Ял ыйха путсан та канăç мĕнне пĕлмеççĕ
Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пушар сӳнтерме хутшăнакансен йышĕнче чи лайăх ыркăмăллăхçăсене палăртнă. Пушарнăйсен 2 пин ытла команди, 3 пин волонтер хутшăннă унта. Татьяна Шлифанова муниципалитет, регион, федераци округĕн тапхăрĕсенчи ăмăртусем витĕр ăнăçлă тухса çĕршывра виççĕмĕш вырăна йышăннă. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутарта пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекенскер çынсене пулăшмах çуралнă тейĕн.
Пуканесене укол тунă
Татьяна Владиславовна Вăрнар районĕнчи Пăртасра кун çути курнă. Ялти шкулта вăтам пĕлӳ илсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ вăл. «Анне каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ пĕчĕк чухнех пуканесене укол тунă. Шкул ӳсĕмĕнче вара пулас професси çинчен тĕплĕнрех шухăшланă май çынсемшĕн усăллă ĕç тăвасчĕ теттĕм. Атте чукун çул çинче ĕçлетчĕ, анне поварччĕ. Эпĕ вара хама урăхларах çĕрте кураттăм. Çапла шăпана медицинăпа çыхăнтарас терĕм», — хăй çинчен каласа кăтартма пуçларĕ медсестра.
2002 çулта çамрăк специалист Çĕмĕрле районĕн тĕп больницин хирурги уйрăмĕнче ĕçе пуçăннă. Çынсем ку уйрăма мĕнле кăна суран аптăратнипе çитмеççĕ-ши? Хăшĕ-пĕрин чирĕ шалах каять. Медсестран пуринпе те лăпкăн калаçмалла. Хăш-пĕр пациент питĕ пăшăрханать-çке, ун пеккисем валли кăмăла çĕклекен сăмахсем те тупмалла. Татьяна Вороновăн /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ырă сунăмĕ сахал мар пациента чирпе çине тăрса кĕрешме пулăшнă.
Çĕмĕрле тăрăхĕнче ĕçлеме тытăннă тапхăр Татьянăшăн пулас мăшăрĕпе Александрпа паллашнипе те асра юлнă. Илемлĕ те яштака каччă автосервисра ĕçленĕ. Машинăсем юсама çав тери ăста йĕкĕтпе икĕ çул туслă хутшăннă хыççăн хĕр унпа пĕрлешме хирĕç маррине пĕлтернĕ.
«Машина тенĕрен, мĕн ачаран хам та руль умĕнче çӳреме юрататăп. Иккĕмĕш сыпăкри пичче хăнана килетчĕ те, унран машинăпа ярăнса пăхмашкăн ирĕк ыйтаттăм. Мотоциклпа вĕçтерсе çӳреме те килĕшетчĕ. Хăйне евĕр экстрим пулнă ку маншăн. 2006 çултанпа çăмăл машина рулĕ умне ларатăп. Хамăрăн участокри пациент патне-и е Çĕмĕрлене ĕçпе çитмелле-и — хамăн «урхамахпа» çула тухатăп», — техникăна чунран юратнине палăртрĕ Татьяна.
Паллах, машина таврашне тем пек юратсан та вăл транспорта юсас енĕпе мăшăрĕпе Александр Шлифановпа танлашаймасть. Çапах упăшкипе арăмне çыхăнтаракан туртăм пур. Шлифановсем — хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсен ушкăнĕн хастарĕсем. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутар ялĕнче çав командăна вĕсем хăйсемех йĕркелесе янă.
«Эпир пĕрлешсенех Çĕмĕрлере пурăнтăмăр. Кайран мăшăр автомобильсем юсама кирлĕ пулĕ тесе Хутарта гараж туянчĕ. Кăшт вăхăт иртсен «Çамрăк çемье» патшалăх программипе усă курса çак ялтах çурт туянтăмăр. Ăна юсаса çĕнетрĕмĕр, халĕ унта пурăнатпăр. Мăшăрăм ку ялти чиркӳ пачăшкипе Алексей аттепе /Чумерин/ тахçантанпах туслă. Пĕррехинче вĕсем ял пурнăçĕ, унăн малашлăхĕ çинчен калаçса кайнă. Алексей атте таврари ялсенче пушар час-часах тухни, çакă халăха пысăк инкек кӳни çинчен каланă. Çавăн чухне вĕсем Хутарта тата ун çывăхĕнче пурăнакансенчен пушарпа кĕрешекен ыркăмăллăхçăсен командине йĕркелесси çинчен калаçса татăлнă. Часах кивĕ пушар машини илсе килчĕç. Ăна мăшăр юсарĕ. Техникăна лартмалли, çынсем пухăнмалли, шăнкăравсем йышăнмалли вырăн эпир туяннă гараж пулса тăчĕ. Çапла 2013 çултанпа пирĕн ялта ятарлă ушкăн пур», — калаçу тăсăлчĕ Татьяна Владиславовнăпа.
