Комментировать

4 Окт, 2014

Вĕрентекенрен çĕр-çĕр çын шăпи килет

Унăн сăнарĕ кашни çын асĕнчех мĕнле те пулин ÿкерĕнсе юлать. Сăн-сăпачĕ, кÿлепи, сасси, калаçу-тыткаларăш манерĕсем... - вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те юратнă вĕрентекенĕн хăйне евĕрлĕхĕсене манмасть этем. Чăн та, кашниех асра тарăн йĕр хăвараймасть. И.Гете сăмахĕсемпе килĕшмесĕр май çук: "Пире ăс панă çынна вĕрентекен тесе тĕрĕсех калаççĕ. Анчах çак ята кирек мĕнле вĕрентекенех тивĕçеймест".

Хăйсен профессине çÿлти хăват тивлечĕпе, чун-чĕре хушнипе суйланă педагогсем паян та республикăра сахал мар: тĕрлĕ район-хулара, тĕрлĕ наци представителĕсен хушшинче, вĕренĕвĕн тĕрлĕ учрежденийĕнче. Учитель кунĕ умĕн çавăн пеккисенчен пĕрин патне ятарласа çула тухрăмăр. Гузель Хайртдинова Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 13 çул ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. 2013 çулта "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурса хутшăнса республикăри чи лайăх пилĕк педагог йышне кĕнĕ, кăçал вара Чăваш Енри "Самый классный классный" конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Мĕнре-ха çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ?

Династи малалла тăсăлать

Илемлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çĕнĕ шкул Тукай Мишер ялĕн ачисене иккĕмĕш çул кăна йышăнать-ха. Паянхи кун кăшт тĕлĕнмелле те - вĕренекенсем кунта пĕр ялтан кăна пухăнаççĕ. Çакă Чăваш Енри тутар ялĕ аталанса, йыш хушса пынине çирĕплетет. Асăннă хутлăхра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче икĕ пĕрремĕш класс йĕркеленнĕ. Пурĕ шкулта - 288 вĕренекен. Эппин, пĕлÿ çурчĕ тулли хăватпа ĕçлет. Паллах, кун пек çĕрте хальхи саманан çĕнĕлĕхĕсене кĕртсе-йышăнса пыма та ансатрах.

Гузель Миназимовнăн професси пултарулăхĕн шыравĕ вара çурт хăтлăхĕпе те, учрежденин пурлăх никĕсĕ пуянланнипе те, вĕренекенсен шучĕ ÿссе пынипе те çыхăнман. Педагогсен династине тăсаканскер хăйĕн йăх-несĕлĕнчи хăш-пĕр ĕçтешĕ пекех лăпкăн пурăнма юратмасть, ÿсĕм пусми çинче хыçа хăварнă пĕр картлашка хыççăн теприн çине çĕкленме ăнтăлать. Ÿсĕм тени вара чăн педагогăн ăнлавĕнче хушăран вăл е ку мероприятире малти вырăна тухнинче мар, вĕрентÿпе воспитанин кулленхи кăткăс ĕçне ывăнмасăр пахалăхлă пурнăçласа пынинче.

- Гузель Миназимовна, тен, йăнăшатăп, анчах эсир ачаран вĕрентекен пулмах ĕмĕтленнĕ пек туйăнать, - професси суйлавĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăшатăп.

