Комментировать

10 Авг, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 31 (6481) № 10.08.2023

«Юрă-кĕвĕ тĕнчинче чун канăçне шырарăм»

Нумаях пулмасть Ирина Пономарева юрăç, сăвăç, кĕвĕ ăсти, медицина ĕçченĕ «Манаймастăп сана» сăвăсен пĕрремĕш пуххине кун çути кăтартрĕ. Çакă унăн пултарулăхне тата пурнăçне тишкерсе хакламалли пулăм пулса тăчĕ.

Пысăк çухату

— Ирина, эсĕ пĕр 20 çул каялла «Пуç кăшăлĕ» юрруна кăмăлпах шăрантараттăн. Ăна итлекен хапăлласах йышăнчĕ, халĕ те кăмăллать.

— Çак юрă манăн ун чухнехи пурнăçăмпа тачă çыхăннăччĕ. Вăл çамрăк кун-çулăмăн туйăмĕсемпе пĕрле çуралчĕ. Эпĕ ун чухне 30 урлă каçнăччĕ. Вырăс хĕрĕсем Иван Купала уявĕнче савни тупас тĕлĕшпе пуç кăшăлĕ çыхса юхан шывпа юхтарнă. Хам ун пек туман пулсан та ку авалхи йăла мана халĕ те тыткăнлать. Унта темĕнле асамлăх пурах. Ара, чăвашсем те çут çанталăк вăй-хăватне ĕненеççĕ. Хам та чунпа çут çанталăка çывăх. Çавăнпа ку йăлана тĕпе хурса çакнашкал сюжетлă юрă юрланинчен ан тĕлĕн. Кунта хăйне майлă философи пур. Сăвăра — шанчăклăх туйăмĕ, юнашар хăв юратакан тата хăвна та савакан çывăх çын пултăр тени, çакна ĕненни.

— Унтанпа 20 çул хыçра… Эсĕ çак юрă хыççăн кăмăл енчен улшăннă-и?

— Тен, ун чухне эпĕ пурнăç çине айвантарах пăхнă. Апла пулсан та хăш-пĕр ыйтура паянхинчен те яваплăрах пулнă. Мĕншĕн тесен манăн ун чухне ачасем пĕчĕккĕччĕ. Вĕсене ура çине тăратмалла, чун ăшшине памалла, çав вăхăтрах упăшкана тимлемелле…

— Эсĕ хăвна медицинăра шыраса тупнă. Кунсăр пуçне юрă-кĕвĕ енчен аталанса пултарулăха туптатăн.

— Манăн пултарулăх мĕнле аталанни — хăй пĕр истори. Пурнăçăмра çăмăл мар самант чылай пулнă. Эпĕ пултарулăхра чун канăçне шыранă. Юрă-кĕвĕ мана йывăр шухăшсенчен çăлнă. Музыка çулĕпе утнăшăн пĕр кун та шеллемерĕм. Çав вăхăтрах медицинăра та ĕçленĕ. Пĕр кун та алă усса ларман. Терĕссипе, манăн пĕрре те çăмăл ĕç пулман. Хирурги уйрăмĕнче тăрăшнă, ытларах усал шыçăпа чирлекенсене сипленĕ. Юрлас кăмăл пурри çулсерен хутшăнса çеç пынă.

— Санăн чĕрÿнте нихăçан манăçми ырату та тымар янă…

— Аппана кĕтмен-туман çĕртен çухатрăм. Ун чухне эпĕ 28 çултаччĕ. Çавăн чухне Шупашкарти музыка училищинче пултарулăх конкурсĕ витĕр тухса экзамен тытма хатĕрленеттĕм. Комисси членĕсем манăн ăсталăха пысăка хурса хакларĕç. Аппа пиртен уйрăлни манăн ĕмĕте татрĕ. Эпĕ декрет отпускĕнчен ĕçе тухнăччĕ çеç. Муркаш тăрăхĕнчи Шомикри пĕр санаторире медсестрара вăй хураттăм. 2-ри Лизăна пăхма тесе аттепе аннене хам пата, Шупашкар районĕнчи Тимой ялне, илсе килнĕччĕ. Атте шалкăм çапнă хыççăн утаймастчĕ, вырăнпа выртрĕ. Мăшăрпа çĕнĕ пÿрт лартнă кăначчĕ. Шалти ĕçсене туса çитерейменччĕ. Аппа вилсен унăн 10 çулти хĕрне Катюшăна хамăр пăхма шухăшларăмăр. Упăшка та хирĕç пулмарĕ. Хăех опекăна илме сĕнчĕ. Мăшăрăм паян ку çĕр çинче çук. Çак çирĕплĕхшĕн, ку утăма тунăшăн ăна яланах ырăпа тав туса аса илетĕп.