Çулталăк пуçланнăранпа — 270 рейд
Ыркăмăллăхçăсем профессионал пушарнăйсемпе танах вут-çулăмпа кĕрешеççĕ, тĕтĕм ярса илнĕ вырăнта çынсене шыраççĕ. Паллах, халăхпа пушартан сыхланмалли мерăсем пирки те калаçаççĕ. Ачасен вут-çулăм çынсене мĕн тери пысăк сиен, инкек кӳме пултарни çинчен садик ӳсĕмĕнчех пĕлмелле. Шкулта вĕренекенсемпе те ку темăпа уроксем час-часах иртеççĕ. Унсăр пуçне культура, социаллă учрежденисенче те çынсемпе калаçу йĕркелемелле. Çĕмĕрле тăрăхĕнче кунашкал ĕç-пуçа Шлифановсем тăтăшах хутшăнаççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсем каçхине, çĕрле те профилактика рейчĕсене тухаççĕ. Александр Владимирович, Татьяна Владиславовна тата вĕсемпе пĕр шухăшлă çынсем таврари ялсене çитсе тимлĕн пăхса çаврăнаççĕ. Урăхла калас тăк, ыркăмăллăхçăсем ял ыйха путсан та канмаççĕ.
«Пирĕн çакнашкал утăмсене пурте ăнланмаççĕ те-и тен? Анчах усалли сиксе тухсан вара… Инкек тухнă вырăна хăвăрт çитсе пушара сӳнтерсен, паллах, тав тунине илтме кăмăллă. «Хĕрлĕ автан» ташлама пуçласан ăна чарма питĕ йывăр-çке-ха. Çулăм пĕр çурт е хуралтă çинчен теприн çине те куçма пултарать. Выльăх картинче, мунчара хуралтă таврашĕнче кăна мар, кил-çуртра та пушар тухнă тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Чи малтан çынсене çăлмалла. Тепĕр чухне аманасси те пулать. Унашкаллисене медицина пулăшăвĕ паратăп. Паллах, пушар сӳнтерес ĕçре хăрушлăх пысăк. Çавăнпа ыркăмăллăхçăн çаврăнăçуллă, сисĕмлĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ пулмалла. Сăмах май, «Пушарпа кĕрешекен чи лайăх ыркăмăллăхçă» смотр-конкурсăн тĕрлĕ тапхăрĕнче физкультура енĕпе хăнăху пуррине çирĕплетсе памалла. Кăçал мăшăрпа иксĕмĕр те ГТО нормативĕсене пурнăçларăмăр, ăмăртура мала тухма çакă та пулăшрĕ ахăртнех», — терĕ Татьяна Шлифанова.
Хутарти пушарпа кĕрешекен ыркăмăллăхçăсен ушкăнĕнче — 20-е яхăн çын. Çак йыш Юманай, Якуртушкăнь, Турхан, Тăванкасси тăрăхĕсенчи 25 яла пăхса тăрать.
Ял çыннисен чи пысăк йăнăшĕсене асăнма ыйтсан Татьяна тӳрех типĕ курăка çунтарнине палăртрĕ. Ку питех те хăрушă. Çил вăйлăрах чухне – пушшех те. Çакна хытарсах каларĕ пушарпа çине тăрса кĕрешекен хăюллă хĕрарăм.
«Çулла сывлăш ахаль те вĕри. Çулăм алхаснă чухне вара — чăтма çук вĕри. Пушар сӳнтерекенсем паттăрла ĕç тунă хыççăн кăкăр çапса çӳрессишĕн сывлăхне шеллемесĕр, хăрушлăха пăхмасăр теветкеллĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ тетĕр-и? Ахăртнех, çук. Кун пек çĕрте чун хушни кирлĕ», — Татьяна Шлифанова вут-çулăма сӳнтернĕ чухнехи кăмăл-туйăм çинчен калаçма юратмасть. Апла пулин те унăн экипировки çинче йăлтăртатакан медальсем вĕсене ахальтен паманнине кăтартаççĕ.
Ачисем кăçал кăна 270 ытла профилактика рейдне хутшăннă хастар амăшĕпе тивĕçлипех мăнаçланаççĕ. 17-ри Дарья кăçал Шупашкарти культура колледжĕнче пĕлӳ илме пуçланă. Сцена ăсталăхне ачаран кăмăллать вăл. 7 çулти Кира Хутарти шкулта пĕрремĕш класра вĕренет. Амăшĕ каникулта та пулин унпа вăхăта ытларах ирттерессе тем пекех шаннă та вăл, анчах ырă чунлă Татьяна Владиславовнăна халăха пулăшас туртăмĕ килте лăпкă ларма памасть.
www.hypar.ru Татьяна ШЛИФАНОВА архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.