Хресчен сасси 34 (2973) № 30.08.2023
Яланах пулăшма васкать
Сĕнтĕрвăрри округĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин Октябрьски ветеринари участокĕн заведующийĕ Инесса Смирнова выльăх-чĕрлĕхе сиплес ĕçре 32 çул ĕçлет. Ял халăхĕпе яланах ăшă кăмăллă, тарават, пĕр чĕлхе тупма пултарать, яланах сĕнӳканашпа пулăшать.
— Инесса Глебовна, ветеринар профессине кам сĕннипе суйласа илтĕр?
— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра выльăх тухтăрĕ пулас килетчĕ. Атте Глеб Иванович фермăра лаша пăхатчĕ, анне Федосия Андреевна осеменатор пулнă. Саккăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн анне мана «çамрăк-ха эсĕ» тесе вĕренме ямарĕ. 10 класс пĕтернĕ тĕле ку професси мана кăсăклантарма та пăрахрĕ. Ача садĕнче ĕçлес килетчĕ. Çуллахи каникулта «Бичуринский» совхозра практика тухас шутпа Николай Спиридонов председательпе тĕл пултăм. Шăпах вăл манăн шухăшăма улăштарчĕ те. «Ветеринарсем çитмеççĕ, направлени паратпăр, хыççăн хамăр пата ĕçе йышăнатпăр. Аçу-аннӳ выльăхпа ĕçлеççĕ, санăн та выльăх тухтăрĕ пулмаллах», — тесе ӳкĕте кĕртрĕ мана. Çапла майпа хамăн кун-çула ял хуçалăхĕпе çыхăнтартăм. 1988 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн шантарнă пекех «Бичуринский» совхоза ĕçлеме килтĕм. Унтан Çичпӳртри хуçалăхра ĕçлерĕм, 2005 çултанпа Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцире вăй хуратăп.
— Пурнăçа ветеринар профессийĕпе çыхăнтарнăшăн тепĕр чухне ӳпкелешместĕр-и?
— Пĕрре те ӳкĕнместĕп. Йывăрлăхсене пăхмасăр хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Кирек епле самантра та çынна пулăшу памалла. Эпир çак профессие вĕреннĕ, пире шанаççĕ. Чĕр чунсем те чирлеççĕ, асапланаççĕ. Вĕсем мĕн ыратнине тата хăйсене мĕн канăçсăрлантарнине калаймаççĕ. Эпир, ветеринарсем, вĕсене пулăшатпăр.
— Çак хушăра пулăшу ыйтакан нумай пулнă-тăр. Ĕç вăхăтĕнче кăна мар, канмалли кунсенче те…
— Чăн та, пулăшу ыйтакан чылай. Нихăçан та канмалли кунсем тесе курман. Ир-и, каç-и, ĕç кунĕ-и, кану саманчĕ-и — пулăшу ыйтакана яланах пулăшма тăрăшнă.
— Хальхи вăхăтра миçе ялти выльăха пăхса тăратăр? Выльăх тытакан нумай-и?
— Паянхи кун тĕлне Октябрьски ветеринари участокĕ çичĕ ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрать. Унсăр пуçне икĕ хресчен-фермер хуçалăхĕпе харпăр хăй ĕçлекен пур. Асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 400 пуçа яхăн. Шел те, ялта выльăх-чĕрлĕх тытакансен йышĕ сахаллансах пырать. Хальлĕхе — 200-е яхăн мăйракаллă шултра выльăх, 600 сурăх. Çавăн пекех сысна тытакансем пур. Юлашки вăхăтра çынсене выльăх тытма тăкаклă пулса тухать: хĕл каçарма апат хатĕрлемелле, сĕчĕ йӳнĕ. Çав хушăрах килте темиçе ĕне тытакансем те пур. Акă, сăмахран, Октябрьски салинче пурăнакан 75 çулти Валерий Белебенцев виçĕ ĕне усрать, сĕнӳ-канаш ыйтма пĕрмай килет. Акшик ялĕнчи Сергей Петровăн хуçалăхĕнче — 16 пуç. Çулленех çĕпĕр язви, уртаракан чир, лейкозпа бруцеллез, туберкулез енĕпе профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр, килрен киле çӳресе прививка тăватпăр, инфекци сарăласран асăрхаттарсах тăратпăр. Юлашки çулсенче ĕнесем пăруланă хыççăн ураран ӳкни час-часах тĕл пулать. Ытти чир-чĕр те тупăнать. Искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе те ĕçлетпĕр.
