Чăваш хĕрарăмĕ 35 (1314) № 07.09.2023
Микрофон умĕнче…
Радио итлемесĕр пĕр кун та пурăнаймастпăр. Ку ĕнтĕ пирĕн, вăрçă ачисен, мĕн пĕчĕкренех йăлана кĕнĕ. Таçта аякра хаяр вăрçă пыратчĕ. Радио мĕн калать? Хыпар пĕлес килет. Ялта пĕртенпĕр приемник пур ун чухне. Колхоз правленийĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ вăл. Кайран, яла радио кĕртсен, шутсăр савăнтăмăр. Халĕ те вăл пирĕн чĕререх. Ирпе тăратпăр та Чăваш радио калаçнине итлетпĕр.
Уйрăмах эпĕ Ольга Туркай калаçнине итлеме юрататăп. Вăл хатĕрленĕ кăларăмсем чуна пырса тивеççĕ. Эпĕ Вăрмар районĕнчи Тикеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ольга Туркай та пирĕн тăрăхри Арапуç ялĕнчен тухнине пĕлсен питĕ савăнтăм. Ялĕ пысăк, унта больница та пур. Тикеш çыннисем те çÿреççĕ унта. Çак ялта çуралса ÿснĕ те Ольга Николаевна. Вăл хатĕрленĕ радиокăларăмсене итленĕ май манăн ун çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Алла Вăрмар районĕн энциклопедине тытатăп. Ольга Туркай — прозаик, журналист. Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. «Хатĕр пул», «Ялав», «Коммунизм ялавĕ» хаçатжурнал редакцийĕсенче тăрăшнă. 1998 çултанпа «Чăваш Ен» ПТРКра радио тĕп редакторĕнче вăй хурать. Вăлах писатель, драматург. Унăн пьесисене республикăри театрсем те сцена çине кăларнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ, Марфа Трубина тата Çемен Элкер премийĕсен лауреачĕ пулса тăнă. Çапла, тивĕçлипех хаклаççĕ унăн пултарулăхне. «Паянхи кун» радиокăларăма итленĕ май шухăша каятăп. Ольга Туркай лăпкăн калаçни кăмăла уçать. Арапуç хĕрĕ çинчен манăн ытларах пĕлес килет. Роза ПетроваАхтимировăпа çыхăнма шухăш тытатăп. Роза Николаевна Вăрмар районĕнчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Арапуç шкулĕнче те вун пĕр çул вăй хунă. Роза Николаевна мĕн пĕлнине каласа кăтартмашкăн хаваспах килĕшрĕ: «Эпĕ Арапуç шкулĕнче 1966 çулта ĕçлеме пуçланă. Оля манăн аслă хĕртен пĕр çул кĕçĕнрехчĕ. Эпир шкул хваттерĕнче пурăнаттăмăр. Ольăсем шкул çывăхĕнчи урамра тĕпленнĕччĕ. Ачасем пĕрле выляса ÿсрĕç. Эпĕ аппăшне Наташăна вĕрентнĕ. Икĕ чипер хĕр ÿсрĕç çемьере. Ашшĕ-амăшĕ çинчен те каламасăр май çук. Кил хуçи Николай Егоров, ялти пек каласан Якур Кули, пултаруллă ăстаччĕ. Пÿрт ăçта лартнă — вăл яланах унта пулнă. Вăрçă ачиччĕ. Ашшĕ тыткăна лекнĕ те Германире концлагерьте вилнĕ. Çапла Коля ашшĕне вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен. <...>
В.ЧЕРНОВА, Р.ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.
