Çамрăксен хаçачĕ 37 (6487) № 21.09.2023
Пĕр класран ултă чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ тухнă
Хула шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентмелле? Чăваш сăмахĕпе сайра хутра усă кураканскерсен чунне тăван чĕлхе сĕтекĕпе витермешкĕн мĕнле мел юрăхлă? Çак ыйтусем Светлана Храмовăна, Шупашкарти 48-мĕш шкул вĕрентекенне, кунта ĕçлеме пуçланăранпах канăç памаççĕ. Шыракан тупать тенешкел, вăл та тухăçлă меслетсем тупнă. Çав вăрттăнлăхсем çинчен калаçма кăмăл тунă хăна кăçал республика шайĕнче иртнĕ «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурсра лауреат пулса тăнă.
Падеж йĕркине каларăшпа вĕрентнĕ
— Светлана Валерьевна, ачасене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре пултарулăхăр туптансах пынине интернетри хыпарсенче асăрхатпăр. Конкурссем ятарласа сирĕн валли иртеççĕ тейĕн — пĕринчен те айккинче юлмастăр. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулса тăриччен эсир еплерех ĕмĕтпе пурăннă-ши?
— Сăмаха ачалăха таврăннинчен пуçласшăн ахăртнех эсир. Эпĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Шĕмшеш ялĕнче çутă кун курнă. Шкулта чылай предмета юратса вĕренеттĕм пулин те чăваш тата вырăс чĕлхисем чуна тата çывăхраххине туяттăм. Предложенин синтаксис тишкерĕвĕ, сăмахсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкересси… Кусем маншăн питĕ кăсăклăччĕ. Чăваш чĕлхи предметне Мария Ивановна вĕрентетчĕ. Унăн урокĕ хăш хушăра иртнине сиссе те юлаймастăм. Хăйне евĕр мелсемпе усă куратчĕ вăл. Падежсене вĕреннĕ чухне хăвăрт каламалли каларăшпа усă курни асра: «Тимуш кайнă пасара, вăл туяннă пĕр çуна. Пĕтрĕ». Мария Ярадаевăна кура хамăн та вĕрентекен пулас килетчĕ. Вăл халĕ тивĕçлĕ канура, тавах ăна пире тăван чĕлхене чунран юратма хăнăхтарнăшăн. 11-мĕш класран вĕренсе тухнă чухне суйламалли патшалăх экзаменĕсенчен пĕрне шăпах çак предметпа тытрăм. Учитель пулса ачасен умне еплерех тухассине, «артистланассине» куç умне кăлараттăм. Çапла ĕмĕте пурнăçлама И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна çул тытрăм. Маларах аппа Татьяна та унта чăваш чĕлхипе литератури енĕпе вĕреннĕччĕ. Шкулта педагогика класĕнче ăс пухрăм. 26-нччĕ эпир. Çав йышран тăван чĕлхе учителĕ пулма 6-ăн /!/ вĕрентĕмĕр. Маларах вара, ăс кĕриччен, пĕчĕкрех чухне, кондитер пулма ĕмĕтленеттĕм. Ун чухне пире лавккаран пылак çимĕç тăтăш илсе паман. Килте канфетпечени, торт янтăлаттăмăр. Ун пек аппаланма питĕ юрататтăм. <...>
Ирина ИВАНОВА
♦ ♦ ♦
«Çĕнĕ кĕвĕ çуралсан чун хĕпĕртет»
Унра тĕрлĕ пултарулăх палăрнă. Вăл — педагог, наставник, купăсçă, юрăç, кĕвĕ ăсти. Хăй вăхăтĕнче «Сăр таппи» фольклор ушкăнĕн ертÿçи пулнă. Вулакансене Юрий ЕЛЬМОВ хăйĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма килĕшрĕ.
Çыртарма килех килеççĕ
— Сирĕн пирки Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕн хастарĕнчен, эсир кĕвĕленĕ юрăсене шăрантаракан Геннадий Долговран, пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Тинех куçа-куçăн тĕл пулма тÿр килчĕ. Кам тата мĕнле çын вăл — Юрий Ельмов? — Паллашар апла. Мана шкул ачисем тата ял çыннисем Юрий Николаевич тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен ялĕнче пурăнатăп. Чăн чăваш пулса ялта тымар ятăм. Юрăсем кĕвĕлеме юрататăп.
— Сирĕн юрăсене Чăваш наци радиовĕпе час-часах янăраттараççĕ, сцена çинче те шăрантараççĕ.
— Чи палăрни — «Мана кирлĕ эсĕ юратни». Сăввине манăн мăшăрăн Елена Михайловнăн пиччĕшĕ Леонид Волков çырнă. «Сăр таппи» фольклор ушкăнне нумай çул ертсе пыни мана юрă кĕвĕлеме хавхалантарчĕ. Ку юрă савнă мăшăрпа тачă çыхăннă. Ăна юратнăран çуралчĕ вăл. Çак юрра концертсенче арăмпа та шăрантаратпăр. Вăл халăха килĕшрĕ пек туйăнать. Манăн ытти юрра та йышăнчĕç. Хальлĕхе вĕсем çав тери нумай теейместĕп. Юрăçсемпе, сăвăçсемпе тачă ĕçлесе 7 юрă хатĕрлерĕмĕр. Хăшĕпĕри интернетран уçласа илме пĕлменнипе флешка çине çыртарма ман пата килех килет. Ытти округран та çитеççĕ. Нумаях пулмасть Вăрнар тăрăхĕнчен ятарласа килчĕç. Тÿлевсĕрех çырса паратăп. Эпĕ купăс калама юрататăп. Манăн вĕсем иккĕ те. Пĕри — килте, тепри — ĕçре, лавккара. Эпĕ сутуçăра вăй хуратăп. Мăшăрпа пĕрле ĕçлетпĕр. Пушă вăхăтра алла купăс тытатăп та тĕрлĕ кĕвĕ каласа кăмăла уçатăп. Çавăн пек чухне çуралаççĕ те кĕвĕсем. Мăшăра часрах диктофон çутса çыртарса илме ыйтатăп. Çав вăхăтра çырмасан вăл манăçать. Киле çитсен унпа тĕплĕнрех ĕçлетĕп. Пытармастăп: тепĕр чухне чунра çуралнă кĕвĕсене вăхăтра çырманшăн кулянатăп. <...>
Альбина ЮРАТУ
♦ ♦ ♦
«Сăпка туса парсанах пирĕн çемьере те йыш хушăнать»
Халăх промыслипе ĕçлекен çынсем Чăвашра питех нумай мар. Çапах ĕмĕртен ĕмĕре пыракан çак йăлана çирĕп пăхăнакан çынсем пурри савăнтарать. Çавăн пек çынсенчен пĕринпе паллашма тÿр килчĕ. Вăл — Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Яковлев.
Хăваран пакша ăсталанă
Вăл мĕн ачаран Шупашкар округĕнче пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче ÿснĕ. Çавăнтах ялта тăвакан ĕçсене вĕреннĕ.
— Канмалли кунсенче яланах вĕсем патĕнче пулнă эпĕ. Кукаçи мана утă çулма та, çава туптама та вĕрентрĕ. Манăн асаттепе асанне Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнчен. Эпĕ асаттене курман. Вăл атте пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ. Асанне пурăнатчĕ. Ун патне час-часах каяттăмăр. Эпир çемьере виçĕ пĕртăван. Манăн аппа тата шăллăм пур. Пире виçсĕмĕре те каникул вăхăтĕнче асанне патне леçсе яратчĕç. Унта ялти ытти ачапа пĕрле колхоза лашапа ĕçлеме çÿреттĕмĕр. Çавăнтанах пулĕ урхамахсене питĕ юрататăп. Асаннен килĕнчен инçех мар вăрман пур. Ял ачисемпе пĕрле унта çырлана, кăмпана кайнă эпир. Кукаçи хăваран кил-тĕрĕшре усă курмалли карçинккасем ăсталатчĕ. Унпа пĕрле хăва касма кайни, вĕсене ĕçе кĕртме епле хатĕрлени халĕ те куç умĕнче. Кукаçи вĕрентсе тăнипе 12-ре чухне хам тĕллĕн карçинкка ăсталарăм. Кайран ун çинчен манса та кайнăччĕ. Малтан Шупашкарти 43-мĕш шкулта вăтам пĕлÿ илтĕм, унтан — Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче. Ку пĕлÿ çителĕксĕррине туйса Санкт-Петербургри политехника университечĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм. Ăна 2003 çулта пĕтерсен малтан менеджера ĕçе вырнаçрăм. Университетпа сыв пуллашнă хыççăн кăна кукаçи вĕрентнĕ ăсталăх çинчен аса илтĕм. Ку вăхăт тĕлне Шупашкарти пăрăхсем тăвакан завода ĕçе вырнаçнăччĕ. Çакă та хăваран тĕрлĕ япала явма вĕренес шухăша пăчлантармарĕ. Ку енĕпе ĕçлекен Евгений Енцов маçтăр патне çÿреме тытăнтăм. Çак вĕренÿ питĕ пысăк усă пачĕ. Хам тĕллĕн чылай япала тума вĕрентĕм. Тĕрлĕ карçинкка çеç мар, сĕтел-пукан, кил-çуртра кирлĕ чылай япалана хăваран çыхса халăх çине кăлартăм,— каласа кăтартрĕ Александр. Чăннипех те, унăн кашни ĕçĕ, япали илемĕпе, пахалăхĕпе, пур çĕрте те усă курма юрăхлипе палăрса тăрать. Çав вăхăтрах хăваран явса тунă чĕр чунсен кÿлеписем те тĕлĕнмелле асамлăхпа хăйсем патне илĕртеççĕ. Вĕсене тытса пăхас, вĕсем çумне сĕртĕнес килет. Вăл хăваран явса тунă япалисемпе ăçта кăна хутшăнманши? 2022 çулта Кирово-Чепецк хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри фестивальтен халăх йăли-йĕркине упраса хăварас ĕçре тăрăшнăшăн диплом илсе таврăннă. Кăçал Республика кунĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ халăх промыслисен фестивалĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...