Кану, сиплев - пĕр çыхăра
Раштавăн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлемелли наци стратегине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем 2013 çулта çул çитменнисен канăвне, сиплевĕпе ĕçлевне йĕркеленин пĕтĕмлетĕвĕ тата килес çул ку енĕпе пурнăçламалли тĕллевсем пулчĕç.
Кăçалхи канăвăн пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕпе, 2013 çулхи кану-сиплев кампанине республикăра 6-17 çулсенчи 111 пин ача хутшăннă /пĕлтĕрхинчен 3,5 процент ытларах/. Хула тулашĕнчи канупа сиплев 25 организацийĕнче 29 пин ача сывлăхне пиçĕхтернĕ /2012 çулпа танлаштарсан - 30 процент ытларах/. Çуллахи канăвăн тĕп тĕллевĕ сиплев тухăçлăхĕ пулнине палăртнă май Алла Владимировна ку енĕпе иртсе пыракан çул кăтартăвĕ унчченхинчен лайăхланнине çирĕплетрĕ: 92 процент. Ырă улшăну укçа-тенкĕ ытларах уйăрнипе те çыхăнни куç кĕрет: халĕчченхинчен 30 процент ытларах.
Çÿлерех асăннисем ача-пăча канăвĕ тĕлĕшпе татса паман ыйтусем пачах çук тенине пĕлтермеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ вĕсен шутне çаксене кĕртрĕ: персонала тĕплĕ суйласси тата смена йышăннă тĕле лагерьсене лайăх хатĕрлесси. Иккĕмĕш ыйту кăçалхи кампани вăхăтĕнче 3 организацире Роспотребнадзор ирĕк памасăрах сменăна уçнипе çыхăннă. «Чăн та, тĕрĕслев органĕ кăтартнă пур çитменлĕхе те вĕсем сирнĕ...» - терĕ А. Самойлова.
Федерацин этем ырлăхĕпе потребитель прависене хÿтĕлекен надзор службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская санитари-эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лагерьсенче лару-тăру лăпкă пулнине палăртрĕ. Çитменлĕхсене асăнчĕ те - иккĕмĕш тата ун хыççăнхи сменăсенче персонал йышĕ тивĕçлĕ шайра пулман иккен. Координаци канашĕн членĕсене шута илме ыйтрĕ: педагогсемпе вожатăйсене çеç мар, тĕрлĕ ыйтупа ĕçлекен специалистсене те тĕплĕнрех суйламалла. Калăпăр, поварсене. Ачасене кану вăхăтĕнче пахалăхлă апатпа тивĕçтермелле-çке. Лагерь ят-сумĕ çакăнпа питĕ тачă çыхăннă вĕт.
Республика ертÿçи ларура шухăша тата та тарăнлатрĕ: «Ачасем çитменлĕхсене аслисенчен кая мар лайăх асăрхаççĕ. Пепкине кану килĕшни е килĕшменни тăрăх ашшĕ-амăшĕ малашне хăйсене тивĕçтерекен лагерь шырĕ. Педагогсем пултаруллă, пурлăх никĕсĕ çирĕп пулсан ача лагерьти канупа кăмăлсăр юлмĕ». Михаил Васильевич тивĕçлĕ органсене организацисене укçа-тенкĕ хывассине çирĕп тĕрĕслеме хушрĕ.
ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов 2014 çул валли палăртнă тĕллевсене уçăмлатрĕ. Педагогсене хатĕрлессипе программа хута ямалла - кама май килнĕ çавна лагерьте ĕçлеттересси хыçа юлĕ. Ку енĕпе пăр тапраннă - министерство И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕшÿ алă пуснă. Çакна тухăçлăрах йĕркелес тесен педагогсен шалу ыйтăвне те çĕклеме тивĕ. Министр лагерьсене кайма путевка ыйтса çырнисене шута илесси автоматизациленĕ тытăмпа пулса пырасса шантарчĕ. Заявка йышăнас тапхăр пуш уйăхĕнче старт илĕ.
Ирина ИВАНОВА