- Çак шухăша манăн анне те вĕрентекен пулнине, вăл çак шкула ертсе пынине пĕлнĕрен каларăр-тăр? Чăн та, учитель ĕçне ачаранах курса-пĕлсе çитĕнни хăйĕн витĕмне кÿнĕ ĕнтĕ. Анне, Эмине Минатулловна - вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ. Анчах унсăр пуçне ратнере педагог татах нумай. Нумаях пулмасть ятарласа шутланăччĕ: тăванăмсен педагогикăри пĕрлехи стажĕ - 359 çул. Пытармастăп: çакăнпа мухтанатăп. Ют чĕлхе предметне суйласа илнин - хăйĕн историйĕ. Пирĕн çемье малтанах Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăннă. Аттепе аннен çуралнă кĕтесĕ - Тукай Мишер. Эпĕ саккăрмĕш класс пĕтерсен вĕсем яла куçса килме, тăвансемпе çывăхрах пурăнма шут тытрĕç. Çапла тăххăрмĕшне çак шкула çÿреме пуçларăм. Ун чухне кунта ют чĕлхене пачах вĕрентместчĕç: специалист çукчĕ. Вуннăмĕшĕнче - кăштах, вун пĕрмĕшĕнче - акăлчан чĕлхине хăвăрттăн вĕренмелли курспа пĕлÿ пачĕç. Çавăн чухне иккĕмĕш сыпăкри аппапа вĕренсе пĕтерсен педуниверситета ют чĕлхесен факультетне кайма тĕв турăмăр, - иртнине аса илчĕ вăтăр та тултарайманнине пăхмасăр пуян опыт пухнă вĕрентекен.

 

"Хушăран ачасем те ăса вĕрентеççĕ"

Шăнкăрав янăрарĕ - тăххăрмĕшсем хаваслăн шавлакаласа кăритура тухрĕç. Юратнă вĕрентекенне курчĕç те туххăмрах хупăрласа илчĕç: пĕри - ăна, тепри кăна ыйтать - хуравласа ĕлкĕр çеç.

- Манăн класс ку. Паян методика кунĕ те - ирхине курман пĕр-пĕрне, - тунсăхланин сăлтавне ăнлантарчĕ пуçаруллă ертÿçĕ.

Ачасен ушкăнне ертсе пыма вĕрентекене уйрăм ăсталăх кирлĕ: вĕрентме кăна мар, хăвăнтан кĕçĕнскерсене илтме те, вĕсем каланинче çĕннине уçма та пĕлмелле. Ахальтен мар республикăри вĕренÿ ведомстви класс ертÿçисен тупăшăвне уйрăм йĕркелет. Шăпах çакнашкал ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулчĕ те ĕнтĕ кăçал Тукай Мишерсен хастар педагогĕ.

- Ку конкурса хутшăнасси ăнсăртран килсе тухмарĕ. Маларах "Çулталăк вĕрентекенĕнче" хамăн ĕçтешсемпе тупăшнăччĕ. 2010 çулта малтанхи класпа /вĕсем вĕренсе тухса кайнă ĕнтĕ/ "Супер-класс" конкурса, ăна Патшалăх Думин ун чухнехи депутачĕ Павел Семенов йĕркеленĕччĕ, хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Вĕренекенĕмсем тĕл пулсан халĕ те: "Ас тăватăр-и çавăн чухне еплерех хатĕрленнине? - тесе ыйтаççĕ. Ара кирек мĕнле конкурс та - çывăрман каçсем, тĕплĕ шырав-тĕпчев, çине тăрса тишкернĕ вун-вун меслетлĕх материалĕ. Ăмăртăва хавхаланса хатĕрленетĕн, кĕтетĕн, хутшăнатăн та...- иртсе кайсан чун пушанса юлнă пекех. Çакна пĕлтĕр "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурсăн финалĕнче туйса илнĕччĕ. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ Патăрьелте иртнĕччĕ. Конкурсăн маларахри çĕнтерÿçи Наталья Андреева пире: "Пĕлетĕр-и, мĕнлерех ăмсанатăп сире. Умăрта - тĕлĕнмелле кăсăк та тухăçлă ĕç", - терĕ. Мĕн ăмсанмалли пур-ши тесе тĕлĕннĕччĕ. Тупăшу вĕçленчĕ те... - Гузель Миназимовна сăмахĕсенче хитрелетни пачах çуккине куçран пăхса ăнланатăп.