— Эсĕ çак хыпара хăвăн çуралнă кунунта илтнĕ. Ку тата йывăртарах…

— Çуралнă кун умĕн пĕр кун маларах эпĕ ĕçреччĕ. Пÿлĕмре йĕркеллĕ утса пынă вăхăтрах тăрук ÿкрĕм, хытах амантăм. Мана тÿрех травмпункта илсе кайрĕç. «Паян аппа патне кĕмеллеччĕ, пулмарĕ», — тесе шутласа илтĕм. Кайран, манпа мĕн пулнине пуçра тепĕр хут çавăрттарсан, темĕнле вăйсем аппана çухатасса асăрхаттарчĕç тесе пĕтĕмлетÿ турăм. Çавăн чухне мана киле машинăпа леçсе ячĕç. Шăмшак ыратсан та çуралнă кун валли икĕ пысăк торт пĕçертĕм. Тăвансене хăналас тесе така та пусрăмăр, сăра вĕретрĕмĕр. Упăшка та хăнасене хăналама хатĕр тăчĕ. Çуралнă кунхине савăнăçлă пулсан та ăшра лăпкă марччĕ. Кÿршĕсем килчĕç те: «Аппу Ольга больницăра выртать», — терĕç. Çавах пĕр хăюллă хĕрарăм вăл вилнине тÿррĕн пĕлтерчĕ.

— Вăхăт хăйĕннех тăвать. Чунри суран та туртăнать. Ав ачусем те хăйсен кун-çулĕпе пурăнаççĕ.

— Ачасемшĕн нумай куляннă. Ытларах Катюшăшăн пăшăрханаттăм. Ара, тăван амăшĕн ăшшисĕр ÿсетчĕ-çке-ха. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухтăр, професси илтĕр, ĕçе вырнаçтăр теттĕм. Катюшăпа çыхăннă кашни саманта хам витĕр кăларнă. Вăл Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти институтĕнче менеджера тÿлевсĕр вĕренчĕ, халĕ хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Ача чухне «анне» тесе чĕнме тытăнчĕ. Хĕрĕм Таня РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕнче аслă пĕлÿ илчĕ. Паян илем индустрийĕнче вăй хурать. Лиза хăйне ман пекех пултарулăхра шырарĕ. Эпĕ юрламасăр пурăнаймастăп, вăл — ташламасăр. Тăван тăрăхра ачасемпе тренировкăсем те ирттерет. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Çитес çула экологие халаллĕç-и?

Ире сивĕ шывпа чÿхеннинчен пуçлаççĕ, куна кăвайт умĕнче гитара каласа юрă юрланипе вĕçлеççĕ... Çак кунсенче Чăваш Енри çамрăксем çулталăкĕпех кĕтнĕ «МолГород» форум иртрĕ.

