Комментировать

3 Окт, 2014

Кун пек учительпе вĕренÿ те - киленÿ

Учитель кунĕ умĕн çамрăк вĕрентекенĕн, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕн Анна Альцевăн урокне итленĕ хыççăн манăн та тепĕр хутчен шкул ачи пулас килчĕ. Вырăс литературине хаваспах шĕкĕлчĕттĕм. Тÿрех вулавăша кайса Я.Вишневскин «Одиночество в сети» кĕнекине илтĕм. Канмалли кунсенче «Солярис» /С.Лем/, «Бойцовский клуб» /Ч.Паланик/ романĕсем тăрăх ÿкернĕ фильмсене пăхма палăртрăм...

Пире те çÿлерех асăннă предметпа çав тери пултаруллă учитель вĕрентнĕ, чун ăшшипе пĕрлех нумай ăс-хакăл панă. Анчах хальхи уроксем пачах урăхла иртеççĕ, вĕсене 15-20 çул каяллахипе танлаштарма та çук. Вĕренекенсен те, учительсен те умра - планшет, проектор, электрон хăма... Литература та, пурнăçпа тан пыма тăрăшнă май, çĕнĕ çыравçăсемпе, хайлавсемпе пуянланнă. Хăшĕ-пĕрин тăрăх фильм та ÿкернĕ. Ку та ачасене усă курма меллĕ материал. Урока çамрăк, хальхи вăхăтпа тан утакан учитель ертсе пырсан пушшех те вĕренÿ киленÿ кÿрет кăна...

Пурнăçпа тан

11-мĕш класри чылай çамрăк Анна Альцева учительрен çÿллĕшĕпе иртсе кайнă ĕнтĕ. Кадет тумĕллĕ яшсемпе хĕрсен хушшинче вăл шкул ачи пекех курăнать. «Кÿрентермеççĕ-ши, итлеççĕ-ши хÿхĕм çак пикене?» - мĕлтлетрĕ шухăш. «Пăхма кăна вăл çапла черченкĕ курăнать», - иккĕленĕве сирчĕ вĕренекенсенчен пĕри.

РФ Президенчĕ В.Путин алă пуснă указпа килĕшÿллĕн 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкулпа сыв пуллашакансем литературăпа сочинени çыраççĕ. Анна Владимировнăн вĕренекенĕсем те раштавăн 3-мĕшĕнче яваплă тĕрĕслеве ларĕç. Çак кунсенче кăна-ха вырăс чĕлхипе литератури учителĕсене семинара пухса сочинение кĕртме пултаракан тĕслĕхсемпе паллаштарнă. Анна Анатольевна 11-мĕш классене çакăн çинчен каласа кăтартрĕ. Яшсемпе хĕрсемпе пĕрле эпĕ те кăсăклансах итлерĕм. Пĕрремĕш блок М.Ю.Лермонтов пултарулăхĕпе çыхăннă, иккĕмĕшĕ - вăрçă кăларса тăратнă ыйтусемпе, виççĕмĕшĕ - вырăс тата тĕнче литературисенчи çын тата çут çанталăк тĕнчи тавра. Кашни блокра - 7-8-шар тема, вĕсенчен кирек хăшне суйласа илме ирĕк пур. Темăсене хускатнă май литература хайлавĕсене те аса илчĕç. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене кашни кунах хатĕрленеççĕ. ППЭ - ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар, учительшĕн те çирĕп тĕрĕслев. Ачасем пухнă балл тăрăх унăн ĕçне хаклаççĕ-çке. Анна Анатольевна 9-мĕш класран вĕренсе тухакансемпе пĕтĕмлетÿ аттестацине икĕ хутчен ирттернĕ те ĕнтĕ.

«Ĕçтешсемпе, пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе ППЭ тавра сахал мар калаçнă. Тĕп предмета вĕрентекен çамрăк специалистсем унтан хăранипе те шкула килесшĕн мар. Кăçалтан тепĕр яваплăх - сочинени çыртарасси - хутшăнчĕ авă», - палăртрĕ педагог. Чăнах та, хальхи учителĕн тивĕçĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, чылай уйрăлса тăрать. Вĕренÿ тытăмĕ çулсеренех улшăнать-çке. Шкула ура ярса пуснă-пусманах çак хуранта «вĕреме» тытăнакан çамрăк специалистшăн çĕнĕлĕхе хăнăхас тĕлĕшпе йывăрлăх çук темелле. «Пур ĕçе те шкулта пурнăçласа ĕлкĕрейместĕп. Тетрадьсене кунтах тĕрĕслесе хăварма тăрăшатăп. Отчетсемпе, электрон дневникпа килте ларма тивет. Пĕтĕм вăхăта ĕç туртса илет», - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Анна Анатольевна. Хальлĕхе вăл çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха.

 

Туслăх çитĕнÿ кÿрет

Анна Шупашкарта çуралса ÿснĕ, 46-мĕш гимназирен вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăс филологи факультетне çул тытнă. 3-мĕш çул ĕнтĕ аспирантурăра пĕлĕвне тарăнлатать.

