Хыпар 87 (28115) № 08.08.2023
Автобус каять — кукаçи тăрса ан юлтăр...
Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ республикăра паян çуралман — чылай çул калаçтарать, пăшăрхантарать. Влаçсем тĕрлĕ йышăну тăваççĕ-ха, çавна май халăх транспорт реформи текен ăнлава та хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Анчах çав реформа текенни ниепле те вĕçленмен пек туйăм та çуралать. Халь каллех — улшăнусем. Вĕсемпе республикăн «Контактри» ушкăнĕнче тÿрĕ эфирта транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Юрий Арлашкин тата çак министерствăн транспорт пайĕн пуçлăхĕ Артем Пилкин паллаштарчĕç.
Халăха транспортпа тивĕçтерессине йĕркелессипе çыхăннă улшăнусемпе министерство сайтĕнче те, ытти çăл куçра та паллашма пулать — вĕсем вăрттăнлăх мар. Юрий Арлашкин палăртнă тăрăх, çĕнĕлĕхсене пассажирсен юхăмне, ытти саманта тĕплĕ тишкерсе симĕс çутă панă. Вĕсем перевозчиксемпе тунă контрактсен вăхăчĕ вĕçленсе пынă май тапхăрăн-тапхăрăн — 2024 çултан тытăнса 2029 çулччен — вăя кĕрĕç. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен троллейбус управленийĕсене пĕрлештерсе республика шайĕнчи предприяти туса хунине вулакан пĕлет — унăн ĕçне Транспорт министерстви йĕркелесе пырĕ.
Чи малтанах техника çĕнелессине палăртмалла. Юрий Викторович çитес икĕ çултах 153 троллейбуспа 47 автобус туянассине çирĕплетрĕ. Çакăн валли кирлĕ укçан пĕр пайне республика бюджечĕ уйăрĕ, ытти — урăх çăл куçсенчен. Транспортăн 40 единици валли кирлĕ укçан тĕп пайне федераци бюджечĕ саплаштарĕ. 92 троллейбуса кивçен илекен укçапа туянма пăхнă. 21 троллейбус кăçалах килмелле. Ĕпхÿри троллейбус завочĕн машинисене суйласа илнĕ. «Маларах шăпах çав предприятин 68 троллейбусне туяннăччĕ. Ку завода пĕлетпĕр, вăл аукционра чи лайăх услови сĕнчĕ — хакпа пахалăх шайлашуллă», — терĕ министр заместителĕ. Тÿрĕ эфир вĕт — сĕтел çинче автобусăн кăвак макечĕ ларнине кура туянма хатĕрленекен автобуссен тĕсĕпе кăсăкланакансем те тупăнчĕç: çакăн пеккисем, кăваккисем, пулĕç-и? Юрий Арлашкин хирĕçлерĕ: Шупашкар хăнăхнă шурă машинăсене туянма палăртнă.
Улшăнусем транспорт çÿревне патшалăх енчен йĕркелекен тарифсем çинче никĕслессине тĕпе хураççĕ. Шупашкарта ку йĕрке ĕçлет ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та çаплах пулĕ. Çакă вара пассажирсене илсе çÿрессин пĕрлехи анлăшне йĕркелеме май парĕ. Çавна май пĕрлехи çул çÿрев билечĕсене, çирĕплетнĕ вăхăт иртиччен пĕр транспортран теприне тÿлевсĕр куçса ларассине вăя кĕртме меллĕ пулĕ. Патшалăх енчен йĕркелекен тарифсем тенĕрен, министерство çак йĕркене Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти, вĕсен хушшинчи маршрутсем çинче вăя кĕртсе пĕтернĕ хыççăн ытти муниципалитетра та улшăнусем пулассине палăртрĕ. Калăпăр, Çĕрпÿ пирки калаçу пулчĕ те, Юрий Арлашкин каярах унта та йĕркелесе пыракан тариф вăя кĕрессине çирĕплетрĕ. Йĕркелекенни тата йĕркелеменни — уйрăмлăх пысăк.
Патшалăх йĕркелемен тарифсемпе ĕçленĕ чухне перевозчик тÿлев виçине хăй палăртать. Кун пек чухне пассажир йышлă мар, çавна май тупăш пĕчĕк маршрутсем çинче рейс сахалли те тĕлĕнтермест. Патшалăх енчен йĕркелесе пыракан тарифсем вара пассажир шутне тĕпе хумаççĕ, кун пек чухне перевозчик ĕçлесе илекен укçа виçи рейссене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен нумай килет — чееленме май килмĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Тĕллев пурнăçлантăр
Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕнче йĕркеленĕ халăх итлевĕнче Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи, Сăкăт юхан шывĕ хĕрринчи, ешĕллĕхре тума палăртнă «Юманлăх паркĕ» микрорайона планировкăламалли тата унăн территорине чикĕлемелли проектсене сÿтсе яврĕç.
Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин ертсе пынипе вăл икĕ сехет ытла пычĕ, хĕрÿ иртрĕ. Унта 80 çын ытла — республикăн тата Шупашкарăн тĕп архитекторĕсем Алена Протасевичпа Павел Корнилов, хула Пухăвĕн депутачĕсем, хулара пурăнакан хастарсем — хутшăнчĕç. «Юманлăх паркĕн» проекчĕпе унăн архитекторĕ Ольга Иконописцева паллаштарчĕ.
Çĕнĕ микрорайон Сăкăт юхан шывĕ хĕрринчи тайлăмра, Сад микрорайонне хирĕç, вырнаçĕ. Хальлĕхе унта пысăк вăрмантан татăлса юлнă лаптăкра çăка, вĕрене, Америка вĕрени… ÿсеççĕ. Сăмах илнисенчен пĕри юман вуçех юлманнине палăртрĕ. Тайлăм çурçĕр енчен кăнтăралла 35 метр таран тайăлать. Тĕп архитекторăн шухăшĕпе, хысакра террасăсем, нумай хваттерлĕ çуртсен айне паркингсем туса хăварма меллĕ, «Юманлăх паркĕнче» хваттер илнисен хăтлă пурнăçĕ хула тулашĕнче тĕпленнĕ çынсен пурнăçне аса илтерĕ.
Çула май килен-каян автомобильсем кунти картишсене питех кĕрсе çÿреймĕç, вĕсем пушара сÿнтерекен транспортшăн çеç уçă пулĕç. Кăнтăрхĕвел анăç районĕнче пурăнакансен сĕнĕвне шута илсе микрорайонăн маларах тунă проектне улшăну кĕртсе 19 çуртран 17 хăварнă, пилĕк çуртра малтан 13-17 хут пулнă, 9-14 çеç хăпартма йышăннă.
Тайлăмăн чи лайăх вырăнĕнче 150 ача вырнаç¬малăх садик çĕклĕç. Ăна шăпăрлансен тĕп лапамĕнчен, юхан шывран тата ешĕллĕхрен çывăхрах тăвасшăн. «Юманлăх паркĕнче» социаллă пĕлтерĕшлĕ пурăнмалли вырăн тутарма патшалăх енчен саккас параканни — республикăн Ипотека корпорацийĕ. Патшалăхăн çăмăллăхпа усă куракан гражданĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли программине пурнăçласа 250 яхăн хваттере тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене парĕç.
Пурăнмалли çуртсен таврашĕнче кану тата ачапăча валли вăйă лапамĕсем тума пăхса хăварнă — 5,2 гектар йышăнĕç. Проект авторĕсен шухăшĕпе, микрорайон хысака пурăнма килекен çемьесене çеç мар, мĕн пур Кăнтăр-хĕвел анăç районне вăйă лапамĕсемпе туллин тивĕçтерĕ. Вак суту-илÿ йĕркелеме уçă çĕрте кĕтессем уйăрĕç.
«Юманлăх паркĕ» пĕр автоçулпа Кăнтăр-хĕвел анăç районне Сăкăт юхан шывĕ леш енчи Сад микрорайонĕпе çыхăнтарĕ. Унăн лайăх енĕ мĕнреха? Хальхи вăхăтра транспорт ку районтан, калăпăр, Мускав проспектне е Ленин тата Калинин районĕсене Граждан тата Энтузиастсен урамĕсемпе тухса каять. Ĕçе каймалли, унтан таврăнмалли вăхăтра вĕсемпе хăвăрт çÿреме пăкă чăрмантарать. Сăкăт урлă çул хывса Сад микрорайонне тата «Юманлăх паркне» пĕр-пĕринпе çыхăнтарсан, унпа транспортăн пĕр пайĕ çÿреме тытăнсан Граждан тата Энтузиастсен урамĕсенчи асфальт çулсене сахалрах сиен кÿрĕпĕр, автотрафик те сахалрах пулĕ. Ахăртнех, çулсем те кăштах пушанĕç. Проекта 2022 çулхи итлевре сÿтсе явнăранпа «Юманлăх паркĕн¬чи» транспорт шавĕн виçине пĕчĕклетес, тавралăха сиенлĕ витĕм сахалрах кÿрес тĕллевпе хăш-пĕр çула урăх вырăна куçарма, Сад урамĕнчи çула реконструкцилеме палăртнă.
Проект авторĕсем микрорайонта парковкăсем, кварталсене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан çулсем, тротуарсем, велотăкăрлăк хывма, Юманлăх ращине, унта утма çул сарма, микрорайонăн тĕп лапамĕ çумĕнчи çăла хăтласа упраса хăварма шантараççĕ. «Юманлăх паркĕ» тутаракан микрорайона лайăхрах ешĕллентерес тĕлĕшпе комплекслă проект хатĕрлет. Унпа килĕшÿллĕн çынсен çут çанталăкра канмалли вырăнĕ 3,5 гектартан 6 таран пысăкланĕ. Шашлăк çисе, пĕр-пĕринпе калаçса ларса канма кăмăллакансем валли мангал зонисем те пулĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
«Интурист» кантурĕнче: разведчиксем, еврей тата чăваш
Куславкка тăрăхĕнчи Пăрмас ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Горчаков 1930 çулсенче, патшалăхăн «Интурист» акционер обществинче ĕçленĕ чухне, пуян архитектурăллă хуласенче — НьюЙоркра, Лондонра, Парижра — пурăнса курнă, СССРти тата тĕнчери паллă çынсемпе тĕл пулнă. Вăл вăхăтри модăпа килĕшÿллĕн тумланнă, хаклă ресторансенче хăналаннă, чи илемлĕ хĕрарăмсене, çăмăл машинăсене, хăвăрт чупакан юлан утсене курса киленнĕ.
Комиссартан — вĕренсе ĕçлеме
Çăпата хывса, улăм витнĕ пÿртрен тухса çав шая епле хăпарнă-ха вăл? Нумай вĕренме ÿркенмен: Шăхасанти икĕ класлă училищĕне, Хĕрлĕ çар командирĕсен Хусанти шкулне, Çар инженерĕсен тата Суту-илÿ академийĕсене, СССР Академи Ăслăлăхĕсен тĕнче хуçалăхĕпе политикин хĕрлĕ профессурине пĕтернĕ.
1918 çулта большевиксен партине кĕнĕ, çамрăк совет правительствин тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме хастар хутшăннă. Граждан вăрçинче шурă гвардеецсемпе çапăçнă. 1918-1924 çулсенче тĕрлĕ чаçре политкомиссар пулнă. Çынпа калаçма-хутшăнма, ертсе пыма, ĕмĕтне çитерме ăна ашшĕамăшĕ çеç мар, командирсем те вĕрентнĕ. Комиссар тумтирне хывсан Рабочипе хресчен инспекцийĕнче ĕçленĕ. 1930 çулта ăна, акăлчан тата француз чĕлхисемпе çырнă тата калаçнă специалиста, «Интуристăн» Нью-Йоркри кантурĕн уполномоченнăйĕнче ĕçлеме янă. Ют чĕлхесене пĕлнĕшĕн çеç мар, большевиксен партийĕпе совет влаçĕн Суту-илÿ академийĕнчен вĕренсе тухнă шанчăклă кадрĕ пулнăшăн та. «Интурист» офисĕ Манхэттен варринчи илемлĕ 5-мĕш авенюра вырнаçнă. Малтан Горчаков ĕçлеме мĕнле организацие лекнине чухламан та.
1930 çулсен пуçламăшĕнче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче «Интурист» кантурĕ çеç мар, СССР пуçарнипе уçнă «Амторг», «Амкино», «Амкнига», «Совторгфлот» акционер обществисем, Союзăн суту-илÿ представительстви, Ют çĕршыв ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕн дипломати агентстви, пирĕн ытти организаци ĕçленĕ. Пурне те Патшалăхăн пĕрлехи политика управленийĕ ªОГПУº тĕрĕслесе тăнă. АПШ çынни Союза çитсе курас тĕллевпе «Интурист» кантурне кĕрсенех ОГПУна лекнĕ, хăйне çав кунах чылай енĕпе тĕрĕсленине тĕшмĕртмен те. СССРти аэропортра ăна — пограничниксем, хăна çуртĕнче «Интуристăн» ОГПУ витĕмĕнчи ĕçченĕсем кĕтсе илнĕ. Туристсене тата лайăхрах тĕрĕслес тĕллевпе 1938 çулта «Интуриста» Патшалăх хăрушсăрлăхĕн Халăх Комиссариачĕн ªНКГБº тытăмне те кĕртнĕ. Чăн та, туристсене Совет Союзĕнчен сивĕтме тытăннине ăнланса унтан çулталăкран кăларнă.
Пирĕн разведчиксенчен чылайăшĕ «Интуристăн» ют патшалăхсенчи уйрăмĕн вăл е ку должноçĕпе витĕнсе тулаш разведка тĕллевĕсене пурнăçланă. Зоя Воскресенская Финляндире 1936 çулта филиал ертÿçинче ĕçлеме пуçланă, 1941 çулччен унăн мăшăрĕ Борис Рыбкин — резидент, Зоя Ивановна резидент çумĕ пулнă.
«Тăрă» айĕнче
«Интурист» институтĕнче испан чĕлхине вĕреннĕ тепĕр разведчик Елизавета Паршина, маларах «Интурист» куçаруçинче тăрăшнăскер, 1936 çултанпа Испанире республиканецсен разведкăпа диверси отрядĕнче Франко генерал фашисчĕсемпе çапăçнă. Вăл нумай çул иртсен çапла аса илнĕ: «Пĕррехинче «Интурист» правленийĕн председателĕ пулнă Александр Синицынпа тĕл пултăм. Вăл ВДНХ павильонĕн ертÿçиччĕ ĕнтĕ. «Интуристри» ĕçтешĕмсем çинчен каласа кăтартрĕ. Манăн ĕç пÿлĕмне те калаçăва итлемелли аппарат вырнаçтарнине пĕлтерчĕ — тĕлĕнтĕм. Ют çĕршывран килнĕ турист хăна çуртĕнчи ÿкерчĕк хашакĕнчен микрофон чакаласа кăларнине, администраци илтмеллех кăшкăрашма пуçланине, çак тĕслĕхе КГБ ертÿçисем патнех çитернине аса илчĕ. Синицына Хрущев хăйĕн патнех чĕнтернĕ, чăмăрĕпе сĕтелне тÿнклеттерсе, урипе урайне шанлаттарса кăшкăрнă, микрофон вырнаçтарнăшăн айăплассипе хăратнă, хăйне камсем лартнине пĕлмен пекех тытнă».
