Комментировать

11 Окт, 2023

Хресчен сасси 40 (2979) № 11.10.2023

Ялти специалистсен хисепне ÿстермелле

Раççей аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Кириллов профессор Чăваш патшалăх аграри университетне 21 çул ертсе пынă, республикăн ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Паянхи кун та Николай Кириллович аслă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пурнăçĕпе интересленсе тăрать, студентсемпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупать.

Николай Кириллов ял хуçалăх институтне аталантарма сахал мар вăй хунă. Вăл ертсе пынă аслă шкул институт ята академипе улăштарнă, строительство ĕçĕсем те сахал мар туса ирттернĕ, вĕренмелли майсем лайăхланнă. «1997 çулта ветеринарсене хатĕрлекен факультет уçрăмăр, çĕнĕ специалистсене хатĕрлеме пуçларăмăр. Унтан инженери факультечĕпе спорт комплексĕн çĕнĕ çурчĕсене çĕклерĕмĕр. Пĕлÿ\тата наука лаптăкĕсем хутшăнчĕç. Специальноç нумайланчĕ, диссертаци хÿтĕлемелли канашсем уçăлчĕç. Халĕ кунта хÿтĕленме Хусантан та, ытти хуларан та килеççĕ», — çак çулсене куç умне кăларчĕ 75 çулти Николай Кириллов.

Паян та ĕçсĕр лармасть вăл. Студентсемпе тĕл пулать, общество пурнăçне хастар хутшăнать, АПК ветеранĕсемпе курнăçать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Халĕ те волейболла вылять. Тивĕçлĕ канура пулсан та пуç мимине, мышцăсене пĕрмай ĕçлеттерет. «Тухса çÿресен, çынпа курса калаçсан чунăм çĕкленет», — тет Николай Кириллович йăл кулса. Университет çĕнелсе, аталанса пынине сăнаса тăрать, ÿсĕмсемшĕн хытах хĕпĕртет. Николай Кирилловичăн ачалăхĕ Вăрнар районĕнчи Авруй ялĕнче иртнĕ. Ĕçрен нихăçан та хăраса тăман чăваш каччи. 11 çултах колхозра 74 ĕç кунĕ тунă. Лашасем пăхнă, утă турттарнă, хирте ĕçленĕ. 16 çул тултарнă тĕле çамрăкăн ĕç стажĕ виçĕ çул çурă пухăннă. Çакна та палăртмалла: пилĕк çултах арçын ача шутлама, вулама пĕлнĕ. Куç умĕнчи тĕслĕх пурри малалла вĕренме хавхалантарнă. Пĕрпĕрне курса ял ачисем Вăрнарти зооветеринари техникумне вĕренме кайнă. Николай Кириллович та юлман. «Кашни ĕне пуçне икĕ ветеринари тухтăрĕ», — тенĕ ял-йышра. Техникума «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ. Хĕсмете кайса килнĕ хыççăн хăйĕн пĕлĕвне малалла ÿстерме Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Лайăх вĕренсе пынă, общество ĕçĕсенче палăрнă. Виçĕ çул çурă чи лайăх студент Ленин стипендине илсе тăнă, Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен Берлинти фестивальне çитсе курма тивĕç пулнă. Николай Кириллов каланă тăрăх, пĕчĕк ялтанах 6 наука докторĕ, 8 наука кандидачĕ тухнă. Сăмах май, виçĕ наука докторĕ халĕ аграри университетĕнче вăй хурать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Цифровизаци çĕнĕ майсем парать

Виçĕ çул каялла Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем «АгроСемЭксперт» тата «Фитомониторинг» цифра платформисемпе ĕçлеме пуçланă. Паян ăна «АгроЭксперт» программа пĕрлештерет. «Инновациллĕ технологисем вырăнти лару-тăрăва тишкерме, çивĕч ыйтăва татса пама, хÿтĕлев ĕçне йĕркелеме май параççĕ», — теççĕ программăпа усă куракансем.

