Комментировать

4 Окт, 2014

«Çынлăх пирки ан ман, чыслă пул...»

«Хыпар» хаçатăн паянхи хăни - ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, Бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Князев - пирĕн ыйтусене хуравлама кăмăл турĕ.

- Анатолий Пантелеймонович, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн эсир ертсе пыракан комитетăн тĕрлĕ фракци депутачĕсене пĕрлештерсе тăнине пăхмасăр кал-кал ĕçлет. Çакна мĕнпе сăлтавлатăр?

- Пирĕн комитет йышпа чи пĕчĕкки, 20 депутатран тăрать. Хамăр тивĕçе объективлă, кăмăл хыççăн каймасăр пурнăçлатпăр. Чылайăшĕ - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ. «Тĕрĕслĕхлĕ Раççейре» тăракансем те пур: Игорь Моляков, Олег Николаев. Вăл е ку ыйтăва ĕçлĕ лару-тăрура сÿтсе яватпăр, кашни хăйĕн шухăшне пĕлтерет. Яланах пĕр чĕлхе тупатпăр. Республика бюджетне йышăннă май, сăмахран, фракцисем пурте тенĕ пекех ăна ырларĕç, сасăланă чухне иккĕленекенсем кăна пулчĕç, хирĕçлекен тупăнмарĕ. Цифрăсем курăмлă тата вĕсене программа мероприятийĕсем тăрăх палăртнă. Сăмах май, бюджетăн 97 проценчĕ вĕсем тăрăх валеçĕнет /тепĕр 3-шĕ - шалу тÿлеме, аппарата тытса тăма тата ытти статьяпа/. Депутатсен тĕллевĕ - çав программăсене тĕплĕн тишкересси, финанспа тивĕçтересси, вĕсене епле пурнăçлани пирки министерствăсем, муниципалитетсем пĕлтернине итлесси.

Вăл е ку программăна улшăну кĕртнĕ чухне юлашки пăнчăна пирĕн комитет лартать, урăхла каласан татăклă йышăну тăватпăр.

ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчи ларăвĕнче республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырларĕ. Апла тăк ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеме тивет.

Тин кăна-ха бюджет ыйтăвĕпе Мускава, Федераци Канашне йыхравларĕç. Сăмах май, унта çулленех чĕнеççĕ. Раççей финанс, экономика аталанăвĕн министрĕсем, Шут палатин ертÿçисем, банкирсем депутатсен умĕнче тухса калаçнине, хăйсен шухăшĕсене пĕлтернине, конкретлă цифрăсемпе паллаштарнине - çапла вара бюджет чи малтанах мĕнрен йĕркеленнине - ăша хывма май килет. Республикăна федерацирен мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрасса пĕлсе хамăр бюджета йĕркелетпĕр. Ку ĕçе юпа уйăхĕнче тытăнса чÿкĕн 22-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пирĕн. Тĕрĕссипе, асăннă бюджета кăçалхи çу уйăхĕнчех хатĕрлеме тытăннă. Халĕ вара хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Хамăр Комитетра тĕплĕн тишкерсе ЧР Министрсен Кабинетне çитермелле, унта сÿтсе явсан - Патшалăх Канашне. Пĕтĕм ĕçе кунсемпе палăртса хунă, унăн куçăмĕн регламенчĕ уйрăмах çирĕп.

- Налук, финанс ыйтăвĕсемпе çыхăннисем те çук мар паллах...

-Тин кăна-ха социаллă пĕлтерĕшлĕ тепĕр документ - транспорт налукне йĕркелесе тăрасси çинчен - йышăнтăмăр. Пĕр шухăшлă пулса транспорт хатĕрĕн хăватне кура тÿлеве ÿстерме палăртрăмăр. Унăн укçи-тенки пĕтĕмпех хамăр патра юлмалла. Çапла вара ăна пухасси тата 200 млн тенкĕлĕх ÿсмелле.

