Комментировать

14 Сен, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 36 (6486) № 14.09.2023

«Ачасене юрататăп, çакă мана шкулта тытса тăрать»

Унпа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шупашкара ЧР Вĕрентÿ институтне пĕлĕве ÿстерме кайсан паллашрăм. Ун чухне пире, 30 учителе, Шупашкар тăрăхĕнчи Кăшавăш шкулне Евгений Майковăн урокне итлеме илсе кайрĕç. Доска умне яштака пÿ-силлĕ каччă тухса тăрсан эпĕ кăштах тĕлĕннĕччĕ те. Ара, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен хушшинче арçын сахал-çке-ха. Вăл ирттернĕ урок пурне те çав тери килĕшрĕ. Хăйне артист пек тытакан учитель камăн кăмăлне каймĕ-ха? Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Евгений Александрович вара Кăшавăш шкулĕнчех ĕçлет, чăваш чĕлхипе литературине 34 çул вĕрентет. Вăл — аслă категориллĕ учитель, Шупашкар районĕнчи «Çулталăк учителĕ — 1990» конкурс лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, «Раççейри чи лайăх вĕрентекенсем» конкурс çĕнтерÿçи, РФ Президенчĕн 100 тата 200 пин тенкĕ гранчĕсене тивĕçнĕ вĕрентекен, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ...

Ача чухнехи ĕмĕт

— Евгений Александрович, кăштах хăвăрпа паллаштарăр-ха. Эсир çак çула епле майпа суйларăр?

— Эпĕ Шупашкар районĕнчи Сархурăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пиллĕкĕн пĕртăван пулнă эпир: пĕр хĕр те тăватă ывăл. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Аттерен эпĕ 3 уйăх çурăра юлнă. Аслисем шкула кайсан килте пĕчченех лараттăм. Кÿршĕре тепĕр арçын ача пурччĕ. Çавăнпа выляттăмăр. Иксĕмĕр чĕлĕм чĕркеме вĕрентĕмĕр. Пиччесем киличчен пÿрте уçăлтараттăмăр. Пĕрре пĕр пичче шкултан иртерех килчĕ. Пире ярса тытрĕ. Мана кĕтесе тăратрĕ, кÿршĕ ачине хăлхинчен пăрса кăларса ячĕ. Апи / пирĕн енче аннене çапла чĕнеççĕ/ киличчен кĕтесре тăтăм. Çемье пуçтарăнсан, ай-ай, пĕçерккĕ лекрĕ. Çавăнтанпа йытă та çимен «апата» çăвара хыпса курман. Шкула кайичченех аслисенчен çырма-вулама вĕрентĕм. Пиччесем дневникĕсене мантарса хăварсан вĕсем киличчен пурне те «иккĕ» лартса тухаттăм, учитель пек алă пусаттăм. Эх, вăрçатчĕç вара. Кайран хам та шкула çÿреме тытăнтăм. Пуçламăш класра пире Мария Степановна вĕрентрĕ. Вăл шкула чукун çул патĕнчен килетчĕ. Ăна курсанах çырма урлă хирĕç чупаттăмăр. Унăн сумкине кам малтан йăтса ĕлкĕрет — çавă чи телейличчĕ. «5» паллăсене йăлтăркка хутран касса кăларатчĕ. Вĕсене шăрпăк курупкине пуçтарса пыраттăмăр. Çулталăкра туп-тулли пулатчĕ. Малтан — Яранкассинчи пуçламăш шкулта, унтан Мăналта тата Атайкассинче вĕрентĕм. Пĕчĕк чухне манăн артист пулас килетчĕ. Шкул пĕтертĕм те, килтисем мана артиста вĕренме ямарĕç. Виктор Петровпа Нина Панина режиссерсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «Вутчуль» халăх театрне ертсе пынине пĕлсен унта историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦  


«Музыкăна юратасси аттерен куçнă»

Интереслĕ шăпа, пурнăç, ĕç… Пĕр чарăнми виçĕ сехет калаçни виĕ минут пек кăна туйăнчĕ. Паян «Чуна уçса калаçар» рубрика хăни — Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕ Константин Матюшин.

Контрабас шанса панă

— Кирек мĕнле чĕрĕ чунăн та пурнăçĕ çуралнинчен пуçланать…

— Эпĕ Шупашкар хулинче кун çути курнă. Анне Ольга Федоровна — Чĕмпĕртен. Вăл «Эларăра» чылай çул вăй хунă. Эпĕ пĕчĕк чухне заводра çĕртмен 1-мĕшĕнче уçă алăксен кунне йĕркелетчĕç. Çав кун аннепе пĕрле каяттăм та завод тăрăх ирĕклĕн чупса çÿреттĕм. Хими лабораторийĕнче ĕçлекенсем мана халĕ те астăваççĕ. Атте Алексей Николаевич — Чулхула облаçĕнчи Васильсурск поселокĕнчен. Вăл прокуратурăра юристра чылай çул ĕçленĕ. Пичче пур. Вăл — инженер. Асатте — Пензăран. Эпĕ вырăссен çемйинче çуралнă. Мăшăр, хунямапа хуняçа вара — чăвашсем.

