Комментировать

7 Окт, 2014

97-мĕшĕ асра юлĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче черетлĕ 97-мĕш сезон Ф.Павловăн «Ялта» драми тăрăх Валерий Яковлев лартнă спектакльпе уçăлчĕ.

Театр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Владимиров çĕнĕ сезонри премьерăсем пирки каларĕ. Çитес кунсенчех сцена çине Сергей Найденовăн «Ашшĕн ачисем» тухĕ, ун хыççăн - Виктор Ляпинăн, Марина Карягинăн, Анна Богачевăн, ыттисен произведенийĕсемпе лартнă ĕçсем.

Куравçăсемшĕн асра юлмалли самантсен шутĕнче - юпа уйăхĕн 23-30-мĕшĕсенче иртекен фестиваль. Ăна театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Фестивальте - паллă режиссер тĕрлĕ çулта лартнă çак спектакльсем: «Праски кинеми мăнукне авлантарать» /А.Чебанов/, «Ялта» /Ф.Павлов/, «Укçа чул кастарать» /А.Пăртта/, «Вĕçсе иртеççĕ кайăксем» /А.Тарасов, О.Туркай/, «Хурлăхлă хурама сасси» /Д.Гордеев, Г.Кириллов/, «Албена юратăвĕ» /Й.Йовков/, «Мунча кунĕ» /А.Тарасов/.

Н.СМИРНОВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.