Шăпах çавăн чухнехи пушăлăх çулталăк пуçламăшĕнче каллех пуçарулăх кăтартма хистенĕ пултарулăхне тĕрлĕ енĕпе аталантараканскере. Шкул администрацийĕ чи ăста класс ертÿçисен ăмăртăвĕ пуласси пирки хыпар илсенех Г. Хайртдинова: "Манăн хутшăнма кăмăл пур", - тенĕ иккĕленмесĕр.

 

Самана улшăннине вăхăтра туйса

Чи ăста класс ертÿçи ятне çĕнсе илме вĕрентекенпе ачасен хушшинче ăнланулăх пулмасан май килмĕччĕ.

- Мана класс тĕлĕшпе кашнинчех ăнать: пысăк йышра /23 вĕренекен/ хĕр ачасем нумайрах. Вĕсем класс тулашĕнчи ĕçсенче яваплăха ытларах туяççĕ, тирпейлĕхшĕн çине тăраççĕ, кăсăклă мероприятисен темисене хăйсем те сĕнеççĕ. Паллах, ертÿçĕ пултарулăхне конкурсра хамăрăн "тăван" класпа йĕркеленсе пыракан çыхăну тăрăх кăна мар, ют вĕренекенсемпе ирттернĕ тĕрлĕ мероприятие тишкерсе те хак панă. Куçăн иртнĕ турта ашшĕ-амăшĕн пухăвне ертсе пыма та, тĕрлĕрен педагогика лару-тăрăвне сÿтсе явма та тиврĕ. Çаксене пĕтĕмпех çурма финала тухнисем Шупашкарти 40-мĕш шкулта йĕркелерĕмĕр. Конкурса хутшăннă чухне хула шкулĕсенче вĕрентекенсен мала тухас шанăç ытларах пек туйăнатчĕ: эпир, ялтисем, хăюсăртарах-çке. Халĕ пĕлетĕп: çакнашкал конкурссенче лайăх кăтартусем "элита" учрежденисен ĕçченĕсен кăна пулмаççĕ. Чи-чи...-сен йышне лекекенсем те - темĕнле никам танлашайми çăлтăрсем мар, ахаль вĕрентекенсемех, анчах хăйсен вăйне, вăхăтне, ырă кăмăлне шеллемесĕр ĕçлекенсем, - палăртать шухăшне Гузель Миназимовна.

Хальхи саманан хăйне евĕрлĕхĕ вĕренÿ тытăмне те витĕм кÿрет: шкула тин ура ярса пуснинчен пуçласа кĕç-вĕç алла аттестат илекенсем таранах информаци пĕлес тĕлĕшпе чухăн мар. Çакă мĕнле çивĕч ыйту çуратать-ха? Вĕсене мĕнпе-тĕр кăсăклантарса ямашкăн вĕрентекенĕн самай çине тăма тивет. Федерацин çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн воспитани тĕллевĕ пĕлÿ парас ĕçре никĕс шутланать. Паянхи педагогăн урока хатĕрленнĕ чухне питех те тимлĕ пулма тивет. Çавна май пирĕн статья геройĕ професси каçалăкĕнче чи кирли - саманапа тан утни, çĕнĕ технологисене вăхăтра ăша хывса вĕсемпе кулленхи ĕç-хĕлре тухăçлăн усă курни, тĕнчери хыпарсене тишкерсех тăни тесе шухăшлать.

 

"Тăван халăх йăли-йĕрки çывăх"

Акăлчан чĕлхин пÿлĕмĕнче кашниех хăйне хăтлă туясси иккĕлентермест: илемлĕ сĕтел-пукансăр пуçне темĕн тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕ туллиех. Уйрăмах Англи çĕр-шывĕн тĕнчипе паллă вырăнĕсем, çурчĕсем, хатĕрĕсем куçа илĕртеççĕ. Хытă хутран тунă пазлсенчен пуçтарнă вĕсене.

- Хулана кайсан чылайăшĕ çемйине сăйлама сумкине кучченеç тултарса килет-тĕр. Эпĕ вара тĕрлĕ лавккара илĕртÿллĕ çакнашкал япаласене шыратăп, укçа хĕрхенмесĕр туянатăп. Класа илсе пырсан ачасем кăсăклансах тинкереççĕ, эпĕ чăн пурнăçра чаплă çав вырăнта пулни-пулманнипе интересленеççĕ. Тунмастăп: Англие çав тери çитсе курас килет. Тĕтре-çумăр сирĕлмен Лондона, сăмахран, хампа пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле лексен мĕн тери кăсăклă пулĕччĕ. Кăçал районти вĕрентекенсемпе çула тухма хатĕрччĕ - кирлĕ чухлĕ йыш пуçтараймарăмăр. Шанатăп - ĕмĕтĕм пурнăçланатех, - терĕ виçĕ чĕлхене лайăх пĕлекенскер /тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те çухалса каймĕ/.

Чĕлхе тенĕрен, ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхине ачаранах аван пĕлнĕ Гузель. Каникулсенче асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнче хăналанаканскер хулари шăпăрлансем яла килсен вырăсла кăна калаçнинчен тĕлĕннĕ.

- Çемьере халĕ тутарла кăна калаçатпăр. Мана аттепе анне халăх йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентнĕ - тавах вĕсене çакăншăн. Тĕрĕссипе, хамăн мĕн пур ырă еншĕн эпĕ вĕсене пуç тайма тивĕç. Яланах çынсемпе ырă пулма, вĕсене кирлĕ чухне пулăшма, тĕрев пама, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Анне професси ĕçĕнче те тĕслĕх вырăнĕнче. Маларах асăннă пысăк конкурссене хутшăнасси вăл хĕтĕртнинчен пуçланчĕ темелле. "Пĕлетĕп, санран пиçет", - тетчĕ çывăх çыннăм. Тĕрĕссипе, пултарулăх аталанăвĕнче çывăх тăвансен, çемьен ăнланăвĕ, тĕревĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Учителĕн ĕçĕ киле пырать вĕт, тетрадь тĕрĕслесси, плансем, отчетсем... Тĕплĕ хатĕрленмесĕр конкурссенче çитĕнÿ тăваймастăн. Çавăнпа та мана яланах ăнланнăшăн мăшăрăма Рустэма, ерçеймен самантсенче ятлаçмасăр хуçалăхри нумай ĕçе, ачасене пăхассине те, хăй çине илнĕшĕн хунямана Сафире Сенетулловнăна чунтан тав тăватăп. Кăçал аслă ывăлăм Данияр шкул сакки çине ларчĕ. Виççĕ тултарса пыракан Данир кĕçех ача садне çÿреме пуçласса шанатпăр, - хăйĕншĕн çемье те пĕлтерĕшлĕ вырăнта пулнине ĕнентерет яла качча тухса кунта пурăнма юлнăшăн пĕртте ÿкĕнмен хĕрарăм. Акă еплерех сăмахсенчен туйрăм çакна: - Аттепе аннене хуларан вăхăтра илсе кайнăшăн хушăран тав тăватăп. Вун пĕр класс пĕтернĕ тĕк /кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. - Авт./ хуларан килмесен те пултараттăм-çке. 16 çул Тукай Мишерте пурăнатăп - унран çывăхрах хутлăх пулас çук, шкул коллективĕнчи ĕçтешсемпе вара тăвансем пек килĕштерсе пурăнатпăр. Çавăнпах ĕçе кашни кун савăнса çÿретĕп. Мĕн пур вĕрентекене уявпа саламланă май çавна сунас килет. Педагогăн яваплăхĕ пысăк: пирĕн ĕç пахалăхĕнчен кашни вĕренекен шăпи килет, кашни çын пурнăçĕнчен - çĕр-шыв шăпи. Çак шухăша асра тытса пĕлÿпе воспитани парассине малашне те тимлĕ пурнăçласа пырасчĕ.

Ирина ПУШКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.