Тулаш разведкăн Америкăри резиденчĕ Яков Голос та турагентство ячĕпе витĕнсе 1930 çулсенче совет нелегалĕсене АПШ, ытти патшалăх паспорчĕпе тивĕçтернĕ, пирĕн разведчиксен ĕçне йĕркелесе пынă. 1935 çулта «Интурист» ертÿçисемпе пĕрпĕринпе хутшăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ тума тесе Мускава килнĕ, чăннипе вара НКГБ Тĕп управленийĕн ют çĕршывсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçипе тĕл пулса разведка тĕллевĕсене сÿтсе явнă. Суд Америкăн «Ют патшалăхсен агенчĕсене шута илесси çинчен» саккунне пăснăшăн — СССР туризмне АПШра рекламăлама «Интуристран» хăй ертсе пынă турагентство валли укçа илнĕшĕн» — ăна çулталăклăха ирĕксĕр хăварма, 1 пин доллар тÿлеттерме йышăннă. Голос совет разведчикĕ пулнине пытарас тĕллевпе айăплава пач хирĕçлемен. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Юмана ыталаса вăй ыйтма çÿрет
Ăна ватă теме чĕлхем çаврăнмасть. 85-ре пулсан та вăш-ваш, хĕр пек илĕртÿллĕ утать. Кĕлетки- çурăмне тÿрĕ тытма тăрăшать. Уява кайнă чухне аркăллă чăваш кĕпине тăхăнать, тĕрленĕ саппун çакать. Шап-шурă тутăрне илемлĕ тĕрĕсем капăртарах кăтартаççĕ. Сăмахăм Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Валентина Ендеева çинчен. Валентина Степановна ялти пĕр мероприятирен те юлмасть. Ял кунне паллă тăваççĕ-и е Акатуй уявлаççĕ-и, е тата вырăнти культура çуртне Шупашкартан чăваш эстрада юрăçисем килеççĕ-и — Валентина Ендеева пуринчен малтан çитет. Нумай çул колхоз хорĕнче юрланăскер юрă-кĕвĕ тĕнчипе паян та интересленет. Шупашкарти уявсене, театрсемпе концерт залĕсене çитсе курать.
34 — начар хисеп
Нумаях пулмасть Аслă Арапуçсем ял йĕркеленнĕренпе 500 çул çитнине уявларĕç. Сывлăш-десант çарĕнче тăнисене халалласа палăк уçрĕç. Валентина Степановна та айккинче юлмарĕ. Уяв ирттерме те, палăк лартма та пенси укçин пĕр пайне пачĕ. Çавăн пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе те хăйĕн нухратне шеллемерĕ. Пирĕн калаçу вара акă еплерех пуçланчĕ.
Нумай пурăнасси мĕнрен килет-ши? Хамăра йĕркеллĕ тытсан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан Турă çырни çумне темиçе çул хушма пулать-ши? Çак ыйтусем шухăшлаттарчĕç пире. «Анне Вера Семеновна 100 çула ултă уйăх кăна çитеймерĕ. Асатте Иван Константинович тăхăр теçетке çул урлă каçсан пурнăçран уйрăлчĕ. Атте Степан Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăтăр тăваттăрах пуç хунă. Пирĕн çемьешĕн 34 — раснарах хисеп. Шăллăмăн Виталин вăтăр тăваттăра чухне Чĕмпĕр тăрăхĕнче аварире пурнăçĕ татăлчĕ. Ывăлăм Юрик те /вăл хăй вăхăтĕнче Чечня вăрçине хутшăннă, снайпер пулнă.– Авт./ 34-ра вилчĕ. Эпĕ Юрике 34-ра чухне çуратнăччĕ. Малтанхи икĕ ывăлăм хам 34-ра чухне пурнăçран уйрăлчĕç», — ассăн сывларĕ виçĕ ывăлне пытарнă хĕрарăм.
