Комментировать

2 Ноя, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 43 (6493) № 02.11.2023

Француз чĕлхине шкултах килĕштернĕ

Паян пирĕн тĕпелте сумлă хăна — педагог, сценарист, драматург, сăвăç тата артист. Вăл Чăваш Республикин Хисеп хутне, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах — Владислав КИРИЛЛОВ-АПАШ пирки.

Йышлă çемье

— Владислав Петрович, эсир хальхи вăхăтра Шупашкар тăрăхĕнчи Апаш шкулĕнче вăй хуратăр. Мĕнпе тыткăнларĕ сире педагог профессийĕ?

— 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне çывăрма выртсан ялан шутлаттăм: «Аслă пĕлӳ илме ăçта çул тытас?» Француз чĕлхине килĕштереттĕм. Çак предмета вĕрентекенсем чуна çывăхчĕ. Вĕсем темиçен те пулчĕç. 5-мĕш класра чухне пирĕн пата çамрăк учитель килчĕ. Ăна пурте кăмăлларăмăр. Ачасене çамрăк педагогсем кирлĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах. Паллах, опытлă вĕрентекенсем те паха.

— Мана эсир шкулта француз чĕлхине вĕрентни тĕлĕнтерчĕ.

— Шкулта эпир француз чĕлхине вĕренекенсенчен пĕрремĕшсем пултăмăр. 1976 çул. Класра — çĕнĕ вĕрентекен, алăра — çĕнĕ кĕнеке. Ăнланмалла мар чĕлхепе çырнăскер халĕ те куç умĕнче. Çав педагог нумай вĕрентмерĕ. Учительсем улшăнсах тăчĕç. Пĕри тепринчен лайăхрахчĕ. Арçын педагог вара француз пекех туйăнатчĕ мана. 1978 çулта лингафон пӳлĕмне уçрĕç. Пирĕн шкул лайăххисен шутĕнчеччĕ. Фаина Павлова пире 10-11-мĕш классенче ăс пачĕ. Каярахпа, диплом илсен, унпа пĕр шкулта ĕçлеме тӳр килчĕ.

— Ял ачине педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕме çăмăлах пулмарĕ ахăр?

— Йывăрлăхне çав териех туймарăм. Çапах хула ачисемпе тупăшма тиврех. Институтра тăрăшса ăс пухрăм, пысăк стипендие те тивĕçрĕм. 5-мĕш курсра 40 студентран 4-ăн çеç диплом ĕçĕ çыртăмăр, ыттисем патшалăх экзаменне тытрĕç. Пире Пьер ятлă француз çынни те вĕрентрĕ. Ăна Петр Петрович Щербаков теттĕмĕр. Конференцисене хастар хутшăнаттăм. Француз вĕрентекен хавхалантарнипе «Студентсен çуркунни» фестивальте хамри артист пултарулăхне пĕрремĕш хут уçрăм. Оноре де Бальзакăн «Евгения Гранде» романĕн пĕр сыпăкĕпе спектакль лартрăмăр. Сцена çине чăн-чăн француз пек тăхăнса тухрăм. Шел, ытти студент пек ССОна кайман эпĕ. Анне мана вĕрентсе кăларас тесе Апашри кирпĕч заводĕнче ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна пулăшас, укçа ĕçлесе илес тесе çăвĕпех заводра тар тăкаттăм.

— Эх, анне чĕри… Ачисене аслă пĕлӳ парас тесе хайне шеллемест çав…

— Анне — Шорчекассинчен. Вăл çамрăк чухне 16 çул трактористра ĕçленĕ, ФЗО пĕтернĕ. Мĕн чухлĕ уй-хир сухаламан-ши анне? Аттепе ĕçре паллашнă. Вăл та тракторист пулнă, Апаш ялĕнче пурăннă. Трактор çĕмĕрĕлсен ун айне сивĕ çĕр çинех выртса ăна юсанисене час-часах аса илетчĕ анне. Аттене вăл салтакран виçĕ çул кĕтнĕ. Атте моряк пулнă. Вĕсем 6 ачана пурнăç панă. Пире ытларах апай пăхнă. Эпир ĕç тĕлне пĕлсе çитĕннĕ. Шкул çулĕсенченех малтан — колхозра, унтан кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Кулăшла самантсем те аса килеççĕ. Анне аттерен виçĕ çул аслăрахчĕ. «Юрать, эпĕ сана, ват хĕре, качча илнĕ. Атту качча та тухаймастăнччĕ вĕт», — шӳтлетчĕ атте. Аслă аппа чăмлак туса çăвара хыптарнине манман-ха. Халь вăл анне вырăнĕнче. Чи асли Арина Шупашкарти заводра гальваникре чылай çул тăрăшрĕ. СССР арканнă вăхăтра кĕтӳ те кĕтсе курчĕ. Вăл — виçĕ ача амăшĕ. Иккĕмĕшĕ Артур хĕсметре тăнă хыççăн Анат Тагилта вăй хучĕ. Ялта пурăннă чухне ĕне сăвакан профессине те тиркемерĕ. Вăл — 6 ача ашшĕ. Альбина, Вадим, Альберт Кӳкеçри геологи партийĕнче вăй хучĕç. Альбина — экономист, 2 ача çуратрĕ. Вадимăн та икĕ ача, çемйипе Чăрăшкассинче пурăнать. Альберт çĕр тĕпĕнчен шыв уçлас енĕпе хăйĕн фирмине уçрĕ. Эпĕ — çемьери улттăмĕш ача. Пысăк çемьере туслăх вăйлă аталанать. Апат çиме сĕтел хушшине пĕрле лараттăмăр. Аслă классенче шкултан килсен выльăх-чĕрлĕхе пăхаттăмăр, эпĕ кăмакана чукунпа яшка лартаттăм. Кăвар çине çĕр улми пăрахаттăмăр. Атте ирĕн-каçăн ĕçреччĕ. Вăл механикре, гараж ертӳçинче чылай çул тăрăшрĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Хыпарсăр çухалнă упăшкине мĕн виличчен кĕтнĕ

2021 çулта «Фронтран янă çырусем», рубрикăра Елчĕк районĕнчи Яманчӳрелте çуралса ӳснĕ Артем Базарновăн пурнăçĕ пирки каласа кăтартнăччĕ. Унăн мăнукĕ Татьяна аслашшĕн çырăвĕсем ялти библиотекăра упраннине, вĕсене тĕрлĕ мероприятире ачасене вуласа панине пĕлтернĕччĕ. Артем Данилович çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Тăванĕсем вăл хыпарсăр çухалнă тесе шухăшланă, мĕншĕн тесен унăн вилнĕ хучĕ килмен. Нумаях пулмасть редакцие паттăр салтакăн мăнукĕ Юрий шăнкăравларĕ. «Эпир асаттене пытарнă вырăна шыраса тупрăмăр», — пĕлтерчĕ вăл.

Ывăлне курайман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Артем Базарнов ашшĕамăшĕпе, мăшăрĕпе Надеждăпа тата 3 çулти хĕрĕпе Лидăпа сыв пуллашса фронта кайнă. Вăл вăхăтра арăмĕ ача кĕтнĕ. Артем Данилович ывăлĕ Иван çуралнине пĕлнĕ-ха, анчах ăна кураймасăрах вилнĕ. — Пирĕн асатте самокат полкне лекнĕ. Унта велосипедистсем, кавалеристсем, мотоциклистсем кĕнĕ. Асатте кавалерист пулнă. Эпир вăл çар хатĕр-хĕтĕрне турттарма пултарнă тесе шухăшлатпăр. Асанне асатте тĕрĕслĕхшĕн çунакан çын пулнине каласа кăтартатчĕ. Атте хăйĕн ашшĕне сăн ӳкерчĕкре çеç курнă. Асатте пирки «Астăвăм кĕнекинче» вуланă хыççăн ун çинчен тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Атте пурăннă чухне асатте пирки информаци шырар-ха тесе темиçе те каланăччĕ. Даннăйсем ытлашшиех пулман. Мĕншĕн тесен ун чухне информаци вăрттăнлăхра пулнă. Халĕ çав даннăйсене майĕпен уçăмлатаççĕ. Асатте пирки мĕн те пулин пĕлес тĕллевпе инçе çула тухрăмăр. Артем Данилович Тверь облаçĕнчи Зубцов районĕнчи Погорелое Городище ялĕнчи çапăçура вилнĕрен кăçалхи çу уйăхĕнче Ржев хулинчи çар комиссариатне çул тытрăмăр. Унта виççĕн — эпĕ, мăшăрăм Татьяна тата йăмăк Татьяна — кайрăмăр. Малтанах пире çар комиссариатĕнче йышăнасшăн пулмарĕç. Подольск хулине кирлĕ документсем патне каймалла пулчĕ. Çар комиссариатне тепре çитрĕмĕр. Асаттен даннăйĕсене 1 уйăхра тупса парассине пĕлтерчĕç. Çине тăтăмăр. Мăшăрăм Татьяна Алексеевна эпир аякран килнине, асанне асаттене кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕнине, салтакăн ачисем те ку тĕнчере текех çуккине каларĕ. Çапла каласа кăмăлĕсене çавăртăмăр. Кайран пирĕн çул Погорелое Городищĕне выртрĕ. Унччен вăл хула пулнă, халĕ — ял. Унта 900 ытла çын пурăнать. Çынсем халĕ те кăмака хутаççĕ — газ кĕртмен. Унти çынсем каланă тăрăх, 1942 çулта нимĕç салтакĕсем Мускава тапăнма хатĕрленнĕ чухне пирĕннисем те ахаль ларман. Тăшман танкĕсем Погорелое Городищĕрен ан иртчĕр тесе траншея чавнă, йĕплĕ пралук вырнаçтарнă. Иосиф Сталин Мускава хӳтĕлекен салтаксен пĕр пайне унта янă. Ку çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулнă. Çапла нимĕçсем малалла иртеймен. Унтанпа çав кун Погорелое Городищĕре хулана ирĕке кăларнине паллă тăваççĕ. Эпир инçе çула чăваш тăприне илсе кайрăмăр. Ăна Погорелое Городищĕре, Артем Данилович пуç хунă вырăнта, ывăтрăмăр. Унти çĕре вара тăван яла илсе килтĕмĕр. Ăна асаннен вил тăпри çине хутăмăр. Пирĕн асаттене пытарнă вырăн патне мĕнле çитмеллине Погорелое Городищĕре музей уçнă Владимир Стрельников ăнлантарчĕ. Владимир Викторович пире хаклă хăнасем пек йышăнчĕ, музейĕпе паллаштарчĕ. Эпир асатте пирки мĕн те пулин пĕлме ăнтăлнăшăн мухтарĕ. Тăванĕсене шыракан çын сахал мар пулнине, вĕсем кунта кашни çулах килнине каласа кăтартрĕ. Асаттене бомба ӳксе çурăлнă хыççăн юлнă пысăк шăтăка 10 салтакпа пĕрле пытарнă. Халĕ çав вырăнта — юхан шыв. Ăна асăнмалăх сăн ӳкертĕмĕр. Юхан шыв пĕр çемьен пахча хыçĕнче вырнаçнă. Кил хуçи Александр пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ку вырăнта шыравçăсем пĕрре мар пулнă. Вĕсем салтаксене тарăнрах пытарнă тесе шутлаççĕ. Эпир килсе кайнă хыççăн шырав ĕçне малалла тăсассине каларĕç. Унта пирĕн асатте кăна мар, ытти салтак та канлĕх тупнă вĕт, — терĕ Юрий Базарнов. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Ансат сюжет та тĕрлĕ ыйту тавра шухăшлаттарать

Ялăн ирхинехи пурнăçĕ: автансем ăмăртмалла сасă параççĕ, кĕтӳ каять, ĕнесем мĕкĕреççĕ… Ялтан килнĕ кураканшăн чунне питех те çывăх çакăн пек сценăпа пуçланать «Аван пулсан — арăма, усал пулсан — арçынна» спектакль. Ăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ вырăс çыравçин Владимир Гуркинăн «Прибайкальская кадриль» пьесине тĕпе хурса лартнă.

Пушкăртстанăн тата Тутарстанăн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Байрас Ибрагимов режиссер хаваслă та кулăшла ĕç-пуç хальхи чăваш ялĕнче пулса иртнĕ пекех кăтартать. Икĕ пайлă постановкăра артистсен калаçăвĕ юрă-кĕвĕпе, ташăпа килĕшӳллĕ çыхăнса пырать. Сюжет ансат, анчах вăл тĕрлĕ ыйту тавра шухăшлаттарать. Кӳршĕллĕ пурăнакан Саня Арефьевпа /Виталий Сергеев/ Николай Зягинцев /Николай Дмитриев/ туслă. Чылай чухне вĕсем хăйсен туслăхне «çуттипе» çирĕплетеççĕ. Ку, паллах, вĕсен мăшăрĕсене Лидăпа /Татьяна Зайцева-Ильина/ Вальăна /Алевтина Семенова/ килĕшмест. Вĕсем «усал шĕвек» ĕçсе самай хĕрнĕ упăшкисене хăртма пуçлаççĕ. Вĕсене пĕр евĕрлĕ çакăн пек ӳкерчĕк йăлăхтарсах çитернĕ. Хĕрарăмсене кӳршисем хăйсенчен аванрах пурăнаççĕ пек туйăнать. Пĕрне вĕсен çĕр улми йăранĕ яланах таптаса та типтерлĕ пулни кĕвĕçтерет, теприне вара — хитре хрусталь савăт чылаййи... Çапла пĕр-пĕрин упăшкине мухтакан хĕрарăмсем тавлашатавлашах вĕсене улăштарасси патне çитеççĕ. «Хăшĕ маларах мăртăхма пуçласса курăпăр», — хĕрсе кайнă хĕрарăмсем пĕр-пĕрне парăнмаççĕ. Икĕ çемьери кăна мар, пĕтĕмĕшле поселокри пурнăç та мĕнле аталанса пынине кăтартакан тепĕр сăнар — Макеевна /премьерăра — Ирина Архипова, дублер — Светлана Дмитриева/. Нушаллă пурнăç пĕччен пурăнакан çак хĕрарăма хитрех мар ĕç тума хистет. Кăмакине юсама тесе Зягинцевсен кирпĕчне вăрлать вăл. Спектакльти кулăшла чылай самант шăпах çак хĕрарăм хăтланăвĕсемпе çыхăннă. «Тĕрлĕ вăхăтра кулăшла тĕрлĕ сăнара выляма тӳр килчĕ. Юлашки çулсенче вара камитсем пирĕн театрта ытлах лартманран вĕсемшĕн питĕ тунсăхласа çитнине туйрăм. Çавăнпа çĕнĕ постановкăри сăнар маншăн парне вырăнĕнчех пулчĕ. Пĕр вăхăт, пирĕн театр çĕнĕ çурта куçсанах, тĕп хулан çурçĕрхĕвел анăç районĕнче пурăнакансем камитсене черет тăрсах билет илетчĕç. Çак спектакль те хамăрăн куракансене тупасса шанса тăратпăр, — терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ирина Архипова. — 20 çул каялла çак спектакле Валерий Иовлев лартнăччĕ. Ун чухне эпĕ Лида сăнарне вылярăм. Режиссера малтан çак сăнарах вылямалла мар-ши тесе каларăм. Анчах Байрас Надимович мана Макеевнăрах курнине палăртрĕ. Чăн та, путишле лару-тăрăва лекекен хĕрарăма сăнлама çав тери кăсăклă. Паянхи пурнăçра, ятарлă çар операцийĕ пынă саманара, йывăр та тарăн шухăш нумай. Ялсенче ытларах ватăсем тăрса юлни, ачи-пăчи ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпе кăсăклансах кайманни, халăх «хаяр шĕвекпе» алхасни, пурнăçра савнă çынна хаклама вĕренесси… Çакăн пек кулăш вара çынсене пурнăçра хавхалану тупма пулăшать». Спектакльте кадриль ташă кăна мар, вăл темĕнле символ евĕрех. Ку ташша мăшăрăн ташлаççĕ, вĕсем улшăнаççĕ. Хаваслă çемĕпе шăранса тухнă хусканусем артистсен вăййине техĕмлĕх кĕртеççĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕр урокра виçĕ сочинени çырнă

Шупашкарти 1-мĕш гимнази — тĕрлĕ предмета тарăннăн вĕренмелли шкул. Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхипе литературин урокĕсем сахалланнине шута илсе кунта çак предметпа та ачасене аталантармалли майсем шыраççĕ. Ку вĕренӳ çулĕнче «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи» калаçу клубĕ уçнă. Унта вĕренекенсене тăван чĕлхе пуянлăхне туйма хăнăхтаракансенчен пĕри — гимназире чылай çул тăрăшакан Нина Леонтьева.

Уйра çинĕ арпус тути Нина Геннадьевна — аслă категориллĕ вĕрентекен, паянхи кун тĕрлĕ предметпа пĕлӳ парать: географи, тăван ен культури, тăван вырăс чĕлхи, Раççей халăхĕсен культурăпа кăмăл-сипет никĕсĕсем… Çапах шкул сакки çинчен тăрсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологийĕн факультетĕнче вĕреннĕскер\чăваш чĕлхине тĕп предмет пек йышăнать. Кирек хăш предмета вĕрентме класа кĕрсен те чăвашла сывлăх сунса урок вĕçĕнче чăвашлах сыв пуллашни вăл тăван чĕлхене самантлăха та манманнине çирĕплетет. Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуç — пысăк ял. Çак ялта çуралса ӳснĕ Нина Павлова /хĕр чухнехи хушамачĕ/, тĕрĕссипе, малтанах вĕрентекен профессийĕ çинчен пачах ĕмĕтленмен. «Анне Глафира Степановна «Путь Ильича» хуçалăхра /вăл совет саманинче миллионер колхозсенчен пĕри пулнă/ бухгалтерта тăрăшатчĕ. Ĕçĕнче хисепĕ пулнă-ха, анчах шутлав ывăнтарса çитернине, хуçалăхри çынсемпе тавлашмалли те час-часах сиксе тухнине калатчĕ. Çавăнпа вăл пире урăхларах професси суйлама сĕнетчĕ. Атте Геннадий Ильич вăй питти çулĕсене шоферта, механизаторта ĕçлерĕ. Вăл ĕçе тухса кайнине эпир, ачисем, чылай чухне курман та. Ĕççи вăхăтĕнче каçхине те часах таврăнмастчĕ. Пирĕн яланах аттепе аннене итлемеллине пĕлсе тăраттăмăр. Атте пире мĕнле те пулин ĕç хушнă чухне пĕрре кăна калатчĕ. Çирĕп пулни пире кӳрентернине пĕлтермест, анчах айăпа кĕрес тĕк аван марланаттăмăр. Асли пулнă май манăн йăмăкпа шăллăм умĕнче яваплăхпа палăрма тивнĕ. Çавăнпа мĕн пĕчĕкрен ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаттăм. Колхозри çĕр улми, выльăх кăшманĕ, хăмла пайĕсем çинче вăй хураттăмăр. Пĕррехинче анне: «Хăмла çине тухар мар-ха, ĕлкĕрме йывăр», — терĕ. Унăн тĕп ĕçне те — шутлава — пурнăçласа пымалла-çке. Мана вара хăмла çинче ĕçлеме ытларах килĕшетчĕ. «Ытти пая илмесен те ăна ил», — терĕм. Плантаци пирĕн кил çумĕнчехчĕ. Кĕркунне шкул ачисем те тухатчĕç унта. Эпĕ авăн уйăхĕнче çуралнă. Çав куна пĕрле вĕренекенсемпе уйра паллă тума питĕ килĕшетчĕ. Атте пирĕн пата питĕ пысăк арпус пырса паратчĕ. Ăна ушкăнпа çини паянхи кун та асра. Шкулта чăваш литературипе Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» хайлавне вуланă чухне тӳрех хамăрăн хăмла лаптăкне куç умне кăларни те манăçман, — аса илӳре ачалăх сукмакĕпе чупса иртме хаваспах килĕшрĕ Нина Геннадьевна. — Çĕр улми пуçтарнă вăхăтра /ун чухне вăтам классенче вĕренеттĕм/ атте тулли михĕсене трактор урапи çине тиетчĕ. Транспорта малалла куçарса пымалла-çке, çак ĕçе мана шанатчĕ. Питĕ килĕшетчĕ руль умĕнче ларма. Çавăнпа эпĕ хушăран водитель е тракторист пулас ĕмĕтпе те сĕмленеттĕм. Уй тăрăх çӳренĕ чухне хама ирĕклĕ те мăнаçлă туяттăм. Ку çеç-и, космонавт е спортсмен пулас шухăш та пуçа килетчĕ. Класри арçын ачасемпе футболла, каярахпа хоккейла выляттăм. Йĕлтĕрпе е ахаль чупма та килĕшетчĕ. Мана физкультура вĕрентекенĕ Эдуард Леонидович мухтатчĕ. Хушăран çапла хавхаланса каяттăм та пурнăçа спортпа çыхăнтарма шухăшлаттăм», — Нина Павлова шкул çулĕсенчех хастар пулни сисĕнчĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Нацизма çыннăн сăнĕ мар, ĕçĕ кăтартать»

Сергей Голицын салтакра чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи погранçарсене лекнĕ. Çар опытне вăл ун чухнех пухнă: чăваш каччи контракт çырнă. Вĕсен ушкăнне Таджикистана «хĕрӳ точкăна» командировкăна 2 хутчен икшер уйăхлăха янă. Сергей салтакран 3 çултан таврăннă. Çарти опыт ăна Украинăри ятарлă çар операцийĕнче те питĕ кирлĕ пулнă.

Турăш

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Сергей Голицын салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă çĕре хастар хутшăннă. Мăшăрне, икĕ ывăлне хăварса неонацистсемпе çапăçма каяс шухăш унăн тӳрех çуралман. Пĕлĕшĕсен ывăлĕсене, çап-çамрăк, пурăнса та курман салтаксене, пытарма кайсан унăн чунĕнче йăлтах улшăннă. «Эпĕ хама çирĕп кăмăллă çын тесе шутлатăп. Анчах амăшĕсем, арăмĕсем макăрнине курсан манăн чун таврăнса тухрĕ. Епле-ха капла: эпĕ кунта ним тумасăр ларатăп? Çар комиссариатне кайрăм. Хам 47-ре пулнине каласан малтанах ĕненмерĕç, çамрăкрах курăнатăп имĕш. Документсене илсе килтĕм. Çапах мана çар операцине илсе каймассине пĕлтерчĕç. Ун чухне 40-рен иртнисене илместчĕç. Нимĕн те тăваймăн, çапах медтĕрĕслев витĕр тухмах шутларăм. Тухтăрсем манăн сывлăх лайăххинчен тĕлĕнчĕç. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче телеграмра «Ахмат» спецназăн каналĕ пуррине, унта пурне те илнине пĕлтĕм. Шăнкăравларăм. Грозный хулине килме хушрĕç», — калаçăва пуçларĕ Сергей. Çавăн хыççăн вăл инçе çула пуçтарăнма тытăннă. Анчах икĕ ывăлне мĕн темелле? Асли, 15ри, ăнланĕ-ха, ăна ашшĕ тĕрĕссинех каланă. «Санăн шухăшна ырлатăп. Санпа мухтанатăп, атте», — тенĕ вăл. 10 çулти ывăлне вара Мускава шапаша каятăп тесе суйма тивнĕ. Амăшĕ, паллах, ывăлĕн шухăшне пĕлсен питĕ куляннă, анчах хирĕç кайман. «Эпĕ сана çавах тытса чараймастăп, эсĕ хăвăннех тăватăн», — тенĕ Луиза Ксенофонтовна ывăлне пил парса. Мăшăрĕ те Наталья Владимировна унăн çулне пӳлмен. Вăл та упăшки çур çултан каялла чакмассине лайăх ăнланнă. «Эсĕ, мĕн, ухмаха тухнăим?» — текен те пулнă Сергея. «Эпир каймасан кам?» — çирĕппĕн хуравланă пурнăçĕнче йывăрлăхне сахал мар курнă арçын. Икĕ кунран вăл Мускава вĕçме билет туяннă. Çула тухас умĕн Сергей Шупашкарти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирне кайса Василий архимандритпа /Паскье/ чунне уçса 3 сехет калаçнă. Юлашкинчен Василий атте алтарьтен Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николайăн турăшне илсе тухнă. «Ăна яланах хăвăн çумра тыт», — тенĕ. Тепĕр кунхине Сергей аэропорта самолета лариччен 40 минут юлсан çитнĕ. Регистрацие ĕлкĕреймен. Вăл маларах килмелли пирки пĕлмен те. Сергей арăмне ним пĕлтермесĕр киле çитсе тăнă. Каялла таврăнни япăх паллă тенине пăхмасăр Сергей тепĕр кунхине каллех аэропорта кайнă. Хальхинче Мускава вĕçсе çитнĕ. «Аэропортра пăхатăп: ман пек çула пуçтарăннă арçын нумай. Кăмăл çĕкленчĕ. Хабаровск, Сахалин, Якути, Таджикистан, Узбекистан… Пĕтĕм Совет Союзне çавăнта куртăм. Пирĕн пурин те, 70 ытла çыннăн, пĕр çулччĕ, пĕр рейсчĕ. Ултă сехет юлнă пулсан та Грозный хулине вĕçекен самолета билетсем çукчĕ. Сухаллă пĕр арçын, чечен, пырса калаçрĕ. Эпир ятарлă çар операцине кайма хатĕрленнине пĕлсен хайхискер такампа кайса калаçрĕ, хушша-хуппа кĕмерĕмĕр. Кăштахран пассажирсем хăйсен билечĕсене каялла парса пирĕн ятпа регистраци турĕç, пирĕнтен пĕр пус та илмерĕç. Грозный хулинче кĕтсе илчĕç. Вĕренӳ пуçланчĕ. Пилĕк сехет çывăраттăмăр, ытти вăхăт — хатĕрленӳ валли. Пĕр эрнерен пурне те строя тăратрĕç. Чечня Республикин парламенчĕн председателĕ Магомед Даудов сăмах илчĕ: «Атьсем, камăн каяс килмест — стройран тухма пултаратăр. Эпир сире ăнланăпăр, тӳленĕ укçана каялла тавăрса памалла мар. Стройран тухнисене каярахпа ăсатăпăр, анчах малти линие мар». Никам та вырăнтан хускалмарĕ», — аса илчĕ спецназовец. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Хăйне ĕмĕр ĕçленĕ çын пек тытни кăмăла кайрĕ»

Халĕ 5 ачаран ытларах çитĕнтерекен çемье нумай теме çук. Нумаях пулмасть эпĕ 7 шăпăрлана воспитани паракан çемьепе паллашрăм. Надеждăпа Юрий Шмаковсем Патăрьел тăрăхĕнчи Каншел ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем патне ятарласа çул тытрăм.

