Чăваш хĕрарăмĕ 39 (1318) № 05.10.2023
Унăн тĕнчи — театр
«Эпĕ вăрçă хыççăнхи чи йывăр çулсенче чăваш ялĕнче кун çути курнă. «Сана аслаçун кивĕ çуртĕнче кăмака умĕнче çуратрăм», — тетчĕ анне Ирина Даниловна. Вăл Вăрнар районĕнчи Чиркӳллĕ Енĕшре больницăра акушеркăра ĕçлетчĕ. 1950-мĕш çулсенче унăн куç сиплекен клиникăна Святослав Федоров çамрăк специалист патне стажировкăна кайма тивнĕ. Анне Шупашкара мана та илсе кайрĕ. Çавăн чухне эпĕ анлă Атăла, сарлака урамсене, колоннăллă çуртсене куртăм. Тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Атте Константин Иванович фронтра разведчик пулнă, вăрçăран капитан званийĕпе таврăннă. Ăна колхоз председателĕн тилхепине шаннă.
Пурнăç йывăр пулсан та ватти-вĕтти клуба çӳреме юрататчĕ. Пултарулăх ĕçне аслисем ачасене те явăçтаратчĕç: илемлĕ вулавсем ирттереттĕмĕр, ялавсемпе, хăюсемпе усă курса гимнастика хăнăхтарăвĕсем тăваттăмăр. Аслă та хаваслă уявсенчен пĕри — Акатуйччĕ. Унта ялти пур çын та тухатчĕ: юрă, такмак шăрантаратчĕç, ташлатчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшатчĕç. Ачасем те ал ĕç ăсталăхне кăтартатчĕç: хăйсем тунă авиамодельсене вĕçтеретчĕç, пĕчĕк çил арманĕсене çавăрттаратчĕç. Манăн та хам ăсталанă теттесем пурччĕ, вĕсене урапа-çаврашкаран тунăччĕ, аванах ĕçлетчĕç вĕсем. Механизмсемпе аппаланма килĕшетчĕ мана. Ахăртнех, çак туртăм асаттерен, ялта механик пулнă Иван Кошкинран пынă», — çапларах аса илет ачалăхне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей Федерацийĕн художниксен союзĕн пайташĕ Станислав Кошкин. Станислав Константинович çуралнăранпа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 75 çул çитнĕ. Ӳнерçĕ Вăрнар районĕнчи Вăрман Кипек ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шăпа вара ăна Санкт-Петербурга илсе çитернĕ. Шупашкарти ӳнер училищинчен вĕренсе тухсан вăл Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалăх институтне /халĕ Раççей патшалăх сцена искусствин институчĕ/ вĕренме кĕнĕ. 1975-1990 çулсенче Ленинградри çамрăксен театрĕнче художник-постановщикре вăй хунă. Станислав Кошкин театр искусствине юратасси мĕн ачаран йăл илнĕ. Пĕррехинче яла Шупашкартан Пукане театрĕ килет, Ефим Никитинăн пьеси тăрăх лартнă «Вăрланă пике» спектакль кăтартать. Сценăна мĕнле хатĕрленине курма Станислав клуба маларах чупса çитет. Спектакль вăхăтĕнче те сцена умĕнчех ларать арçын ача, декорацисене мĕнле тунине, пуканесем епле хускалнине сăнать. Пир çине ӳкернĕ хитре картинăсем шутсăр килĕшеççĕ ăна: сĕм вăрман, çунакан кăвайт, пĕлĕт карнă тӳпе, пĕчĕкленнĕ çуртсем, виçĕ пуçлă Аçтаха, вăрăм сухаллă Чике старик… Çак юмаха курнă чухне çуралнă туйăмсем ĕмĕрлĕх асра юлаççĕ. Спектакль вĕçленсен Станислав сцена çине хăпарать, пуканесене пусмапа чĕркесе ещĕке хунине кăсăкланса пăхса тăрать. Вĕсем çип çинче çакăнса тăни, патак çумне çыхни ăна тĕлĕнтерсех ярать. Çапла театр ăна хăй енне туртса илет, пурнăçне ӳнерпе\çыхăнтарма хистет. Раççейĕн тĕрлĕ хулине çитсе нумай юмахспектакле илем кӳрет вăл. Чăваш Енри театрсен ĕçне те хутшăнать. Чи малтанах К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине Станислав Кошкин ӳнерçĕ илемлетнĕ «Телейпе Илем» спектакль тухать. «Тутимĕр», «Айтар» спектакльсене те чĕрĕлĕх кĕртет вăл. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ те, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те ентешĕмĕре ĕçлеме пĕрре мар чĕнсе илет. Çапла республикăри театрсенче Станислав Константинович 17 спектакльюмаха сăн кĕртет. — Станислав Кошкин чăваш театрĕн искусствинче мухтава тивĕçлĕ паллă ят. Ленинградра тăрăшаканскер чăваш пулнине пĕлнĕ хыççăн çыхăнтăм унпа. Манпа пĕрле лартнă пĕрремĕш спектакль — Ираида Петрова çырнă сăвăлла трагеди «Телейпе Илем». Ку ĕç театр историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Чăваш халăхĕ çăпаталлăсăхманлă çеç пулнă тенине манăçтарать вăл. Куç умне 10-мĕш ĕмĕр, Пăлхар патшалăхĕ тухать. Спектакле 1976 çулта хатĕрлесе çитертĕмĕр. Вăл халăха, уйрăмах интеллигенцие, тĕлĕнтерсе ячĕ. Спектакльти костюмсене халĕ те пулин тĕрлĕ куравра кăларса çакаççĕ, — палăртрĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев. Санкт-Петербург хулинче тĕпленнĕ йăхташăмăр çуралнă тăрăхне манмасть. Чăваш халăхĕ те маттур ывăлне асрах тытать темелле. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательстви «Театр — манăн тĕнче. Станислав Кошкин ӳнерçĕ» кĕнеке пичетлесе кăларни те çакнах çирĕплетет. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова пухса хатĕрленĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕлĕнтерчĕ те, тыткăнларĕ те
К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Иван Тургенев пьеси тăрăх лартнă «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакль премьери иртрĕ. Зал лăк! тулли пулчĕ. Премьера тени артистсемшĕн те, куракансемшĕн те яланах хумхануллă... Пĕрремĕш хут спектакле Мускаври Пĕчĕк театр сцени çинче 1872 çулта лартнă. Чăваш патшалăх драма театрĕнче спектакле Мускаври театр ӳнерĕн патшалăх институтĕнче /ГИТИС/ пĕлӳ илнĕ Дмитрий Миронов çамрăк режиссер хатĕрленĕ. Ку унăн çак театрти пĕрремĕш ĕçĕ. Тургеневăн тарăн туйăмлăхне, пьеса çăмăлах пулманнине, самай шухăшласа пуç ватма тивнине пытармасть вăл. «Спектакле лартма пьеса шыранă чухне Тургеневăн хайлавĕ чăваш халăхĕшĕн çывăх пек туйăнчĕ. Ку пьесăпа ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Эпир Тургенев вăхăтĕнчи самана хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварма тăрăшрăмăр. Пьесăн шухăшне, унăн камитлĕ саманчĕсене тарăнлатрăмăр, тĕп геройсен хуйхи-суйхине, шухăшлавне анлăрах уçса пама тăрăшрăмăр. Чăваш чĕлхине пĕлменни те чăрмав пулмарĕ, сăнарсен калаçăвне сăмахсем тăрăх, кăмăл-туйăм урлă ăнланма тăрăшрăм», — палăртрĕ çамрăк режиссер. Спектакле куракан умне кăларасси çăмăл ĕç мар. Кунта йышпа пĕр-пĕрне туйса, пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле. «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакле Светлана Зверева ӳнерçĕ илемлетнĕ, çутă лартма Любовь Ефимовăпа Антон Савельев пулăшнă. Декорацисене ытларах тимĕрпе кантăкран ăсталанă. Ку хăйне евĕр читлĕх пек курăнать. Пуçламăш курăнуран пуçласа мĕн вĕçне çитичченех тĕп сăнар унтан тухса тарассишĕн талпăнать. Спектакльте юрату, кĕвĕçӳ, тунсăх, хавхалану тата пурнăçри ытти туйăма сăнланă. Тĕп сăнарсенчен пĕри Наталья Петровна кил-çурта çамрăк учитель килсе кĕрсен канăçне çухатать. Пĕр уйăхрах унăн пурнăçĕ палăрмаллах улшăнать. Каччăна юратса пăрахать те асап авăрне кĕрсе ӳкет. Канлĕ пурăнакан хĕрарăм вĕчĕрхенме, кĕвĕçме, чунран асапланма пуçлать. Çилпе тăвăл çавăрса илнĕ евĕр, юрату тыткăнне пуçĕпех çакланать вăл. Анчах учителе çавăн пекех унăн вĕренекенĕ Верочка та кăмăллать. Çемьен çывăх тусĕ Ракитин Наталья Петровнăна килĕштернине пытармасть. Хĕрарăмăн çемьепе юрату хушшинче суйлама тивет. Хăтлă йăва читлĕх пулса тăрать. Тĕп сăнара Эмилия Назарова артистка вылять. Сăнара ĕнентерӳллĕн, чунĕнчи кашни хусканăвне тĕрĕс, пурнăçри пек кăтартать. Беляев рольне калăплакан Григорий Петров та рольпе хавхаланса выляни туйăнчĕ. Пьесăри сăнарсене вылякансем йышĕнче куракансен умĕнче ят-сум çĕнсе илнисем: ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов, ЧР халăх артисчĕсем Сергей Иванов, Петр Садовников, Вячеслав Александров — тата çамрăк артистсем те пулчĕç. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Чăн-чăн капитан
Çĕршывра çулсерен юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне паллă тăваççĕ. Професси уявĕ умĕн Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 47-мĕш вăтам шкул директорĕпе Римма Кирилловăпа тĕл пултăмăр. Çакăн сăлтавĕ те пур — асăннă пĕлӳ çурчĕ хулара, регионра кăна мар, çĕршывĕпех паллă — çулсеренех, никама пăхăнман экспертиза йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, «Раççейри чи лайăх 100 шкул» йышне кĕрет вăл. Экспертиза вара вĕрентӳ пахалăхне, олимпиада çĕнтерӳçисене, конкурс-мероприятие, ППЭ кăтартăвĕсене шута илет. Вĕренӳре, общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăраççĕ кунти вĕрентекенсем, вĕсене кура — вĕренекенĕсем те. Çитĕнĕвĕсем мăнаçланмалăх пур. Иртнĕ вĕренӳ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх харăсах икĕ вĕренекен палăрнă — вĕсем иккĕшĕ те ППЭ тĕрĕслевĕнче 100-шер балл пухма пултарнă! Çакă, паллах, ертӳçĕн тата унăн командин пархатарлă ĕçĕ. Ахальтен мар директора хисеплесе шкулта «руль умĕнчи чăн-чăн капитан» теççĕ. …1992 çул. Аслă шкултан вĕренсе тухакан студентсене, тĕрĕсрех, вĕсем хатĕр специалистсем ĕнтĕ, ун чухне ĕç вырăнне направленипе ăсататчĕç-ха. Физикăпа математика факультетĕнче ăс пухнă çамрăк Римма Ивановна Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире пуçланă педагогикăри пĕрремĕш утăмсене.
Çамрăклăх
