Хыпар 126-127 (28154-28155) №№ 10.11.2023
Мускавра курав уçăлчĕ
Мускавра Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форум уçăлчĕ. Мероприятин тĕп арт-объекчĕсен шутĕнче çав кун Раççейĕн тĕрленĕ картти пулчĕ.
Курава савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне ВДНХн тĕп алăкĕ умĕнчи мультимедиа экранĕ çинче карттăна кăтартнă. Арт-объект хăй Чăваш Ен экспозицийĕ вырнаçнă 75-мĕш павильонра тăрать. Проекта Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче пурнăçланă. Анлă пир çинче çĕршыври халăхсен культури сăнланнă. РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçи Сергей Кириенко Раççейĕн тĕрленĕ карттине «пысăк пахалăх палли» тесе палăртнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова каласа кăтартнă тăрăх, карттăна хатĕрлеме Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнчи 260 ытла ăста хутшăннă. Субъектсенче тĕрлесе хатĕрленĕ пайсене Чăваш Енре пухнă. Хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрленĕ картти хăйне евĕрлĕ музей экспоначĕ шутланать. «Курава килекен кашни çын Чăваш Республикин павильонĕнче хăй çуралса ӳснĕ тăрăхпа çыхăннă асăнмалăх парне — вăл е ку региона ӳкернĕ открытка — илме пултарать», — пĕлтернĕ Светлана Каликова. Сăмахран, акă Раççейри паллă актер Дмитрий Дюжев, «Бригада» сериалта Космос сăнарне калăпланăскер, «Чăваш Ен — космос» сăмахсене çырнă открыткăна килĕштернĕ. Курав уçăлнă тата Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе форума пухăннисене видеопа çыхăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Мероприятие çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Раççей этнографи музейĕн ертӳçи Юлия Купина, В.Д.Поленов ячĕллĕ Раççей Патшалăх Халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова хутшăннă. «Раççейĕн тĕрленĕ картти те, Чăваш Ен куравра паллаштарнă кĕнеке те — пирĕн çĕршыври халăхсен пĕрлехи шăпине кăтартас, Раççей нацине, кашни халăхăн йăлийĕркине, хаклăхĕсене упраса хăварас тĕллевлĕ проектсем. «Раççей» куравăн тĕп шухăшĕ шăпах çакăнта мар-и-ха?» — тенĕ Юлия Купина. Тамара Пуртова Чăваш Республикин лапамĕнче кашниех чунне çывăххине тупма пултарассине палăртнă: «Курав хăнасене Раççейĕн тĕрлени карттипе, çĕршыври халăхсен йăли-йĕркипе паллашма май парать». Чăваш Республикин экспозицийĕнче тĕп вырăнта «Тухья» арт-об˜ект тăрать. Унта асăнмалăх сăн ӳкерĕнме те, Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсене çитсе курма та пулать. Ятарлă шлем тăхăнсанах куç умне Шупашкар заливĕ, «Амазони» парк, Мăкăр кĕперĕ, «Кайăк вĕçевĕ» лапам тухса тăраççĕ. Çавăн пекех Аслă Вĕрентекенпе Иван Яковлевпа калаçма май пур. Холобокса хатĕрлеме, сăмах май, Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем пысăк тӳпе хывнă. Вĕсем çутта кăларуçăпа çыхăннă тулли информаципе тивĕçтернĕ. Курава килекен çамрăк хăнасемшĕн те Чăваш Ен экспозицийĕ кăсăклă. Вĕсем валли Улăп паттăр пирки 3D-вăйă хатĕрленĕ. Шкул ачисем юмахри сăнарпа пĕрле Шупашкар кремльне курма, чăвашсен çурчĕн чӳречинчен пăхма, Хаяр Иван патша вăхăтĕнче лартнă йывăç тĕрме патне çитме пултараççĕ. Республика, паллах, ВДНХра иртекен куравра чăваш халăхĕн историне тата культурине кăна мар, инвестици тата промышленноç хăватне те кăтартать. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен экспозицине курав уçăлнăранпа виçĕ пине яхăн çын пырса курнă. «Манăн çул çӳревсен кĕнеки» викторинăн сенсор сĕтелĕ патĕнче халăх уйрăмах йышлă пухăнать. Унта хутшăнакансен пилĕк минутра республикăпа çыхăннă 16 ыйтăва хуравламалла. 115-ĕн викторинăна «ăнăçлă» парăнтарнă. Çĕнтерӳçĕсене «Нумай енлĕ Чăваш Ен» тур путевкипе чыслаççĕ. Малтанхи виçĕ путевка «хуçине» чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче палăртаççĕ. Пурĕ викторинăна хутшăнакан 15 çын Чăваш Республикине çитсе курĕ. Чăваш Ен экспозицийĕпе РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Белоусов та паллашнă. «Республикăн çитĕнĕвĕсем, регион хуçалăхĕн тытăмĕ — культура, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, промышленноç тата ытти те — никĕсленнĕ курав программи çинчен каласа кăтартрăмăр», — пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков. Пĕрремĕш вицепремьер экспозицине пысăк хак панă. «Нихăçан та асран тухас çук!» — тенĕ Тула хулинчен килнĕ хăнасем Чăваш Ен лапамĕпе паллашнă хыççăн. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Халĕ çамрăксем те курăк чейне кăмăллаççĕ
Халăхра çирĕпленнĕ суя шухăш майĕпен сĕвĕрĕлет
Вырăс çыравçине Лев Толстоя чей ĕçни пултарулăх çăл куçне тупма пулăшнă, Эмиль Кроткий поэт вара чейе туслăхпа танлаштарнă. «Чейĕн те, туслăхăн та ытлашшипех пылак пулмалла мар. Вĕсен кирлĕ таран хăватлă тата вĕри пулмалла», — тенĕ вăл. Ку шухăшсем Шупашкарта пурăнакан Анна Кузьминашăн та ют мар. Уншăн чей ĕçнĕ самант чăн-чăн киленӳ. Анчах сăмах лавккаран туянса шывпа пĕçермелли хутăшсем пирки пымасть. Анна унашкаллине вуçех ĕçмест. Чейе хăй аллипе пухнă техĕмлĕ ӳсен-тăранран хатĕрлет вăл. Çак ĕçе чунтан юратни кашни куркара палăрать.
Шкул сумкине пăрахса… вăрмана «Ачалăхăм Атăл леш енчи Октябрьски салинче иртрĕ. Унта эпĕ вун пилĕк çула çитиччен пурăнтăм. Атте те, асатте те вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕрен-ши е биологие юратнăран-ши — çут çанталăкпа яланах кăсăкланаттăм. Кăмпа, çырла, тĕрлĕ курăк пуçтарма вăрмана çӳреттĕмĕр: шкултан таврăннă та сумкăсене пăрахса йывăç-курăк ытамне чупнă. Хамăр тĕллĕн çӳреме вуçех шикленмен. Çуркунне хыр папкисене çиеттĕмĕр, хурăн сĕткенне ĕçеттĕмĕр. Тутлăччĕ. Пирĕншĕн вĕсем витамин вырăнне пулнă ĕнтĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк хĕрарăм. Шупашкара пурăнма куçсан Анна дачăра тĕрлĕ курăк çитĕнтерме пуçланă. Вăрмана çӳремешкĕн яланах май тупăнман: экономика енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ, ĕçе вырнаçнă. Сăмах май, профессипе вăл — бухгалтер. Чун киленĕçне вара ăна çут çанталăкра тупма пӳрнĕ. Чей валли тĕрлĕ курăк, улма-çырла туса илесси, пухасси савăнăçпа телей кӳреççĕ. Тĕп ĕç чун киленĕçне аталантарма пачах чăрмантармасть-мĕн. Питомникрен те илеççĕ Чи малтанах Кузьминсен дачинче пĕтнĕк, хĕрлĕхен тата хурлăхан вырăн тупнă. Йăлтах — чей валли. Халĕ 40 тĕрлĕ курăк акса çитĕнтереççĕ. Анчах ку хисеп ӳсен-тăран шучĕ çеç. Унсăр пуçне вĕсен сорчĕ те йышлă. Сăмахран, пĕтнĕкĕн çеç хĕрĕх сорчĕ ӳсет. Хăшне-пĕрне питомникрен илеççĕ, вăрлăхне туянса хăйсемех калчалантарнисем те пур. Аннăна юратнă ĕçре пĕтĕм çемйи пулăшсахавхалантарса тăрать. Çуллахи кунсенче Кузьминсен ыйхи кĕске: ирхи виçĕ сехетрех уя е вăрмана сиплĕ курăк пухма çул тытаççĕ. «Ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ĕçе пуçăнатпăр. Пĕрремĕш папкасемпе çеçкесене пухатпăр. Мана мăшăрпа Юрийпе, хĕрĕм Ангелина пулăшаççĕ, аппан çемйи, анне, хуняма та хастар хутшăнаççĕ. Аппан ачисемшĕн çуллахи каникул вара усăллă иртет, уçă сывлăшпа сывлаççĕ, çут çанталăкпа çывăхрах паллашса ăна юратма вĕренеççĕ. Курăка чылай пухмалла чухне яланах пĕрле çула тухатпăр. Дачăра йывăç-тĕме улми-çырлишĕн мар, ытларах чухне çулçипе чечекĕшĕнех çитĕнтеретпĕр. Тĕслĕхрен, хурлăханăн çеçки чейе илем кӳрет, кунсăр пуçне унăн шăрши питĕ тутлă. Пурăна киле сад лаптăкне пысăклатасшăн», — терĕ курăк ăсти. Анна хатĕрленĕ чейе илемлĕ чейникре пĕçермесĕр май çук. Мĕншĕн тесен вăл техĕмлĕ кăна мар, хитре те. Кашни çулçине, чечекне, çырлине уйăрма пулать-çке. Епле техĕмлĕхсем хатĕрленĕ май илемне çухатмаççĕ, тĕпренмеççĕ-ха? Вăрттăнлăхĕ акă мĕнре иккен: курăка вăхăтра пуçтарса кĕртмелле. Нумайăшне, Анна каласа кăтартнă тăрăх, ир-ирех пухсан аван. Пĕтнĕкпе мелисăна вара кăнтăрла, хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра, татмалла — ун пек чухне вĕсен шăрши витĕмлĕрех пулать. Курăксене Кузьминсем икĕ мелпе хатĕрлеççĕ. Типĕтеççĕ тата ферментаци /курăка сĕткенĕ тухиччен алăпа çăрса сывлăш кĕмен савăта хураççĕ, вăхăт иртсен типĕтеççĕ/ мелĕпе усă кураççĕ. Ферментациленĕ чейсем юлашки вăхăтра уйрăмах анлă сарăлнă. Çак мелпе хатĕрленĕ курăксен, уйрăмах улма-çырла йывăççисен çулçисен, тути те, шăрши те тутлăрах. Анна хатĕрлекен кашни чей расна, хăйне май техĕмлĕ, усăллă, илемлĕ. Пĕри — пĕр тĕрлĕ курăкран, тепри — темиçе йышшинчен, виççĕмĕшĕ вара улма-çырлаллă. Тĕрлĕ техĕмлĕхе хутăштарнă май чей валли çĕнĕ хутăшсем пулса тухаççĕ. Ăна ăста курăкçă хăех чи малтан тутанать. Тепĕр чухне чей кăмăла каймасан хăш-пĕр ингредиента улăштарма, кăларма е хушма тивет. Курăкçăшăн чун киленĕçĕ тахçанах пултарулăх ĕçне çаврăннă ĕнтĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Хăюллă, тÿрĕ кăмăллă тата...
çынна питĕ хĕрхенет
Витререн тăкнă пек çумăр çăвать, асар-писер çил-тăвăл палаткăсене вĕçтерет, йывăçсене хуçать, тымарĕпех тăпăлтарса тӳнтерет. Çынсем кăшкăраççĕ, ачасем макăраççĕ — хăрушă! Кăштахран вара Атăл çинче полицин хĕрлĕ-кăвак çутăпа мĕлтлетекен маячоклă катерĕ курăнса кайнă. Ку Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн патрульпе пост службин уйрăм батальонĕн взвочĕн командирĕ Сергей Ежов пулнă — полици капитанĕ инкеке лекнĕ çынсене пулăшма пырса çитнĕ.
Инна Тимофеева, кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕнчи çав кун Атăл хĕрринче каннăскер, пулни-иртнине чылай вăхăт иртсен те хумханмасăр аса илеймест:
— Эпир унта пысăк ушкăнпа канма кайнăччĕ. Уяр та шăрăх çанталăк тăрать. Çумăр çума пуçларĕ. Çынсем кам палаткăсене пытанчĕç, кам — машинăсене. Хăрушши пулма пултарассăн та туйăнмастчĕ. Çумăр чарăннине кура — пушшех. Кĕçех вара çил тухрĕ, каллех çумăр пуçланчĕ. Çил кĕтмен çĕртен вăйланса тăвăла куçрĕ — йăлт çавăрттарма-вĕçтерме тытăнчĕ... Хĕрарăм юнашарах пысăк йывăç ӳкни çинчен калать — «юрать, унта палатка е машина çукчĕ — никам та сиенленмерĕ». Çил хĕрсенчен пĕрне çĕклесе айккинелле ывăтни те — куç умĕнче. Мĕнле хăтăлмалла, ăçта чупмалла — нимĕн те паллă мар. Ниçта пытанма çук. Çак самантра полици катерĕ çыран хĕррине пырса чарăнни, паллах, çухалса кайнăскерсемшĕн чăн çăлăнăç пулнă – пакунлă çынна çак вырăна Турă хăй тĕллесе янă тейĕн. Хĕрарăмсем, ачасем ун çине пулăшма тархаслакан куçсемпе тинкернĕ...
Сергей Ежов хăй те утă уйăхĕн 29-мĕшĕ малтан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни çинчен калать. Юхан шыв çинчи ларутăрăва сăнаса тăраканскер катерпа Атăл çине патруле тухнă. Çил çĕкленнĕ те — вăл сулахай çыранта чарăннă. Унтан вара тăвăл пуçланнă. Патруль киммин штурвалĕ умĕнче Сергей Георгиевич çичĕ çул — Атăл хумĕсем çапла икĕ метр çӳллĕш пулнине хальччен курман. Полицейски çак самантра хăйне мĕнле тытни — паттăрлăхпа тан... Пулăшу кĕтекенсем патне вăл питĕ вăхăтлă çитнĕ: «Кун пек чухне хăвăн пирки шухăшламастăн. Пĕртен-пĕр тĕллев — çынсене çăлмалла». Хăй те çумăрпа витĕр йĕпеннĕскер чи малтанах пурне те лăплантарма тăрăшнă, çыран çывăхнерех, çӳллĕ йывăçсем çук çĕре, куçма сĕннĕ. Юхан шыв урлă каçас текен йышлă — пурне те вырăн çитмест. Ачасемпе вĕсен амăшĕсен пĕр ушкăнне катера лартнă, кашнинех жилет тăхăнтартнă. Катер Çĕнĕ Шупашкаралла çул тытнă. Пĕрремĕш ушкăна причала илсе çитернĕ хыççăн каллех сулахай çырана васканă. Иккĕмĕш рейс, виççĕмĕш... Сергей Ежов рейссен шутне те çухатнă: «Çичĕ-сакăр хут хутларăм», — тет. Вăл пĕтĕмпе виçĕ теçеткене яхăн çынна Атăл леш енчен илсе каçнă: «Çынсене хăрушлăх çук çĕре васкавлăн илсе тухмаллаччĕ. Çапла тума пултарнипе эпĕ чăннипех кăмăллă». Юлашкинчен юхан шыв акваторине тепре пăхса çаврăннă — текех никама та пулăшу кирлĕ пулманнине курса ĕненнĕ хыççăн хăй те причал еннелле çул тытнă. Çав çынсем, вĕсен тăванĕсем полици офицерне пулăшушăн чунтан тав тăваççĕ. «Вăл пире инкекре пăрахмарĕ, — тет Инна. — Ун чухне çав кун Атăл леш енчен Шупашкара каçма тăнă кимĕ çаврăнса ӳкни, çынсем путни çинчен пирĕн пата хыпар çитнĕччĕ ĕнтĕ. Пире вăхăтра пулăшу кӳнĕ Сергей Георгиевича — пысăк тав». «Пулăшу кирлĕ çынсем патне вăхăтра çитесси Сергей Ежовăн таланчĕ пуль», — шӳтлеççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Вăл пĕлтĕр те шывра путакан икĕ çынна çăлнă. Çавнашкал тĕслĕх кăçалхи çĕртме уйăхĕнче те пулнă. Ун чухне патруле шыври биологи ресурсĕсен патшалăх сыхлавĕн пайĕнчи ĕçтешĕпе Максим Атласкинпа пĕрле тухнă. Пулăшу ыйтса кăшкăракан арçын сассине илтнĕ. Часах çав çын хăй те курăнса кайнă - халь-халь путать. Катер ун патне çывхарнă, Ежовпа Атласкин ăна кимĕ çине туртса кăларнă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Анатолий ИВАНОВ: Ырă тунине манмаççĕ, 20 çултан та шыраса тупаççĕ
Пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарнă çынсен ĕçĕнче тĕрлĕ лару-тăру пулать. Хăш-пĕр саманчĕ сăн ӳкерчĕксенче те çырăнса юлать. Паян шăпах йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, ветеранĕсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Хамăрăн рубрика тĕпелне хирĕç тăрусен ветеранне, милици майорне, юстицин аслă канашçине, ЧР тава тивĕçлĕ юристне Анатолий Иванова йыхравларăмăр. Чылай Хисеп хутне, тĕрлĕ ведомство медалĕсене тивĕçнĕ пакунлă ентешĕн сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллашар.
КУРСАНТ. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ӳсрĕм. Салтак аттине хывсан Канашра машинист пулăшуçинче ĕçлерĕм. Шалу тивĕçтеретчĕ. Комсомол отрядĕнче тăраттăм, çав ĕçе хастар хутшăнаттăм. Вăл вăхăтра, 1980 çулта, Шупашкарта милици шкулне уçрĕç. Шăпах атте те эпĕ милици сержанчĕ пултăр тесе ĕмĕтленнĕ. Эпĕ çемье çавăрнăччĕ ĕнтĕ. Районти комсомол комитетне чĕнчĕç те çав шкула вĕренме каймашкăн сĕнчĕç. Икĕ çул куçăн майпа казарма дисциплинипе вĕрентĕм. Милици лейтенанчĕ пулса тăрсан Йĕпреç районĕнчи шалти ĕçсен пайне ĕçлеме ячĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, Мускаври патшалăх юридици академийĕнче, Хусанти патшалăх университетĕнче, ШĔМĕн Чулхулари аслă шкулĕнче тата Волгоградри следствин аслă шкулĕнче вĕренме тӳр килчĕ.
ÇИРĔМ ÇУЛТАН. Çынсем хăйсене ырă тунине манмаççĕ. Çирĕм çул иртсен шыраса тупса тав тăваççĕ. Пĕррехинче Йĕпреç районĕнчи 15-ри Евгений Цыгановăн пурнăçне çăлса хăварма тиврĕ. Пĕлтĕр вăл мана тупрĕ. Темиçе çул шыранă иккен. Пĕрле сăн ӳкерĕнтĕмĕр. Каччă комбайнпа ĕçленĕ, йĕлтĕр туянма укçа тăвас тенĕ. Анчах инкек сиксе тухнă, техника унăн урине татнă. Юн нумай юхтарнăскере пулăшу кирлĕ пулнă. Больницăна Канашран юн илсе пымалла. Каччă вилме пултарнă, тухтăрсем ĕлкĕресси пирки иккĕленчĕç. Ман патра практикăра пулнă Руслан Шейхаловпа /унăн машинипе/ нимĕнле чăрмава, хăвăртлăха, пăхмасăр васкарăмăр. Ĕлкĕртĕмĕр. Кайран Руслан Набиуллович район прокурорĕн çумĕнче, Патăрьелти районсен хушшинчи следстви уйрăмĕн ертӳçинче ĕçлерĕ. Шел, çĕре ир кĕчĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Тĕрĕслĕхшĕн çуннăран çар операцине тухса кайнă
Аллă урлă каçсан ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса каякан çын — Тăван çĕршыва чунран юратакан чăн-чăн патриот, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Çавсенчен пĕрин çинчен сăмахăм. Андрей Шавырин Вăрмар округĕнчи Мăнçырмара пурăнать.
— Совет Союзĕнче çуралса ӳснĕ эпĕ, Çĕпĕрте. Ачалăхăм вара Донецк облаçĕнче иртрĕ. Асатте Украинăран пулнă май 1984 çулччен çавăнта пурăнтăмăр. Унтан Сахалин облаçне куçса кайрăмăр. Шăпах çавăнта 1996 çулта пулас мăшăрпа паллашрăм. Наталия Николаевна унта ĕçлеме пынăччĕ. Çав вăхăта манăн аннепе атте çĕре кĕнĕччĕ ĕнтĕ. Наталия сĕннипе Чăваш Ене куçса килтĕмĕр, — аса илчĕ Андрей Александрович. Вĕсем Мăнçырма ялĕнче çирĕм ытла çул пурăнаççĕ. Кунта куçса килнĕшĕн вырăс арçынĕ пĕртте ӳкĕнмен. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Андрей Александровичăн тӳрех унта кайма шухăш çуралнă. Нацизм унăн чунне ыраттарнă, ăна тĕп тумаллах. — Бандеровецсене лăплантармаллах, пуç çĕклеме памалла мар. Анчах ӳсĕме кура хамăр тăрăхра тăхтама ыйтрĕç. Çавăнпа Шупашкарти çар комиссариатне кайрăм. Çапла пуш уйăхĕнче пуçтарăнса çула тухрăм. Малтан хатĕрлентерчĕç. Эпĕ салтакра та Тинĕс çар флотĕнче виçĕ çул пулнă, ун хыççăн икĕ çул контракт çырса службăра тăнă. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра ĕçе вырнаçма йывăрччĕ. Вырнаçсан та шалу тӳлеместчĕç. Çар операцийĕнче пĕрремĕш эрнере шиклентеретчĕ. Çу уйăхĕнче тăшман пирĕн çине тапăнни хăрушăччĕ. Унтан пире вăрмана салатса ячĕç. 20-мĕшĕнче Бахмута неонацистсенчен ирĕке кăлартăмăр, — каласа кăтартрĕ пилĕк ача ашшĕ. Мăшăрĕпе ачисем, паллах, ăна ярасшăн пулман, хирĕçленĕ. Анчах çар çынни хăйĕн çирĕп шухăшĕнчен пăрăнман. — Манăн кукаçи вăрçă витĕр тухнă. Ывăлсенчен пĕри салтака