăмăр. Никĕсне чавнă чухне кивĕ чулсем тухрĕç. Алтарь вырăнне тупсан Иоанн атте патне шăнкăравларăм, вăл унта хĕрес лартма хушрĕ. Çĕрĕпе хĕрес ăсталарăм, ирхине Турă Амăшĕн акафистне вуласа çаврăнтăмăр. Ĕлĕк пирĕн прихута 11 ял кĕнĕ. Кашни ялта укçа пуçтарчĕç, вырăнти предпринимательсем те нумай пулăшрĕç. Чиркĕве çĕклес ĕçре тĕрлĕ ялти платниксем тăрăшрĕç. Хамăр ялти ăста строитель Юрий Овчинников самай вăй хучĕ. Ĕçе нимелле пурнăçларăмăр. Субботниксене 90 яхăн çын хутшăнатчĕ. Пурте хавхаланса ĕçлерĕç», — каласа кăтартрĕ Кармалти прихут председателĕ Анатолий Смирнов. Чиркӳ строительстви пилĕк çула тăсăлнă, ăна 2016 çулта хута янă. Пĕрремĕш кĕлĕ Турă Амăшĕн çуралнă кунĕнче иртнĕ. Куславкка районĕн благочиннăйĕ Иоанн атте строительство вăхăтĕнчех кĕлĕсем тунă. Ун чухне те ял-йыш пухăннă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Чĕкеç» фестиваль халăхсен туслăхне вăйлатĕ

«Чăваш сценин чи çутă çăлтăрĕ. Чăваш театрĕн легенди. Пирĕн Чĕкеç…» — çапларах хаклаççĕ ăна куракансемпе пĕр театрта вылянă ĕçтешĕсем. Сăмахăм СССР халăх артисчĕ, Раççей наци театрĕн «Ылтăн маска» премийĕн лауреачĕ Вера Кузьмина çинчен. Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак ятпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Сцена çинче 74 çул тĕрлĕ сăнар ăста калăпланă артистăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне аса илме пухăннисен йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулчĕ. «Вера Кузьмина — СССР халăх артисчĕн сумлă ятне тивĕçнĕ чăваш хĕрарăмĕ. Вăл наци театрĕн, пĕтĕмĕшле культурин аталанăвĕнче нихăçан çухалми йĕр хăварнă. Унăн ячĕ кашни чăвашăн чĕринче упранать. Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен ăна халалланă пĕрремĕш «Чĕкеç» фестиваль пуçланать. Унта хутшăнма кăмăл тунă, пирĕн пата килмешкĕн вăхăт тупнă тĕрлĕ наци театрне чунтан тав тăватăп. Асăннă фестиваль Раççейри мĕн пур халăха, тĕрлĕ çĕршыва туслăхпа çирĕплетме ырă витĕм кӳрессе, Вера Кузьмина çăлтăрĕ вара тата вăйлăрах çуталасса шансах тăратăп», — пултарулăх каçне çакăн пек сăмахсемпе уçрĕ Олег Алексеевич. Вера Кузьмина 1941 çулта ГИТИСа вĕренме кĕнĕ. Нумаях та вĕренсе ĕлкĕреймен — тăшман çарĕ Мускав патнелле çывхарнă. Студентсене Смоленск тăрăхне хӳтĕлев чиккисем чавма янă. Чи йывăр тапхăр иртсен ГИТИС алăкĕ çĕнĕрен уçăлнă. Тăвай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чăваш хĕрĕ Верук та вĕренĕве пăрахман. Чăн та, хушăран, снаряд сирпĕннĕ вăхăтра, хӳтĕленме путвала анса ларни те пулнă. Кун çинчен вăл хăйне халалланă видеофильмсенче каласа парать. 1943 çулта ГИТИС студенчĕ пулас мăшăрĕпе Петĕр Хусанкайпа паллашнă. Пултарулăх каçĕнче Вера Кузьминан çемье альбомĕнчи мăшăрĕпе пурăннă телейлĕ самантсене çутатакан чылай сăн ӳкерчĕке курма май килчĕ. Пултарулăх тандемĕ куçкĕрет витĕмлĕ. «Хусанкайпа юнашар иртнĕ çулсем маншăн — чи хаклă та телейлĕ çулсем. Вăл мана çутă çăлтăр пек ăшăтса тăрать, эпĕ утас çула çутатать», — тенĕ Вера Кузьминична. Чăваш драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев — Вера Кузьмина тĕп сăнарсенче вылянă нумай спектаклĕн тĕп режиссерĕ. Вăл юратнă артисткăн пултарулăхĕ вышкайсăр пысăккине палăртрĕ. Арçын режиссер асăрхама пултарайман енсене курма-туйма пултарни çинчен каларĕ. Чăн-чăн ăста кăна тĕрлĕ жанрлă спектакльте пĕр пекех вăйлă сăнарсем калăплама пултарнине те палăртрĕ Валерий Николаевич. Куракан Валерий Яковлев сăмахĕсен тĕрĕслĕхне хăш-пĕр спектакль сыпăкĕсене экран çинче пăхнă май ĕненчĕ. «Юнлă туй» постановкăри Амăшĕ, «Кай, кай Ивана» спектакльти Кĕтерук, «Çатан карта çинчи хура хăмла çырлинчи» Амăшĕ… Тĕрлĕ сăнара чуна витермелле вылять вăл. Борис Чиндыков драматург Вера Кузьмина валли ятарласа «Хура Чĕкеç» моноспектакль хайланă. Иван Иванов режиссерпа пĕрле хатĕрленĕ ĕç Стамбулти Пĕтĕм тĕнчери театр фестивалĕнче сумлă хаклава тивĕçнĕ. Çак моноспектакль çинчен илтнисемшĕн Вера Кузьмина ячĕпе пуçарнă фестиваль мĕншĕн «Чĕкеç» ят илни, паллах, уçăмлă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Йăла-йĕркене халалланă проект сумлă гранта тивĕçнĕ

«Нумай чухне эпир пурнăçа аслисенчен, ваттисенчен тĕслĕх илсе йĕркелетпĕр. Вĕсен ырă ĕçĕсене курса вĕсем пек пулма тăрăшатпăр. Маншăн тĕслĕх вырăнĕнче аттепе анне, асанне тата шкулти вĕрентекенсем пулнă. Ачаранах ӳссен учитель пулатăп тесе шухăшланă», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Çĕпрел тăрăхĕнчи Тутарстанри Чăваш Паснапуç ялĕнче пурăнакан Галина Кудряшова.

Сарай пек çуртра

Галина Васильевна, 1971 çулта Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче Василипе Тамара Черновсен çемйинче çуралнăскер, ачалăхĕ телейлĕ иртни çинчен хăпартланса каласа пачĕ. «Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Эпир килте ытларах асаннепе юлаттăмăр. Манăн пĕртăвансем — аппа тата шăллăм. Аппапа иксĕмĕре асанне пĕчĕкренех пир те тĕртме вĕрентетчĕ, тĕрĕ те тĕрлеттеретчĕ. Анне те алă ĕçне çав тери ăстаччĕ, кашни каçах тĕрĕ умне ларатчĕ. Пĕр чикĕм те пулин тумасăр çывăрма выртмастчĕ. Пирĕн çурт стенисем çинче лапкăшĕпех тĕрĕччĕ. Асаннене пире астумалла пулнăран ĕçе ир пăрахнă. Вăл пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен теме те пулать. Апат пĕçерме те асанне Евкенех вĕрентнĕ. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра пирĕн «продленка» пурччĕ. Уроксем хыççăн килти ĕçсене тăваттăмăр унта. Киле килсен пушă вăхăт чылайччĕ. Хĕллехи кун асанне кил картине юртан тасаттаратчĕ. Урамра та чупса ĕлкĕреттĕмĕр. Пăрланса кайнă алсишсене асанне кăмака çумне хурса типĕтни нихăçан та асран тухмасть. Çуллахи вăхăтра пĕвере чăмпăлтататтăмăр. Пĕррехинче ачасемпе плотина урлă ишсе каçассипе ăмăртрăмăр. Манăн вăй çитмерĕ курăнать. Шыва путма пуçланăскере юлташсем туртса кăларчĕç», — ачалăхне аса илет Галина Кудряшова. Шăмалак вăтам шкулĕнче ĕç¬ ленĕ учительсенчен нумайăшне ырăпа аса илет вăл. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Полина Львовăна уйрăмах тав тăвать. Вăл пулăшнипе нумай ача тăван чĕлхене юратнă, ун çулĕпе кайнă. Галина та, ачаран учитель пулас ĕмĕтпе ӳснĕскер, Шăмалакра 8 класс пĕтернĕ хыççăн Теччĕри педагогика училищине пуçламăш класри ачасен вĕрентекенĕ пулмашкăн пĕлӳ илме çул тытнă. Вĕренсе тухсан хĕре Çĕпрел районĕнчи Паснапуç шкулне ĕçлеме янă. Çавăнтан пуçласа çак ялтах пурăнать Галина Васильевна. 34-мĕш çул такăрлатать вăл пĕр сукмака. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе икĕ аслă пĕлӳ илнĕ. Малтан — кĕçĕн классен вĕрентекенĕн, унтан историпе юриспруденци факультетĕнче историпе право предмечĕсемпе пĕлӳ паракан учитель дипломĕсене тивĕçнĕ. «Паснапуçне пуçласа килнине нихçан та манса каймастăп. Юлташ хĕрпе Ольга Михайловăпа /вăл та Елчĕк районĕн хĕрĕ/ иксĕмĕре шкул директорĕ ронона машинăпа илме пынăччĕ. Райцентрпа ял хушши 12 çухрăм çеç, анчах пирĕншĕн çав тери инçе кайнă пек туйăннă. Яла кĕме йĕркеллĕ çул та çукчĕ. Çитменнине çумăр çуса кайнăччĕ. Çуртсем ытла та тĕксĕммĕн курăнатчĕç. Машина пĕр çурт тĕлне илсе çитерчĕ. Директор вутă сарайне аса илтерекен çуртра кĕçĕн классенчи ачисем вĕреннине каласан чутах чĕре тапма чарăнатчĕ. Ольгăпа иксĕмĕре шкултан инçех те мар пурăнакан пĕччен хĕрарăм Маша акка патне вырнаçтарчĕç. Çуртне вутăпа, кăмрăкпа хутатчĕ. Учительсене çулталăкра пĕр машина кăмрăк тӳлевсĕр паратчĕç. Çавă пулăшуччĕ Маша аккашăн. Халĕ пирĕн яла паллама та çук. Кермен пек шкул çурчĕ таçтанах курăнса ларать, кашни урама асфальт сарнă. Юлташ хĕрĕпе, Ольга Петровнăпа /халĕ вăл Мартынова/, иксĕмĕр те çак ялтах юлтăмăр», — иртнине аса илсе хальхипе танлаштарчĕ Галина Кудряшова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Унăн çĕр çинчи миссийĕ тата пысăкрах пулчĕ»