5-ри ача та хутшăннă

Атăл леш енче кăçалхипе 14-мĕш хут иртнĕ форум республикăри 500 ытла çынна пухрĕ. Çак йышра çамрăксем кăна мар, «кĕмĕл волонтерсем» те, ачасем те пулчĕç. Сăмахран, Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăксен политикин пайне ертсе пыракан Алексей Леснов мероприятие 5-ри ывăлĕпе пынă. Елисей ку форума 2021 çулта пуçласа хутшăннă. Форума хутшăннисем «Патшалăх çамрăксен политики», «Бизнес тата услам ĕçĕ», «Технологисемпе масс-медиа», «Ыр кăмăллăх ĕçĕ. Эпир пĕрле», «Культура тата пултарулăх», «Ĕçлекен çамрăксем» лапамсенче тĕрлĕ тытăмри экспертсен — министрсен, бизнесменсен, общество деятелĕсен, психологсен… — ăсталăх класĕсене хутшăннă, пурнăç тата ĕç опычĕпе паллашнă. Çурлан 6-мĕшĕнче пултаруллă яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулчĕ. Вăл Раççейре çамрăксен политики çĕнĕ шая тухнине палăртрĕ. «Эпир çамрăксем пуçаруллă пулнине, вĕсен вăй тапса тăнине, ыранхи кун яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн аллинче иккенне ăнланатпăр. Çавăнпа Чăваш Енре Раççейшĕн эксклюзивлă йышăнусем тунă. Ку — кашни муниципалитетра çамрăксен ĕçĕпе тăрăшакан советниксен должноçне пуçарни, ЧР Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленине туса хуни. Пирĕн республикăри çамрăксен регион кăна мар, федераци шайĕнчи çитĕнĕвĕсемпе савăнма пултаратпăр», — палăртрĕ Олег Алексеевич форума уçнă май. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева форума пĕр сиктермесĕр 14-мĕш хут хутшăннине каларĕ: «МолГород» вăл — çамрăксене пĕр-пĕринпе паллаштаракан, туслаштаракан лапам. Кунтах юратма, пĕр-пĕр çыннăн çитĕнĕвĕсемпе хавхаланма, унран тĕслĕх илме тата пĕр шухăшлисемпе команда йĕркелеме пулать». ЧР Патшалăх Канашĕн Çамрăксен палатин председателĕ, «Çамрăк гвардин» Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи, ятарлă çар операцине хутшăнса «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури хастарлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ Андрей Шакулов Олег Николаева республикăри çамрăксене тĕрев панăшăн тав турĕ. Вăл форума пĕрремĕш хут хутшăнакансемшĕн уйрăмах хавас пулнине каларĕ. «МолГород» чĕрере яланлăха вырăн тупать. Мĕншĕн тесен кунта — хаваслă кăмăл-туйăм, çĕнĕ паллашусем…» — терĕ. Форум уçăлнă кун патриотизм флешмобĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Николай Имчук пĕр интервьюра ятарлă çар операцине хутшăнакансене Çĕнтерÿпе таврăнма суннă хыççăн пуçарнă. Раççей юрăçин Шаманăн халăхра анлă сарăлнă «Встанем» юрри флешмобăн хăйне евĕр символĕ пулса тăнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Пĕрле вĕреннисенчен малтанхи савнийĕ кăна чĕррине пĕлнĕ

Алăк умĕнче хальччен курман, палламан арçын тăнине курсан малтан ним чĕнеймиех пултăм. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра ытла та тĕлĕнмелле, хăрушă ĕçсем пулчĕç. Пĕр хĕрарăма кÿрши кил картишĕнчех тимĕрпе çапса пуçне салатрĕ. Тепĕр çын, ирхине чип-чипер чупса çÿрекенскер, тахăш вăхăтра килĕнчех вилсе выртнă. Çавăнпа çÿллĕ те тĕреклĕ арçын умра тăни чăннипех те шиклентерчĕ.

«Класра ларма вырăн çукчĕ»

— Каçарăр-ха, мана эсир кăна пулăшма пултарни çинчен каларĕç те сирĕнпе курса калаçма шутларăм. Эпĕ — Баданов Анатолий Константинович, Тури Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕртен-пĕр йăмăкăн упăшки вилчĕ те ăна пытарма килтĕм. Кунтан кайиччен хампа пĕрле вĕреннĕ юлташсем çинчен пĕлес килет. Пурăнаççĕ-ши вĕсем? — эпĕ иккĕленсе пăхнине кура каларĕ арçын. Çапла паллашрăмăр та Анатолий Константиновичпа. Эпĕ, шкулта чылай çул ĕçленĕскер, унтан вĕренсе тухнă çынсемпе яланах кăсăкланнă. Тури Туçа шкулĕнчен вĕреннисене тĕпчесе Геннадий Мулюков «Пирĕн ял» кĕнеке те кăларнăччĕ. Хам та Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ ачасен кун-çулĕ çинчен «Пăла шывĕ хĕрринче» кĕнекере çырса кăтартнăччĕ. — 85 çула çитрĕм. Шкулта вĕреннĕ çулсем нихăçан та асран тухман. 1946 çулта Тури Туçа шкулĕнчен 58 ача вăтам шкул пĕтерсе тухса кайрăмăр. Унта 10 ялтан вĕренме çÿретчĕç. Пуринпе те туслă пулнă. Пĕрремĕш юрату та шкул сакки çинче пуçланнă. Хампа пĕр класра вĕренекен Луиза Щукина кăмăла каятчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ăна юратни çинчен калама та вăтаннă. Ача чухнех тăлăха юлнăран хама ыттисемпе пĕр тан шутламан пуль. Йăмăк Таня — 4-ра, эпĕ 7-ре чухне аттепе аннесĕр юлтăмăр. Çапăçу хирĕнчен аманса таврăннă атте вăрçă пĕтичченех çĕре кĕчĕ, ун хыççăн анне чирлерĕ. Вăл та нумай пурăнаймарĕ. Пире йăмăкпа иксĕмĕре аттепе пĕртăван Еля аппа пăхса ÿстерчĕ. Килте ватă асанне тата аппан 3 ачи пурччĕ. Çук, пире уйăрса пăхман. Эпир аппа ачисемпе йывăрлăха та, савăнăçа та пĕрле пайланă. 1955 çулта Еля аппа мана шкула çавăтса кайрĕ. Çул çитмен тесе йышăнасшăн та пулмарĕç. Класра 40 ача. Ниçта ларма çук. Мана тăваткал тенкел çине лартрĕç. Çапла пĕр уйăх çÿренĕ хыççăн: «Тепĕр çул килетĕн», — тесе киле ячĕç. Тепĕр çул вара ытти ача пекех парта хушшине ларса вĕренме пуçларăм. 8 класс хыççăн ачасем тĕрлĕ ялтан вĕренме килме тытăнчĕç. Шкул çулĕсем чи савăнăçлă та чи кăсăклă вăхăт пулнă! Çамрăк натуралистсен кружокĕ питĕ лайăх ĕçлетчĕ. Ачасем кролик ĕрчететчĕç. Кĕркунне вăрманта шăпăрпа шăлса çулçă пуçтараттăмăр, унран тислĕк тăватчĕç. Çак кружок членĕсем Мускава ВДНХна кайни халĕ те асрах. Вăрçă хыççăнхи çулсенче питĕ йывăрччĕ. Çапах выçă ларнине астумастăп. Тăхăнмалли вара нимех те пулман. Пире пĕчĕккĕллех колхоз ĕçне кăларатчĕç. Эпир ĕçленĕшĕн укçа илсе курман. Ĕç кунĕ çырăнатчĕ. Пурнăç йывăр пулсан та çамрăкăн пурпĕрех савăнас килнĕ пулинех. Шкулта юлташсемпе вальс çаврăнма вĕренни те асра. Паллах, класри хĕрсем пире вĕрентессишĕн мĕн чухлĕ нушаланман-ши? Миçе хĕрĕн ури çине пуса-пуса ташламан-ши? Çапах та пирĕн вăхăтри ачасем пурте вальс çаврăнма пĕлетчĕç. 1956 çулта шкул пĕтертĕм. Çавăн чухне çеç Луизăна чĕрене уçрăм, ăна кăмăлланине калама пултартăм. Вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кайрĕ. Ун чухне 19 çул тултармасăр салтака илместчĕç. Пĕр-пĕринпе çыру урлă çыхăну тытаттăмăр. Тепĕр çул салтака кайрăм. Артиллерист пулса Баку хулинче салтак тивĕçне пурнăçларăм. Луизăпа çыру çырсах тăнă. Мана хĕсмет лайăх тăнăшăн пĕр уйăхлăха киле канма та янăччĕ. Çавăн чухне Луизăпа тĕл пултăм. Ĕмĕтсем пысăкчĕ. Ăна техникум пĕтернĕ хыççăн Ижевск хулинчи сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме ячĕç. Темшĕн, халь хамран хам тĕлĕнетĕп, салтакран таврăнсан ун патне кайма шутламан. Яла çитрĕм те — колхоз ĕçĕсĕр пуçне нимĕнле ĕç те çук. Салтакра Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинчен пынă ачапа туслашнăччĕ. Вăл ĕç тупаймасан хăйсем патне пыма каланăччĕ. Çапла Волгоград облаçне тухса кайрăм. Малтан ахаль рабочи пек ĕçлерĕм, кайран смена начальникĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухрăм. Нефть уçламалли установкăсем лартнă çĕрте 35 çул вăй хутăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Мускавра чăвашла калаçнине илтсен пĕр-пĕрне асăрханă

Пулать вĕт пурнăçра: шăпа пĕр республикăрах, пĕр-пĕринчен 100 çухрăмра, кун кунлакан çынпа тăван тăрăхран аякра тĕл пултарать. Ахаль пулсан çывăх иртсе кайсан та пуçа çĕклесе пăхмастăн. Мускав варринче чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса пыракансене тĕл пулсан вара чĕре йăшт! тăватех. Тăван çĕртен аякра чухне пĕр халăх çыннисене çыхăнтаракан туртăм çавăн пек хăватлă иккен. Йĕпреç ен каччипе Владимир Фоминпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн пики Ирина Иванова шăпах çапла, пĕри — юлташĕпе, тепри тăванĕпе чăвашла калаçса пынă чухне, пĕр-пĕрне асăрханă.

Проект ÿкерме — 3 тетрадь

Çак тĕлпулу 2006 çулта пулнă. Мускава ĕçлеме пынă хĕрпе каччă çыхăну тытма пуçланă. Калаçура темĕн те çиеле тухать. Ирина та Вова çав тери ĕçчен каччă пулнине асăрханă. 7 ачаллă çемьере çитĕннĕскер хăй те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ашшĕ Валерий Семенович вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен пĕртăвансем ĕç çумне пушшех ир çыпăçнă, амăшĕн Зоя Ивановнăн пулăшуçисем пулнă. Ывăл-хĕрĕ урамра йытă хăваласа çÿременнишĕн хĕпĕртесе амăшĕн çухату хыççăнхи суран та пирчеме пултарнă та… «Шăллăмсенчен пĕри, Иван, çарта пулнă хыççăн контрактпа хĕсметре тăчĕ. Вăл Таджикистанри «хĕрÿ точкăра» пулнă, унти çапăçусен ветеранĕ. Мурманск облаçĕнче вырнаçнă çар чаçĕнче хĕсметре тăнăскер Сирире пăлхавлă лару-тăру пуçлансан унта кайрĕ. 2020 çулта чаç командирĕ тăван киле шăнкăравланă та Ваня çыхăнăва тухманни, хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн шăллăма шырама пуçăнтăмăр. Çулталăкран вăл ăçта, мĕнле вилнине пĕлтĕмĕр. Çав хушăра анне питĕ вăйлă хавшарĕ. Иван çинчен пĕлнĕ хыççăн чи çывăх çыннăмăр нумай та пурăнаймарĕ», — каласа кăтартрĕ Ирина Валерьевна. 2007 çулхи утă уйăхĕнче Ирина Владимирпа пĕрлешнĕ. Çамрăк çемье Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкере тĕпленме шухăшланă: хулана иккĕшĕ те юратсах кайман. Вĕсене çут çанталăк ытамĕнче пурăнасси, ан тив, ялта ĕçĕ чылай ытларах пулин те, илĕртнĕ. Малтанах каччăн тĕп килĕнче пурăннă. Каярах ялтах çĕр лаптăкĕ илнĕ те хăйсене ятăн çурт хăпартма, хуçалăх аталантарма пуçланă. Асăнса хăварни вырăнлă-тăр: Вова та нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, вĕсем тăваттăн пĕртăван. Сергейпе Иван хальлĕхе мăшăрланман-ха, аппăшĕ Людмила Вăтаеле качча кайнă. Шел, Владимирăн ашшĕпе амăшĕ темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ. «Мăшăрăм пĕрре тытнă шухăша çине тăрсах пурнăçлани çурт тума пуçласан аван курăнчĕ. Пулас объект проект-схемине хут çине миçе хутчен ÿкермерĕ-ши? Пĕр сăмахпа, стройка вĕçлениччен хулăн 3 тетрадь чертежсемпе, ÿкерчĕксемпе тулчĕ. Вăл унта кашни стенан кашни кирпĕчне сăнланă. Строительствăри кашни ĕç патнех алли пырать. Çынсене тытса укçалла тутарма хакла ларать-çке. Çавăнпа та тиевĕн пысăк пайне хăй çине илетчĕ. Чылай ĕçе тăвансемпе, нимелле, йĕркелеме май килчĕ. Çапла 2014 çулта çĕнĕ вырăна пурăнма куçрăмăр», — палăртрĕ Ирина. Хальхи вăхăтра Андриян Николаев ячĕллĕ урамра капмаррăн курăнса ларакан, кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çуртра Фоминсен кашни ачи валли уйрăм кĕтес пур. Вĕсем вара виççĕн. Сăмах май, хальхи вăхăтра Иринăн кашни пĕртăванĕн çемйинче — 3-шер тĕпренчĕк. Владимирăн аппăшĕн Людмилăн та çавăн чухлех. Хăнасем пуçтарăнсан икĕ хутлă çурт ним мар шăпăрлансемпе тулать. Ача-пăча сасси янăранă çĕрте яланах савăнăç. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.