кайса килчĕ, тепри Шупашкарта вĕренет. Çамрăксене алла пăшал тыттарас килмест, çавăнпа хам тухса кайрăм. Манăн тивĕç — çар машинисене çунтармалли-сĕрмелли материалпа тивĕçтерессиччĕ тата вĕсене сыхлассиччĕ. Тăшмансен йышĕнче тĕрлĕ наци çынни — наемниксем — нумайччĕ. Унта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри тăшмана çаврăннă. Ачасем те сиен кӳретчĕç. Тĕслĕхрен, вĕсем 400 тенкĕлле пирĕн салтаксем ăçта вырнаçнине пĕлтерни те пулнă. Пĕррехинче вĕсене пĕр вырăнтан хăваласа ятăмăр кăна, çавăнта тăшман ракети вĕçсе килчĕ. Çав ачасене тепрехинче тытрăмăр, вĕсен телефонĕнче украин чĕлхипе çырнине тупса палăртрăмăр. Вĕсем Раççей салтакĕсем вырнаçнă «точкăсене» нацистсене пĕлтерсе тăнă. Çавăнпа вырăнти çынсемпе ытлашши хутшăнма юраман. Сутăнчăксем яланах пулнă, — терĕ çар çынни. Сехре хăптараканни вара çарта темĕн те пулнă. Андрей Шавырин çумне снаряд ванчăкĕ килсе ӳкнĕ. «Турă сыхларĕ», — тет вăл çакăн çинчен. Ванчăкне вара асăнмалăх пĕрле илсе таврăннă. Мăшăрĕ Наталия Николаевна ăна çар операцине ăсатса янă чухне асламăшĕн чун тухнă чухнехи тумтирĕн татăкне чиксе панă, çумра илсе çӳреме каланă. Пачăшкă та турăшпа ăсатнă. Çавăн чухне вăл караулта пулнă. Теприсемпе улшăнса чей ĕçме кĕнĕ вăхăтра шăпах тăшман снарячĕ вĕçсе килнĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Кашни утăмрах – палăк
Хăш чухне хăнăхнă вырăнтан тарса кăштах та пулин аяккарах каяс килни пулнă-и сирĕн? Кулленхи пĕр пеклĕх ывăнтарать, чун-чĕре çĕнĕлĕх ыйтать. Мĕн чăрмантарать-ха? Автобуспа е пуйăспа [кирлĕ пулсан — самолетпа та] кирек хăш хулана çăмăллăнах çитме пулать. Раççейре курмалли нумай. Паян — Хусана, ыран — Ижевска, тата тепĕр кун Пензăна кай… Шăпах та Пенза хули пирки сăмах пулĕ хальхинче. Унта мĕнле кайса килни, мĕн курса тĕлĕнни çинчен Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова каласа кăтартрĕ.
Нумай куçлă светофор
— Тӳрех калатăп: Пензăра эпĕ пĕрремĕш хутчен мар, чи малтанах 10 çул каялла пулса курнăччĕ, — пуçларĕ калаçăва пирĕн çул çӳревçĕ. — Пуйăспа çур талăк каймалла. Çула тухиччен маларах çав хулара мĕн курса çӳремеллине интернета кĕрсе тишкертĕм. Хам валли палăртса хутăм. Пензăра чукун çул вокзалĕнчен инçе мар нумай куçлă светофор пур. Манăн ăна питĕ курас килетчĕ. Сăмах май, çĕр каçма чукун çул вокзалĕн хăна çуртĕнче чарăнтăм. Мĕншĕн-и? Пуйăс çур çĕрте тапранать пулсан унта ĕлкĕрме хула тăрăх васкамалла мар, çывăхрах. Чукун çул вокзалĕнче яланах полици ĕçченĕсем çӳреççĕ — çав енчен те шанчăклă. Шупашкарта чукун çул вокзалĕнчен тухсанах хулана лекетĕн. Пензăра вара ун пек мар — хулана кĕрес тесен темиçе