Комментировать

15 Авг, 2023

Хыпар 90 (28118) № 15.08.2023

Марина ВАСИЛЬЕВА: Тăван чĕлхе çынна вăй-хал парса тăрать

Тăван чĕлхепе литературин олимпиадисен призерĕсемпе çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ 19 вĕрентекен çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕн премине тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Марина Васильева та пур. Марина Николаевнăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Преми пани хавхалантарать

— Марина Николаевна, премие тивĕçни савăн¬тарчĕ-и?

— Çакă, паллах, хавхалантарать. Мĕнле каламалла та, хамшăн мар, хам ертсе пыракан предметшăн паха ку. Ытти предмет хушшинче ЧР Пуçлăхĕ тăван чĕлхене уйрăммăн тимлĕх уйăрни, педагогсене хавхалантарни савăнтарать. Тăван чĕлхене аталантарас ыйтура çакă чăннипех пĕлтерĕшлĕ.

— Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăван чĕлхе олимпиадинче сирĕн миçе призер пулнă?

— Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти олимпиадăра 9-мĕш классен хушшинче пĕр çĕнтерÿçĕпе пĕр призер пулнăччĕ. Олимпиада рейтингĕпе, балсен шучĕпе пăхсан иккĕшĕ те республика шайĕнчине кайрĕç.

— Шкулта 32 çул ĕçлетĕр. Çак тапхăрта олимпиадăна хутшăнакансем ытти çулта та пулнă-тăр…

— Олимпиадăра хăйсен ăс-хакăл шайне кăтартакансем кашни çулах пур. Анчах чылай чухне вĕсем призерсенчен пĕрер-икшер балл юлаççĕ. Çапах чĕлхепе литературăна чи лайăх пĕлекен 5-10 вĕренекен шутне кĕреççĕ. Çавна май ачасен хăйсен те кăмăлĕ хуçăлатчĕ. Ĕçлеме пуçласанах республика шайĕнчи олимпиадăра призер пулнăччĕ-ха. Ун чухне хавхалантармалли кунашкал мелсем шухăшласа кăларман, преми паман. Олимпиадăсемпе конкурссене яланах хутшăнаттăмăр. Ялти шкулсенче вĕренекенсем ун чухне кĕнеке питĕ нумай вулатчĕç. Çавăнпах ăс-хакăл шайĕ те пысăкчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче чăваш программипе вĕрентеттĕмĕр. Вырăсларах калаçакан ачасене чăваш программипе ĕлкĕрсе пыма йывăрччĕ. Олимпиадăна вырăс шкулĕн программипе мар, чăваш шкулĕннипе каяттăмăр. Çавăнпах вĕсем призерсемпе çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрейместчĕç.

«Истори кĕнекине сасăпа вулаттаратчĕ»

— Хăвăр çинчен каласа кăтартăр-ха. Мĕншĕн эсир чăваш чĕлхин вĕрентекенĕ пулас тенĕ?

— Эпĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн урамра питĕ нумай вĕрентекен пурăнатчĕ. Вырăс, нимĕç чĕлхисен, пуçламăш классен вĕрентекенĕсем, хими, биологи учителĕ пурччĕ. Вĕсем анне патне килсе калаçса ларатчĕç. «Куратăн-и, ачам: вĕреннин усси пур. Хисеплĕ вĕсем, укçи-тенкине те аванах илеççĕ», — тетчĕ анне. Анчах вăл мана: «Эсĕ те учителе кай!» — тесе пĕрре те каламан. Мĕнпе те пулин айăпа кĕрсен атте истори кĕнекине вулаттаратчĕ. Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, киномеханикре ĕçлетчĕ. Чаплă платникчĕ тата. Вăрçăра пулнипе-ши е эпĕ Тăван çĕршыв историне лайăх пĕлтĕр тесе-ши — кĕнекене сасăпа вулаттаратчĕ. Манăн ачаранах алă-ура суратчĕ. «Аннÿ пек колхозра, фермăра ĕçлес пулсан кунĕн-çĕрĕн резина атă тăхăнса çÿреме тивĕ», — шахвăртса калаçатчĕ атте. Шкул директорĕ Владислав Якимович пире, виçĕ хĕрачана, 8-мĕш класс хыççăн Канашри училищĕне пуçламăш классен учительне вĕренме ярасшăнччĕ. Киле çитсен кун пирки аттене каларăм. «Ниçта та каймастăн. Канаш çывăхри ял мар. Эсĕ унта кама пĕлетĕн? Кампа калаçăн? Çитменнине, ăна вăрă-хурах хули теççĕ. Хăрушă мар-и сире, хĕрачасене, аслисемсĕр тухса кайма? 10 класс кунтах вĕренсе пĕтер», — терĕ. Аслă классенче Палтай шкулĕнче пĕлÿ илтĕм. Чăваш тата нимĕç чĕлхисене Лидия Шуверова вĕрентетчĕ. Питĕ çемçе кăмăллăччĕ вăл. Икĕ предметне те юрататтăм. Шкул хыççăн ют чĕлхе вĕрентекенĕ пулас тĕллевпе хĕр-туссемпе пединститута кайрăмăр. Анчах асăннă вуз темшĕн кăмăла килмерĕ. «Айтăр-ха, хĕрсем университета кайса пăхатпăр», — сĕнтĕм хĕрсене. Чăваш патшалăх университетĕнче йăлтах çĕнĕччĕ. Компьютер класĕсем те пурччĕ. Историпе филологи факультетĕнчи «СССР халăхĕсен чĕлхисем тата литератури» специальноç илĕртрĕ. «Кунта питĕ нумай чĕлхе вĕрентеççĕ ĕнтĕ», — тесе шухăшларăмăр. Çав факультета кĕме тĕв турăмăр. Анчах эпĕ: «Чăваш чĕлхи чуна тем пек çывăх», — терĕм тантăшăмсене. Çапла вĕренме кĕтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Анатолий Родионов сăн ÿкерчĕкĕсем

ССР Союзĕ 1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче, нацистсен Германийĕ капитуляциленнĕренпе виçĕ уйăх иртнĕ хыççăн, совет халăхне Японие хирĕç вăрçăпа тухни çинчен пĕлтернĕ, Ялтăпа Потсдамри конференцисенче Гитлера хирĕçле коалицие кĕнĕ союзникĕсене нимĕç фашисчĕсене тĕп тусанах Японипе вăрçма шантарнă сăмахне тытнă.

Çав кун Хĕрлĕ çар чаçĕсем Японин Маньчжурири Квантун полкĕсене хирĕç çар операцийĕ пуçланă, вĕсене кĕске хушăрах çапса салатнă. Операци ирттерсе Китайпа Корейăна Япони оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă, Гитлерăн юлашки союзникĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсене аркатнă, яппунсен Хĕрлĕ çара хирĕç ăнăçлă çапăçма шанăç юлман.

1945 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Америкăн «Миссури» линкорĕнче официаллă церемони ирттерсе Япони капитуляциленнине çирĕплетекен акта алă пуснă. Унта СССР «союзникĕсем Япони императорĕн генеральнăй штабĕ, яппунсен мĕн пур хĕç-пăшаллă вăйĕ, Японие пăхăннă кирек хăш çĕршыври пĕтĕм хĕç-пăшаллă вăй нимĕнле условисем те пăхса хăвармасăрах капитуляциленнине» пĕлтернĕ.

ССР Союзĕн ячĕпе акта Кузьма Деревянко генерал-лейтенант алă пуснă. Документа алă пусса çирĕплетни Гитлера хирĕçле коалици Тĕнчен икккĕмĕш вăрçинче çĕнтернине тата вăл вĕçленнине çирĕплетнĕ.