Валентина Ендеева /хĕр чухнехи хушамачĕ — Семенова/ 1939 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Каншелте çут тĕнчене килнĕ. Хĕрачана ытти çемьери пекех мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне «çыпăçтарнă». «Анне çинченех калас килет-ха. Вăл 1938 çулта качча тухнă. Асаттесене кулаксен йышне кĕртсе нимсĕр хăварнă. Мунчара тăрса юлнă вĕсем. Анне çав мунчана качча килнĕ. Асатте питĕ ăслă, анлă тавра курăмлă çын пулнă. Темиçе чĕлхе, çав шутра араб чĕлхине те, пĕлетчĕ. Пурăна киле аннепе атте çынсенчен кĕлет туяннă. Çав кĕлет халĕ те ларать. Ăна лартнăранпа кĕçех 100 çул çитет. Кайран мунчаран кĕлете пурăнма куçнă. Анне аттепе виçĕ çул кăна пурăннă. Икĕ ачапа тăлăха юлнă. Хăй вăхăтĕнче пирĕн ял Первомайски районне кĕнĕ. Аякран килнĕ Тимошенко хушаматлă пуçлăх ăна кăмăллани, мăшăрĕ пулма ыйтни çинчен калатчĕ. Ара, тăлăх арăм пулса юлнă чухне вăл вăтăра та çитмен. «Сире пăрахса ăçта каятăп ĕнтĕ?» — тетчĕ пире. Асатте те пирĕнпе пурăнатчĕ. Анне ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă хĕрарăмччĕ. Кукамай Аслă Арапуçĕнчен пулнă. Ăна, чипер хĕре, ирĕксĕрлесе тенĕ пек, Çĕньялти пуяна качча панă. Лешĕ усал пулнă. Упăшки хĕненине чăтаймасăр кукамай ашшĕпе амăшĕ патне тарса килнĕ. Çакă çамрăк упăшкана тата ытларах уртарнă. Вăл çамрăк арăмне лаша çумне кăкарса, хĕнесе илсе кайнă. Ун чухне кукамай йывăр çын пулнă. Ача çуратмалли вăхăт çывхарнă тĕле ашшĕпе амăшĕ хĕрне илсе килнĕ. Çапла анне Аслă Арапуçĕнче ÿснĕ. Хĕр пулсан ялти крахмал заводĕнче ĕçленĕ. Унтан Каншеле качча кайнă. Анне йĕтем çинче ĕçленĕ чухне усă курнă çавра аласем халĕ те пур. Ĕлĕк молотилка пулман. Тырра пысăк, çавра аласемпе алласа тăнă. Йĕтем тулли халăх ĕçленĕ. Çавăнпа хаваслăччĕ ун чухне», — иртнине куç умне кăларчĕ Валентина Степановна.
Роза ВЛАСОВА
Уйрăмлăх самаях пысăк
Роза Власовăн Анжела Московцева пирки çырнă «Ачасем пире çамрăклатаççĕ» статйине вуланă хыççăн хамăн шухăшсемпе вулакана паллаштарас терĕм.
Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта 35 çул шкул ачисене акăлчан чĕлхи вĕрентрĕм. Пĕр сăмахпа, Штанашри вăтам шкул хупăничченех. Пĕлÿ çуртне хупман тăк тата темиçе çул тăрăшнă пулăттăм. Акăлчан чĕлхине вĕрентнисĕр пуçне шкул ачисене республикăра тухса тăракан «Тантăш» /Пионер сасси/ хаçатпа тата «Самант» /Хатĕр пул, Çилçунат/ журналпа туслаштарма тăрăшрăм. Пĕр вăхăт тата республикăра «Ачапча» хаçат тухса тăчĕ. Çак хаçат-журналта пичетленнĕ шкул ачисен хайлавĕсене Штанашри вăтам шкул 165 çул тултарнă ятпа 2007 çулта хамăн укçапа «Тĕлĕнтермĕш юмахсем» кĕнеке пичетлесе кăлартăм. Шкул ачисене асăнмалăх манран парне пултăр терĕм.
Чăннипех калатăп: шкул ачисен пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеттĕм. Мĕнле кăна юмах-калав шухăшласа кăлармастчĕç вĕсем! Паллах, вĕсем ытларах чухне мана сюжетне çырса килсе паратчĕç. Эпĕ литература шайне çитереттĕм. Редакцисем пичетлесе савăнтаратчĕç. Вăхăта шеллемен. Килте компьютер та пулнă, ывăлăм чăваш шрифтне лартса панăччĕ. Çапла, ачасем пире çамрăклатаççĕ. Вĕсене 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕш таран çитĕнтеретĕн те çамрăкланма тивет. Анчах çул хыççăн çул иртни сисĕнмест. Хăш вăхăтра ватăлтăмăр? Сиссе юлаймарăмăр…
3-мĕш ушкăн инваличĕ эпĕ. Чĕре чирĕпе хытах аптăрарăм. Чулхулана тата Мускава операцие кайма тиврĕ. Хуйха-суйха парăнмашкăн каллех шкул ачисем пулăшрĕç! Операци хыççăн мана вĕсем: «Урра!» – тесе кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Пурăнма хавхалантарчĕç. Халĕ те манмаççĕ, тав сăмахĕсене кулленех илтетĕп. Хам та вĕсен пурнăçĕпе интересленсех пурăнатăп. Питĕ тĕрĕс професси суйласа илнĕ эпир. Аттепе аннен виçĕ хĕрĕ те — учительсем. Эпир çемьере пиллĕкĕн. Ывăлĕсем — агроном тата инженер. Йăмăкăмсем иккĕшĕ те хисеплĕ ят илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Сăмах май, мана «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ят пачĕç. Чылай кĕнеке авторĕ эпĕ. Пĕтĕм Раççейри «Герои Великой Победы» литература конкурсĕнче 6 кĕнеке пуххинче пичетлентĕм. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Константин Бельский учитель-фронтовик пирки хайлав кун çути курма кирлĕ. Çĕр çинче ырă ят хăварассишĕн вăхăта пач та шеллеместĕп.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче мана кÿршĕри шкула чĕнсе илчĕç. Акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕ шăпах вĕренÿ çулĕ пуçланиччен Шупашкара куçса кайнă. «Эсир пултаратăр, сире шанатпăр», — тесе ÿкĕте кĕртрĕç. Вăхăтлăх тесе килĕшме тиврĕ. Сывлăх чаплах мар. Выльăх тытатăп-ха. Мăшăрăм 5 çул каялла яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Хам маларах ĕçленĕ тапхăртипе танлаштарсассăн уйрăмлăх чылай пысăк.
Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче темиçе миллионлăх юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ. Çĕнелнĕ шкула та кайса курас килчĕ. Унта халĕ те юсав ĕçĕсем пыраççĕ-ха: шкул территорине хăтлăлатаççĕ. Хамăрăн Штанаш шкул çурчĕ юхăннăçемĕн юхăнса пырать. Пĕр 10 çултан йăтăнса анать ĕнтĕ вăл. Пурăнман çурт çапла ишĕлсе пырать. Пурнăç çапла. Упукушкăньри больница çурчĕ еплерех чаплăччĕ. Хупăннăранпа ишĕлет те ишĕлет.
Шкул çĕнелнĕ. Столовăя пысăклатнă. Туалетсем шалта. Классенче раковинăсем. Малтан пĕчĕкрех курăннă коридорсем те сарăлнă пек туйăнчĕç. Кабинет уйăрчĕç, компьютер пачĕç. Ĕçлесе пăхас терĕм. Акăлчан кĕнекисен авторĕсем урăх. Маларах вĕсемпе пачах та ĕçлемен. Уроксене 2-3-шер сехет хатĕрленме тиврĕ. Коллектив лайăх. Мана чăрмантаракан пулмарĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупрăм. Шкул ачисем хамăр пĕлÿ çуртĕнчи пекех. Хаçатсемпе туслаштарма шухăшларăм. Чăваш чĕлхине вĕрентекенĕпе пĕрле вĕсемпе «Тантăш» хаçат ирттернĕ корреспондентсен слетне те 10 ачапа кайса килтĕмĕр. Пĕтĕм Раççейри «Герои Великой Победы» литература конкурсне 3 ачан ĕçне ярса патăмăр. 1-мĕш тур витĕр тухрĕç-ха. Тепĕр тур витĕр хăшĕ тухĕ-ши? Çурлан 1-мĕшĕнче паллă пулма кирлĕ. <...>
Галина ЗОТОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...