— Çиçекен куçĕпе тыткăнларĕ вăл мана, — вăтăр çул ытла каяллахи тапхăра таврăнать хĕрарăм. — Вăл калаçнине итлесе пĕтĕмлетрĕм — директор хăйĕн шкулне питĕ юратать. Шăпах çавăнта мана çак пĕтĕмлетӳ патне илсе çитерчĕç: учитель — професси кăна мар, ку — мисси. Шкулта ĕçе чунран парăнсан кăна çитĕнӳ тума пулать. Мана, çамрăк специалиста, тӳрех 11-мĕш класс шанса пачĕç. Хам та вĕсенчен кăшт кăна аслăрах вĕт-ха… Пĕрремĕш утăмсене паянхи пекех ас тăватăп. Мана шаннă пĕрремĕш класс ку. Вĕренекенсемпе тӳрех уççăн калаçу пуçартăм. «Çапла, хăрушă — тӳрех 11-мĕш класпа ĕçлеме çăмăл мар. Манăн директор шанăçне тӳрре кăларас килет. Атьăр пĕр-пĕрне пулăшатпăр та вĕренӳ çулне пурте лайăх паллăсемпе вĕçлетпĕр», — терĕм. Ачасем мана питĕ килĕшрĕç. Вĕсен те куçĕсем çуталчĕç. Çапах та малтанхи уроксенче мана çине-çинех тĕрĕслерĕç. «Вăт, Римма Ивановна, киле панă задачăна шутларăм-шутларăм, шутласа кăлараймарăм», — тетчĕç. Телее, эпĕ студент çулĕсенчех олимпиада хушăвĕсене шĕкĕлчеттĕм, университетра хам та хутшăнаттăм. «Ку çăмăл вĕт, — теттĕм ачасене, — задачăна ăнланмалла кăна». Вĕсем йăл кулатчĕç те тупсăма пĕрле шырама пуçлаттăмăр. «Чăнах та çăмăл-çке», — тетчĕç. Кирек мĕнле кăткăс задача та ăна ăнланиччен кăна йывăр пек — çак шухăша çитерме тăрăшаттăм вĕренекенсем патне. Каярахпа пирĕн хутшăнусем пĕр тан партнерсем пек йĕркеленчĕç. Калăпăр, хам шутласа кăларайман задача тупсăмне вĕсемпе пĕрле шыраттăм. Çамрăклăх — çамрăклăхах. Кĕçех çемье çавăртăм. Анчах хамăн 11-мĕш класа вĕренӳ çулĕн вĕçне çитертĕм. Каярахпа хам Шупашкарти 44-мĕш шкула куçнă хыççăн та вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăтăм, вĕсем, ăнăçу çулĕпе утма хăнăхтарнăскерсем, Шупашкарта ăçта вĕренме кĕнисене пĕлсе тăраттăм. Шăпа çулĕпе — Шупашкарти 44-мĕшĕн директорĕ, ун чухне пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулччĕ-ха вăл, Константин Гаврилович Синев питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕ. Эпĕ Çĕмĕрлери гимназире физикăпа математика вĕрентнине пĕлсен пушшех те питĕ савăнчĕ — кĕçех ертӳçĕпе коллектив тăрăшнипе малтан гимнази, унтан лицей статусне тивĕçрĕ пĕлӳ çурчĕ. Шăпа çулне тишкернĕ май хама вĕрентсе пынă çынсене тав сăмахĕ калас килет. Шăпах наставник тăрăшнипе çамрăк учитель професси çулĕ çине тăрать, студент профессионала çаврăнать. Елена Николаевна Иванова методика енĕпе нумай пулăшрĕ. Вăл вĕрентсе пынипе професси çулĕ çинче ăнăçусем тума пултартăм. Людмила Владимировна Кузьмина вара ертӳçĕ ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн сĕнĕвĕсене ăша хывса тумхахсенчен пăрăнма, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхрăм. Тĕрлĕрен ертсе пыма пулать вĕт. Витĕмлĕ ĕçе вара командăпа кăна йĕркелеме май пур. Ушкăнпах тĕрлĕ кăткăс ыйтăва та хăвăрт тата çăмăллăн татса пама май пур. Çакна эпĕ йăлтах 44-мĕш лицейра вĕрентĕм. Константин Гаврилович питĕ ăста ертӳçĕччĕ — ĕçе йĕркелеме пĕлетчĕ, командăна хăй хыççăн ертсе пыма ăстаччĕ. Чăн-чăн стратег, лидерччĕ. Асăннă лицейра эпĕ чĕрĕк ĕмĕр ĕçлерĕм. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Укçа тени — вăйă мар, улталанма кирлĕ мар…
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм ултавçăсене 5 миллион ытла тенкĕ куçарса панă. Хĕрарăмпа телефонпа çыхăнакансем укçана хăрушсăр счет çине куçармаллине ĕнентерме пултарнă.
