Комментировать

4 Окт, 2014

Ахах та ĕнчĕ хушшинчи чĕлхемĕр

Константин Иванов тесенех куç умне 1990 çулта Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнине тĕнче шайĕнче ирттернĕ хавхалануллă кунсем аса килеççĕ. Курăр-ха эсир: чăваш хресченĕн килĕ-йышĕнче çуралса ÿснĕ, çĕр çинче çирĕм пилĕк çула яхăн çеç пурăнса пĕтĕм халăхсен илемлĕ литературине «Нарспи» поэмăпа пуянлатнă гени умĕнче тĕнче пуç тайса тăрать. Кунта - çĕр-шыва ертсе пыракансем, Чăваш Республикин пуçлăхĕсем, тĕрлĕ çĕртен сума суса килнĕ паллă çыравçăсем, культура ăстисем, чаплă хăнасем...

Шутлатăн та - пуç çаврăнса каять: Константин Иванов ячĕ çÿл тÿпемĕрте Данте, Шекспир, Гёте, Пушкин, Руставели, Низами, Рудаки, Хетагуров, Тукай тата ытти çутă çăлтăрсемпе юнашар çиçсе тăрать. Ăна пурте пĕлеççĕ, юратаççĕ, тĕлĕнеççĕ, тĕрлĕ чĕлхене куçарса кăлараççĕ, анчах Константин Иванов патне туртăнасси çулсем иртнĕçемĕн вăйланса та сарăлса пырать, «Нарспие» çĕр çине килекенсен çĕнĕрен те çĕнĕ ăрăвĕсем культура пуянлăхĕн аслă тĕслĕхĕ вырăнне хурса йышăнаççĕ, тĕнчери паллă университетсенче вĕренеççĕ. Поэтăн çĕр çулхи юбилейĕ умĕн кăна «Нарспие» якут поэчĕ Семен Руфов хăйсен чĕлхине куçарчĕ, нумаях та пулмасть вăл ăна иккĕмĕш хут пичетлесе кăларчĕ, Чернигов поэчĕ Станислав Репьях та поэмăна çĕнĕрен украинла куçарчĕ, Душанбере пурăнакан Аслам Адхам «Нарспие» таджик чĕлхипе уйрăм кĕнекен кăларса Шупашкара илсе килчĕ. Ĕнтĕ ăна вырăсла куçарнă сăвăçсен шучĕ те вуннă урлă та каçса кайрĕ, апла пулин те ку енĕпе чун хавалне виçсе пăхас текенсем тупăнсах тăраççĕ, мĕншĕн тесен Иванов тĕнчи хăйĕн çĕнĕрен те çĕнĕ тĕсĕсемпе çуталса кайса паянхи ăрусене хăй асамлăхĕн ытамне илет. Çав ытамра Александр Твардовский, Александр Жаров, Борис Иринин вырăссем, Питер Франс акăлчан, Леон Робель француз, турккă хĕрĕ Эмине Йăлмаз, Николай Марангозов пăлхар, Мустай Карим пушкăрт тата ытти пысăк ăстасем культура фрончĕн Иванов ячĕллĕ постĕнче шанчăклăн тăни пире савăнтарать. Поэтăмăра вăйă картинче Акатуй пуçĕ вырăнĕнче курас пулсан - каллех çав сăмахсенех çирĕплетме тивет: пирĕн вăйă карти малашне те аслăлансах, çирĕпленсех пырĕ, Иванов туртăмĕ çĕнĕ пахалăхсемпе хăватланĕ.

