Комментировать

Хаклă ачасем, студентсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – тĕрлĕ ăрури çынсемшĕн ырă та хумхануллă самант. Çак уяв кашни çын пурнăçĕнче тĕлĕнмелле кăсăклă çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерет.

Чăваш Енре вĕрентÿ ĕçне пур енлĕн аталантарасси, вĕрентекенсене, ачасемпе çамрăксене пулăшса пырасси çине тимлĕ пăхаççĕ. Çĕнĕ шкулсем çĕклеççĕ, киввисене тĕпрен юсаççĕ. Республикăра çитĕнекен çамрăк ăру хăйĕн пултарулăхĕпе туллин усă курма пултартăр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Çакна асра тытăр: пĕлÿ – калама çук хаклă пуянлăх, ăна сирĕнтен никам та туртса илме пултараймасть. Йывăрлăхсенчен ан шикленĕр, ĕмĕтленĕр, хăюллă плансем тăвăр та хăвăрăн пуласлăха ĕненĕр. Чĕререн тухакан уйрăм тав сăмахĕсене педагогсемпе наставниксене калас килет. Яваплăха туйса ĕçленĕшĕн, шаннă ĕçе чуна парса, юратса туса пынăшăн тавтапуçах сире!

Сире пурсăра та Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп! Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-хал, хавхалану, çирĕплĕх сунатăп!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид ЧЕРКЕСОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.