— Ачалăхри асра юлнă самантсене аса илер-и?

— Эпир Шупашкарта кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче пурăнаттăмăр. Кашни ир радиопа янăракан «Тăван çĕршыв» гимнпа вăранаттăм. Анне мана «Элара» çумĕнчи садике илсе çÿретчĕ. 17-мĕш троллейбуспа каяттăмăр. Пĕррехинче кабина çумĕнче тăнă чухне пуçа шала чиксе пăхрăм та водитель ĕçĕпе кăсăклантăм. Вăл мана хăйĕн патне кĕме ирĕк пачĕ, алăксене уçса хупма вĕрентрĕ. Çапла садике кайнă чухне çак водитель патне лексен ăна пулăшаттăм. Ачаранпах техника илĕртетчĕ. Ÿссен тракториста вĕрентĕм. Атте пилĕк çул каялла, тивĕçлĕ канăва тухсан, тăван тăрăхĕнче тĕпленчĕ, асатте-асаннен çуртне тĕпрен çĕнетрĕ. Асаннепе асатте çамрăк чухне çул çÿреме юратнă. Пире, мăнукĕсене, хăйсемпе пĕрле илсе каятчĕç.

— Шкулта вĕреннĕ чухне эсĕ питĕ хастар ача пулнă терĕн.

— Мана хăть мĕнле пултарулăх та тÿрех тыткăна илетчĕ. Ÿкерме, чупма кăмăллаттăм, теннисла выляттăм… Атте ача чухне музыка шкулĕнче «Кунгур» ятлă баян калама вĕреннĕ. Ăна мана шанса пачĕ. Музыкăна юратасси унран куçрĕ пулмалла. Шупашкарти 3-мĕш музыка шкулне пĕчченех кайса веçех ыйтса пĕлтĕм, тепĕр кунхине аннене алăран çавăтса кайрăм. Юрий Бечин баянист, педагог патне лекрĕм. Кайран, консерваторире диплом илсен, пĕр хушă пĕрле те ĕçлерĕмĕр, унпа паянхи кун та хутшăнатпăр. Вăл манăн педагог çеç мар, наставник те. 9-мĕш класс хыççăн Юрий Бечин Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме каймашкăн сĕнчĕ. Мана экзаменсене хатĕрлеме пуçларĕ. Аттепе анне ятарласа «Рубин-6» хаклă йышши баян туянса пачĕç. Училищĕне вĕренме илчĕç. 9-ăн вĕренме кĕтĕмĕр, 7-ĕн тăрса юлтăмăр. Пĕр вăхăт эпĕ те тухса каяс патнех çитнĕччĕ. Хама хам çĕнтерсе малалла вĕрентĕм. Асанне çине тăрса малалла консерваторие каймаллине каларĕ. «Диплом илсен хăть те мĕн ту», — терĕ. Аслисен сăмахĕнчен иртмерĕм. Училище хыççăн Чулхулари М.И.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторине вĕренме кайрăм. Мĕншĕн унта-ха? Аттен тымарĕсем унтан пулнипе. <...>

Альбина ЮРАТУ

♦   ♦   


Çĕнĕ сăн кĕнĕ сĕтел-пукана курсан хуçисем хĕпĕртеççĕ

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан Георгий Кудряшова хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма ĕмĕтленекенсене çиччĕ виçсе пĕрре касмаллине аса илтерет. «Çĕнĕлĕх — яланах теветкеллĕх. Йăлтах малтан шута илме май çук. Çапах мĕнле йышăну мĕн патне çитерессине куç умне кăлармаллах», — терĕ кăçалхи ака уйăхĕнче социаллă контракт алă пусса хăйĕн ĕçне йĕркелеме патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕскер.