Çакна халăхăмăр лайăх ăнланать, чунĕ-чĕрипе туять. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăмăр ертÿçи Михаил Игнатьев çитес çула Константин Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Ку йышăнăва эпир, культура çыннисем те, уй-хир ĕçченĕсем те, хуласенчи халăх та, тулли кăмăлпа ырлатпăр. Анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ çак йыхрава ырласа йышăнни хăй çеç питĕ те сахал. Пирĕнтен кашнин çак юхăма çурхи çут çанталăк сар хĕвел ăшшипе вăраннă пек кулленлĕхри тĕлĕрĕвĕнчен хăтăлса çĕнĕ пуçару туртине кÿлĕнтĕрччĕ, чăваш халăхĕн пĕрлехи ĕçне нимелĕх сулăмĕ кÿринччĕ. Ан тив, тракторçăн урхамахĕ кал-каллăн та уçăмлăн чуптăр, токарĕн станокĕ хуçин кăмăлне алă ăшшинченех ăнлантăр, вĕрентекенĕн шухăшлă та кăмăллă сăмахне унăн вĕренекенĕ хаваспа хăлхана чиктĕр, тухтăр хут çырассине пăрахса сиплев ĕçне пикентĕр. Хавхалануллă нимере кашнин пуçарăвĕ çĕнĕ пĕрчĕ пулса пучаха, çапла майпа кĕлтене, унтан çĕмелсемпе капансене кĕрнек патăрччĕ. Акă мĕнле вăй илсе тĕрекленмелле чăваш йĕтемĕн. Иванов çулталăкĕнче те, ÿлĕм те. Йĕтем пурлăхĕ - пÿлме ырлăхĕ. Тырри пулсан юрри те пулать тенешкел, пурнăçра пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă. Ырă кăмăлпа тунă ĕç ырă тухăç паратех. Аса илер-ха: Константин Иванова никам та «Нарспи» поэмăна çырма хушман, хистемен. Хăй пуçарăвĕпе, хăйĕн ăш-чикре тек тытса чарайми хавхаланăвĕпе тухса кайнă вăл çĕр туртăмĕн вăйĕнчен сенкер тÿпенелле. Уншăн вăл, сăмах май каласан, гонорар таврашĕ те илмен. Çавăн пекех пирĕнтен кашниех хăй суйласа илнĕ ĕçре çĕнĕ пахалăх тупма пултарать. Вара пурнăç уйĕ те, пурнăç капанĕ те тĕшĕллĕрех пулĕччĕç. Ман шухăшăмпа, республикăри халăхпа курнăçса калаçмалли кунсенчен пĕрине ятарласа çак ыйтупа ирттермелле. Анчах ячĕшĕн мар, чун шайĕнче иртмелле çав калаçусем. Унта çыравçăсем, художниксем, композиторсем, артистсем, ученăйсем хутшăнччăр.

«Нарспи» поэма чĕлхи - халăх чĕлхи. Халăх пурнăçне туллин сăнлакан энциклопедилле тарăн хайлава халăх чĕлхисĕр çыраймастăн. Çавăн пекех лайăх пурнăçа та лайăх чĕлхесĕр тума çук, çавăнпа та кунта калаçу ирĕксĕрех чĕлхе еннелле сулăнать. Халĕ эпир хамăрăн хутшăнусене хамăрăн конституципе килĕшÿллĕн икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - йĕркелесе пыратпăр. Анчах та, пурсăмăр та асăрхатпăр, юлашки вăхăтра хăйне чăваш тесе шутлакан чăвашсен шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Федераци тытăмĕнче пурăнакан республикăсенче икĕ чĕлхесĕр май çук тейĕпĕр, ку йĕркене эпир пурте ăнланса йышăнатпăр. Çав хушăрах пире пурнăçра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ чакса пыни шухăша ярать. Çакă тĕп хулара та, ытти çĕрте те палăрмаллах сисĕнет. Сăмахран, республикăн Аслă Канашĕнче те, Шупашкар хулин пухăвĕнче те депутатсем пурте тенĕ пекех чăвашсем. Анчах вĕсенчен нихăшĕ те пухусемпе ларусенче чăвашла калаçмасть. Калаçаймаççĕ пулсан мĕнле татса параççĕ-ха вĕсем пурнăçăн ыйтăвĕсене? Пухусемпе ларусенче кворум пуçтарма пулăшнипе-и? Кворумĕ те кирлĕ, анчах та депутат пухăва уншăн çеç пыни никама та тивĕçтереймест. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен пăрăнакан этем чăн-чăн халăх çынни пулаймасть. Хăй вăхăтĕнче республика ертÿçи пулнă Сергей Петров ĕçĕнче чăвашла питĕ таса калаçнă, ĕç кунĕ вĕçленсенех часрах Шупашкар-Канаш чукун çулне хывакансем патне наçилккапа çĕр йăтма васканă, сывлăш çавăрса илмелли тăхтавра халăхпа чăвашла юрланă, ташланă.