Акă, сăмахран, «фитомониторинг» цифра программине илер. Специалистсем ял хуçалăх культурисен фитосанитари ларутăрăвне онлайн мелпе йĕрлеççĕ, уйрăм округра е республикăра мĕнле сăтăрçăпа чир-чĕр пуррине, вĕсен аталанăвне курса тăраççĕ, пĕр-пĕр хăрушлăх сиксе тухсан çийĕнчех кун çинчен ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене асăрхаттараççĕ. «Специалистсем смартфонсемпе ĕçлеççĕ, ку енĕпе агрономсем ятарлă пĕлÿ те илнĕ, GPS-навигаци специалист çак самантра ăçта тата мĕнле уй-хирте пулнине кăтартать. Экран çине гугл-карттă тухать. Шăп та лăп ун тăрăх хуçалăх чиккине курма е ăна палăртма пулать. Уя тишкернĕ май специалист тĕрлĕ информаципе ĕçлет, чир-чĕр е сăтăрçă паллисене сăн ÿкерчĕкпе çирĕплетет. Пур даннăя та Шупашкарти тĕп офисра ларакансем тимлеççĕ. Информаци архивра упранать. Программăра справка материалĕсем те пур. Палăртнă сăтăрçăпа кĕрешмелли мелсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Енчен те ăнсăртран пĕр-пĕр палла сиктерсе хăварнă е йăнăшнă пулсан специалист вырăнтан компьютерпа тÿрлетÿсем кĕртеет», — каласа парать Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Пыркина. «Фитомониторинг» цифра платформипе Раççей ял хуçалăх центрĕн ĕçченĕсем çеç ĕçлееççĕ. Мониторинга пур уй-хирте те ирттермеççĕ. Сăмахран, республикăра паянхи кун тĕлне 521,77 пин гектара тĕрĕслемелле пулсан çак лаптăка округсем çине пайлаççĕ те вырăнта çак ĕçе мĕнле хуçалăхсене явăçтарассине палăртаççĕ. Енчен те маларах Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем пысăк хуçалăхсемпе кăна ĕçленĕ пулсан кăçалтан ку йыша пĕчĕк хуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене те кĕртнĕ. Çĕр ĕçченĕ интереслĕ культура çитĕнтерет пулсан мĕншĕн тĕпчес мар? Сăмахран, йĕтĕн, горчица, рапс культурăсемпе республикăра сайра ĕçленĕ. Халĕ ку культурăсене чылай округра çитĕнтереççĕ. Фитомониторинг тĕпчевне чернушка сухан, сахăр кăшманĕ, ытти пахча-çимĕç те кĕреççĕ. «Çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме маларах шикленеттĕмĕр. Программăра йăнăш ярасран, палла тĕрĕс мар лартасран хăраса тăраттăмăр. Майĕпен хăнăхса çитрĕмĕр курăнать. Хусан хулинче вĕренÿре пултăмăр. Пĕлÿ илнĕ специалистсем ыттисене вырăнта ĕçлеме хăнăхтарчĕç. Программăпа тĕрĕс-тĕкел ĕçлесен вăл чылай япалана хăех кăтартса, ăнлантарса парать. Çакна та палăртмалла: çулленех программа çĕнелсе пырать, улшăнать», — пĕлтерчĕ Татьяна Пыркина ĕçри йывăрлăхсем пирки сăмах хускатнă май. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Паттăрсем пирĕн хушăра

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ, авиацийĕн генерал-майорĕ Евгений Васильев ячĕпе Канаш округĕнчи Ушанар ялĕнче асăну хăми уçрĕç. Вăл пурăннă çурт умне тăванĕсем, тустантăшĕ, ăна хисеплекен ял-йыш, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.

Мухтавлă ентешĕмĕре аса илсе нумай ырă сăмах каларĕç. «Маншăн Евгений Васильев чи малтанах кукка пулнă. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, таса чунĕпе, сăпайлăхĕпе, çынсене яланах пулăшма хатĕр пулнипе асăмра юлнă. Çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме яланах сĕнÿ-канашпа пулăшнă. Акă, пĕр самант аса килет. Пĕррехинче тăван тăрăха отпуска килсен вăл Шăхасанти вăтам шкулта аслă класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Çак калаçу темиçе сехете тăсăлнă. Çамрăксем çар летчикĕн пурнăçĕпе кăсăкланнă, чылай ыйту панă. Мĕн интересли! Тĕлпулу хыççăн ачасен 70 проценчĕ малалла вĕренме кайма аслă çар шкулне заявлени панă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратнă, чăн-чăн профессионал пулнă», — куккăшне аса илчĕ Алексей Петров. Чăн та, Чăваш çĕрĕ паллă та пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен ячĕсене асра тытасси вара паян пурăнакансен тĕп тивĕçĕ. Евгений Васильев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе халалланă. Йывăр вăхăтра çитĕннĕскер вĕренме тăрăшнă, çын пулас тенĕ, аслисене пулăшнă. Улттăн пĕртăван ÿснĕ. Чи çывăх çыннисен — йăмăкĕсен — аса илĕвне пуçтарăннисем интересленсех итлерĕç: «Асли пулнăран пур ĕç те ун çине тиеннĕ. Час-часах унăн хуçалăхри ыйтусене татса пама тивнĕ. Ачаранах вăл летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Спортпа туслă пулнă. Çар училищинче лайăх вĕреннĕ. Анне ячĕпе пĕрмай Тав çырăвĕсем килнисем халĕ те куç умĕнче. Женя хăйĕн сăпайлăхĕпе палăрса тăнă, нихăçан та мухтанман. Мăнаçланмаллипех мăнаçланатпăр унпа». Питĕ кирлĕ те пархатарлă ĕç турĕç Ушанар çыннисем. Çакă патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. «Пĕрле выляса ÿснисем халĕ куç умĕнчех. Виçĕ тус-тантăш яланах пĕрле пулнă: пулла çÿренĕ, чупнă, шыва кĕнĕ, йĕлтĕрпе ярăннă. Ывăнсан юр çине выртса пĕлĕтсене сăнама юрататтăмăр. Виçсĕмĕр те летчик пулас ĕмĕтпе пурăнаттăмăр. Анчах Женя çеç летчик пулма пултарчĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.