Йĕрке хуралçисемпе банк ĕçченĕсем, тĕрлĕ ведомствăра вăй хуракансем шăнкăравлакансене шанса укçана тĕрлĕ счет çине куçарма юраманнине мĕн чухлĕ асăрхаттармаççĕ пулĕ — ултавçăсен çак кĕрепли çине пусакан çав-çавах темĕн чухлех. Çамрăксем те, аслăрах ӳсĕмрисем те шăнман пăр çине ларса юлаççĕ. Укçа çухатма пултарасса илтсен хыпăнса ӳкеççĕ те — асăрханулăх çинчен манаççĕ. Пур-çук пурлăха, банкран илнĕ кивçене «хăрушсăр» счет çине куçарнă тĕслĕхсем ултавăн анлă сарăлнă меслечĕсенчен пĕри пулса пырать. Тавар сутнă-туяннă чухне укçа çухатакан та сахал мар. Инкеке лекнĕ тăванхурăнташне пулăшма васкакан та çук мар. Юлашки вăхăтра вара ĕçлемесĕр пуяс текен те йышлансах пырать. «Инвестици» сăмах пĕлтерĕшне чухласах та çитереймеççĕ-тĕр, анчах та укçа хывма васкаççĕ. Лайăх тупăш илме ăнтăлаççĕ. Майне пĕлсен никамшăн та чару çук паллах. Анчах та сăмах палламан çынсене шанса улталанни çинчен-çке. Канашра пурăнакан арçын патне акă мессенджерсенчен пĕринче çыру çитнĕ. Инвестици майĕпе укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Кăмăлĕ пуррине систерсен ун патне «брокер» шăнкăравланă. Пĕчĕк укçаран пуçлама юранине каласа кăтартнă. Çав вăхăтрах 58 çулти арçынна тĕрлĕ банкра кредит илсе пысăк укçа хывма ӳкĕте кĕртнĕ. Анчах кĕмĕле каялла кăларса илеймен ял çынни. Пулсаиртни çинчен йĕрке хуралçисене пĕлтерме тивнĕ. Тепĕр тĕслĕхре амăшĕпе хĕрĕ шар курнă. Вĕсем те биржăра выляса пăхма шухăш тытнă. 63 çулти хĕрарăм патне палламан арçын шăнкăравласа хаклă хутсен çаврăнăшĕнче ĕçлесе илме сĕннĕ. «Финанс специалисчĕ» ылтăн тусем шантарнă. Часах хваттер туянма май пуласса та каланă. Пĕчĕк укçаран — 10 пин тенкĕрен — пуçлама сĕннĕ. Кун хыççăн хисепсем майĕпен ӳссех пынă. Пĕтĕмĕшле çаврăнăша хĕрарăм хăй пухнă 715 пин тенке тата кредит илнĕ 655 пин тенке «кĕртнĕ». Укçана брокер счечĕ çинчен кăларма пуçласан вара пĕччен ăнăçтарайман — 35 çулти хĕрне пулăшмашкăн ыйтнă. «Финансист» вара çамрăккин те ятарлă счет уçса унта укçа хумаллине ăнлантарнă. Çапла амăшĕпе хĕрĕ тата 436 пин тенкĕ хывнă. Çакăн хыççăн кăна укçана кăларма çуккине ăнланса илнĕ, пулăшу ыйтса йĕрке хуралçисем патне çул тытнă. Инвестицие укçа хывас, биржăра ĕçлесе илес сăлтавпа çыхăннă тĕслĕхсем интернетра чи анлă сарăлнă ултавсенчен пĕрисем пулса пыраççĕ. Кашнинчех палламан çынна шанаççĕ. Пысăк процентсем хыççăн хăваласа укçасăр юлаççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра кăна Чăваш Енре пурăнакансем виртуаллă тĕрлĕ биржăна 100 миллион ытла тенкĕ хывнă. Улталаннă 200 яхăн тĕслĕхе шута илнĕ. Мĕнле ĕçлемеллине вĕрентекен кĕске видео пăхсах пурне те ăнланакан, тавçăракан пуласса шанаççĕ. Хăйсенчен ăнăçтаракан инвесторсем тăвасшăн хыпса çунаççĕ. Шоферсем те, тирпейлӳçĕсем те, вĕрентекенсем те, килте ларакансем те — пурте укçаллă пуласшăн. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар паллах. Камăн çителĕклĕ пурăнас килмест? «Укçа» тесен шапа та урине тăсать вĕт… Акă ача садĕнче вăй хуракан та биржăра ĕçлесе илмешкĕн тĕллев тытнă. Кунашкал шухăш социаллă сетьсенчен пĕринче кăсăклă сĕнӳ çитнĕ хыççăн çуралнă-ха. Консультант хĕрарăма ĕçлеме пĕлни кирлех те мар, укçа кăна хывмалла, виртуаллă биржăри специалистсем пĕтĕм ĕçе хăйсемех пурнăçласса шантарсах каланă. Çапла 42 çулти хĕрарăм Краснодар тăрăхĕнче, Волгоград облаçĕнче тата Мускав хулинче регистрациленĕ номерсем çине 2 миллион тенкĕ ытла куçарнă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...