♦ ♦ ♦
Ыр ут хыççăн…
Амăшĕн çулĕпе
Пăхмашкăн питех те черчен, ачаш курăнать вăл. Сасси çепĕç, хăй, сарăскер, чечек пек илемлĕ. Ĕçлеме тăрсан вара ăна çитекен сахал. Канаш районĕнчи Вăтапуçĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Ял хĕрне чăтăмлăх, ĕçченлĕх енĕпе çитекен пур-и вара? Çемьере виççĕн ÿснĕ вĕсем. Кристина асли пулнă. Кĕçĕннисемшĕн, йăмăкĕпе шăллĕшĕн, паллах, яваплă туйнă хăйне. Кил тĕрĕшри ĕçсене те кĕçĕнисенчен ытларах та, маларах та хутшăнма пуçланă. Ялта ĕç нихăçан та пĕтмест. Çурт çĕклеме тăрсан вара кашни алă хаклă. Аслисем яваплă ĕçсене пурнăçланă май ачапчана шăл çеммине шаннă. Кристинăна куршанак ирех çыпăçнă. Ашшĕ-амăшне вăй çитнĕ таран пулăшнă хĕрача — тăватă çулта чухнех апат пĕçермешкĕн çĕр улми шуратса хатĕрленĕ вăл. Çемье пуçĕ Юрий Порфирьевич строительте тăрăшнă, унăн мăшăрĕ Наталья Николаевна — шăл тухтăрĕнче. Ыр ут хыççăн пинĕн шыв ĕçеççĕ теççĕ. Çемьери виçĕ ача та амăшĕн çулне суйласа илнĕ, пурте шурă халатлă профессие килĕштернĕ. Унтан та ытла: виççĕшĕ те — шăл тухтăрĕ. «Ачалăх анне патĕнче иртнĕ, — йăл кулăпа каласа кăтартать Кристина Юрьевна. — Шкулта уроксем вĕçленсен яланах, кашни кун, ун патне васкаттăм, вăл чирлисене сипленине сăнаттăм. Çынсем шăл сиплемелли машина кĕрленине илтсенех шикленме пуçлаççĕ, мана çакă, пачах тепĕр май, килĕшетчĕ те. «Çавăнпа та ÿссен эсĕ кам пулан?» йышши ыйту ман умра тăман та». Кашни профессиех, тĕрĕсрех, килĕшекен ĕçе, романтика саманчĕпе çыхăнтарма пулать, çав шутра — шăл тухтăрне те. «Мĕн кăсăкли пур чир çумĕнче, хăрăк шăлсене сипле те сипле», — тесе шухăшлатăр пулсан питех те йăнăшатăр. Кристина Юрьевна хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Ахальтен мар кăткăс е иккĕлентерекен тĕслĕхсенче ĕçтешĕсем те, пуçлăхсем те яланах Осиповăран пулăшу ыйтаççĕ. Вăт чи кăсăкли çакăнта пуçланать те. Çук, пулăшу ыйтни, çавăнпа хăвна хаклама пĕлни мар, кăткăслăха парăнтарма пултарать-и, ыттисем тăвайманнине пурнăçлаять-и — шăпах çакă хĕмлентерсе ярать те çамрăка. «Пулăшма, сиплеме май килет-и вара кун пек чухне?» — ыйтмасăр чăтаймастăп эпĕ. «Чиперех пулать, — хуравлать Кристина Юрьевна. — Нумай чухне шăл каналĕсене сиплессипе çыхăннă ку. Чăнласах çăмăл мар çакă». Шăл сиплессинчен вăй питти арçын та шикленет пулĕ, нумайăшĕ больницăна вăхăтра çитменни шăпах çакăнпа çыхăннă ахăр. Вăхăта тăсни вара кăмăлсăр самантпа вĕçленет — сиплемен шăл тĕпрене-тĕпрене арканать. Çăварта шăл шучĕ чаксах пыни вара, тухтăр палăртнă тăрăх, инкек патне те çитерме пултарать: апата лайăх чăмламасăр çăтнине пула вар-хырăмлăх ĕçĕ йывăрланать, гастрит аталанать, унтан юхса тăракан суран пуçланать, çакă вара усал шыççа пуçарас хăрушлăх пур. Çапах та сиплев — çăмăллисен йышĕнчен мар. Çак ĕçе килĕштерекенĕн, ахăртнех, темĕнле вăрттăнлăх пур-тăр… Калăпăр, хытах хăракансене епле-тĕр лăплантарать пулĕ вăл… «Шăл тухтăрĕ патне килме пачах та хăрамалла мар, — каллех йăл куллине парнелет Кристина Юрьевна. — Манăн пациентсем нимрен те шикленмеççĕ, вĕсем тухтăра шанаççĕ. Унтан та ытла, хамăн пациентсене юрататăп эпĕ, вĕсем манăн — чи лайăххисем. Урăхла пулма та пултараймасть. Тепĕр тесен, мĕн акатăн — çавна пуçтаратăн тесе ахальтен каламан ваттисем». <...=
Маргарита ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
Тупа пĕлĕт пĕрлешет, çавăнта кĕтет пехет
Дагестанра пĕр уйăх пурăнсан та йăлт курса çитерме май çук, тĕлĕнмелле хитре вырăн çав тери нумай. Çавăнпа та гидсем сĕнекен рейтингпа усă куртăмăр. Сулак каньонĕ — çын пуçне 3700 тенкĕ, Кахиб-Гоор /ту çинчи ялсем, башньăсем/ — 3500, Гамсутль-Чох /никам та пурăнман, пушанса юлнă аулсем/ — 3500, Хунзах шыв сикки — 3500, Гуниб тата Салта — 3500, Ахты — 3500, Самур вăрманĕ — 2300… Хаксем — гидпа пĕрле çÿрес пулсан, паллах, кашнин — тĕрлĕрен. Ачасене — 300 тенкĕ йÿнĕрех. Пушанса юлнă аулсем маншăн — кăсăклă мар. Пурнăç чарăнса ларнă унта, çуртсем йăлт йăшса-ишĕлсе пыраççĕ, чуна ыраттарса çÿрени кăна. Халĕ чăваш ялĕсенче те пушă çурт чылай, канма кайсан та çунса çÿремелле-и? Гуниб Кавказ вăрçи шăпах унта вĕçленнипе паллă. Салта шыв сикки вара çĕр айĕнче пулнипе кăчăк туртать. Ту хысакĕ хĕрринче-е-ех вырнаçнă ялсем те пур Дагестанра.
Патша йĕрĕпе Эпир Хунзах шыв сиккине çитсе куртăмăр, ту хушшинчен вирхĕнсе анакан пăр пек сивĕ шывра чÿхенсе уçăлтăмăр. Ара, термометр юппи пĕр шелсĕр çÿлелле кармашать, 30 тĕлĕнче те чарăнма шухăшламасть те. Темĕн те пĕлекен Алисăна çул кăтартма ыйтса хушу патăмăр. «Ахты». Çавăн пек вырăн пур Дагестанра. Кÿкĕртпе водород, радон вĕри ваннисемпе паллă вăл. Регионти чи çÿллĕ тусем те унтах. Кĕрлесе юхакан Самур шывĕ урлă, сăмах май, Камазсене те юхтарса каять вăл — Азербайджан. Çак çĕршывра пĕлĕшсем, юлташсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем пурăннине, пушшех те — хамăрăн машинăпа çула тухнине пула, çитсе курас ĕмĕт питĕ пысăкчĕ, анчах та хальлĕхе чикĕ урлă каçма ирĕк памаççĕ-мĕн. Самолетпа кăна кайма пулать. Мĕнех, хальлĕхе çырлахăпăр. Алиса çул кăтартасса кĕтетпĕр. «Ахты!» — терĕмĕр ăна. — «Не ругайтесь, — тет хайхи. — Дышите глубже. Советую подумать над своим поведением». Нимĕн те ăнланмастпăр-ха… Аран тавçăртăмăр… Вăт, техника… «Ах, ты!» — тесе ăнланнă пулас вăл. Чун каниччен кулатпăр та малалла васкатпăр. Чикĕ хуралçисен темиçе посчĕ урлă иртсе ту хушшипе пыратпăр. Мĕн тери мăнаçлă вĕсем — тусем! Чĕмсĕр. Тăррисем пĕлĕте шăтарса кĕреççĕ. Шалбуздаг, сăмахран, 4142 метр çÿллĕш. Ун тăррине çичĕ хутчен хăпарни Меккăна çитнипех танлашать. Базардюзю тата çÿлерех кармашать — 4466 метр. Унăн пĕр екки — Дагестанра, тепри — Азербайджанра. Базардюзю чăвашла «пасар лапамĕ» тесе куçать. /Каллех — пирĕн несĕлсем кунта пурăннин палли/. Палăртнă вырăна çитсе çапах та ваннăсене чăматпăр. Вĕри-и-и!!! Пĕрер минут та чăтаймасăр каялла сирпĕнсе тухатпăр… Ту хушшинче вырнаçнă пĕве пеккинче çав териех вĕри марччĕ. Тахçан çак вырăнта I Петĕр хăй пулнине калаççĕ. Эпир кĕнĕ ванна пÿлĕмĕ алăкĕ çине «Генералăн» тесе çырнă та, «тен, патша та кунтах чăмпăлтатман-и» текен шухăш та çуралчĕ. Тропик вăрманĕ Ту хушшинче Сарыкум хăйăр барханĕ мĕнле пулса кайнине пĕлмен пекех, кунта тропикри евĕр Самур чăтлăхĕ епле йĕркеленсе кайнине те никам та ăнлантараймасть. Хăйăр хура тĕслĕ. Йывăçсене карса илнĕ лианăсем çине ларса чуччу ярăнма та пулать. Вăрманти юхан шыв, икĕ юпăран тăраканскер, пĕри сивĕ, тепри ăшă пулнипе, пĕр-пĕринпе хутăшса кайманнипе тĕлĕнтерет. Тинĕс хĕррипе полици машинисем кумаççĕ — шыва кĕме юрамасть! Çухалакан тăтăшах-мĕн… Самур вăрманĕнче, туризм рейтингĕнче чи аялта тăрать пулин те, халăх нумай çÿренине асăрхарăм. Кунтах темиçе ĕмĕр ĕнтĕ платан ÿсет. Ăна вун пĕрĕн тăрса аран ытамларĕç. Сăмах май, Дагестанра, ку тăрăх уншăн хăнăхнă климат пулмасан та, темиçе платан ÿсет. Дербентра темиçе ĕмĕр каялла тымар яни 2020 çулта «Раççей йывăçĕ» конкурсра çĕнтернĕччĕ. Самур вăрманĕнче питех те асăрханмалла — кунта вырăнтисем темиçе хутчен те пулнă та, пур пĕр çухалса кайрăмăр. Интернет ĕçлемест. Ыйта-ыйта, аташа-аташа çул çине аран-аран тухрăмăр. <...>
Рита АРТИ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...