Тутарстанри чăваш ялĕнче — Тури Качаелте — çуралнă Анато¬лий Родионов дипломат тата тинĕс-çар офицерĕ — ССР Союзĕн Токиори посольствинче 1945 çулта ĕçленĕ чухне акта алă пусма йĕркеленĕ официаллă церемоние хутшăннă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче шыв ай киммин командирĕнчен пуçласа шыв ай киммисен бригадин командирĕ таран ÿснĕ. 1944 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи раштав вĕçлениччен ССР Союзĕн Японири посольствин тинĕс-çар флочĕн атташин пулăшуçи, хăйне шаннă тивĕçĕсене пурнăçланă тăрăх вара тинĕс-çар флочĕн атташи пулнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ 

♦   ♦   


Шалтăртатнă-хăлтăртатнă кĕпере манман

1943 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çар стратегийĕ енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ оъекта — Сăр юхан шывĕ урлă хывнă йывăç кĕпере — официаллă йĕркепе уçнă.

Унтан автомашинăсем тата лаша транспорчĕ 20 çул ытла каçса çÿренĕ. Хĕрлĕ çарăн Урал еннелле чакма тивсен пирĕн чаçсене Сăр урлă каçарса кунти хÿтĕлев тăрăхне йышăнтарма ăна Етĕрне çумĕнче 1941 çултах тума тытăннă. Васильсурск патĕнчен тытăнса Пенза патне çитичченех Сăр урлă каçмалли кĕпер урăх пулман, çынсем паромпа усă курнă. Паллах, пирĕн çар чаçĕсемшĕн вăл каçмалли тухăçлă меслет шутланман.

«Йывăç кĕпер тума Чăваш Енрен 45 пин çынна явăçтарнă, — палăртать Сăр хÿтĕлев тăрăхĕн строительствине тĕпченĕ истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Захаров «Чăваш гуманитари вестникĕ» кăларăмăн 2011 çулхи 6-мĕш номерĕнче пичетленнĕ статйинче. — Етĕрне районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи М.Григорьева çапла аса илнĕ: «Питĕ нумай ĕçлерĕмĕр — çĕре алтса, тиесе наçилккапа йăтрăмăр. Хăшĕ-пĕри вăрмантан йывăç кăларса кĕпер патне урапапа е çунапа турттарчĕ». 1943 çулхи çурлан 12-мĕшĕнче Греков ертсе пынă 4-мĕш строительство районĕн рабочийĕсем 654 метра тăсăлакан кĕпере тата дамбăна çирĕплетнĕ графикра пăхнă кунран икĕ уйăх та 25 кун маларах туса пĕтернĕ. Вĕсене официаллă майпа 1943 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче уçнă».

Парти обкомĕпе Чăваш АССРĕн Халăх Комиссарĕсен Канашĕ йышăну кăларса кĕпер строительствин графикне çирĕплетнĕ, ăна 1943 çулхи юпа уйăхĕнче туса пĕтерме тĕллев лартнă. Ямоз патĕнчи йывăç кĕпере хута яма районсенчен пуçтарнă хĕр-хĕрарăм, Хĕрлĕ çара кайма ят тухман яшсем, вăрçăран аманса таврăннисем, ватăсем, судпа айăпласа ГУЛАГ лагерьне янисем хутшăннă. Вĕсене пухас, пурăнмалли вырăнпа, апат-çимĕçпе, ĕç хатĕрĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе республикăн тата вырăнти влаç органĕсем ĕçленĕ. Кĕпере йывăр çулсенче тунă пулин те çирĕп хывнă, ун урлă харăсах нумай транспорт каçса çÿренĕ, 10-15 çултан та вăл тайăлса пĕр енне сулăнман. Унпа 1962 çулччен, тимĕр-бетонран çĕнĕ кĕпер тăвиччен, усă курнă. Архитекторпа строительсем илемлĕ, хăйне евĕрлĕ тăвассишĕн тăрăшнине каярахпа хаçатсенче те палăртнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.