Алтайран — Чăваш Ене

Сĕнтĕрвăрри хулине Георгий тăван кĕтес пек йышăнать, анчах Кудряшовсен çемйи Чăваш Енрен аякра чăмăртаннă. Георгин ашшĕ Геннадий Георгиевич Чăваш Енре çитĕннĕ. Вăл строительствăра, сварщикре, тăрăшнă. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, вăхăтлăх аякка ĕçлеме каясси анлă сарăлнă. Çапла Геннадий те Алтай тăрăхне çитнĕ. Барнаулта вырăнти хĕре куç хывнă. Вырăс хĕрĕпе Любовь Павловнăпа чăваш каччи хушшинчи туслăх хĕрсех пынă. Çамрăксем çемье çавăрма тĕв тунă. Малтанлăха çĕнĕ мăшăр Алтайрах, çамрăк арăмăн тăван килĕнче, пурăннă. Часах Георгий çуралнă. Вăл тăватă-пилĕк çула çитсен Кудряшовсем Чăваш Ене куçса килнĕ. «Эпир Сĕнтĕрвăрри хулинче хĕрринчи урамра уйрăм çуртра пурăнтăмăр, анне халĕ те унтах. Атте, шел те, 2012 çулта çĕре кĕчĕ. Виçĕ пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Асли пулнă май манăн йăмăкпа шăллăма пăхма тиветчĕ. Анне малтан — çу хатĕрленĕ çĕрте, кайран чылай çул, тивĕçлĕ канăва тухичченех, спиртзаводра ĕçлерĕ. Хушăран вăл ĕçрен каçа юлса таврăнатчĕ. Аттепе анне киле çитиччен выльăх-чĕрлĕхе хамăрах пăхаттăмăр. Тепĕр чухне ĕнене хамах сăваттăм. Йăмăк кăшт çитĕнсен вара ку ĕçе вăл пурнăçлатчĕ», — ача чухнех хуçалăхра тăрмашма хăнăхнине çирĕплетет Георгий каласа кăтартни. Кудряшовсен ывăлĕсем хăма каскалассинчен те, вутă татса çурассинчен те ютшăнман, пăрăнман. Ашшĕ çумĕнчех пăта çапма, савалама хăнăхнă. Георгие йывăçпа ĕçлеме килĕшнине ашшĕ-амăшĕ сиснĕ. Çавăнпа шкулта 10 класс вĕреннĕ хыççăн ăна Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш професси училищине кайма чарман. Георгий унта станокпа ĕçлекен столяр пулма вĕреннĕ. Çавăн хыççăн Сĕнтĕрвăрри каччи хăйĕн профессине тĕрлĕ çĕрте туптанă.

Чиркÿ хатĕр-хĕтĕрĕ ăсталанă

«Малтанах алăк тăвакан фирмăра тăрăшрăм. Ун хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта чиркÿ япалисем тăвакан ăстапа Сергей Дмитриевпа паллашрăм. Унăн предприятийĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Турăшсем валли рамăсем, пачăшкă кĕлĕ вулама тăракан кафедра, аналой, иконостас… Чиркÿре усă курмалли тата вырнаçтармалли сĕтел-пукан, савăт-сапа, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталаттăмăр, хамăрах монтаж тăваттăмăр. Республикăри чиркÿсем валли нумай саккас хатĕрленĕ тесе калаймастăп. Çурçĕрелле нумай илсе каяттăмăр. Тюмень, Сургут тăрăхне сăваплă тĕрлĕ япала çитереттĕмĕр. Вĕсене хамăрах пуçтарса лартаттăмăр. Паллах, чиркÿ япалисене ăсталасси — хăйне евĕр ĕç. Унта эрешсене пĕлнĕ-пĕлмен касса кăларма юрамасть. Ку енĕпе дизайнерсем, резчиксем ĕçлетчĕç. Эпир вара япалан пĕтĕмĕшле кÿлепине тăваттăмăр, тĕрлĕ пайсене «çыпăçтараттăмăр». Çурçĕрте халăх тĕне ытларах ĕненнине сисрĕм. Канмалли кунсенче çемйипех чиркĕве пырса кĕлĕ тăваççĕ. Вĕсен ырă кăмăллăхĕ те сисĕнет. Эпир япаласене вырнаçтарнă чухне тирпейлесе е йăтса пулăшма васкатчĕç. Вĕсем, пирĕн патра пурăнакансемпе танлаштарсан, тĕрĕс пурăнма ытларах тăрăшнăн туйăнатчĕ. Паллах, чиркÿсене çитме тивнĕ май хамăн ăс-хакăл та улшăнчĕ. Пархатарлă, çынсене кирлĕ ĕç пурнăçланă пек туйăнатчĕ. Çынсенчен ырă сăмах илтни те хаклăччĕ маншăн. Хавхаланса ĕçлеттĕм», — палăртрĕ Георгий. <...>

Ирина ИВАНОВА

♦   ♦   


«Ачасем ÿссен пирĕн пекех тăван килте пухăнччăр»

Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пăва шкулĕ хупăнас ыйту тухса тăрсан Диана Турхан питĕ куляннă. «Ялта шкул пулсан çамрăксем те кунтах тĕпленеççĕ вĕт», — тесе шутланă вăл. Çитменнине, хăйĕнчен 13 çул кĕçĕнрех шăллĕ Павел унта пĕлÿ илнĕ. 27 çулти Диана Анатольевнăна директор должноçне сĕнсен вăл, шикленнĕ пулсан та, иккĕленмесĕрех килĕшнĕ. Район администрацийĕнче приказа алла тытсан шывланнă куçне пытарас тесе вăл пуçлăх енне çурăмпа вăшт! çаврăннă та пÿлĕмрен тухса кайнă. Урама тухса машинине ларсан чунĕ каниччен макăрнă. Çамрăк ертÿçĕ умра мĕн чухлĕ йывăрлăх, ăнланманлăх пулнине лайăх пĕлнĕ. Унтанпа 7 çул иртнĕ. Паян Диана Турхан — хăйĕн ĕçне юратакан тата лайăх пĕлекен директор. Мăшăрĕ Ростислав Анатольевич — фермер.

Юмахри евĕр тĕлпулу

Диана Анатольевна çак тăрăхрах Курнавăш ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ Алена Анатольевна Васильева Çĕнĕ Пăва шкулĕнче кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Кукамăшĕ Дарья Даниловна Смирнова хăй вăхăтĕнче вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене ертсе пынă, Курнавăш шкулĕн директорĕ те пулнă. Ачасем çуратсан ертÿçĕрен кайнă, ку должноçе унăн мăшăрĕ Анатолий Аврамович йышăннă. Ун чухне Курнавăш шкулĕ кивĕ пулнă. Анатолий Аврамович ăна çĕнетме проект хатĕрленĕ, никĕсне яртарнă. Анчах кайран тĕрлĕ сăлтава пула вăл Çĕнĕ Пăва шкулне куçнă, ачасене хими предметне вĕрентме пуçланă. Диана Анатольевна учительсен династине малалла тăснă. Ăна та пурнăç çулĕ шкула илсе çитернĕ. Шăпа пÿрнинчен тараймăн теççĕ. Кÿршĕллĕ ялта пурăнсан та Дианăпа Ростислав пĕр-пĕрне палламан. Вĕсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ юмахри пек иртнĕ. «Курнавăш шкулĕнчен вĕренсе тухсан Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче менеджмент енĕпе аслă пĕлÿ илтĕм. Ун чухне кукка, манăн хресна атте, халăхран сĕт пуçтаратчĕ. Сĕтне Шупашкара леçме хăй мар, водителĕ Толик çÿретчĕ. Хуларан унпа час-часах ларса килеттĕм. «Пĕр лайăх каччă пур, питĕ маттур, кунĕпе ĕçлет», — тесе чуна илетчĕ Толик. Пĕрре кĕркунне Шупашкартан молоковозпа виççĕн ларса килтĕмĕр: эпĕ, кукка тата водитель. Пĕри, эпĕ — ытлашши. «Вăт сана çав каччăпа паллаштармалла», — каллех хăйĕн юмахне çаптарма пуçларĕ Толик. «Эй, ухмахланса ан пыр-ха. Ман хамăн пур, кирлĕ мар. Ĕçчен те маттур каччă хăй те савнисĕрех мар ĕнтĕ. Манăн пуçа çĕмĕрттерсе ан лар кунта», — тесе вăрçса пытăм водителе. Вăхăт нумай та иртмерĕ — Канаш çулĕ çинче пирĕн машинăран хайхи çав каччă иртсе кайрĕ. «Ну, пулать халĕ сана», — терĕ те Толик ун патне шăнкăравласа мана, ытлашши пассажира, лартса кайма ыйтрĕ. Каймастăп тесен те куçса ларма тиврĕ. Ростислав çул тăршшĕпе мана калаçтарас тесе пычĕ, анчах эпĕ ытлашши чĕнмерĕм, тута тăсса пытăм», — Ростиславпа мĕнле паллашнине аса илчĕ Диана Турхан. Хапха умне антарса хăварсан вăл çав каччă пирки маннă… Анчах — çу уйăхĕччен кăна. Акатуйра Диана яла волейболла выляма аннă. Вăйă вăхăтĕнче хĕр ÿкнĕ, ăна пĕр каччă пырса тăратнă. Диана пуçне çĕклесе пăхнă та — Ростислав. Çапла калаçса кайнă вĕсем. Икĕ çул çурă хĕрпе каччăлла çÿренĕ. 2012 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕнче Турхансен çемйи чăмăртаннă. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.