Тепĕр ыйту - пурлăх налукĕ. Урăхла каласан республика экономикине аталантармашкăн 5 млрд тенкĕ ытла уйăракан инвестици компанийĕсен пурлăхĕ çине çăмăллăх налукĕ хурасси çинчен йышăннă саккун.

Финанс ыйтăвĕсене илес тĕк - хамăрăн тупăшпа, субсидисемпе тухăçлă усă курассине депутатсем яланах тивĕçлипе хаклаççĕ. Çакна палăртса хăварам: 2014 çул финанс тĕлĕшĕнчен йывăррăн пуçланчĕ: уйăрма палăртнă 3 млрд тенке Мускав вăхăтра куçармарĕ. Нухрат кайран тин çитрĕ. Патшалăх Канашĕн юлашки сессийĕнче çав суммăна республика отраслĕсем тăрăх валеçме тиврĕ. Унпа туллин усă курасси иккĕлентермест, çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур. Çапах депутатсем ку ыйтăва куçран вĕçертмĕç.

- Кăçалхи бюджет мĕнле пурнăçланать?

- Хальлĕхе йĕркеллĕ темелле, пăтăрмах çук. Çапах хăш-пĕр статья енĕпе ăна ĕçе кĕртсе çитереймен. Кунта кивĕ çуртсенчен куçаракансем, тăлăх ачасем валли çурт-йĕр çĕклессипе çыхăннă строительство кĕрет. Мĕнех тăвăн, укçа çитменни кансĕрлет. Çулталăк вĕçлениччен лару-тăру лайăхланасса шанмалли кăна юлать.

Хăш-пĕр администраци пуçлăхĕ экономикăна хывмашкăн хушма укçа ыйтнине шута илсе бюджет çинчен йышăннă саккуна улшăну кĕртрĕмĕр, районсене 126 млн тенкĕ уйăрса пама май тупрăмăр.

- Эсир ертсе пыракан комитетра 20 депутат пулнине асăнтăр. Вĕсем пурте шутлав çыннисем-и?

- Çук паллах, анчах пурте укçа шутлама ăста. Эпĕ хăй вăхăтĕнче район администрацине ертсе пынă май бюджетпа çыхăннă лару-тăрăва аван чухлатăп. Чăн та, ун чухне калăпăшĕ чылай пĕчĕкчĕ, ытти вара - пĕрешкелех. Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă Вячеслав Александров - ăста та опытлă финансист. Тавлашуллă ыйтусем сиксе тухсан унран пулăшу ыйтатпăр. Олег Николаев профессипе - экономист, хăй вăхăтĕнче ЧР Экономика министерствинче ĕçленĕ, банк ыйтăвĕсем енĕпе пуян опыт пухнă.

- Эксперт канашĕн кураторĕ пулнă май унăн пĕлтерĕшне пĕрре кăна мар асăнтăр та, тен, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратăр?

- Унта чăн-чăн аксакалсем тенĕ пулăттăм, юристсем эппин. Тĕрĕссипе, мĕн пур саккун асăннă тытăм витĕр тухмасть-ха, социаллă пĕлтерĕшлисем кăна: республика бюджечĕпе, медицина страхованийĕн фончĕн территори органĕпе çыхăннисем тата ыттисем. Вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккуна та асăннă канашра тĕплĕн тишкерчĕç. Ку енĕпе хамăн та ĕç ушкăнне хутшăнма тиврĕ. Сăмах май, Патшалăх Канашĕн 44 депутатĕнчен иккĕшĕ кăна влаçăн вырăнти хăй тытăмлăх шайĕнче ĕçленĕ. Çав шутра - эпĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлнĕ май районсене чылай тухса çÿрерĕмĕр, асăннă саккун тĕлĕшпе çынсен шухăш-кăмăлне пĕлтĕмĕр, специалистсен сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр. Пĕрлехи вăйпа ырă улшăнусем тума пултартăмăр: малашне район администрацийĕсен пуçлăхĕсене халăх суйлĕ, ял тăрăхĕсен ертÿçисене - депутатсен пухăвĕ. Çакă - шухăшласа тунă йышăну. Иккĕмĕшĕсем тĕрлĕ сăлтавпа вырăнти влаç органĕнче ĕçлесшĕн пулмасан малашне тепĕр хут суйлав ирттерме тивмĕ. Вăхăт та, халăх укçи те самаях перекетленĕ.

- Депутатсен хушшинче пуçлăхсем кăна пулни шухăшлаттармасть-и сире? Ахаль çынсем, сăмахран, тухтăрсем, вĕрентекенсем е культура ĕçченĕсем çук вĕт...

- Çакă пуçлăхсен суйланмалли мелсем пысăкраххине çирĕплетет ахăр. Паллах, Патшалăх Канашĕнче тухтăрсем те, вĕрентекенсем те, культура ĕçченĕсем те, ыттисем те кирлĕ. Вĕсем хăйсен тытăмĕсене аталантарма сумлă тÿпе хывнă пулĕччĕç. Халĕ вара мĕн пуррипе çырлахма тивет. Шĕкĕр турра, депутатсен корпусĕнче çак тытăмсен ĕç-хĕлне тĕшмĕртекен сахал мар. Тĕслĕхрен, Петр Краснов культура, социаллă тытăм министрĕ пулнă, Владимир Мидуков вĕрентÿ министерствине ертсе пынă. Çакăн пек хастарсем пур чухне эпир хевтесĕр мар.

- Эсир çамрăк чухне инженер-механик профессине алла илнĕ. Кайран менеджера, управленеца вĕреннĕ. Малтанхи ĕçĕршĕн тунсăхламастăр-и?

- Паллах. Инженер-механика эпĕ чун туртнипе вĕренсе тухнă, ку енĕпе 10 çул тăрăшнă, урăх ĕç пирки шухăшламан та. Анчах шăпа урăхларах килсе тухрĕ: 1994 çулта Шупашкар районĕнчи Апаш ял администрацине ертсе пыма шанчĕç. Влаç тытăмне вăхăтлăха килтĕм тенĕччĕ. Апла пулмарĕ, çак ĕçе чылайлăха кÿлĕнтĕм.

Патшалăх Канашĕнче яваплăх пысăккине, вышкайсăр пысăк ыйтусене татса пама тивнине пăхмасăр çак ĕçре чун канăçлăхне тупатăп. Мĕншĕн тетĕр-и? Çынсене хумхантаракан ыйтусене çийĕнчех татса памалли майсем район администрацийĕн пуçлăхĕн шайĕнчипе танлаштарсан ытларах кунта. Çакă маншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

- Хăвăр суйлавçăсемпе час-часах тĕл пулатăр-и?

- Эпĕ ялта пурăнатăп, Шупашкар районĕнчи Апашра. Канăç паман ыйту сиксе тухсан çынсем ман пата киле те пыраççĕ. Вĕсене яланах пулăшма тăрăшатăп. Патшалăх Канашĕнчи йышăнăва та халăх йышлăн çÿрет. Çуллен 400-600 çын. Юлашки йышăнусенчен пĕринче, тĕслĕхрен, спорт ăмăртăвне каяссипе çыхăннă укçа ыйтăвне татса пама тиврĕ.

Манăн тĕллев - пулăшу кĕтекенĕн кăмăлне туллин тивĕçтересси. Чăн та, тепĕр чухне тĕрлĕ сăлтава пула çапла тума май килмест е саккун ирĕк памасть. Сăмахран, çамрăксене хваттерпе тивĕçтермелли программăна илĕпĕр. Мăшăртан пĕри çав ÿсĕмрен иртнĕ тейĕпĕр. Вĕсене кунашкал лару-тăрура ытти программăна хутшăнма сĕнмешкĕн тивет.

- Ентешĕрсемпе çыхăну тытатăр-и?

- Епле-ха унсăрăн? Тăван ялта, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара, тăвансем пурăнаççĕ, тус-тантăш йышлă. Час-часах тĕл пулатпăр, çуралнă тăрăхшăн ырă ĕç тума тăрăшатпăр. Пĕрлехи вăйпа ял 400 çул тултарнине паллă турăмăр, мрамор плита лартса унта пулас ăрусем валли çыру чикнĕ капсула вырнаçтартăмăр: тепĕр 400 çултан уçса вулаччăр, несĕлĕсен халалĕсене ăша хывччăр. Чиркÿ çĕклерĕмĕр, çуллен çĕр-çĕр йывăç-тĕм лартатпăр. Аякри ялсем те аталанса, чечекленсе пынине, вĕсенче пурнăç вĕресе тăнине çапла майпа çирĕплететпĕр.

 

Валентина СМИРНОВА калаçнă.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

 

Блиц - ыйтăм

- Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсен, паллах, килте тĕрев шанчăклă пулмалла. Сăмах - кунта çемье, çывăх çынсем пирки.

- Чăн та, çывăх çынсем хавхалантарса пымасан яваплă ĕçре кансĕр. Ку енĕпе мана ăнăçнă темелле: килтисем мана ăнланаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Хуçалăха тытса пымашкăн хăйсене кăна кансĕртерех паллах: 50 сотка çĕр пур, выльăх-чĕрлĕх йышлă усратпăр. Хуçалăх тилхепине, тĕпрен илсен, мăшăр тытса пырать. Паллах, меллĕ самант тупăнсан хам та кÿлĕнетĕп. Çĕр ĕçне арçыннăн пурнăçламалла. Çакна тумашкăн ятарлă техника пур. Çимĕç ÿстересси, ăна янтăласси арăмпа хĕрĕмсем çине тиенет. Ку енĕпе вĕсемпе танлашма пултараймастăп: тем те пĕлеççĕ вĕсем, пур енĕпе те ăста.

Ачасем ÿссе çитĕннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă.

- Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

- Ытларах чухне çемьепе пулма тăрăшатăп. Ерçÿллĕ самант тупăнсан пĕрле канатпăр. Унсăр пуçне хамăн киленĕç те пур: ветеринари тухтăрĕн çемйинче çитĕннĕ май выльăх-чĕрлĕхе юрататăп. Эпĕ йытăсем усратăп. Меллĕ самант тупăнсан сунара тухатăп. Çамрăкрах чухне тискер кайăк тытассишĕн хыпса çунаттăм тăк - çулсем иртнĕ май тăватă ураллă тусăмсемпе уçăлса çÿресси, тăван тавралăх илемĕпе киленесси темрен те паха.

Спортпа ачаранпах туслă, алă вĕççĕн çапăçассине, каратэне, волейбола кăмăллатăп. Халĕ тренажерпа тĕрлĕ хускану тăватăп, чупатăп, куллен икшер сехет çуран çÿретĕп.

- Чун апачĕ тĕлĕшпе мĕнлерех?

- Тавра курăма анлăлатма, пĕлĕве ÿстерме пире пĕчĕклех вĕрентнĕ. Çавна май нумай вулатăп, тĕрлĕ кăларăм пăхатăп. Тин кăна-ха Владимир Высоцкин «Черная свеча» кĕнекине тишкерсе тухрăм. Историн паллă çыннисемпе кăткăсланатăп, уйрăмах Никита Бичурин кун-çулĕпе. Пĕр хайлавра: «Йăхташĕсем тутар пулни мар, мăнукĕсем тутар шутланаканни чăннипех тутар», - тенĕ йĕркесем асăма кĕрсе юлчĕç. Ку сăмахсене хамăра майлă çавăрттарса калассăм килет: пирĕн те, чăвашсен, çамрăк ăрăва тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентмелле, хамăрта чăваш юнĕ чупнипе мăнаçланассине ăша хывтармалла. Тăван чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсене, чăваш писателĕсен илемлĕ произведенийĕсене уйрăмах кăмăллатăп.

- Сирĕн пурнăç тĕллевĕ?

- Кирек мĕнле лару-тăрура та çынлăх пирки ан ман, чыслă пул.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.