Комментировать

2 Окт, 2014

Никам та пулăшусăр юлмĕ

Чăваш Ен вĕсемшĕн иккĕмĕш кил вырăннех

Украинăри граждан вăрçи пин-пин çынна вырăнтан хускатса тĕнче тăрăх салатрĕ. Кÿршĕ патшалăхра халĕ те лăпкă мар. Хальлĕхе Минскри килĕшĕвĕн пĕр пункчĕ те пурнăçланмасть. Лару-тăру хăçан лăпланасси пирки калама иртерех. Килсĕр-çуртсăр юлнă çынсен тăван кĕтесĕнчен аякра хÿтлĕх шырама тиврĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, социаллă хÿтлĕх пайĕсем тата Раççейри ФМСăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн ене тарса килнĕ 1368 çынна йышăннă, пурăнмалли кĕтеспе, апат-çимĕçпе, вăй питтисене ĕçпе тивĕçтернĕ.

Украинăран пирĕн республикăна килнисенчен 833-шĕ - ĕç тупнисен йышĕнчен, 162-шĕ - шкул умĕнхи ÿсĕмрисем, 224-шĕ - шкула çÿрекеннисем. Украинăн 1022 çынни республикăри миграци службин органне Чăваш Енре вăхăтлăх хÿтлĕх пама ыйтса çырнă хутпа пынă. Чылайăшне «Контур» тата «Чувашиякурорт» санатори» АУО базисенче, ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин тытăмĕнчи реабилитаци центрĕсенче, «Заимка» обществăра вырнаçтарнă.

Республика ертÿлĕхĕ вĕсен пурнăç условийĕпе, хумхантаракан ыйтăвĕсемпе кăсăклансах тăрать, пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Ку ыйтупа, Украинăран вăрçă-харçа пула тарса килнисене пулăшу кÿрес тĕллевпе, пирĕн республикăра ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунă. Правительство членĕсем, тĕрлĕ ведомство, предприяти-организаци ертÿçисем пĕрле пухăнса тăтăш канашлаççĕ. Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ĕç ушкăнĕн ларăвĕн кун йĕркинчи икĕ ыйтăва - Украинăран Чăваш Республикине куçса килнисене социаллă адаптаци пулăшăвĕ парасси, вĕсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси тата адреслă финанс пулăшăвĕ кÿресси - тишкерчĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова ларура тухса каланинчен çакă паллă: юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ Украина çыннисенчен 26-шĕ Раççейĕн ытти регионне тухса кайнă. Юлнисем пурте кирлĕ медицина пулăшăвĕ илеççĕ. Çав тĕллевпе тарса килнисем вăхăтлăх пурăнакан тăватă пунктра та социаллă пулăшу кÿрекен комплекссем йĕркеленĕ, «хĕрÿ лини» телефон çыхăнăвĕпе 190 консультаци панă, кашни кунах социаллă сетьсен тата хыпарсен сайчĕсен мониторингне ирттереççĕ. /Сăмах май, «хĕрÿ линин» телефон номерĕ /8352/ 51-27-80/. Участоксенчи терапевтсемпе педиатрсем йышăнăва пынисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. «Санăн ку е вăл документ çук тесе пăрман е эсĕ урăх патшалăх çынни тесе уйăрман», - пĕлтерчĕ Татьяна Геннадьевна. Украинăран килнисен хушшинче туберкулезлă, ВИЧ инфекциллĕ тата ытти чирпе асапланакан çынсене ятарлă учета илнĕ. Вĕсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фондĕнчен уйăрнă, спонсорсен укçи-тенкипе сиплеççĕ.

Унсăр пуçне аякран килсе хÿтлĕх тупнисене социаллă адаптаци шучĕпе пурлăх тĕлĕшĕнчен хальлĕхе 708,0 пин тенкĕлĕх пулăшнă. Тĕрĕссипе, Хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕ кăна 1,8 млн тенкĕ куçарнă. Вĕсенех республикăри халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрсем çи-пуçпа, атă-пушмакпа, гигиена япалисемпе, апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Украинăран килнĕ çемьесенчи шкула кайнă ачасене вĕренÿ хатĕрĕсем, спорт форми, ранецсем тÿлевсĕр илсе панă. Кĕрхи-хĕллехи тапхăр валли ăшă тумтирпе атă-пушмак хатĕрленĕ. Украинăран килнĕ ачасен 87% шкул формипе тивĕçтернĕ. Юлнисем те, татах килекенсем ăна кĕçех илĕç.

Сăмах вĕренÿ çине куçсан ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ку сферăри тăрăмпа тĕплĕ паллаштарчĕ. Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх - професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче Украинăран килнĕ 20 çамрăк /иккĕшĕ коммерци никĕсĕ çинче медицина колледжĕнче, 18-шĕ - республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕпе/ пĕлÿ илме тытăннă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче 7 çамрăк тÿлевлĕ вĕренме пуçланă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ те тĕллевлĕ 7 бюджет вырăнĕ хатĕрленĕ, анчах студент шутне тăрас текен тупăнман. ЧР Вĕренÿ министерстви професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче Украинăран килекенсем валли тата 10 бюджет вырăнĕ хатĕрленĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тараканова ку ведомствăн «тÿпи» çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕç вырăнĕ шыракансене - сăмах Украина çыннисем пирки пырать - ятарлă консультаци пункчĕсенче вакансисем, ĕçе вырнаçма кирлĕ документсем, вĕсене ăçта хатĕрлемелли, страховани свидетельствипе ИНН номерне ăçта илмелли таранах тĕплĕ паллаштараççĕ. Вакансисен банкне кунсерен çĕнетсе тăраççĕ. Ăна Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтĕнче тата Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен официаллă порталĕнче, «Украинăран килнисене хăй пурăнакан вырăнта ĕç тупма пулăшасси» пайра вырнаçтарнă. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне унта 1886 пушă ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. 371-шĕ - пурăнмалли вырăнлă ваканси. 124 организаци ĕç вырăнĕ сĕнет. Вăтам шалу - 14,6 пин тенкĕ. Вакансисен 70% - рабочи специальноçĕ: сварщик, штукатур-маляр, водитель, бетонщик, слесарь тата ытти те. Ял хуçалăхĕнче ветеринари врачĕсем, ĕне сăвакансем, трактористсем кирлĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен органсене 335 украин пынă. Чылайăшĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Украинăран куçса килнисене адреслă финанс пулăшăвĕ парасси мĕнле пулса пынипе ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратовăпа ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова паллаштарчĕç. Малтан федераци бюджетĕнчен куçаракан укçа пĕр тикĕссĕн килсе тăнă, ăна çийĕнчех тивĕçлисене валеçнĕ тăк, халĕ ку «юхăм хавшанă». Иван Моторин премьер-министр яваплă ведомствăсене ку ыйтăва çивĕчрех çĕклеме, икĕ енлĕ килĕшĕве туллин пурнăçлама сĕнчĕ.

Юрий СТЕПАНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.