— Ĕçре мĕнле йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ?
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Пирĕн отрасль те. Выльăха чип вырнаçтармалла, даннăйсене компьютера кĕртмелле, сĕте тĕрĕслесе справка çырмалла. Паллах, ял халăхĕ çакна ăнланса йышăнать. Кил таврашне кĕртменни пулман. Хайхискерсем мĕнле вакцинацилемеллине аса илтерсех тăраççĕ. Кăçалтан тата йытăпа кушаксене чип вырнаçтармалла. Çак ĕçе çитес çулччен вĕçлемелле. Специалистсем çитменни те йывăрлăх кӳрет. Алран ӳкместпĕр, палăртнă çĕре йышпа пуçтарăнса каятпăр.
— Ветеринар ĕçĕнчи мĕнле интереслĕ самант аса килет?
— «Бичуринский» совхозри пĕрремĕш ĕç кунĕ. Районтан выльăх туберкулезпа чирленипе чирлеменнине тĕрĕслеме килнĕ. Аслă çулти пĕр ветеринар пычĕ те: «Инесса, çак ĕнесене укол туса тухайсан — санран чăн-чăн ветеринар пулать. Хăрамастăн-и?» — терĕ. «Хăрамастăп!» Вăт çапла 400 пуç ĕнене укол турăм та. Ĕнисем тата пĕри те тапмарĕç. Ĕçре тав тăвакан нумай пулнă. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Хĕрсен алла йĕппе çип тытма хăнăхмалла
«Ал ĕç тытсан чунăм лăпланать, канăçсăр шухăшсем инçете вĕçсе каяççĕ», — пĕлтерчĕ Йĕпреç округĕнчи Кĕлĕмкассинче пурăнакан Галина Васильева хăйĕн ĕçĕсене пирĕн ума майлаштарса хунă май. Мĕн тери илемлĕх кунта! Тĕрĕллĕ чӳрече карри, минтер пичĕ, кравать çивиттийĕ, пĕчĕк ача тумтирĕ, чечек. Ытараймасăр кашни япалана алла тытса пăхас килет.
Галина Васильева тивĕçлĕ канăва тухнăранпа вунă çул çитет. Халĕ ал ĕç тума пушă вăхăчĕ ытларах унăн. «Тумтир туянма çăмăл килмен вăхăтсенче ачасене самай çыхса тăхăнтартнă. Вăл вăхăтра килти хуçалăхра хурапа шурă качакасем тытаттăмăр. Хĕрачасем валли çемçе кофта, тутăр пайтах çыхнă. Хăшĕ-пĕри халĕ те упранать-ха. Ал ĕçне пĕлни йывăр вăхăтсене ирттерсе яма пулăшса пынă тени те йăнăш пулмĕ. Пански йĕппипе те, çекĕлпе те çыхатăп», — терĕ вăл сăпайлăн. Ăна ал ĕçне кам хăнăхтарнăха? «Вĕрентсе ларакансемех пулман. Аннеренех куçнă-тăр çак ăсталăх. Килте тĕрлĕ тĕслĕ шпулька çипписем пурччĕ. Манăн тĕрлеме питĕ вĕренес килетчĕ. Пирваях çăлтăрпа уйăх тĕрлерĕм. Çакна аннеçĕм асăрхарĕ те çуралнă кунпа тĕрĕ туянса пачĕ. Хĕресле те, тултарса та тĕрлеме вĕрентĕм. Пĕр вăхăт кавирсем йăлараччĕ. Вĕсене тĕрлесе çиччĕ таранах çитертĕм. Вăл вăхăтра çиппине йăпăр-япăр туянаймастăнччĕ тата. Хусана çити каяттăмăр. Тĕрĕсене пĕр-пĕринчен ӳкереттĕмĕр. Пирĕн ялти Зина инке тĕрĕ тĕрлеме ăстаччĕ. Унăн ĕçĕсемпе киленме ялĕпех пухăнаттăмăр. Канвине сутлăхра тупаймастăнччĕ, карас ал шăллисемпе михĕсем çине тĕрлеттĕмĕр. Пĕр-пĕринчен нумай ăс пухнă çав», — аса илчĕ Галина Гавриловна. Мĕн пĕлни хĕрĕсене куçнăтăр. Вĕсем те Галина Васильева пекех маттур. Мăшăрĕпе Владимир Васильевпа пилĕк ача çитĕнтернĕ: пĕр ывăл та тăватă хĕр. Сакăр мăнук вĕсен. Хуçалăх та пысăк: ĕне, вăкăр, хур-кăвакал, пахча пур. «Снежанна çыхма тата тĕрлеме кăмăллать, Оксана пысăк калăпăшлă чечексем ăсталать, Наташăн алли çĕлеме çыпăçать, Олеся хĕрĕм те ал ĕçĕсĕр лармасть», — пĕлтерчĕ амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсем пирки. Сăмах май, Галина Васильева Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнчи хора çӳрекенсем валли сахал мар кĕпе, саппун, тутăр тĕрленĕ. Ют ялтан туя кайма ятарласа çи-пуç тĕрлеттерме килекенсем те чылаййăн пулнă. Миçе хĕр валли качча каймалăх ал шăллисем тĕрлемен-ши? «Халĕ куç вăйĕ япăхланчĕ, ытларах çыхатăп», — тет вăл. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Мăшăрăм – Турă çырни