Юрлама юратакан çемье

Юрий Патăрьелти «Чăвашэнерго» компанире вăй хурать, Надежда — ялти лавккара сутуçăра. Эпĕ пынă вăхăтра килте Надеждăн хунямăшĕ Ева Ильинична çеçчĕ. Çавăнпа тӳрех Надежда патне ĕçе çул тытрăм. Çап-çамрăк курăнакан хĕрарăма çичĕ ача амăшĕ теме çук. Анчах унпа калаçнăçемĕн куç умне питĕ çирĕп кăмăллă, чăн-чăн анне сăнарĕ тухса тăчĕ. Надежда Шмакова /хĕр чухнехи хушамачĕ Коновалова/ Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕ Çыр ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ: пĕри – ветеринарта, тепри — агрономра. Коноваловсем 4 ача çитĕнтернĕ: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Анчах, шел те, пĕртен-пĕр ывăлĕ шкул çулĕнче чирлесе çĕре кĕнĕ. Надя хĕрачасенчен чи асли пулнă. «Эпĕ 1988 çулта çуралнă. Ялĕ пирĕн пысăках мар. Икĕ ял валли питĕ хитре шкул пурччĕ. 9-мĕш класчен унта вĕрентĕм, унтан 15 çухрăмри Елчĕке çӳреме тиврĕ. Шкул автобусĕпе илсе çӳретчĕç. Пирĕн килте пурте юрлама юрататчĕç. Асанне çинçе хитре сассипе тĕлĕнмелле илемлĕ юрлатчĕ. Тĕрĕссипе, унăн сасси халĕ те, 87 çул тултарчĕ пулин те, улшăнманпа пĕрех. Асанне мана 4-5 çулта чухнех юрлама вĕрентнĕ. Ытларах — чăваш халăх юррисене. Асаттепе иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса юрă шăрантаратчĕç. Манăн та сасă асанненни пекех уçă та янăравлă. Шкулти концертсенчен мана пĕрре те хăвармастчĕç. Шкул пĕтерсен Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕтĕм. Вĕренме питĕ йывăрччĕ. Шкулта музыка пĕлĕвĕ илменнипе — пушшех те. Илья Сакмаров преподаватель Патăрьел тăрăхĕнченччĕ. Вăл мана хăйĕн хӳттине илчĕ, «Эткер» фольклор ушкăнне ертсе кайрĕ. Анчах вĕренӳри йывăрлăхсене чăтаймасăр икĕ курс пĕтернĕ хыççăн пăрахрăм. Ан пăрах тесе хытăрах калаканни пулман пулĕ çав мана. Халĕ питĕ ӳкĕнетĕп. Нивушлĕ тепĕр икĕ çул чăтма пулман-ши тетĕп. Упăшка енчи тăвансем те юрра ăста. Хуняман пĕртăванĕсем гитара лайăх калаççĕ. Пурте пĕрле пухăнсан пĕр-пĕр артист аякра тăтăр», — калаçăва пуçларĕ Надежда. Каншел ялĕнчи çамрăк мăшăрсем ялти клуба пуçтарăнма юратаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, юрăсем шăрантараççĕ. Наталья Ильметова ертсе пынипе çамрăк мăшăрсем пушă вăхăта интереслĕ, çав вăхăтрах усăллă ирттереççĕ. Унтах «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Хальлĕхе Надежда Шмакова ку ушкăна çӳреймест, мĕншĕн тесен ачисемпе вăхăт нумай иртет. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.