Комментировать

17 Авг, 2023

Ют çĕршыв çыннисем сипленеççĕ

Республикăри клиника больницинче кăçалхи 7 уйăхра ют патшалăхран килнĕ 184 çынна медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.

Вĕсем 800 ытла хут пулăшу ыйтнă. Пациентсенчен пĕрне, тĕслĕхрен, кăкăр тĕлĕнче ыратнине кура хирурги уйрăмне вырттарнă. Инфекци чирĕ унăн ÿпкине сиенленине палăртнă. Хайхискерне операци туса çăлса хăварнă. Чикĕ леш енчен килнисем эндокринологи уйрăмĕнче те сипленеççĕ. Кунта выртакан чирлисенчен ытларахăшĕ сахар диабечĕпе аптăранине палăртмалла. Çулла тăванĕсем патне хăнана çÿренине кура хăшĕ-пĕрин апат йĕрки улшăнать. Çакă та сывлăха усал витĕм кÿрет. Сăмах май, 2022 çулта Республикăри клиника больницинче ют çĕршывран килнĕ 480 ытла çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: