Комментировать

2 Окт, 2014

Çĕнĕ чукун çул пулатех

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çÿревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сÿтсе явнă. Дискуссие çавăн пекех Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă.

Ларăва уçнă май Александр Жуков пысăх хăвăртлăхлă магистраль строительстви çĕр-шывшăн экономикăн хăватлă ÿсĕмĕ пулассине, хальхи технологисене аталантарма, налук пырса кĕрессине ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшассине палăртнă. "Проекта бюджетăн çăмăл мар условийĕсенче тытăнма тивет. Çапах та унта хывнă бюджет укçи уйрăм çынсен сумлă инвестицийĕсене илĕртме май парĕ", - палăртнă РФ Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ.

Александр Мишарин шухăшĕпе - пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" магистраль Раççейри малашлăхлă проектсенчен пĕри.

Проектлакан "Мускав - Хусан" трасса федерацин çĕр-шыв халăхĕн 20 проценчĕ пурăнакан çичĕ субъекчĕн территорине пĕрлештерет. Магистраль Раççейĕн 12 миллионер-хулинчен 3-шне çыхăнтарать, пуйăссен хăвăртлăхне сехетре 400 километра çитерме тата пассажирсен çул çинчи вăхăтне перекетлеме май парать.

Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан" магистрале хута ярсан Чăваш Ен 2020 çул тĕлне 20 млрд яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне - 43 млрд. Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕсемпе иртекен 118 километр трасса çинче Мăнал /Шупашкар районĕ/ тата Полянки /Етĕрне районĕ/ ялĕсем çывăхĕнче транспорт тата куçса лармалли хальхи йышши икĕ комплекс тума палăртаççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн Шупашкар станцийĕ хулана çывăх пулать, Шупашкар магистральне халĕ ĕçлекен чукун çулпа çыхăнтарма палăртнă, çапла вара рельс тăрăх çÿрекен автобуса хута яма май килĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн территорине планлас схемăна пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви енĕпе федераци транспорчĕн пайĕ тĕлĕшĕнчен улшăну кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă магистралĕн Чăваш Республикин территорийĕпе иртекен тĕп тăрăхне инженери тишкерĕвĕ тăвас тата проект ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе килĕшсе татăлнă.

В.ИЛЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.