Ресоциализаци общество хăрушсăрлăхне тĕревлет
Шупашкарта кĕçнерникун РФ Федераци Канашĕн Конституци саккунĕсем тата патшалăх строительстви енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем «Судпа айăпланнисен паянхи условисенчи ресоциализацийĕ» ыйтăва сӳтсе яврĕç.
Комитет председателĕ Андрей Клишас палăртнă тăрăх, парламентăн çӳлти палатинче асăннă тема тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вăл судпа айăпланнă çынсем ирĕке юсанса, кунти пурнăçа хăнăхса тухни вĕсене хăйсене кăна мар, обществăна та кирлине палăртрĕ, мĕншĕн тесен ку граждансен хăрушсăрлăхĕпе тӳррĕнех çыхăннă.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре судпа айăпланнисем валли юсанмалли центрсем йĕркеленине пысăка хурса хакларĕ. Çавнашкал 8 центр - 511 ĕç вырăнĕ — йĕркеленĕ ĕнтĕ. Айăпланнисемшĕн те лайăх — колониринчен чылай ирĕклĕрех условисенче пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ; предприятисемшĕн те усăллă — çирĕп дисциплинăллă кадрсем паян вĕсене питĕ кирлĕ.
Калаçăва ФК комитечĕсен членĕсем, Раççей Генпрокуратурин, Юстици, Ĕçлев, Культура, Вĕрентӳ министерствисен представителĕсем хутшăнчĕç, ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Геннадий Шиндин регионти колонисенче ресоциализаци практикисене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ.