Чăваш хĕрарăмĕ 38 (1317) № 28.09.2023
«Çăмăл пурнăç шыраман…»
«Ларма-тăма та вăхăт çук, пахчара халĕ те ĕç вĕресе кăна тăрать, — çил пек çавăрттарса çитсе кĕчĕ вăл редакци пӳлĕмне. — Эпĕ пĕр самант та ахаль ларма хăнăхман. Вĕçĕмех мĕн те пулин ĕçлемелле манăн. Атте-анне çапла хăнăхтарса ӳстернĕ пире. Улми-çырли йăтăнса кăна тăрать, пахча çимĕçне те пухса кĕртсе пĕтермен-ха… Ялта, Шупашкар округĕнчи Хăймалакассинче, 60 сотка çĕр çинче çимĕç ӳстеретĕп. Унсăр пуçне Алькешре тата 6 сотка пур. Ывăл çемйипе çавăнта юхăнса кайнă çĕр 5 сотка яхăн туянчĕ те ăна йĕркене кĕртсе тирпейлерĕ, çурт çĕклерĕ. Вĕсене те пулăшас килет, унта та ĕлкĕретĕп. Тăрăшсан пур ĕçе те пурнăçлама пулать, вăхăтпа пĕлсе усă курмалла кăна», — Надежда Сазонова калаçма та пулеметран пенĕ пек шатăртаттарать кăна.
Ахаль мар… Пичет çуртне те ахальтен — интервью пама кăна — килмен вăл. Хастар хĕрарăм тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçат-журналпа туслă, «Хыпар» çемйинче тухса тăракан нумай кăларăма редакцие килсе илмелле çырăнать вăл. Шăпах çавна пула çула май «Чăваш хĕрарăмĕнче» ĕçлекенсемпе кĕрсе паллашрĕ, хăй çинчен кĕскен кăна каласа кăтартма кăмăл турĕ те унтан çавăн пекех çавра çил пек çавăрттарса тухса кайрĕ. Ара, Надежда Аркадьевнăна килте юратнă пахча кăна мар, чĕр чунĕсем те кĕтеççĕ: ӳркенмен хĕрарăмăн хуçалăхĕ пысăк, халĕ вăл икĕ качака, иккĕшĕ те сумалли, усрать. Ку чун туртăмĕ шăллĕн арăмĕнчен пуçланнă — лешĕ 2019 çулта ăна çак чĕр чуна парнеленĕ. Качака килĕшнĕ — сĕчĕ пахалăхлă та усăллă пулнине Надежда Аркадьевнăн амăшĕ те асăрханă, ăна вĕçĕмех ĕçнине пула сывлăхĕ лайăхланнине палăртнă. Çакă та пушă сăмах мар — хĕрарăм 87 çултан иртиччен пурăннă. Çакна кура Надежда Аркадьевна тепĕр качака туяннă. «Пĕррепе мĕн тăвас? — тет хĕрарăм. — Тăвансене, ачамсене памашкăн та çитмест». Çывăх çыннисене хăй ӳстернĕ, экологи енчен таса апат-çимĕçпе кăна пурăнтарасшăн вăл. Çавăнпах качака сĕчĕ те, кролик какайĕ те, чăх çăмарти те пурин валли те çиттĕр тесе тăрăшать. Пахча çимĕçне те, улми-çырлине те авă çывăх çыннисем влли çителĕклех ӳстерет. «Мĕн çинипе — сывлăх, унпа вара ĕмĕр вăрăмăшĕ çыхăннă», — тет вăл. «Çамрăксем çĕр ĕçне пĕлсех каймаççĕха, — чăнах та пуриншĕн те канăçсăрланать хĕрарăм, — акă Алькешре пан улмин тата грушăн хĕллехи сорчĕсене лартса хăвартăм. Пирĕн çурт ялта айлăмра вырнаçнă, сивĕ нӳрĕ сывлăш çимĕçе питех аталанма памасть. Калăпăр, çынсем паян та хăярпа, кабачокпа сăйланаççĕ, пирĕнне вара тахçанах тăм тивсе шантарнă. Çапах çĕр улми яланах ăнса пулнипе савăнтарать, типĕ çу килсен те аптрамасть, парăнмасть. Хулари çĕр çинче вара апла мар, халĕ те çимĕç пуçтаратпăр авă. Лайăх условисенче йывăç хăвăрт çитĕнет, кĕçех çимĕç те пама пуçлĕç акă. Хĕллехи сортсене пухса управа хурсан сивĕре те чӳречерен урамалла пăхса ларнă май тутлă та сĕтеклĕ çимĕçе шатăртаттарса çиме май пулĕ. Чи кирли — хамăр туса илни. Апла таса та пахалăхлă».
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Кашни ача — пурнăç парни
Иртнĕ эрнере республикăра ырă хыпар сарăлчĕ — Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Мария Кудрявцевăна «Ача амăшĕ героиня» хисеплĕ ятпа чысланă. Çакна çирĕплетекен указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче алă пуснă.
Сăмах май, ку хисеплĕ ятпа нумай ача амăшĕсене 1991 çултанпах чысламан. — Ку хыпара социаллă сетьсенчен пĕлтĕмĕр. Хутсем пухнă чухне иккĕленӳ те çуралнăччĕ. Ырă хыпар пирĕн çемьене те савăнтарчĕ. Нумай ачаллă амăшĕсене çапла хисеп туни çемье хаклăхне ӳстерет паллах, — терĕ Мария Николаевна телефонпа çыхăнсан. Кудрявцевсен килĕнче 11 ача çитĕнет. Асли 20 çулта ĕнтĕ. Кĕçĕнни вара 8 уйăхра кăна-ха. 7 хĕрпе 4 ывăлне кун çути парнелесси çинчен ашшĕпе амăшĕ пачах та иккĕленмен. Турă пӳрекен мĕн пур парнене аслă пил вырăнне хурса йышăнма палăртнă вĕсем. Çапла пулса пырать те. Кашни тĕпренчĕкĕ — пурнăç парни. Çемье пуçĕ Иван Анатольевич харпăр хăй тĕллĕн ĕçленине çирĕплетсе хутсем хатĕрленĕ, строительствăпа аппаланать. Мăшăрне пур енĕпе те пулăшса пыма тăрăшать. Аслисем ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ. Ашшĕ акă ывăлĕсене алла тĕрлĕ хатĕр тытса касма-çурма та, саваласа якатма хăнăхтарать. Кил хуçи мăшăрĕ вара — çемье ăшшин чăн управçи. Пӳрт-çуртри тирпей-илеме тимлеме те ĕлкĕрет вăл. Сĕтел çинче яланах вĕри апат пăсланать. Пысăк йышпа, паллах, плита умне тăтăшах тăма тивет. Ачисене те пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшать амăшĕ. Вĕрентме те, итлеме те, пулăшма та май тупать. Аслисене тĕрлĕ сĕнӳ-канаш памалла, кĕçĕннисемпе те выляса ĕлкĕрмелле. Паллах, ачисем те алă усса лармаççĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та, кĕçĕннисене тимлеме те пулăшаççĕ. Ĕçчен кăна мар, çыннăн ырă кăмăллă та ăшă чунлă пулмаллине, тĕрĕслĕхшĕн çунмаллине, яваплăх кирлине те ăнлантараççĕ аслисем. Ашшĕпе амăшĕ ачисене Раççей çĕршывĕн тивĕçлĕ гражданĕсем туса çитĕнтереççĕ. Вăр-вар та тăрăшуллăскерсем, мал туртăмлăскерсем хула тата республика шайĕпе иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ авă. Тĕрлĕ ăмăртупа олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Тăхăр вунă çула çитес тесен…
Нумай пулмасть кăна-ха вăтам ĕмĕрте пурăннă çынсем çинчен пирĕншĕн çакă уçăмлăччĕ: вĕсем 18-30 çултан малалла иртеймен. Çавăнпах пурăнма васканă — 12-ре çемье çавăрнă, 20 çул тĕлне вĕсен ĕнтĕ футбол команди хатĕр пулнă. 30 çула çитсен вара, ватăлса кăвакарса ларнă, чирпе пĕрĕннĕскерсем, çава çĕкленĕ кинемее кĕтсе хăйсен ирĕкĕпех тупăка кĕрсе выртнă.
Çак цифрăсене пӳрнерен ĕмсе кăларман, çапах та паян ăсчахсем вĕсем тĕрĕсех маррине çирĕплетеççĕ. Калăпăр, вăтам ĕмĕрти Флоренцире çакăн пек çырни сыхланса юлнă: 1300 çулсенче этем 40 çула яхăн пурăннă. Çав вăхăтрах ача нумай вилнĕ — сăмахран, Мускав пĕр кĕпĕрнинче çулталăк хушшинче пурнăçран уйрăлнă çынсен 45% çулталăка çитмен пепкесем пулнă. Антибиотик шутласа кăларнă хыççăн кăна хурлăхлă çак кăтарту чакнă — XX ĕмĕрĕн çурри тĕлне 10 ачаран тăххăрăшне хайхи «кинемей» аллинчен çăлма май килнĕ. Мĕншĕн пуçларăм-ха çак сăмаха? Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ 1990 çулта йышăннă резолюципе килĕшӳллĕн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче тĕнчипех Ватă çынсен кунне паллă тăватпăр. Аслă çултисене пухса чей ĕçтермеллипе, саламламаллипе кăна çыхăнман вăл. Паллах, çамрăк чухнехи пек ĕçе куллен çӳременскерсен пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçас килет, çынпа хутшăнни вара кăмăла çĕклет. Анчах çак кунăн пĕлтерĕшĕ урăхларах, унтан та ытла, унăн кашни çулхи тематики те пур — кăçал ăна ПНО «Этем правине ватă çынсен тĕлĕшпе туллин пурнăçласси — Ĕмĕрсем урлă» тĕллевпе ирттерет. Ятарлă мероприятисем йĕркеленĕ май ватă çынсен прависем мĕнле пурнăçланнине тĕнчипех тишкерĕç. Ăрусен пĕр танлăх шайĕнчи çыхăнăвне пушшех те тимлĕх уйăрĕç — шăпах çакă малалла аталанма май парать те. Халĕ тĕнчере 60-тан иртнĕ 700 миллиона яхăн çын пурăнать. 2050 çул тĕлне çак кăтарту 2 миллиардпа /çĕр çинчи пур халăхăн 20% çакă/ танлаштарасса палăртаççĕ. Аталаннă çĕршывсенче пушшех те çак кăтарту питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пырать. Паллах, аслă ăру ытларах тимлĕх ыйтать. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ канури нумай хĕрарăмпа арçын обществăшăн усăллă ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Шăпах çакна çын правин пĕр танлăхĕ çинче никĕслеме ыйтать те ПНО. Çĕр çине хăналăха кăна килетпĕр. Çавăнпа май пур таран ытларах пурăнма тăрăшмалла паллах. Телее, паян этем ĕмĕрĕ çӳлерех асăннă кăтартусенчен чылай вăрăмрах. Чăн та, 2020 тата 2021 çулсем, ковида пула, питĕ нумай çынна илсе кайрĕç — 2019 çулпа танлаштарсан çак кăтарту, Росстат палăртнă тăрăх, 19 тата 36% танлашрĕ. 2022 çулта лару-тăру кăшт йĕркене кĕчĕ темелле, пур пĕрех те пандеми тапхăрĕчченхи вăхăтрипе танлаштарсан 6% ытларах пулчĕ. Çапах, ниме пăхмасăр, пĕлтĕр çĕршывра этем ĕмĕрĕ 2,7 çул вăрăмланнине çирĕплетрĕç. Çынна хăй кама та пулин кирлине туйни малалла пурăнма хавхалантарать. Вăрăм ĕмĕр — ырăлăх, ватă çын валли те, унăн çемйишĕн те, обществăшăн та. Аслă çултисем профессие улăштарса карьера тунă тĕслĕхсем те пур вĕт. Пушшех те, аслă çултисене çĕнĕ специальноç илмелли майсене Чăваш Республикинче те сĕнеççĕ. Çапла майпа ватă çынсем çемье, общество пурнăçне татах та витĕм кӳме пултараççĕ. Паллах, çирĕп сывлăх çине таянса кăна. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...