Комментировать

4 Сен, 2023

Шуршăла хăнасем пухăнаççĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Андриян Николаев космонавт летчик çуралнăранпа 94 çул çитнине паллă тăвĕç.

Мемориал комплексĕнче иртекен митингра уçлăха парăнтараканăн паттăрлăхне, чăваш çĕршывĕн аталанăвне хывнă унăн тÿпине аса илĕç. «Андриянран пулă шÿрпи» уяв апачĕ хатĕрлеме палăртнă. «Мальчик из Шоршел», «Земля космонавта» фильмсем курма май килĕ. «Андриян Николаев тăван тăрăхра» курав уçăлĕ. Космонавт ячĕпе йĕркелекен велочупăва хутшăнакансем Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнчен Шуршăла çитĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: