ГТО хастарĕсем валли - ятарлă портал
"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" пĕтĕм тĕнчери форум умĕн Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн интернет порталĕ ĕçлеме пуçланă.
www.21.sport-russia.org адреспа вырнаçнă программа ГТО тытăмне йĕркелеме май парать. Çавăнпа унта регистрациленекен пĕрлехи номер илет тата пурнăçламалли нормативсене палăртать. Тест витĕр тухаканăн кăтартăвĕсем харпăр хăй кабинетĕнче упранаççĕ. Интернет портал ĕçĕ-хĕлне çак кунсенче Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче тĕрĕсленĕ. Унта чи малтан хулари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче ăсталăха туптакансем, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе Спорт министерствисен ĕçченĕсем çырăннă, регистрациленнисем пурте ГТО нормативĕсене пурнăçлама хутшăннă. Вĕсем туртăнас, отжимани тăвас, тăршшĕне сикес, чупас тата кире пуканĕ çĕклес енĕпе тупăшнă. Хастаррисене кăтартусене çырса пымалли кĕнеке панă.
Е.АНДРЕЕВ.