Игнатий [Сергей Суранов] атте пирки Чăваш наци радиовĕпе «Пачăшкă сăмахĕ» кăларăма итлесе пĕлнĕччĕ. Анчах чăвашла таса та лăпкă калаçакан священникпе ниепле те тĕл пулма май килменччĕ. Вăл 2005 çултанпа Шупашкарти Виçĕ Ипостаçлă Турă ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕнче пурăнни, çав вăхăтрах мăнастирĕн Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă хуçалăхне ертсе пыни, унти чиркӳре ĕçлени çинчен пĕлтĕм. Каярахпа Игнатий атте «Пачăшкă сăмахĕ» кăларăма хутшăнма пăрахрĕ. Унтан çĕнĕ хыпар пĕлтĕм. Ăна Шупашкар епархийĕн викарине суйланă иккен [викарий — епископа пулăшаканĕ, çумĕ].

Лайăх журналист

Игнатий аттепе 2022 çулта Череповец хулинче паллашма тӳр килчĕ. Чăваш Енри паломниксен ушкăнĕ Вологда облаçне каясси çинчен пĕлсен пĕр шухăшламасăр вĕсемпе çула тухрăм. Сăлтавĕ те пурччĕ. 2020 çултанпа Череповец епархине Игнатий владыка ертсе пынине пĕлеттĕм. Çулĕ çывăх мар, 18 сехет кайрăмăр. Анчах владыка пире хăй кĕтсе илни, ăш пиллĕн чăвашла калаçни çул çинче ывăннине те мантарчĕç. Игнатий атте пирĕнпе икĕ кун çӳрерĕ, Череповец тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсемпе паллаштарчĕ, ятарласа ентешĕсемшĕн архиерей кĕллине ирттерчĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче чĕнӳсене чăвашла калани нумайăшне хумхантарчĕ, куççуль те кăларттарчĕ. Çавăн хыççăн вулакансене унпа çывăхрах паллаштарас шухăш çуралчĕ те. Анчах кашни пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ. Ачалăхри тусĕсем ăна Сергей ятпа пĕлеççĕ. Вăл Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче Марийăпа Василий Сурановсен çемйинче çуралнă. Килте икĕ ывăл çитĕннĕ. Тетĕшĕ Анатолий паянхи кун та тăван ялĕнче пурăнать. Икĕ ывăл ашшĕпе амăшĕнчен ытла та ир тăлăха юлнă. Амăшĕ Сергей 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне чирлесе çĕре кĕнĕ, каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче 3-мĕш курсра ăс пухнă чухне вара ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. Игнатий владыкăпа пĕр класра тата курсра вĕреннисемпе калаçма та май килчĕ. «Унран питĕ чаплă журналист пуласса шансах тăраттăмăр. Эпир унпа пĕр районта çуралса ӳснĕ, журналистика факультетне пĕрлех вĕренме кĕнĕ. 3-4-мĕш курссем хыççăн иксĕмĕр те «Хресчен сасси» хаçатра практика тухрăмăр. Вăл питĕ лайăх çырать, статйисем çăмăллăн вуланаççĕ. Диплом илсенех ăна хаçатра ĕçлеме кĕтетчĕç. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне Сергея чиркӳре ытларах курма тытăнтăмăр. Аслă шкул пĕтерсен Патăрьел районĕнчи Алманчăри чиркӳре ĕçлет тенине илтнĕччĕ. Каярахпа вăл Шупашкарти мăнастирте Игнатий иеромонах пулнине пĕлтĕмĕр. Пурпĕрех «Хресчен сасси» хаçатра унăн статйисене вулаттăмăр. Кайран икĕ кĕнеке кăларчĕ. «Пурнăç улшăнать» кĕнекинчи очеркĕсем притчăсем пек вуланаççĕ. Пĕрле вĕреннисен тĕлпулăвне чĕнсен яланах килет. Пире яланах туслă пурăнмалли, йывăрлăхра алă памалли çинчен асăрхаттарать», — терĕ унпа пĕрле вĕреннĕ ентешĕ Людмила Филиппова. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Елизавета Александрова та ăна ырăпа аса илчĕ: «Сергейăн пултарулăх çынни пулмаллаччĕ. Анчах Турă хăйĕн çыннисене суйласа илет теççĕ. Шкулта лайăх вĕренчĕ. Тарăн шухăшлă сочиненисем çыратчĕ. Кĕнекесене тишкерсе вулатчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пьесăсем те çыратчĕ. Икĕ пьесине драматургсене кăтартнă хыççăн вĕсене шкул тата клуб сцени çине кăларчĕç. Тĕп рольсене Сергей хăй вылярĕ. Сăвăсене пăхмасăр питĕ лайăх калатчĕ. Çеçпĕл Мишши çырнисене тĕлĕнмелле аван вулатчĕ. Хăй те сăвăсем хайлатчĕ, халĕ те çырнине пĕлетĕп. Вăл ярса панă сăвăсене паянхи кун та типтерлĕ упратăп. Питĕ тĕрĕс çын вăл. Мĕн ачаран нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, чăлха-нуски çыхма та, апат пĕçерме те пултарнă. Хам хыççăн чăваш чĕлхине вĕрентме Сергей юлатех тесе шутласа пурăнтăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Шăллĕсен кĕпе-йĕмне çăвассишĕн чӳречерен тухнă

Анне… Çак сăмаха илтме пӳрнĕ кашни хĕрарăм хăйĕн шăпине тав тăвать. Йăх тăсас, этемлĕх йышне тытса тăрас мисси хĕрарăма пуринчен ытла пырса тивет. Çавăнпа хĕр-упраç ачаранах туслă çемье çавăрасси, ывăл-хĕр ӳстересси çинчен шухăшлать. Шăмăршă округĕнчи Ярăслав ялĕнче пурăнакан Кузнецовсен çемйинче 7 ача çитĕнет. «Кашни хăйне май, анчах маншăн пурте чуна çывăх», — палăртать телейлĕ амăшĕ Лариса Петровна.