Манăн ентеш Иван Илларионов, Чăваш Тĕпĕçтăвкомне пуçаруллăн ертсе пынăскер, чăваш аваллăхне, чăваш чĕлхине, тăван тавралăха тĕпчекенсен пĕрлешĕвне йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Апла вĕсем, пирĕн малтанхи йĕркелÿçĕсем, чăваш ĕçне малалла аталантарас ĕçре чăваш чĕлхипе, унăн хăвачĕпе, унăн илемĕпе туллин усă курмасăр ÿсĕм тума çуккине лайăх ăнланнă. Иван Яковлев вĕрентекенĕмĕр те, ун çумĕнчи ăслă чăвашсем те «Нарспие» чи малтан вулаканĕсем пулнă май унăн авторне, çĕрлехи тĕттĕмре çап-çутă çăлтăр пек çуталса кайнăскерне, хайлав чĕлхине анатрипе тури чăвашсен сăмахĕсене шайлашуллăн кĕртсе пыма сĕнÿ панă, поэт вĕсене йышăннă, çапла «Нарспи» пĕтĕм чăваш халăхĕн пĕрлехи юррисен юрри пулса тăнă. Эппин, Константин Иванов çулталăкĕ вăл - чăваш чĕлхин çулталăкĕ те. Айтăр-ха, тăванăмăрсем, чуна хавал кÿрекен, мал ен çулне уçакан, ăшра та асра атте-аннен чĕрĕ сасси пулса пурăнакан чĕлхемĕре чăвашăн сарă ялавĕ пек çĕклер, унпа пĕрле пулар, унăн сиплĕхĕпе сипленер, унăн уççипе уçăлар. Эпир - çĕр чăмăрĕ çинчи халăхсен ултă пин чĕлхи хушшинче çак авалтан килекен кĕвĕллĕ те шухăшлă чĕлхепе калаçса тĕнче пурнăçне илем кÿме пÿрнĕ пĕртен пĕр халăх. Апла пулсан айтăр-ха чăн чăвашла тивĕçпе тытса пырар çав тивĕçе! Иванов пек, Çеçпĕл пек, Хусанкай пек, хамăрăн Андриян пек!

Ик чĕлхелĕх, хаклă ентешĕмсем, аван япала. Анчах унăн ырлăхĕпе виçеллĕн усă курма пĕлмелле.

Çак саманта эпĕ час-часах аса илетĕп. Кашнинчех мана вăл тарăн шухăша ярать, кăмăла хускатать.

Ку Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче пулса иртнĕччĕ. Эпир унта Çеçпĕлĕн çуралнă кунне палăртатпăр. Хăнасем таçтан та килнĕ: Мускавсем те, Хусансем те, Ĕпхÿсем те, Чĕмпĕрсем те, ыттисем те пур. Украина çыравçисем уйрăмах пысăк йышпа çитнĕ кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çĕр-шывне пуç тайма.

Акă чăваш сăвăçисенчен пĕри хавхалануллăн калаçма пуçларĕ сумлă пухура. Лайăх, витĕмлĕн, сăнарлăн тытса пырать вăл шухăш тилхепине. Çав вăхăтра ăна Шупашкартан пынă пуçлăх чарчĕ те вырăсла çапла каларĕ:

- Тăванăм, пирĕн хăнасем чăвашла пĕлмеççĕ, тен, вырăсла пуплĕпĕр пурне те ăнланмалла пултăр тесе?

Чăваш сăвăçи ку сĕнĕве йышăнса хăй сăмахне вырăсла тăсма та хирĕç марччĕ, анчах çав вăхăтра Киев поэчĕ, Кăркăс тата Чăваш республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борислав Степанюк сиксе тăчĕ.

- Юлташсем, - терĕ вăрçă ветеранĕ, Петĕр Хусанкайăн çывăх тусĕ. - Эпир кунта Çеçпĕле, унăн чĕлхине сума суса килнĕ. Айтăр чăваш поэзийĕн уявĕнче чăваш чĕлхипех калаçар, пирĕншĕн вара хисеплĕ çак чĕлхен кĕвĕллĕ янăравне итлени асран кайми самант пулса юлĕ.

Поэт чунне ăнланса илнĕ халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Акă мĕнре палăрчĕ халăхпа халăхăн, чĕлхепе чĕлхен пĕр-пĕрне тăлмачсăр-мĕнсĕр ăнланас хăвачĕ, пĕр шухăшлăх, туслăхпа тăванлăх асамачĕ. Мĕнле пархатарлă та ĕçлĕхлĕ туслăх йĕркеленсе кайрĕ Слакпуç ывăлне пула чăвашпа пушкăрт халăхĕсен хушшинче: эпир пĕр-пĕрин патне тăтăшах çÿретпĕр, пирĕн республикăн темиçе районĕ Салават Юлаев çĕрĕнчи районсемпе ятарлă килĕшÿ туса çыхăну тытаççĕ, туслăх кунĕсем ирттереççĕ. Пысăк шайпа йĕркеленĕ литературăпа искусство уявĕсем Атăл хĕрринче те, Урал тăрăхĕнче те ĕмĕр асран кайми тарăн йĕр хăварчĕç. Сăмах ăстисем те, театрсем те, художниксен пĕрлешĕвĕсем те туслăх кĕперне çĕнĕ ĕçсемпе çирĕплетсе пыраççĕ. Палăртма кăмăллă: вунă ытла чăваш çыравçи Пелепей тăрăхĕн «Хавхалану çăл куçĕ» премийĕн лауреачĕн хисеплĕ ятне илме тивĕç пулчĕ, куçару ĕçĕ малалла аталанчĕ: Шупашкарта Мустай Карим, Шейхзада Бабич, Кадим Аралбаев, Асхаль Ахметкужин пушкăртсен кĕнекисем тухрĕç, Ĕпхÿре пирĕн Иван Вутлан, Виталий Енĕш кăларăмĕсем пичетленчĕç. Умра - çĕнĕ ĕçсем, çĕнĕ ĕмĕтсем. Çак пулăм вăл - Константин Ивановăн вилĕмсĕр ячĕпе, унăн хавхалану кÿрекен тивлечĕпе çыхăннă аслă пархатар.

Куратпăр ĕнтĕ, пирĕн тухьяпа хушпу, сурпанпа масмак, шÿлкемепе тевет, шăпăрпа кĕсле паян тĕрлĕ халăх çыннисене чăваш çĕрĕ çине йыхăраççĕ, Атăл хĕрринче хăйĕн авалхи йăли-йĕркипе те, паянхи ăнтăлăвĕсемпе те тĕнче культурине туллилĕх кÿрекен хăйне евĕрлĕ халăх пурăнни çинчен пĕлтереççĕ. Çав пĕтĕм ахах та ĕнчĕ хушшинче пирĕн чĕлхемĕр, Константин Иванов чунĕ-чĕри витĕр шăранса тухса «Нарспире» эрешленсе пĕтĕмленнĕскер, халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕх паллисен никĕсĕнче тĕп пуянлăх, пуçламăшĕсен пуçламăшĕ пулса тăрать. Шăпах çав хăватлă чĕлхе пирĕн вун çичĕ-вун сакăр çулсенчи генийĕмĕре ăшĕнче капланса килнĕ вăшкалсăр пысăк шухăш-туйăмне тĕнчене тĕлĕнтермелли сăнарлăхпа, «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» тесе мăнаçлăн çавăрса калама май панă. Акă мĕншĕн эпир паян пур халăха та илтмелле тулли кăмăлпа евитлетпĕр: Константин Иванов - пирĕн вĕçĕмсĕрлĕх.

 

Юрий СЕМЕНТЕР,

Чăваш халăх поэчĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.