Ку хутĕнче сире Етĕрне округĕнчи Анат Ачак ялĕнче пурăнакан маттур та туслă тепĕр çемьепе паллаштарма васкатăп. Вĕсем — Аверкий Васильевичпа Мария Алексеевна Атамановсем. Çур ĕмĕр пĕрле алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утаççĕ. «Вăрăм ĕмĕрлĕ çемье вăрттăнлăхĕ килĕшӳпе юратура», — теççĕ вĕсем пĕр саслăн.
Сумлă мăшăрăн пилĕк ача — виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Пурне те аслă пĕлӳ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем пурте мăшăрланнă, ача-пăчаллă, кашнин хăйĕн пурăнмалли кĕтесĕ пур. Çавах атте-анне килне пăрахмаççĕ, кашни канмалли кун тăван тăрăха васкаççĕ. Хурипе шуррине Атамановсем сахал мар курнă. Ачалăх çулĕсем иккĕшĕн те çăмăлах килмен. Ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Мария Алексеевна – ĕç ветеранĕ. Вăл хăй те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, пĕчĕккĕллех ĕçе кӳлĕннĕ, çамрăклах колхозра тар тăкнă. Вăтам шкул хыççăн укçа-тенкĕ çитсе пыман пирки малалла ăс пухма май килмен унăн. Вăл Етĕрнери çăкăр заводне вырнаçнă. Унта пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн Курил утравĕнчи консерв заводне çамрăксемпе пĕрле ĕçлеме кайнă. Кунта та Мария Алексеевна хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă, премие те тивĕçнĕ. Пилĕк уйăхран тăван тăрăха таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухичченех Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра вăй хунă. Хăмла уй-хирĕнче, сменăпа вырăнти сăра тăвакан заводра ĕçленĕ. «Хăмла çинче ĕçлеме çав тери килĕшетчĕ. Хăмла аврисене çӳлелле çыхса ярсан хушшипе иртсе çӳренĕ чухне чунăм савăнатчĕ. Уя яланах тасалăхра тытнă. Вăл вăхăтра вăйлă ĕçленĕ, пĕр вăхăт та пушă ларман. Тухăçне те аван илнĕ. Ун чухне халăхĕ те ĕçлеме питĕ юратнă, çамрăксене те ĕçе явăçтарнă», — çак вăхăтсене аса илчĕ Мария Атаманова. Сăмах май, паянхи кун та Етĕрне тăрăхĕнчи «Ленинская искра» тата «Выльский» хуçалăхсем хăмла ĕрчетессипе тимлеççĕ. «Симĕс ылтăн» уй-хирне тепĕр хут вăй илтерес шухăшлă çĕр ĕçченĕсем. Калаçура паллă ентешне Аркадий Айдака та темиçе хутчен аса илчĕ Мария Алексеевна. Аверкий Васильевича ку тăрăхра пурте паллаççĕ, хисеплеççĕ. Унăн алли ылтăн. Кил-çурт таврашĕнче вăл тума пĕлмен ĕç пур-ши? Юсамалла, тӳрлетмелле, сапламалла — йăлтах пултарать. Элĕк каччи пысăк çемьере çитĕннĕ, ашшĕсĕр ӳснĕ, пурнăç тути-масине лайăх туйнă. Сакăр класс вĕреннĕ хыççăн яшсемпе пĕрле Караганда хулине вĕренме кайнă, газовик пĕлĕвне илнĕ хыççăн унтах ĕçлеме юлнă. Анчах ют вырăн ютах ĕнтĕ. Чунĕ кил еннелле туртнă. Икĕ çул хĕсметре пулнă, стройбата лекнĕ. Кунта та маçтăра тӳрех асăрханă. Ленин пӳлĕмне йĕркелеме ыйтнă. Ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Аверкий Васильевича Ленин медалĕпе чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех «Ленинская искра» колхозра механизаторта вăй хунă вăл. Тав тата Хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те канма ытти хулана кайнă. Атамановсене пĕр-пĕринпе ăраскал тĕл пултарнă. «Киров вăрманне ĕçлеме кайсан паллашнă эпир. Вăл — манăн Турă çырниех! Ăна, хитрескере, пĕрре курсах килĕштертĕм», — терĕ çемье пуçлăхĕ йăл кулса. Мария Алексеевна çапла хушса хучĕ: «Çыннăн шăпине Турă çырать. Аверкипе паллашиччен миçе каччă мăшăр пулма ыйтман-ши? Эпĕ кăмăлламан. Турă çырнинех кĕтнĕ-тĕр». <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Черетлĕ тĕлпулу
Хальхинче Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн хастарĕсем Вăрмар округне çитсе курчĕç. Çул çӳрев программи питĕ пуян та тухăçлă пулчĕ.
Сумлă хăнасене Вăрмар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Кĕлкешри вăтам шкулта кĕтсе илчĕ. Пухăннисем валли малтанах пĕчĕк экскурси йĕркелерĕç. Ветерансем шкулти музейпа паллашрĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен палăкĕ умне чечексем хучĕç. Ырă йăла тăрăх, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем округри малта пыракан хуçалăхсен ĕç условийĕсемпе, малашнехи ĕмĕттĕллевĕпе интересленчĕç. Кашниех хăйĕн куçĕпе курса хакларĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Геннадий Ямуков фермер пирки чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Вăл тыр-пул туса илессипе тимлет. Кунти хирсем таса. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал 1 пин те 210 гектар йышăнаççĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан — 47 центнер. Çĕр улмине 145 гектар çинче лартнă. Вырмапа танах хуçалăх кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлет. Уй-хир ĕçне вăхăтра та пахалăхлă пурнăçласа пыма техника пысăк çăмăллăх парать. «Юлашки çулсенче техника паркĕ самай пуянланчĕ. Патшалăхран килекен пулăшу пысăк тĕрев пачĕ», — каласа кăтартрĕ Геннадий Ямуков. Унтан ветерансем Владимир Иванов фермерăн выльăх-чĕрлĕх фермине çитсе курчĕç. Кунти кулленхи ĕçе мĕнле йĕркеленипе, выльăх валли мĕнле условисем туса панипе кăсăкланчĕç. Вунă гектар çĕр тара илсе 2003 çулта Владимир хуçалăх йĕркеленĕ. Малтанах фермăра выльăх шучĕ çĕр пуç пулнă. Грант пулăшнипе мăйракаллă шултра выльăх шутне 600 пуçа çитернĕ. Вĕсенчен 235-шĕ — сăвăнакан ĕнесем. Çичĕ уйăхра хуçалăх 52 тонна ытла аш-какай, 988 тонна сĕт суса илнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран 4 пин те 205 килограмм сĕт сунă. Выльăх шучĕ çулталăк пуçланнăранпа 124 пуç хушăннă. Хĕл каçарма апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ, 2 пин те 500 тонна сенаж янтăланă. Унтан районти культура çуртĕнче Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союз правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аграри, çут çанталăкпа усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăнчĕç. <...>
Вера МИХАЙЛОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...