Анна, хресна амăшĕ пекех, ачаранпах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕртен пĕр хĕрĕн шухăшне амăшĕ те ырланă. «Кашни çыннăн чун туртнă ĕçре пиçĕхмелле. Вĕрентнисĕр пуçне эпĕ урăх нимĕн тума та пĕлместĕп ахăртнех», - палăртрĕ çамрăк специалист.

Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулне мĕнле майпа пырса кĕнĕ-ха вăл? Тăватă çул каялла çакăнта унăн пĕлĕшĕ ĕçленĕ-мĕн, вăл кĕçĕн класс ертÿçи вырăнĕ пушанни çинчен пĕлтернĕ. Анна Альцева 4-мĕш классен урокне пырса ларнă. Пĕр арçын ачасăр пуçне кунта ăна никам та асăрхаман тейĕн. «Эсир пирĕн çĕнĕ вĕрентекен-и?» - ыйтнă Толик. Кунта килесси пирки иккĕленнĕскерĕн çак арçын ачапа калаçнă хушăрах шухăшĕ çирĕпленнĕ: «Çапла», - хуравланă вăл. Кĕçĕннисемпе пĕр çул ĕçленĕ хыççăн вырăс чĕлхипе литератури урокĕсене панă ăна, 5-мĕш класри унччен хăй вĕрентнĕ ачасен ертÿçи пулма шаннă. Халĕ çав шăпăрлансем 7-мĕш класа çитнĕ. «Класра арçын ачасем пуçаруллăрах та хастартарах. «Вĕсем - ăслă, хĕр ачасем вара - илемлĕ», - тетĕп шÿтлесе. Тĕрĕссипе, тăватă çулта пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма хăнăхрăмăр. Тепĕр чухне чирленипе ĕçе килеймесен те чун лăпкă: класра та, столовăйра та йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. Ачасемпе халĕччен /виçĕ хутчен йывăçа шаккарĕ - Авт./ пăтăрмах сиксе тухманччĕ. Туслăх пире тĕрлĕ ăмăртура мала тухма пулăшать, пĕлтĕр те сахал мар çитĕнÿ турăмăр», - чунне уçрĕ педагог. Калаçнă хушăра класа ачисем пырса кĕчĕç. Пĕри учитель сĕтелĕ çине торт касăкĕ пырса хучĕ. Технологи урокĕнче янтăлама вĕренеççĕ иккен, пылак çимĕçпе юратнă вĕрентекенне те хăналарĕç.

- Кадет шкулĕнчи ачасемпе ĕçлеме çăмăлрах пулĕ? Кунта ăнăçлă çемьери ачасене кăна йышăнаççĕ-çке... - кăсăклантăм эпĕ.

- Ятарлă тум дисциплинăна пăхăнма хистет паллах. Эпĕ ачасене çапла вĕрентетĕп: пурте тан, кашни çын - уйрăм тĕнче, пĕр-пĕрне йышăнмалла, хисеплемелле. Кунта право енĕпе пусăрăнса вĕрентеççĕ, ачасем полицейски тата патшалăх служащийĕн класĕсене суйланă. Ахаль шкулсемпе танлаштарсан, уйрăмлăх пур. Сăмахран, кунăн иккĕмĕш çурринче кадетсем хĕç-пăшал тытма вĕренес, стройпа утас тĕлĕшпе ăсталăха туптаççĕ. Балл ташши çаврăнма та кашни çамрăк пĕлет. Сăмах май, эпĕ хам та Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменне халăх ташшисен ушкăнне 9 çул çÿрерĕм. Халĕ, шел те, чун киленĕçĕ валли вăхăт уйăраймастăп... - палăртрĕ Анна Альцева.

Ятарлă тум дисциплинăна лайăхлатать тени тĕрĕсех. Пĕлтĕр Кÿкеçри 2-мĕш лицейре аслă классемпе тĕл пулни аса килчĕ. Кĕске юбка, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăннă хĕрсем урок тăршшĕпех сапаланчăк çÿçĕсене майлаштарса ларчĕç, алă пуç тĕлĕнчен каймарĕ. Чиперленес шухăшпа лараканскерсем урок темине ăша хываççĕ-ши? Шкулта вĕреннĕ чухне пире çÿç пĕрчи çамка çине усăнса аннăшăн учительрен сăмах тиветчĕ. Кадетсен те епле курăнас тĕлĕшпе - çирĕп йĕрке.

 

Хавхалантараççĕ...

Çамрăк специалистсене епле хавхалантарнипе кăсăкланнă май Анна Альцева çакна палăртрĕ: виçĕ çул уйăхсерен 1-ер пин тенкĕ, оклад çумне 50% хушса тÿленĕ. Эрнере 27 сехет вĕрентекенскер шалу 20 пин тенкĕрен сахал илменнине пытармарĕ.

- Сирĕн ĕç укçине çулсеренех ÿстереççĕ-и? - тĕпчерĕм эпĕ.

- Пĕлтĕр лăп та шăп 181 тенкĕ хушрĕç...

Учительсене тивĕçекен çăмăллăхпа укçа кивçен илсе Анна Анатольевна кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çĕнĕ хваттер туяннă. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ăна юсанă, пурăнма юрăхлă туса çитернĕ. «Çăмăл машина туянма та хатĕр, права иличчен тăхтатăп-ха», - сăмахне вĕçлерĕ хăй суйланă сукмакĕшĕн ÿкĕнмен пике.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.