тăкăрлăк утмалла, вара тинех хула транспорчĕ патне тухатăн. Пĕрремĕш хут кайни асрах. Ирхине çитрĕмĕр. Ачапа утатпăр. Хулана каймалли транспорт патне çитес тесе пĕрре çул урлă каçрăмăр, унтан — тепре, тата тепре… Виçĕ-тăватă хут каçсан тинех кирлĕ çĕре çитрĕмĕр. Халĕ хулана хăнăхкаларăм-ха. Çапла утса пынă çĕрте пăхатăп та — светофор! Чукун çул вокзалĕнчен инçе те мар иккен. Çакна та палăртмалла: Пенза хули Шупашкартан çамрăкрах, 1663 çулта йĕркеленнĕ. Унта 492 пин те 376 çын пурăнать. Чăваш Енĕн тĕп хулинче вара 508,1 пин çын. Пенза 310,4 тăваткал метр лаптăк йышăнать, Шупашкар — 250,9 тăваткал метр. Пенза облаçĕ Чăваш Ен пекех федерацин Атăлçи округне кĕрет. Чăнах та, пирĕн регионсен пĕр пеклĕхсем пур. Тата мĕнпе тĕлĕнтерет-ши ку хула? Ун пирки Ольга Федорова малалла ăнлантарчĕ. Аквариумрах — акула Ют хуларан килекене савăнтараканни — чукун çултан инçех мар курса çӳремелли вырăнсем пуçланни. — Пирĕн патра ун пек вырăна Арбат тетпĕр. Вĕсен те çав ятлах вăл, Мускав урамĕнче вырнаçнă, анчах пирĕн патри пек шыв çывăхнелле мар. Тата Пенза Арбачĕ Шупашкартипе танлаштарсан чылай пысăкрах — икĕ çухрăм тăршшĕ, — каласа кăтартрĕ Ольга Леонидовна. Литература ĕçĕпе тачă çыхăннăскере, паллах, Александр Пушкин скверĕ кăсăклантарнă. Вăл та чукун çул вокзалĕнчен аякра мар иккен. Пирĕн çул çӳревçĕ унта кашни каймассерен çитсе курать-мĕн. Вунă çул каялла скверти йывăçсем çинче Пушкин юмахĕсенчи сăнарсен кӳлеписене асăрханă вăл. Анчах унтанпа нумай вăхăт иртнĕ çав — хальхинче кайсан вĕсене темĕнле шырасан та курайман. Пирĕн çул çӳревçĕ палăртнă тăрăх, Пензăра пĕчĕк палăк нумай. Утса пынă çĕртех тĕрлĕрен скульптура куратăн. Сăмахран, урам варринчех йытăпа уçăлса çӳрекен пике палăкне асăрхама пулать. Шупашкарта та кăсăклă скульптура ытларах курас килет те çав… — Пензăра питĕ пысăк зоопарк пур. Унта тĕрлĕ чĕр чуна курса кунĕпех çӳреме пулать. Тĕвесем, тĕрлĕ кайăк, крокодилсем, çĕленсем тата ытти те пур. Унта лекме нумаКашни утăмрах – палăк ях тăкакланма тивменни савăнтарать. Тата вĕсен океанариум пур. Пирĕн МТВ çурчĕ пекрех çĕрте вырнаçнă вăл. Кĕрсе каятăн та питĕ пысăк аквариум куратăн — унта манран та пысăкрах пулăсем ишсе çӳреççĕ, васкамасăр шуса иртеççĕ. Хальхинче те çитсе курас терĕм. Анчах оборудовани улăштарас ĕçсем пынипе тинĕс чĕр чунĕ сахалччĕ, шывĕ те тасах марччĕ. Çавăнтах пĕчĕк акулăсем ишсе çӳретчĕç. Унччен кайса курнă чухне нумайрахчĕ, халĕ вара пĕрре çеç юлнă. Тата Пензăра планетари пур. Унта кăçал çитсе ĕлкĕреймерĕм, тепре кайсан пулса курмаллах, — терĕ Ольга Леонидовна. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...