Шухă хĕрача

Элĕк районĕнчи Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнче пурăнакан Игнатьевсен 5 ачаллă çемйинче çут тĕнчене килнĕ Лариса. Çемьери «пĕрремĕш кайăк» пулнăран йăмăкĕсемпе шăллĕсене асăрхасси ун çине тиеннĕ. «Анне Любовь Васильевна сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçлетчĕ, атте Петр Леонтьевич — трактористра. Вĕсем килте нумай тăраймастчĕç, çавăнпа пирĕн килти ĕçсене пурнăçлама та, кĕçĕннисене пăхма та тиветчĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне аванах шухă хĕрача пулнăран анне хăй кайнă чухне пӳрте питĕрсе хăваратчĕ. Маншăн вара ку чăрмав шутланман. Шăллăмсене пăхаканскер, астăватăп-ха, пĕррехинче чӳречерен тухса вĕсен кĕпе-йĕмне çумашкăн пĕве хĕррине таплаттартăм. Йĕпетнĕ тумпа çӳретес темен кăна мар, анне мĕнле çунине курнăскерĕн япаласене таса мар вырттарас килмен-ши? Хам та 5-6 çулта кăна пулнă-çке-ха», — пулнииртнине кула-кулах аса илет йышлă çемьере кил ăшшине упраканскер. Ача чухнехи тапхăр питех те кăмăллă, çутă, тĕрлĕ пулăмпа тулли кунсем пек çырăнса юлнă хĕрарăмăн асĕнче. Çуркунне çĕр типнĕ-типмен çаран çине выляма тухнине, хĕллехи уйăхсенче юр тумтир çумне çыпăçса пăрланса ларнине, тăвайкки çуна-йĕлтĕр йĕрĕпе «эрешленнине» епле манăн-ха? Пĕве кĕрсе пынăçемĕн клуба тухнине тата?.. «Пирĕн атте çамрăклах купăс калама юрататчĕ. Ялти культура çуртĕнче йĕркеленĕ «Шуçăм» ансамбле те çӳретчĕ вăл. Тĕрлĕ инструментпа кĕвĕ кăларма хăнăхса пычĕ. Параппан та çапатчĕ. Эпир, ачисем, аттерен кунашкал пултарулăха илмен. Хăнасем пирĕн пата килсен нихăçан та кичемленсе лармастчĕç, юрра-ташша килтех курса ӳснĕ эпир çапла», — тăван халăх культури, авалтан пыракан йăла-йĕрке чунне çывăх пулнине палăртать Лариса Петровна. 10 çулта шăпа ăна Шупашкар районĕнчи Иккасси ялне илсе çитернĕ. Çак ялта вăтам шкул пĕтернĕ Игнатьевсен аслă хĕрĕ. Алла аттестат илсен Шупашкарти 23-мĕш училищĕре воспитатель пулăшуçине вĕреннĕ вăл. Çакăн хыççăн Кӳкеçри «Ягодка» ача садĕнче ĕçлеме тытăннă. Ача-пăчана юратас, вĕсен кăмăл-туйăмне сăмахпа каламасăрах ăнланас туртăм çавăн чухне аталанма пуçланă та. Çамрăкскерĕн тирпейлĕхне, уçă кăмăлне ĕçтешĕсем те асăрхаса хакланă. Çак паха енсем Ларисăна пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатмалли çынна тĕл пулмашкăн пулăшнă. «Воспитательсенчен пĕринпе Роза Петровнăпа пĕрле çӳреттĕмĕр садике. Çул çинче калаçмалăх та вăхăт пурччĕ. Çапла чуна уçса пуплеме те пуçларăмăр. Пĕррехинче вăл Шăмăршă тăрăхĕнче хăйĕн пĕртăванĕн ывăлĕ пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. Çурма тăлăх, çывăх çыннисен хӳтлĕхне туйса курайман-мĕн, кукашшĕпе тата кукамăшĕпе пĕрле пурăнать иккен. «Алеша юлташĕсемпе пĕрле кĕçех пирĕн пата пура пуралама килмелле. Ĕçлекенсем валли апат пĕçерме сана чĕнес кăмăл пур. Пулăшма килĕшетĕн-и?» — ыйтрĕ хайхискер. Паллах, ĕçтешĕме хирĕçлемерĕм. Тепĕр тесен вăл каласа, сăн ӳкерчĕк çинче тĕллесе кăтартнă каччă пурнăçра мĕнлереххине курас кăмăл та çуралчĕ. Виççĕн килнĕччĕ вĕсем. Турилккепе апат лартса панă чухне: «Алеша хăшĕ-ши?» — тесе шухăшларăм. Чăн та, çавăн чухне паллашнă хыççăн яш мана тимлĕхрен вĕçертмерĕ. Çыру çыратчĕ, пралуклă телефонпа калаçу саккас паратчĕ. Çапла 2000 çулхи çуркунне çывăх туслашрăмăр», — çемье историйĕ каччăпа хĕр пĕр-пĕрне килĕштернинчен пуçланнине çирĕплетрĕ Лариса Кузнецова. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.