Мунча хĕрĕ
Кинемейĕн ывăлĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнчи тинĕссенче пулă тытса тирпейлекен карап çинче ĕçлесе пурăннă хыççăн яланлăхах тăван енне таврăннă. Çакскер хĕрпе паллашса çемье çавăрма тĕв тунă. Кĕçех ăш çунтармăш та тупăннă. Хĕрĕ питĕ-питĕ чее те чиперкке иккен, такама та хăй майлă çавăрма пултараканскер-мĕн.
Каччăн амăшĕ, çак хĕре витĕр пĕлекенскер, ывăлĕ ăна качча илме шухăшланине илтет. Вĕсен хушшинче вирлĕ калаçу пулса иртет.
- Мĕн курнă, мĕн тупнă эсĕ, ывăлăм, çав хĕр çумĕнче, - тет амăшĕ. - Пĕлетĕн-и эсĕ вăл мĕнле хĕр иккенне.
- Хĕр хĕрех пулĕ, пурте пĕр пек вĕсем, - ывăлĕ те парăнасшăн мар.
- Пĕр пек мар çав, ывăлăм, пĕр пек мар. Пĕр хĕр тепринчен çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăрать. Пĕри хăйне ял çинче сăпайлă тытма пĕлет, вăтанать, ырă ячĕ каясран сыхланать, ыттисемшĕн тап-таса ирхи сывлăм пĕрчи пек курăнать. Теприсем пур тата, ун пек хĕрсене халăх чараксăр, çăмăлттай пулнăран сивлесе ялта мĕн тенĕ.
- Мĕн тенĕ-ха. - ывăлĕ каллех амăшĕпе килĕшесшĕн мар.
- Мунча хĕрĕ /хĕрсем каччăпа ăшă мунчара çĕр каçнă, савăшнă самантсем те пулман мар/, лиска йытă, çын юлашки, кĕрт йытти тесе намăслантарнă, сивленĕ, питленĕ, - тет амăшĕ. - Сан арăму та юлашкинчен çапла пулать, хĕр вырăнне инке арăм илетĕн.
- Ăçтан пĕлетĕн эсĕ вăл ун пеккине, хăв куртăн-им. - парăнмасть ывăлĕ.
- Вут хумасăр тĕтĕм тухмасть. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ. Хăйĕн чысне аскăнчăкланса, каччипе савăшса илнĕ хыççăн хĕрлĕхне яланлăхах çухатнă хĕрсем пирки каланă ăна.
Тавлашсан-тавлашсан пĕр самант иккĕшĕ те шăпăрт пулаççĕ. Ывăлĕ амăшĕ каланă сăмахсем пирки шухăша каять. Мĕн тейĕн, анне аннех çав, ун сăмахĕсенчен тухма юрамасть, вăл унран ытларах çăкăр çинĕ.
Роман ЧЕПУНОВ